Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑваш Енӗн чӑвашла схемине хӑтларӑмӑр

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 17.01.2015 19:44 | 2364 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Паян Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче эпир хатӗрлесе кӑларнӑ Чӑваш Енӗн чӑвашла схемине хӑтларӑмӑр. Мероприятие пӗр 20 яхӑн ҫын пухӑнчӗ. Хӑтлава (презентацие) Николай Егорович Лукианов ертсе пычӗ, тухса калаҫакансем йышӗнче схемӑна хатӗрленӗ Николай (Аҫтахар) Плотников, Праски Витти ӳнерҫӗ, Анатолий Кипеч ҫыравҫӑ, Владимир Милютин хореограф тата ыттисем пулчӗҫ. Вӗсем схемӑна кӑларнине ырларӗҫ, ӑна халӑх патне епле ҫитермеллине сӳтсе яврӗҫ, сӗнӳсемпе канашсем пачӗҫ.

Хӑтлавӑн иккӗмӗш пайӗнче Сергей Щербаков историк пухӑннисем умӗнче 1918 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче иртнӗ чӑваш ҫарӗн пӗрремӗш пухӑвӗ ҫинчен каласа пачӗ. Хӑй сӑмахӗнче вӑл ҫак пуху хӑй вӑхӑтӗнче самай пысӑк йӗр хӑварни пирки, унта тунӑ йышӑнусемпе кайран автономи йӗркеленӗ чухне те усӑ курни ҫинчен пӗлтерчӗ. Итлекенсемшӗн ку доклад питӗ кӑсӑклӑ пулчӗ — ыйтусем умлӑн-хыҫлӑн пулчӗҫ, Щербаков историк вара вӗсене хуравсӑр хӑвармарӗ.

Аса илтеретпӗр, Чӑваш Енӗн чӑвашла схеми иртнӗ ҫулталӑкӑн раштав уйӑхӗ пуҫламӑшӗнче А1 форматпа пичетленсе тухрӗ. Тиражӗ — 300 экземпляр. Туянас тесен ӑна тетелти «СУМ» лавккара туянма пулать.

Сӑнсем (14)

#хӑтлавсем, #истори, #наци вулавӑшӗ, #вулавӑшсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем