Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Культура

Культура
vk.com/chnmuseum сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/chnmuseum сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Литература музейӗнче ҫӑм арлама вӗрентекен ӑсталӑх класӗсем иртеҫҫӗ. Унта эрнере икӗ хутчен пухӑнаҫҫӗ: эрнекунсерен тата шӑматкунсерен. Эрнекун ӑсталӑх лаҫҫи 16 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен ӗҫлет, шӑматкун — 15 сехетрен 18 сехетчен.

Ҫавӑн пек ӑсталӑх сехетӗнче Ҫӗнӗ Шупашкари 18-мӗш лицейра ачасене литературӑна вӗрентекен Ольга Кузьминова ҫӑм арлама вӗреннӗ, халӗ вӑл ҫав ӑсталӑха ыттисене хӑнӑхтарать. «Эпир ҫавӑн пек вӗренекенсене питӗ юрататпӑр», — теҫҫӗ музейра.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паянпа ыран Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Двенадцать стульев» мюзикл премьери пулӗ.

Мускаври Игорь Зубков композитор тата Александр Вулых поэт классикӑна пачах та урӑхла, ҫӗнӗллӗ, кураҫҫӗ. Ҫавна май вӑл аслисемшӗн те, шкул ачисемшӗн те кӑсӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ.

Мюзикла хатӗрлессипе аякран чӗнсе илнӗ ӑстасем тимленӗ. Юрӑ-кӗвӗшӗн явапли — ҫӗршыври паллӑ продюсерӑн Тимур Ведерниковӑн вокал проекчӗсене хутшӑннӑ юрӑҫ тата педагог Елена Максимова, актер ӑсталӑхӗшӗн – театрпа кино ҫӑлтӑрӗ Янина Мелехова.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗччен М.Д. Михайлов ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери опера фестивалӗ иртӗ. Унта тӗрлӗ театр коллективӗнче тӑрӑшакан 170 ытла артист хутшӑнӗ.

Фестиваль Екатерина Иванова-Блинован «Сӑр чикки» оперӑпа уҫӑлӗ. Культура программинчи тепӗр премьера – М.М. Ипполитов-Ивановӑн «Ася» оперине ҫӗнетсе куракан патне ҫитерни. «Асьӑн» сцена ҫинчи ҫӗнӗ версине икӗ аслӑ шкул студенчӗсемпе преподавателӗсем «Росконцерт» организаци пулӑшнипе хатӗрленӗ. Ӑна юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче курма май килӗ.

Куракансем гала-концерта уйрӑмах кӑмӑлланине кура ун пирки те каласа хӑварас килет. Концерт программине Екатерина Фенина, Иван Васильев, Дамир Закиров, Виктория Войтенкова, Михаил Журков, Алиса Шалгинова, Алексей Сазонов, Регина Рустамова тата Маргарита Финогентова хутшӑнӗҫ. Дирижёрӗ – Михаил Леонтьев.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ черетлӗ сезона чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче уҫӗ.

«Чечеклен тата юрла, манӑн Чӑваш Ен» программӑна Герман Лебедевӑн, Григорий Хирпӳн, Филипп Лукинӑн, Юрий Жуковӑн, Юрий Кудаковӑн тата ытти пултаруллӑ ӑстан хайлавӗсене кӗртӗҫ. Куракансене ансамблӗн ылтӑн фондӗнчи вокалпа хореографи композицийӗсемпе те, ҫӗнӗ постановкӑсемпе те савӑнтарма палӑртаҫҫӗ.

Премьерӑна Кирилл Кассович илемлӗх ертӳҫи, ансамблӗн тӗп балетмейстерӗ, Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анатолий Музыкантов хатӗрлеҫҫӗ. Сцена ҫине ансамблӗн мӗнпур цехӗн ӑстисем (пурӗ 50 артист) тухӗ.

Ыран, юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, ансамбль хор, оркестр тата балет ҫӗнӗ пултарулӑх сезонне епле хатӗрленнине массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсене уҫӑ репетици вӑхӑтӗнче кӑтартса парасшӑн.

 

Культура

Федерацин Атӑлҫи округӗнче стрит-артӑн «ФормART» фестивалӗн финалӗ иртет.

Финала лекнӗ ӗҫсемшӗн пирӗнтен кашниех сасӑлама пултарать. Ҫав тӗллевпе 8 (800) 301-50-23 телефон номерӗпе юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗччен шӑнкӑравласа ӗлкӗрмелле. Унтан графитти номерне палӑртмалла. Чӑваш Енрен тӑратнӑ «Пултарулӑх» граффити номерӗ — 6.

Пӗрремӗш вырӑн йышӑнакана 200 пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ, иккӗмӗш вырӑншӑн – 150 пин тенкӗ, виҫҫӗмӗш вырӑншӑн – 100 пин тенкӗ.

Конкурса хутшӑнакан ӗҫсене formartpfo.ru сайтри «финалистсем» страницӑра вырнаҫтарнӑ.

 

Культура
www.chgign.ru видеовӗнчен илнӗ скриншот
www.chgign.ru видеовӗнчен илнӗ скриншот

Самарпа Ӗпхӳри учёнӑйсем Етӗрне районӗнчи Мӑн Явӑшра пулнӑ. «Чӑваш Ен» телерадиокомпани пӗлтернӗ тӑрӑх, унти ученӑйсем пирӗн республикӑра виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ экспедици ирттереҫҫӗ.

«Вӑл е ку халӑха пӗрлештерсе тӑракан вӑй — тӗн е йӑла-йӗрке. Чӑвашсем православие йышӑнни темиҫе ӗмӗр, ҫавах та ӑна пӑхӑнакасем те, тӗне кӗменнисем те аслашшӗ-асламӑшӗн йӑлисене манмаҫҫӗ», — тесе палӑртса хӑварнӑ Александр Осиповпа Виктор Степанов хатӗрленӗ телесюжетра.

Екатерина Ягафовапа Игорь Петров ӑсчахсем Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырмара икӗ хут пулнӑ. Паллӑ тӗпчевҫӗсем Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчи чӑвашсем мӗнлерех аталанса пыни ҫинчен статьясем ҫыраҫҫӗ иккен. Ӗҫе туса пӗтерсен кӗнеке кӑларма ӗмӗтленеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgign.ru/a/news/4877.html
 

Культура

Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 16 сехетре Ӳнер музейӗнче Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗн Фёдор Мадуровӑн куравӗ уҫӑлӗ. Ӑна художник ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Федор Мадуров 1942 ҫулхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Баскак ялӗнче ҫуралнӑ. 1960-1965 ҫулсенче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Унӑн ӗҫӗсем паян Третьяков галерейинче, Вырӑс музейӗнче, Чӑваш ӳнер музейӗнче упранаҫҫӗ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче черетлӗ сезона уҫнӑ ятпа савӑнӑҫлӑ мероприяти пулса иртнӗ.

Культура институтӗнче тата колледжӗнче вӗренекенсем ҫавна май сцена ҫине хӑйсен хитре номерӗсемпе тухнӑ. Ҫав шутра — институтпа колледжӑн пӗрлехи хорӗ (ушкӑна Анна Савадерова тата Надежда Максимова ертсе пыраҫҫӗ), «Пикесем» ташӑ ансамблӗ (ертӳҫи — Людмила Нянина), Валентина Архипова ертсе пыракан «Виктория» студи вокалисчӗсем, Августа Уляндинӑн Халӑх юррин театрне ҫӳрекенсем.

 

Культура
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ыран, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Сергей Иванов пултарулӑх каҫне йыхравлать. Халӑх юратакан сцена ӑстин каҫне ҫитсе курас текенсем, тӳрех палӑртар, питех йышлӑ. Онлайн-касса тӑрӑх хакласан, билетсен шучӗ икӗ алӑри пӳрнесемпе шутламалӑх тенӗ пек ҫеҫ тӑрса юлнӑ.

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Сергей Иванов 1972 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Мускаври М.С. Щепкин ячӗлӗ Аслӑ театр училищинчен (институтӗнчен) вӗренсе тухнӑранпах театрта ӗҫлет.

 

Культура
 kanashen.ru сӑнӳкерчӗкӗ
kanashen.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Туристсем Чӑваш Ене те килме юратаҫҫӗ. Ют ҫӗрте ҫеҫ мар, хамӑрӑн юратнӑ ҫӗршывӑмӑрта илемлӗ вырӑнсем пайтах, ҫав шутра Чӑваш Ен те ҫул ҫӳреме юратакансемшӗн кӑсӑклӑ.

Пирӗн тӑрӑхпа паллашакансем хушшинче круизм туризмне суйланисем ҫеҫ мар, хӑйсем тӗллӗн килекенсем те йышлӑ-мӗн. Республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов ӗнер Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ларура каланӑ тӑрӑх, ҫулҫӳреве тухнисем пирӗн патӑмӑрта вӑтамран 2 кунтан пуҫласа 3 кун таран тытӑнса тӑраҫҫӗ. Паянхи куна илсен, Чӑваш Енре 154 хӑна ҫурчӗ пур.

Чӳк уйӑхӗн 25 тата 26-мӗшӗсенче пирӗн республикӑра шалти туризма аталантарас ыйтупа форум иртӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 101, 102, 103, 104, 105, 106, 107, 108, 109, 110, [111], 112, 113, 114, 115, 116, 117, 118, 119, 120, 121, ...421
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ҫу, 01

1892
133
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
113
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
31
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ