Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Чӑвашлӑх

Чӑвашлӑх

Шупашкар районӗнчи «Бичурин тата хальхи самана» музей «Асамлӑ тӗрӗ тӗнчи — 2015» конкурс ирттерет. Кӑҫалхи тӗп тема — «Паха тӗрӗ» фабрикӑн пӗрремӗш ӳнерҫин, РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин Е.И.Ефремовӑн тата РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин М.В.Симаковӑн пултарулӑхӗсем.

Конкурса ӗҫсене тӑватӑ номинаципе йышӑнаҫҫӗ: алӗҫ пултарулӑхӗ, ӳнер, сочиненисем тата сӑвӑсем. Ӗҫсене пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗччен музейра кашни кун, шӑматкунпа вырсарникунсӑр пуҫне, 9–17 сехетсенче йышӑнаҫҫӗ. Адрес — Кӳкеҫ поселокӗ, Шкул урамӗ, 1-мӗш ҫурт.

Конкурса ӗҫсем килме пуҫланӑ ӗнтӗ. Ӑна Шупашкарти 60-мӗш шкул ачисем ярса панӑ. Сӑмах май, кунашкал конкурс 6-мӗш хут иртет.

 

Чӑвашлӑх Тольяттинчи чӑвашсем
Тольяттинчи чӑвашсем

Тулай чӑвашӗсем вӑхӑта ахаль ирттерменни, унти йӑхташӑмӑрсене пӗтӗҫтерме тӑрӑшни пирки «Чӑваш халӑх сайчӗ» унччен те хыпарланӑччӗ.

Тольяттинчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ «Кӗмӗл сасӑ» юрӑ конкурсӗ ирттерме шут тытнӑ. Конкурса хутшӑнас кӑмӑллисен автономин ертӳҫине А.П. Бикмурзин ячӗпе заявка памалла. Унпа 89272688113 номерпе ҫыхӑнма сӗнеҫҫӗ. Автономин секретарӗ Н.В. Панфиленко та заявка йышӑнать. Унӑн телефон номерӗ — 89372309634.

Тольяттинче конкурсра ҫӗнтернисем каярах Самар хулинче иртекен ӑмӑртӑва хутшӑнайӗҫ.

 

Чӑвашлӑх

Карлачӑн 30-мӗшӗнче Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков Патшалӑх Думинче Чӑваш Республикин кунӗсене ирттерес ыйтӑва сӳтсе явмашкӑн Патшалӑх Думин йӗркелӳ управленийӗн ертӳлӗхӗпе тӗл пулнӑ.

Патшалӑх Думи 2015 ҫулта ирттермелли мероприятисен планне ҫирӗплетнипе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин кунӗсем ҫу уйӑхӗнче иртӗҫ.

Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗ ӗҫ ушкӑнне, унӑн йышне йӗркелесси пирки, Чӑваш Республикин кунне ирттерме хатӗрленесси ҫинчен хушӑва алӑ пуснӑ.

Йӑлапа килӗшӳллӗн Патшалӑх Думинче Раҫҫей субъекчӗсен кунӗсем 5 куна тӑсӑлӗҫ. Ун чухне Патшалӑх Думин комитечӗсен пӗрлехи ларӑвӗсем (унта субъект элчисем те хутшӑнӗҫ), регионсенчи таварсен экспозицийӗ тата ӳнерпе культура куравӗсем иртӗҫ.

 

Чӑвашлӑх

Ӗнер, нарӑсӑн 3-мӗшӗнче, пирӗнтен Чӑваш наци конгресӗн иккӗмӗш президенчӗ, ҫак обществӑлла организацие 15 ҫул ертсе пынӑ Архипов Геннадий Николаевич уйрӑлса кайнӑ.

Архипов Геннадий Николаевич 1956 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗнче Етӗрне районне кӗрекен Анат Явӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультечӗн чӑваш чӗлхипе литературин (1982) тата истори (1989) уйрӑмне пӗтернӗ. 1984 ҫултанпа 8 ҫул «Хыпар» хаҫатӑн ятарлӑ корреспонденчӗ пулнӑ. 1990 ҫулта Аслӑ Канаш депутатне суйланнӑ. 1994–1998 ҫулсенче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн культура, вӗренӳ, ӑслӑлӑх тата МИХсен комитечӗн председатель вырӑнне йышӑннӑ.

1997 ҫулта Чӑваш наци конгресӗн Президентне суйланӑ, 15 ҫул ытла ертсе пынӑ.

 

Чӑвашлӑх

Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче Турцири Раҫҫей Федерацийӗн посольствинче Чӑваш Республикин курав-хӑтлавне ирттермешкӗн патшалӑх саккасӗ пичетленни паллӑ пулнӑ.

Куравӑн тӗп тӗллевӗ — Чӑваш Республикин промышленноҫ, туризм, вӗренӳ, культура потенциалӗсене хӑтласси, Турципе ҫыхӑну йӗркелесси. Саккасра мӗн палӑртнӑ? Хӑтлав баннерӗсен дизайнне хатӗрлемелле, унта Чӑваш Республикин социаллӑ экономика аталанӑвне, экономикӑри тӗп тытӑмсене, Турципе ҫыхӑнса ӗҫленине, инвестици сӗнӗвӗсене, ял хуҫалӑхӗ пирки кӗскен палӑртмалла.

Хӑтлав сценарийӗнче ӗҫ (Чӑваш Республикинчи предприятисем тухса калаҫни) тата культура пайӗсем (чӑваш наци ушкӑнӗ тухни) пулмалла. Ҫавӑн пекех наци апат-ҫимӗҫне тутанса пӑхса хӑтламалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/75551
 

Чӑвашлӑх

Шупашкарта Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн «Чӑвашсем хальхи тӗнчере: истори тата культура» кӗнеке серин иккӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. Ӑна «Чуваши Присвияжья: история и культура» ят панӑ.

ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекере Сӗве тӑрӑхӗнче пурӑнакан чӑвашсен историпе культурине ҫутатса панӑ. Унта Тутарстан, Чӗмпӗр облаҫӗ, Чӑваш Республики кӗнӗ. Унта уявсене, ҫемье йӑлисене, пултарулӑхне, фольклорти тӗрлӗ жанра тишкернӗ.

Ӗҫе ушкӑн пурнӑҫланӑ. Ун йышне этнографсем, музыковедсем, социологсем, фольклористсем, чӗлхеҫӗсем кӗнӗ.

Кӑларӑм 1 пин тиражпа тухнӑ. Вӑл этнографи, истори, гуманитари енӗпе ӗҫлекенсемшӗн, студентсемшӗн, шкулта вӗренекенсемшӗн усӑллӑ.

Сӑмах май, кӗнеке серинчи пӗрремӗш кӗнеке «Симбирско-саратовские чуваши» ятлӑ.

 

Чӑвашлӑх Константин Иванов палӑкӗ
Константин Иванов палӑкӗ

Чӑваш наци вулавӑшӗнче паян Чӑваш наци конгресӗн Мӑн Канаш ларӑвӗ иртрӗ. Унта пӗлтӗрхи ӗҫсене пӗтӗмлетрӗҫ, кӑҫалхи ҫулталӑкра мӗн тумаллине палӑртрӗҫ. Тухса калаҫакансем чылай пулчӗҫ, плана кӗртмелли сӗнӳсене сахал мар пачӗҫ. Документпа каярах, тен, ЧНК сайтӗнче паллашма май пулӗ.

Сӑмах калакансен йышӗнче «Хыпар» издательство ҫурчӗн тӗп директорӗ Валери Туркай та пулчӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл Константин Ивановӑн палӑкӗ вырӑнта мар тӑнине палӑртрӗ — питӗ мелсӗр вырнаҫтарнӑ имӗш. Тӗслӗхрен, ун умӗнче ӳкерӗнме те кансӗр — хыҫра ҫурт курӑнать. Валери Туркай палӑка театр умне куҫарма сӗнчӗ, ку ӗҫре ЧНК пулӑшасса шанчӗ. Унсӑр пуҫне Шупашкарти тепӗр палӑк та хӑй вырӑнӗнче мар иккен. Сӑмах Петӗр Хусанкайӑнни пирки пырать. Унӑн палӑкӗ хальхи вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер инситучӗ патӗнче вырӑн тупнӑ. Валерий Туркай шухӑшӗпе Петӗр Хусанкайӑн палӑкӗ тем тесен те хула варринче пӗр-пӗр чаплӑ лаптӑкра пулмалла.

Пуху вӗҫӗнче ЧНК йышӗнчен хӑш-пӗр ҫынсене кӑларчӗҫ — лешӗсем заявлени ҫырнине пула.

Малалла...

 

Чӑвашлӑх

Чӑваш патшалӑх филармонийӗ чӑвашла юрлакан ачасен республикӑри «Мехел» IX телекурав конкурсне хутшӑнмашкӑн заявкӑсем йышӑнма тытӑннӑ.

Ӑмӑрту виҫӗ ӳсемпе иртӗ: 6-9, 10-13, 14-17 ҫултисем. Икӗ номинаци пулӗ: «Пӗччен юрлани» тата «Ансамбльсемпе хорсем». Конкурсҫӑсен чӑвашла юрӑ юрламалла.

Конкурса хутшӑнмашкӑн заявкӑсене нарӑсӑн 25-мӗшӗччен памалла. Ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, Президент бульварӗ, 9-мӗш ҫурт (Чӑваш патшалӑх филармонийӗ), 419-мӗш пӳлӗм. Заявкӑсене 62-43-69 номерпе факспа та йышӑнаҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон — 62-11-05.

Списока тата кам хыҫҫӑн кам сцена ҫине тухмаллине Чӑваш патшалӑх филармонин сайтӗнче вырнаҫтарӗҫ.

 

Чӑвашлӑх ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗ
ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗ

«Ирӗклӗх» тӳре-шарана чӑвашла Конституцие йышӑнма сӗнни пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Анчах общество организацийӗн сӗнӗвне шута илесшӗн мар иккен. Кун пирки «Ирӗклӗх» сайчӗ пӗлтерет.

Общество хастарӗсем ку ыйтупа тӗрлӗ ведомствӑна ҫитнӗ. ЧР Патшалӑх Канашӗн хуравӗнче федераци тата регион саккунӗсенче саккунсене икӗ чӗлхепе йышӑнмаллине кӑтартакан ҫирӗп норма ҫуккине пӗлтерет.

Парламентра Конституцин чӑвашла куҫарӑвӗ вырӑслипе пӗр тан пулнине калаҫҫӗ. Прокуратура ҫапла пӗлтернӗ: ЧР Конституцине Раҫҫейӗн патшалӑх чӗлхипе ҫеҫ йышӑнни саккуна пӑснине пӗлтермест-мӗн.

«Ирӗклӗх» патшалӑх инстанцийӗсемпе чӑвашла ҫырӑннӑ. Патшалӑх Канашӗ ҫырӑва чӑвашла хуравланӑ. Прокуратура икӗ чӗлхепе те ҫырнӑ. ЧР Юстици министерстви вырӑсла хуравланӑ. Унта чӑвашла лайӑх пӗлекен профессионал куҫаруҫӑ ҫук-мӗн.

Аса илтерер: общество хастарӗсем ҫакна пӗлтӗр кӗркунне пуҫланӑ. Вӗсем ЧР Конституцийӗ вырӑсла ҫеҫ пулнине, чӑвашла куҫарӑвӗн юридици вӑйӗ пулманнине палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1983.html
 

Чӑвашлӑх Вырсарни шкулӗ унччен ҫапла пулнӑ
Вырсарни шкулӗ унччен ҫапла пулнӑ

Ӗпхӳре юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн Чӑвашсен вырсарни шкулӗ уҫӑлнӑ. Ӑна ҫӑмӑллӑхлӑ майпа тара паракан программӑпа ҫӗнетнӗ иккен. Тӗплӗ юсав валли кӗмӗле Марат Хафизов ятлӑ усламҫӑ уйӑрнӑ.

Ҫурта ҫӑмӑллӑхлӑ майпа тара панӑ май усламҫӑ умӗнче влаҫсем кӑштах услови лартнӑ тесен те йӑнӑш мар. Хайхин малтанхи виҫӗ ҫул хушшинче ҫурта тӗплӗн юсамалла пулнӑ тата тара илнишӗн хыснана тӳлемелле. Ӗҫе тӗплӗ пурнӑҫласан арендншӑн пӗр тӑваткал метршӑн 1 тенкӗ тӳлеттернипех ҫырлахӗҫ. Ҫапла хака 25 ҫуллӑха палӑртнӑ.

Вырсарни шкулне 187 тӑваткал метр лекнӗ. Унта халӗ 140 чӑваш ачи вӗренет. Вӗсем чӑваш чӗлхине шӗкӗлчеҫҫӗ, литературӑпа паллашаҫҫӗ. Ачасене информатикӑпа ют чӗлхене те вӗрентеҫҫӗ. Декораципе прикладной ӳнерӗн кружокӗ те ӗҫлет.

 

Страницӑсем: 1 ... 106, 107, 108, 109, 110, 111, 112, 113, 114, 115, [116], 117, 118, 119, 120, 121, 122, 123, 124, 125, 126, ...136
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн принципсене ӗнентерме тивӗ. Сире никам та ӑнланмасть пек туйӑнӗ. Анчах апла мар. Тавралла пӑхӑр. Таҫта юнашар сирӗн шухӑшсемпе килӗшекен союзник пур, вӑл сире пулӑшӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурри пысӑк япала туянма, коммерци ӗҫӗсем тума ӑнӑҫлӑ.

Ҫӗртме, 07

1937
88
Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын