Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Чӑвашлӑх

Чӑвашлӑх Л. Балтаева ӗҫӗсем: «Пинеслу», «Хӗвел», «Асан Паттӑр» триптих // Т.Акташ сӑнӗ
Л. Балтаева ӗҫӗсем: «Пинеслу», «Хӗвел», «Асан Паттӑр» триптих // Т.Акташ сӑнӗ

Наци вулавӑшӗн «Кӗмӗл ӗмӗр» гарелейинче «Халӑха юратса» курав ӗҫлет — Тимӗр Акташ журналист хыпарланӑ тӑрӑх ӑна Чӑваш ӳнерҫисен пӗрлӗхне йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнӗ ятпа уҫнӑ.

Ӳнерҫӗсем курав лаптӑкӗ пӗчӗк пулнипе пӑшӑрханчӗс пулин те унта чылай кӑсӑклӑ ӗҫ вырнаҫнӑ. Хӑйсен ӗҫӗсене Праски Витти, Николай Енилин, Петӗр Пупин (ҫак кунсенче юбилей паллӑ турӗ), Владимир Агеев, Юрий Матросов, Владислав Зотиков, Валентин Фёдоров, Владимир Шведов, Людмила Балтаева, Арина Перцева, Валентина Илем тата ыттисем тӑратнӑ.

Тимӗр Акташ пӗлтернӗ тӑрӑх ку курава Чӑваш Республикин культура, наципе архив ӗҫӗсен министерствинчен Сергей Казаков ҫеҫ килнӗ, анчах сӑмах тухса каламан. Ӳнерҫӗсене салам сӑмахӗпе наци вулавӑшӗн пуҫлӑхӗ Светлана Михайловна Старикова саламланӑ.

Пӗлме: Чӑваш ӳнерҫисен пӗрлӗхӗ 1993 ҫулта ҫуралнӑ. Ӑна Чӑваш Енӗн ӳнерҫӗсен пӗрлӗхне кӗрекен ӳнерҫӗсен пӗр ушкӑнӗ чӑвашлӑх теми ҫине таянса ӗҫлес тӗллевпе йӗркеленӗ. Чӑваш Енӗн ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗ вӗсен ӗҫне ырламан пулин те ҫӗнӗ ӳнер пӗрлӗхӗ хӑйӗн ятне паянхи куна таран илсе ҫитернӗ. Такӑнтаракансем чылай пулнӑ пулин те Чӑваш ӳнерҫисен пӗрлӗхӗ ура ҫинче ҫирӗп тӑрать: тӑтӑш куравсем ирттерет, ҫав шутра чикӗ леш енче те.

Малалла...

 

Чӑвашлӑх Чаваш наци конгресӗн элемӗ
Чаваш наци конгресӗн элемӗ

Раштавӑн 23-мӗшӗнче Красноармейски район администрацийӗн ларусен залӗнче районти обществӑлла пуҫарулӑх ушкӑнӗн йӗркелӳ пухӑвӗ иртрӗ. Ӑна регионсемпе нацисем хушшинчи туслӑхпа этноҫыхӑнӑва вӑйлатас, чӑваш нацин ӑс-хакӑлпа пурлӑх культурине аталантарас тӗллевпе пуҫарнӑ. Пухӑва Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Шестаков А.В., ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, муниципалитетӑн бюджетлӑ учрежденийӗсен пуҫлӑхӗсем, культура тата вулавӑшпа музейсен ӗҫченӗсем, шкулсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем, таврапӗлӳҫӗсем, ҫыравҫӑсемпе журналистсем хутшӑнчӗҫ.

Пухӑва Чӑваш Республикин муниципаллӑ органсен Канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ, Чӑваш наци конгресӗн Президиум пайташӗ Николаев С.А. ертсе пычӗ. Вӑл Чӑваш наци конгресӗн юлашки Аслӑ Пухӑвӗ йышӑннӑ резолюцисемпе паллаштарчӗ, тӑван халӑхӑн ырӑ йӑли-йӗркине упрамалли тата ӑна малалла аталантармалли ҫинчен сӑмах пуҫарчӗ. Чӑваш наци конгресӗ районсемпе хуласенче хӑйӗн уйрӑмӗсене уҫма палӑртнине пӗлтерчӗ, ҫавна май ӑна Трак енре те уҫма сӗнчӗ.

Пуху пӗр саслӑ пулса Чӑваш наци конгресӗн Красноармейски районӗнчи уйрӑмне уҫма йышӑнчӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuv-krarm.3dn.ru/
 

Чӑвашлӑх

Иртнӗ шӑматкун, раштавӑн 21-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралса ӳснисем «Ҫавал» ентешлӗх 20 ҫул тултарнине паллӑ туса савӑнӑҫлӑ уяв ирттернӗ. Кун пирки ЧНК сайчӗ пӗлтерет.

Ҫӗрпӳсене саламлама чи малтан ентешлӗх ертӳҫи Владимир Егоров тухнӑ. Вӑл паллӑ радиожурналист, Ҫӗрпӳ районӗнчи Хурамал ялӗнче ҫуралнӑ. Малтан Чӑваш радиора вӑй хунӑ, хальхи вӑхӑтра наци радиовӗнче тӑрӑшать. Саламлакансен йышӗнче ҫавӑн пекех Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов, Ҫӗрпӳ районӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Кузьмина пулчӗҫ, вӗсем районӑн чи маттур та хастар ывӑл-хӗрне Хисеп хучӗсемпе парнесем парса хавхалантарчӗҫ. Шупашкарти коопераци институчӗн ректорне Валерий Андреева вара уйрӑм чыс турӗҫ — районӑн депутатсен пухӑвӗ иккен ӑна «Ҫӗрпӳ районӗн хисеплӗ гражданинӗ» ята тивӗҫтернӗ.

Юрӑ-кӗвӗпе вара чылай ушкӑн кӑмӑла ҫӗклерӗ — уява килнисен кӑмалне уйрӑмах Чиркӳллӗ Ямашри «Ямаш» фольклор ушкӑнӗ ҫӗклерӗ. Ҫавӑн пекех «Цивиляночка», «Шурвар» ушкӑнсем те пулчӗҫ. Ача-пӑчасем те пултарулахпа савӑнтарчӗҫ — «Ҫавалсене» саламлама Ҫӗрпӳри ача-пӑча ӳнер шкулӗнче ӑс пухакан ачасем ҫитнӗччӗ.

Эпир те Ҫӗрпӳ районӗн ентешлӗхне 20 ҫула ҫитнӗ ятпа саламлатпӑр!

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/40.html
 

Чӑвашлӑх

Халӑха тӳлевлӗ пулӑшу кӳрессин хакӗсене сӳтсе явнӑ чух Леонид Офаринов депутат хутсен хакӗ хӑш чӗлхепе пичетленине кура уйрӑлса тӑнине асӑрханӑ.

Чӑваш Енре патшалӑх чӗлхи иккӗ иккенне пӗлетпӗр. Апла тӑк хутсене хӑть чӑвашла, хӑть вырӑсла яма юрать. Анчах вӗсене пичетлессин хакӗ Етӗрне хулинче хӑш чӗлхене суйланинчен килет иккен. Вырӑсла пичетлеме чӑвашлинчен икӗ хут йӳнӗрех: вырӑсла — 10 тенкӗ, чӑвашла — 20. Леонид Офаринов депутат ҫак йышӑнӑва мӗне кура тунине ӑнланманнине палӑртнӑ. «Халӑх тарҫи» асӑрхаттарнипе Хула пухӑвӗн депутачӗсем килӗшнӗ — ик чӗлхепе пичетлесен те пӗр пек тӳлеттерме йышӑннӑ.

 

Чӑвашлӑх Пухӑннисем / Н. Плотников сӑнӗ
Пухӑннисем / Н. Плотников сӑнӗ

Паян Шупашкарта, Митта Ваҫлейӗ 1931-1937, 1955-1957 ҫулсенче пурӑннӑ ҫурт умӗнчи асӑну хӑми умне чечексем хучӗҫ. Мероприятие Илле Иванов журналист ертсе пычӗ. Тухса калаҫакансен йышӗнче ҫавӑн пекех Надежда Григорьевна Иванова, Николай Аристархович Енилин, Николай Дмитриевич Ларионов, Анатолий Ильич Кипеч, Зоя Витальевна Васильева пулчӗҫ.

Пурӗ ҫирӗм ытла ҫын пухӑннӑччӗ — вӗсем асӑну хӑми ҫине чечек хучӗҫ, Митта Ваҫлейне тытса кайнӑ саманта асаилчӗҫ (мӑшӑрӗн асаилӗвне вуларӗҫ). 1937 ҫулта чӑваш поэтне тытса кайнӑ кун, вӑл раштавӑн 18-мӗшӗнче пулнӑ, паянхи пек йӗпе-сапа ҫанталӑк тӑнӑ.

Мероприяти ҫынсем ҫӳрекен ҫул ҫинчех иртнӗрен иртен-ҫӳрен хушшинче те кӑсӑкланакансем пулчӗҫ.

Чечек хуни пӗрлехи сӑн ҫапнипе вӗҫленчӗ.

Малалла...

 

Чӑвашлӑх «Чее тилӗ» тӑрӑх ӳкернӗ Лера Верещагинӑн (10 ҫ.) ӳкерчӗкӗ
«Чее тилӗ» тӑрӑх ӳкернӗ Лера Верещагинӑн (10 ҫ.) ӳкерчӗкӗ

Тимӗр Акташ хыпарланӑ тӑрӑх «Радио России» (чӑв. Раҫҫей Радиовӗ) эфирӗнче нумай пулмасть — раштавӑн 12-мӗшӗнче — икӗ чӑваш халӑх юмахӗ янранӑ. Пӗри вӗсенчен — «Хитрая плясунья» (чӑв. Чее тилӗ), тепри — «Луна в колодце» (чӑв. Уйӑх тупни). Вӗсене иккӗшне те паллӑ Раҫҫей актёрӗ Михаил Ефимов вуланӑ тет. Ку кӑларӑм «Звездные сказки» (чӑв. Ҫӑлтӑрлӑ юмахсем) ярӑмра тухнӑ.

Каласа хӑварас пулать — Михаил Ефимов пирӗн халӑхшӑн ытлашшиех ют та мар, вӑл Мускавра пурӑнакан Иван Яковлевич Яковлевӑн тӑванӗсемпе хурӑнташлӑ. Кун пирки темиҫе МИХ пӗлтернӗччӗ.

 

Чӑвашлӑх Гуманитари ӑслӑлӑхне сарассипе ӗҫлекен канаш ларӑвӗ
Гуманитари ӑслӑлӑхне сарассипе ӗҫлекен канаш ларӑвӗ

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ «Чӑваш халӑхӗн наци патшалӑхӗн историйӗ» ӑслӑлӑх ӗҫне пичетлеме ӗмӗтленет. Ҫак ыйтӑва республикӑра гуманитари ӑслӑлӑхне сарассипе ӗҫлекен канаш ларӑвне ирттернӗ чух ҫӗкленӗ.

Кӗнекене Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 2020 ҫулта 100 ҫул ҫитни тӗлне хатӗрлесе ҫитересшӗн тата кун ҫути кӑтартасшӑн. Кунсӑр пуҫне наци юхӑмӗпе Чӑваш автономине йӗркелени ҫинче икӗ томпа кӗнеке кӑларма шухӑшлаҫҫӗ. Кун валли республика Элетепӗрӗн кӗмӗлне ҫӗнсе илессе шанаҫҫӗ.

Аса илтеретпӗр, пӗлтӗрхи ҫуркунне Чӑваш Ен патшалӑх пулма пӑрахрӗ. Кун пирки республика Конституцине улшӑну кӗртнӗччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1557.html
 

Чӑвашлӑх

Раштавӑн 16-мӗшӗнче, 18.00 сехетре, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Ахах-мерчен аваллӑхӗ» ятпа чӑваш тумӗн пысӑк уявӗ иртмелле — кун пирки Чӑваш наци конгресӗн сайчӗ пӗлтерет.

Тӗрлӗ енче пурӑнакан чӑвашсен авалхи тата авалхине тӗслӗхшӗн усӑ курса хальхи вӑхӑтра туса хатӗрленӗ ҫи-пуҫне кӑтартса кӑна мар, хӑш пайӗ мӗнрен тӑнине, мӗне пӗлтернине ӑнлантарса парассине тӗпе хурӗҫ ҫак уявра.

Хутшӑнакансем: Етӗрне, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Элӗк районӗсенчи тата Шупашкар хулинчи фольклор ансамблӗсем, Зинаида Воронова, Татьяна Петрова, Мария Симакова халӑх ӑстисем, «Паха тӗрӗ» фирма, халӑх тум-юмӗн дизайн-студийӗ (ертӳҫи — Людмила Меркулова), СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Лариса Васильева тата ыттисем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/28.html
 

Чӑвашлӑх

Ӗнер Тутарстанра 7-мӗш хут «Чӑваш пики» конкурс иртрӗ. Куракансем те хутшӑнакансем те кӑмӑллакан илемпе пултарулӑх конкурсӗн суйлав тапхӑрӗ чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан районсенче иртет, финал — Хусанта. Хальхинче те жюрин 11 пикерен пӗрне суйласа илмеллеччӗ.

Хӗрсенчен ытларахӑшӗ шкулсенче вӗренет, институтра пӗлӳ пухакансем те, студенткасем те пур вӗсен хушшинче. «Тутарстанри чӑваш пики» конкурсӑн директорӗ Сильвия Чаркина пӗлтернӗ тӑрӑх, районсенчи конкурссенче ҫӗнтернӗ хӗрсене дирекци пӗр эрне хатӗрленӗ. Ҫавӑнпа пуль сцена ҫинчен вӗсем хӑйсене питӗ илемлӗ, тивӗҫлӗ кӑтартрӗҫ.

Илем ӑмӑртӑвӗ Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче иртнипе конкурса курма Хусанта пурӑнакан ытти халӑх ҫыннисем те курма килнӗччӗ. Вӗсем чӑвашӑн капӑр тумӗнчен, тутлӑ апат-ҫимӗҫӗнчен, ӑс-хакӑл пуянлӑхӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗҫ. Конкурса ирттерме пулӑшакансен хушшинче ҫамрӑк усламҫӑ-спонсорсем те сахал марччӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗ ятне вара Алексеевски районӗн пики Мила Ильдуганова ҫӗнсе илчӗ.

 

Чӑвашлӑх

Чӑваш наци конгресӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак кунсенче Президиумӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ, унта кулленхи ӗҫ-хӗлпе ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тухнӑ.

Чи пысӑк ыйту — республикӑн кашни районӗнче, хулинче Конгресӑн вырӑнти уйрӑмне йӗркелесси пулнӑ. Ку вӑл халӑхпа тӳрремӗн ҫыхӑнса ӗҫлеме кирлӗ тесе пӗлтерет Конгресс.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Патшалӑх Канашне 2014 ҫул валли яма палӑртнӑ Ҫырӑвне кӗртме сӗнӳсем пухма пуҫлани ҫинчен эпир пӗлтернӗччӗ. Президиум ларӑвӗнче та ҫак ыйтӑва ҫӗклерӗҫ. «Наци конгресӗн те каламалли пур, чылай сӗнӳ нумай пулмасть иртнӗ Аслӑ Пухура янӑранӑччӗ», — терӗҫ Президиум пайташӗсем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/22.html
 

Страницӑсем: 1 ... 114, 115, 116, 117, 118, 119, 120, 121, 122, 123, [124], 125, 126, 127
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 15

1881
143
Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ.
1890
134
Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1917
107
Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ.
1928
96
Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1956
68
Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ.
1988
36
Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи