Культура
«Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат «Пӗр класрисем» ушкӑнра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк Ҫывӑх вӑхӑтра пирӗн республикӑра чӑвашла хаҫатсенчен пӗри, «Чӑваш хӗрарӑмӗ», тухса тӑма пӑрахӗ. Кун пирки асӑннӑ кӑларӑм тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн ушкӑнӗсенчен пӗринче ӗнер пӗлтернӗ. «Тӑванӑмӑрсем, вулаканӑмӑрсем! 25 ҫул тухса тӑнӑ хыҫҫӑн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат хупӑнать — 2023 ҫултанпа вӑл текех вулакан патне ҫитмӗ. Ҫак хаҫата упраса хӑварас тесессӗн сирӗн пулӑшу кирлӗ!» — чӗнсе ҫырнӑ хаҫатҫӑсем. Асӑннӑ кӑларӑм — «Хыпар» хаҫат «пепкисенчен» пӗри. Ӑна «Хыпар» издательство ҫурчӗ кӑларса тӑрать. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗнчи пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри тата чӑваш диаспорисенчи хӗрарӑмсем хӑйсен кӑларӑмӗсӗр тӑрса юлӗҫ. Хаҫат кӑларма пӑрахас йышӑнӑва издательство ҫурчӗн администрацийӗ тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин ӗҫне Общество канашӗ сӑнаса тӑрӗ. Унта кӗрес кӑмӑллисене ала витӗр кӑларӗҫ. Конкурса республикӑн Культура министерстви йӗркелӗ. Общество канашӗнче 11 ҫын пулӗ. Кандидатсен Раҫҫей гражданинӗ, 21 ҫултан аслӑрах пулмалла. Вӗсен Культура министерствин сферинче ӗҫленӗ опыт ҫулталӑкран кая мар пулнине те шута илӗҫ. Общество ӗҫӗнче е ӗҫре ятлӑ-сумлӑ пулнине те пӑхӗҫ. Общество канашне кӗрес кӑмӑллисен конкурсне хутшӑнас кӑмӑллисен материалӗсене паянтан тытӑнса авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин Ӳнер музейӗнче Художниксен союзӗн ҫулталӑкри ӗҫне пӗтӗмлетекен курав уҫӑлнӑ. Регионсем хушшинчи курава «t-21/22» ят панӑ. Унта 100-е яхӑн художник, скульптор тата декораципе прикладной ӳнерӗн специалисчӗсен ӗҫӗсем вырӑн тупнӑ. Пултарулӑх ӑстисем хальхи вӑхӑтри ӳнерӗн тӗрлӗ жанрӗнче — абстракцирен пуҫласа реализм таранах — ӗҫлеҫҫӗ. Курава мӗншӗн апла ят пани те кӑсӑклӑ. «t» — «Творчество» (чӑв. Пултарулӑх) сӑмахӑн пуҫламӑш саспаллийӗ, «21» — Чӑваш Республикин регион номерӗ, «22» 2022 ҫула пӗлтерет. Курав авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Мускаври «Коломенское» музей-заповедник территорийӗнче славян искусствин регионсем хушшинчи «Русское поле» (чӑв. Вырӑс уйӗ) XI пултарулӑх фестивалӗ иртет. Пултарулӑх мероприятине Раҫҫей халӑхӗсен культура эткерлӗхӗн ҫулталӑкне тата Мускав хулине йӗркеленӗренпе 875 ҫул ҫитнине халалланӑ. Фестивале Чӑваш Енри пултарулӑх ушкӑнӗсем те хутшӑнӗҫ. Ҫав шутра – халӑх ташшин «Суварята» (чӑв. Суварҫӑсем) ача-пӑча халӑх ансамблӗ (ертӳҫи — Раҫҫей тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анатолий Музыкантов) тата «Родные просторы» (чӑв. Тӑван тӑрӑх) халӑх фольклор ансамблӗ (ертӳҫи — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Людмила Кондратьева). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче кино тӳлевсӗр кӑтартӗҫ. Ӑна культура учрежденийӗ «Ночь кино» (чӑв. Кино каҫӗ) пӗтӗм ҫӗршыври акцие хутшӑннӑ май йӗркелет. «Ҫеҫпӗл» кинозалта кӗҫӗр, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, пысӑк экран ҫинче 2021-2022 ҫулсенчи ӑнӑҫлӑ кинопремьерӑсене кӑтартӗҫ. Вӗсене хамӑр ҫӗршыври ӑстасем ӳкернӗ. 18 сехетре квест иртӗ. 19 сехетре «Последний Богатырь: Посланник Тьмы» (6+) приключени, 21 сехетре «Пара из будущего» (12+) камит, 23 сехетре «Чемпион мира» (6+) драма кӑтартӗҫ. Тӳлевсӗрех! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Борис Чачев. culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Наци вулавӑшӗнче паян Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Борис Чачевӑн куравӗ уҫӑлӗ. Экспозицие ювелир ӳнерӗн, театрпа ҫыхӑннӑ ӗҫсенчен тата скульптурӑран йӗркелӗҫ. Борис Чачев 1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Куйбышев (халӗ — Самар) облаҫӗнчи Сызрань хулинче ҫуралнӑ. Хусанти театр училищинчен художник-бутафор пулма вӗренсе тухнӑ, каярах И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче художествӑпа графика факультетӗнче ӑс пухнӑ. Художник Чӑваш Енри тата республика тулашӗнчи театрсенче ӗҫленӗ. Хамӑр тӑрӑхрисене илсен, Чӑваш музыка театрӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Олеся Иванова Ӗнер Чӑваш наци телерадиокоманийӗн директорне палӑртас тӗллевпе конкурс иртнӗ. Финала икӗ ҫын тухнине пӗлтернӗ. Вӗсем – Шупашкар хула администрацийӗнче МИХсемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Алексей Гурьянов тата Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн пресс-служба секторӗн заведующийӗ пулнӑ Олеся Иванова. Вӗсем конкурсра пӗр пек балл пухнӑ. Вӗсемсӗр пуҫне конкурса Наци радиовӗн сасӑ йӗркелӳҫи Дмитрий Ефремов тата Томскри журналист Андрей Остров хутшӑннӑ. Алексей Гурьяновпа тата Олеся Ивановӑпа комисси тепӗр хутчен тӗл пулӗ. Кун хыҫҫӑн ҫӗнтерӳҫе палӑртӗҫ. Аса илтерер: унччен ку дожноҫӗ Мускавран килнӗ Светлана Губанова йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Канаш ен» хаҫат тухма пуҫланӑранпа 20 ҫул ҫитнӗ. Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗ – чылай хаҫатшӑн паллӑ уйӑх. Канашсен хаҫачӗ ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 20 ҫул тултарнӑ. Унӑн пӗрремӗш номерне 2002 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче кун ҫути кӑтартнӑ. Ун чухне хаҫат эрнере виҫӗ хутчен тухнӑ. Паян вӑл эрнере пӗр хутчен пичетленет. «Канаш ен» унчченхиллех район тата ял ҫыннин пурнӑҫӗпе паллаштарать. Самана таппипе тан пырас тесе хаҫатҫӑсем тӗнче тӗтелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче хӑйсен страницисене хастар тытса пыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Театр артисчӗсем. culture.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ куракансене черетлӗ, 105-мӗш, сезонта ҫӗнӗ ӗҫсемпе кӗтсе илме хатӗрленет. Хальхи вӑхӑтра унта Вера Панова пьеси тӑрӑх хатӗрлекен «Уйрӑлу каҫӗ» спектакль-мюзикл репетицийӗ пырать. Ҫавӑн пекех «Мӑнаккасем» камите лартассипе тимлеҫҫӗ. Александр Коровкин театрпа кино актерӗн тата драматургӑн «Тетки» пьесине чӑвашла куҫарнӑ. Куракансем валли ун тӑрӑх хаваслӑ спектакль хатӗрлеҫҫӗ. Александр Островскийӗн «Последняя жертва» пьесине те лартӗҫ. Унсӑр пуҫне театрта «Фольклортан пуҫласа джазчен» (ку вӑл ҫирӗплетнӗ ят мар, ӗҫ варианчӗ) спектакль-концертпа ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
digital.cap.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Чӑваш кӗнеке издательствинче Ольга Савандееван «Пысӑк чӗпӗ» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑма кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли кӑларнӑ. Редакторӗ – Ольга Федорова, художникӗ – Мария Ермолаева. Ҫӗнӗ кӗнекене алла илсен ачасем чӗрчунсем ҫинчен ҫырнӑ калавсемпе паллашайӗҫ. Тӗп сӑнарсем — ырӑ кӑмӑллӑ та ӗҫчен ачасем. Вӗсем ашшӗ-амӑшне пулӑшаҫҫӗ, ӑмӑртмалла ӗҫлеҫҫӗ, пушӑ вӑхӑта савӑк та усӑллӑ ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |