Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Чӑваш шкулӗсене Путинӑн резерв фончӗн шучӗпе юсӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 17.04.2014 00:05 | 1441 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ Шупашкарти педколледж
Шупашкарти педколледж

Нумаях пулмасть ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин 2014 ҫулта резерв фондӗнчен укҫа уйӑрасси пирки йышӑну кӑларнӑ. Унта Чӑваш Енри вӗренӳ учрежденийӗсем те лекнӗ.

Шупашкарти Н.В. Никольский ячӗллӗ педагогика колледжне 13,5 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Педколледжра, тӗпрен илсен, шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсенче ӗҫлекен педагогсене хатӗрлеҫҫӗ. Унта паян 349 студент ӑс пухать иккен. Тупрана вӗренӳ учрежденийӗн 1-мӗш общежитине юсама ярӗҫ.

Путин Президентӑн резерв фондӗнчен килекен тупра Шупашкарти ятарлӑ (коррекциллӗ) пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 1-мӗш шкула та лекӗ. Вӗсене темиҫе миллионах мар та, анчах 1,5 миллион тенкӗ теплицӑна тӗпрен юсама ҫитет-тӗр. Шкул тата теплица тенинчен тӗлӗнме кирлӗ мар. Сывлӑх енчен сусӑртарах ачасене пӗлӳ паракан учрежденире ачасене ӗҫе тата обществӑри вырӑна тупма хӑнӑхтараҫҫӗ иккен. Сӑмах май каласан, республикӑн Вӗренӳ министерствинче: «Теплицӑра ӗҫлени ял хуҫалӑх производстви патне илӗртет», — тесе шухӑшлаҫҫӗ.

#вӗренӳ, #педагогика колледжӗ, #юсав, #укҫа-тенкӗ

 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.04.17 16:20
Чăвашсем хăйсен шучĕпе шкулсене те юсаймаççĕ пулать иккен. Мĕскĕнсем. Тата вĕсене (чăвашсене) Мускавран чăмласа çитересси çеç юлнă.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем