Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
foto.cheb.ru сайтри сӑн
foto.cheb.ru сайтри сӑн

2019 ҫулта Пӑрачкавра автостанци хупӑннӑ. Халӗ ав ҫак кунсенче унта автобуссем те ҫӳреме пӑрахнӑ.

Унчченхи перевозчикӑн кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче контракт пӗтнӗ. Унти тавралӑхра вара ку енӗпе ӗҫлеме пултаракан транспорт компанийӗсем, харпӑр усламҫӑсем ҫук.

Пӑрачкав муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Евгений Лебедев ЧР Транспорт министерствинчен пулӑшу ыйтнӑ.

 

Республикӑра

Кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьева асӑнса Шупашкар районӗнчи Янӑш шкулӗнче волейбол турнирӗ иртнӗ. Ҫак кун Михаил Васильевич ҫуралнӑ.

Турнира Михаил Игнатьевӑн мӑшӑрӗ Лариса Игнатьева, ывӑлӗ Иван Игнатьев, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Николай Малов, Николай Николаев тата депутат пулнӑ Сергей Михеев килнӗ.

Сӑмах май, волейбол турнирӗ пӗлтӗр те иртнӗ. Анчах Михаил Васильевичӑн ҫуралнӑ кунӗнче мар, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче пулнӑ. Ун чухне турнира мӑшӑрӗ Лариса Игнатьева тата Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулнӑ Елена Николаева пынӑ.

 

Республикӑра
www.cheges.rushydro.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cheges.rushydro.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре электрозарядка ӗҫлеме пуҫланӑ. Ӑна «Атӑл» М-7 федераци ҫулӗпе юнашарах вырнаҫтарнӑ. Асӑннӑ станци ҫӗршывӑн центрӗ, Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗсенчи регионсем тӑрӑх ҫӳрекен машинӑсемшӗн меллӗ.

Зарядка станцийӗ талӑкӗпех ӗҫлет. Унпа харӑсах икӗ машина усӑ кураять. Вӑл кирек епле электрокар валли те меллӗ, мӗншӗн тесен тӗрлӗ порт вырнаҫтарнӑ.

Автомобиль аккумуляторне тулса ҫитме ҫур сехете яхӑн иртӗ, машинӑна кӑштах вӑй илтерме темиҫе минут та ҫитет.

Паянхи куна илсен, пирӗн ҫӗршывӑн 23 регионӗнче 125 электрозаправка ӗҫлет.

 

Республикӑра

Республикӑра пӗр арҫын Ҫӗнӗ ҫул умӗн икӗ чӑраш каснӑ. Ӑна тытса чарнӑ.

Раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче патшалӑх вӑрман инспекторӗсем 313 рейд ирттернӗ. Шӑп ҫавӑн чухне тытса чарнӑ та вӗсем ҫак арҫынна.

Хайхискер икӗ чӑрӑш касса патшалӑха 5 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Куншӑн ӑна уголовлӑ майпа явап тыттарма пултараҫҫӗ. Кун пек статьяпа айӑпланакансене штрафлаҫҫӗ. Унашкаллисене 6 ҫул таран ирӗксӗр хӑварма та пултараҫҫӗ.

 

Республикӑра
upulmanologa.ru сайтри сӑн
upulmanologa.ru сайтри сӑн

Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен Чӑваш Енре 5 ҫын шӑнса вилнӗ. Кун пирки паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура калаҫнӑ. Ку статистикӑпа ЧР Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗ Сергей Павлов паллаштарнӑ.

Ҫак тапхӑрта 14 ҫын шӑнса кӳтнипе аптӑранӑ. 9-шӗн ҫӑмӑллӑнах хӑтӑлнӑ. Тепӗр 5-шӗ вӑйлӑрах аптӑранӑ.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче каҫхине "Шупашкар - Сӑр" автоҫул ҫинче хӗрарӑм-водителӗн машинин аккумуляторӗ пӗтнӗ те транспорт чарӑнса ларнӑ. Хӗрарӑм ача кӗтет, салонра пассажирсем те пулнӑ. Ҫав йышра - ача та.

Юрать, водитель телейне ҫывӑхра ҫул-йӗр патрулӗн ӗҫченӗсем пулнӑ. Вӗсем эвакуатор киличчен хӗрарӑмӑн машинине ӑшӑтма пулӑшнӑ, пассажирсене шӑнса хытасран хӑтарнӑ.

"Тӗлӗнтермӗш, урӑхла калама ҫук", - ҫапла палӑртнӑ ШӖМ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia
 

Республикӑра

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Козлов Евгений Владимирович пулла кайсан ҫухалнӑ. Вӑл унта кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхи 4 сехетре тухса кайнӑ.

1983 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна "Лиза Алерт" ушкӑн хастарӗсем шыраҫҫӗ. Вӑл ӑҫталла пулӑ тытма кайни паллӑ мар. Килтен кайнӑ чухне сӑрӑ костюм, сӑрӑ тӗслӗ атӑ, хура ҫӗлӗк тӑхӑннӑ пулнӑ.

Шырав ӗҫӗнче хастарсем кирлӗ.

Информацие пӗлтермелли телефон номерӗ: 8 (800) 700-54-52 е 112.

 

Республикӑра

Паян шартлама сивве пула республикӑри 7 ял электроэнергисӗр тӑрса юлнӑ.

ЧР Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав 7 ялта 763 кил, вӗсенче 1591 ҫын пурӑнать. Ҫав йышра - социаллӑ пӗлтерӗшлӗ 3 объект. Электроэнерги аварийӗ Муркаш, Шӑмӑршӑ, Шупашкар, Пӑрачкав, Вӑрмар районӗсене пырса тивнӗ.

Авариллӗ бригадӑсем тӳрех ӗҫе пуҫӑннӑ.

15 сехет те 35 минутра пӗтӗм яла электроэнерги панӑ.

 

Республикӑра
rf-smi.ru сайтри сӑн
rf-smi.ru сайтри сӑн

Кӑҫалтан республикӑри ача ҫурчӗсенче воспитани илекен ачасен хӑйсен тӗллӗн тӑкакламалли укҫа-тенкӗ пулӗ. Ку пуҫарӑва ЧР Министрсен Кабинечӗ ырланӑ.

Хальхи вӑхӑтра ача ҫурчеӗсенче 72 шӑпӑрлан пурӑнать. Ку уйӑхран пуҫласа унти ачасем финанс пӗлӗвӗ енӗпе ӑсталӑхне туптама пуҫлӗҫ. Ку вӗсене алӑра укҫа-тенкӗ тытма вӗрентӗ.

Кӑҫалтан ача ҫурчӗсенчи шӑпӑрлансене алла мӗн чухлӗ укҫа парассине пӗлтермен.

 

Республикӑра

2022 ҫулта Чӑваш Енре 639 ҫын ятне, хушаматне е ашшӗн ятне улӑштарнӑ. Ку, виҫӗм ҫулхипе танлаштарсан, 17,2 процент ытларах. Кун пирки ЧР Юстици ӗҫӗсен патшалӑх служби пӗлтерет.

Ятне улӑштарнисен йышӗнче ытларах хӗрарӑмсем. Чылай чухне вӗсем хушаматне улӑштараҫҫӗ: качча кайнӑ чухне хӗр чухнехине хӑварнӑ та халӗ упӑшкинне илнӗ. Пӗлтӗр хушаматне 553 ҫын улӑштарнӑ. 15 ҫын вара ятне, хушаматне тата ашшӗн ятне урӑхла ҫыртарнӑ. 508 хӗрарӑм ятне улӑштарнӑ. Унашкал ятсен йышӗнче - Доминика, Мирра, Альяна, Арослан, Кассиопея, Апрель. Пӗлтӗр 131 арҫын ятне улӑштарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/84212
 

Страницӑсем: 1 ... 102, 103, 104, 105, 106, 107, 108, 109, 110, 111, [112], 113, 114, 115, 116, 117, 118, 119, 120, 121, 122, ...623
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 22

1870
155
Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ.
1981
44
Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть