Шупашкар районӗнчи 38 ҫулти вӑйпиттие 14-ри яша хӗненӗшӗн явап тыттарасшӑн.
Арҫын Етӗрне районӗнчи Исимпай ялӗнче пӗр хӗрарӑмпа пурӑннӑ. Унпа харкашма тытӑнсан хӗрарӑмӑн 14 ҫулти ывӑлӗ яланах амӑшне майлӑ пулнӑ, ӑна хӳтӗлеме тӑрӑшнӑ. Усал арҫын ҫавӑншӑн ача ҫине пӗрре кӑна мар алӑ ҫӗкленӗ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗччен тӑсӑлнӑ.
Яша нушалантарса пурӑннӑ арҫын тӗлӗшпе халӗ Раҫҫей Федерацийӗн Пуҫиле кодексӗн 117-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «г» пункчӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Судпа медицина экспертизи ирттерме палӑртнӑ.
Маларах ҫавӑн пек тӗслӗх Йӗпреҫ районӗнче пулнӑччӗ. Унта арҫын арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑмпа ывӑлне хӗнесе пурӑннӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр майпа явап тыттарма йышӑннӑ.
Шупашкарта паян чутах пысӑк инкек пулса иртмен. Хулара пӗр ҫын машина ҫулӗ ҫине тӑсӑлса выртнӑ. Ҫавна асӑрханӑ пӗр водитель пӑрӑнса иртес вырӑнне... чарӑнса ларнӑ. Ҫапла-ҫапла. Вӑл ӑна ытти машина ҫапса хӑварассинчен ҫӑлса хӑварнӑ.
Водитель пакунлисем патне шӑнкӑравланӑ. Вӗсем часах вырӑна пырса ҫитнӗ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ӳсӗр ҫынна полицине илсе кайнӑ, унтан пульницӑна ӑсатнӑ.
Ҫул ҫинче ӳсӗр ҫынсем инкеке лекме пултараҫҫӗ. Шар курас мар тесен ӳсӗрӗличчен эрех ӗҫмелле мар.
Шупашкарта пурӑнакан каччӑ ҫармӑс хӗрне хӗненӗ. Уншӑн ӑна тӗрмене хупса хурӗҫ.
Каччӑ кӳршӗ регионта пурӑнакан 14 ҫулти хӗрпе туслӑ пулнӑ. Туслӑ кӑна та мар, лешӗ унран йывӑр ҫын пулса тӑнӑ. Пӑтӑрмах 2019 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи ака уйӑхӗччен тӑсӑлнӑ. Каччӑ ӗҫсе лартнӑ хыҫҫӑн савнийӗпе ялан харкашнӑ. Ун ҫине алӑ та час-часах ҫӗкленӗ. Хӗре каччӑ хӑйӗн килӗнче те, амӑшӗ патӗнче хӗненӗ.
Пӗрмай патак ҫитерсе пурӑнакан каччӑ тӗлӗшпе тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӗнтӗ суд та пулнӑ. Ҫамрӑка пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ҫулталӑк ҫурӑлӑха ӑсатмай йышӑннӑ.
Эх, эпир, мӑнтарӑн этемсем! Пӗрре килекен пурнӑҫа та йӗркеллӗ пурӑнса ирттерме пӗлместпӗр тесси ҫеҫ юлать кун пек пӑтӑрмахсем пирки пӗлсен.
Муркаш районӗнче пурӑнакан вӑйпитти арҫын йӗкӗрешӗн пуҫне ҫинӗ. Ҫакна суд тусах хальлӗхе ҫирӗплетмен-ха. Анчах пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ ӗнтӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем шухӑшланӑ тӑрӑх, пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче каҫхи 20 сехет тӗлӗнче Муркашра пулса иртнӗ. 41 ҫулти арҫын йӗкӗреш тӑванӗпе пӗр хваттерте пурӑннӑ. Ӳсӗрскер тӑванӗпе урлӑ илнӗ, ӑна ҫӗҫӗпе чӗри тӗлӗнчен чикнӗ. Шар курни кӑштахран вилсе кайнӑ.
Тӑванне ҫӗҫӗпе чикнӗ тесе арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, тӗпчев малалла пырать.
Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнакан 33 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: эрех ӗҫме юратакан, киккирикне хӗртсен усалланса каякан пӗр арҫын ывӑлне хӗненӗ, арӑм пулнӑ хӗрарӑма вӗлерессипе хӑратнӑ. 10-ри ачана ачана амӑшне хӳтӗлеме тӑнишӗн патак лекнӗ. Пӑтӑрмах Йӗпреҫре пулса иртнӗ.
Ниҫта та ӗҫлемен вӑйпитти арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 117-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «г» пункчӗпе (ҫул ҫитмен ачана пӗрмай хӗненӗшӗн) тата 119-мӗш статьян 1-мӗш пайӗпе (вӗлерессипе хӑратнӑшӑн) айӑпланӑ. Ӗҫсен хайне пачах тытма пӗлмен этеме суд тӗрмене хупмасӑр 3 ҫул та 7 уйӑхлӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Шупашкарта ӳсӗр хӗрарӑм банкра пуҫтахланнӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 167-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Вӑл статья ют пурлӑха ятарласа самай сӑтӑр тунисене «тӑна кӗртет».
Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӳсӗр хӗрарӑм кредит учрежденийӗнче пуҫтахланнӑ, банкӑн пурлӑхне сӑтӑр тунӑ. Тӗрӗсрех каласан, терминала сиенлетнӗ. Пӗтӗмӗшле илсен вӑл 300 пине яхӑн тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ.
Урӑлсан хӗрарӑм тӑна кӗнӗ. Пуҫтахланнӑшӑн вӑл хытах куляннӑ, ӳкӗннӗ. Суд ӑна ултӑ уйӑх ӗҫлесе юсантарма йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра шалӑвӑн 5 процентне патшалӑха тытса юлӗҫ. Банка хур тунине те хӗрарӑмӑн саплаштармалла.
Ҫӗнӗ Шупашкар хули тӗлӗнче, Атӑл юханшывӗн сулахай ҫыранӗнче, 66 ҫулти хӗрарӑм путса вилнӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм шыва кӗме юраман вырӑнта шар курнӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл ӳсӗр пулнӑ.
Хӗрарӑм виллине шывран Патшалӑхӑн пӗчӗк кимӗсен инспекцийӗн шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем кӑларнӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑри пӗвесемпе кӳлӗсенче тата юханшывсенче 22 инкек пулнӑ. Вӗсенче 21 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, ҫав шутран — 2 ачан.
Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗ шыва кӗнӗ чухне асӑрханма чӗнсе калать. Эрех ӗҫсен уйрӑмах тимлӗ пулмалла.
Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнакан 33 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Усалскер ывӑлне хӗненӗ, арӑм пулнӑ хӗрарӑма вӗлерессипе хӑратнӑ. Арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 117-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «г» пункчӗпе (ҫул ҫитмен ачана пӗрмай хӗненӗшӗн) тата 119-мӗш статьян 1-мӗш пайӗпе (вӗлерессипе хӑратнӑшӑн) айӑплама пултараҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ака уйӑхӗнче усӗр арҫын 10 ҫулти ывӑлне темиҫе те хӗненӗ. Ачана амӑшне хӳтӗленӗ, ҫавӑншӑн ӑна ашшӗ хӗненӗ.
Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ӳсӗр арҫын хӑйӗн арӑмне (унпа вӗсем уйрӑлнӑ, анчах пӗрле пурӑннӑ) вӗлерессипе хӑратнӑ. Ӑна ҫӳҫӗнчен ярса илсе пуҫӗпе стенана ҫапнӑ. Унсӑр пуҫне тапса ҫапса пӗтернӗ. Урайне ӳкернӗ хыҫҫӑн вӑл ӑна пӑвма пуҫланӑ, вӗлерессипе хӑратнӑ.
Шупашкар хулинче пӗр машина Атӑла путма пуҫланӑ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Калина» машина рулӗ умне хӗрӗнкӗ ҫамрӑк хӑйӗн ӳсӗр тусне лартнӑ. Атӑл ҫыранӗн хӗррипе пынӑ чух машина каялла чакса шыва чӑмнӑ.
Автомобиле эвакуаторсӑр ҫӑлма май ҫукран ҫамрӑксен пулӑшу ыйтма тивнӗ.
Каччӑна правасӑр тата хӗрӗнкӗ ҫынна руль тыттарнӑшӑн айӑплӗҫ. Унӑн тусне ятарлӑ приемника 10 талӑклӑха ӑсатнӑ.
Машина хуҫин эвакуаторшӑн тата штрафлапамшӑн укҫа тӳлеме тивӗ. Транспорт хуҫи машинӑна чӗртсе тухнӑ ҫамрӑкӑн амӑшӗ пулнӑ. Каччӑ пӑтӑрмахшӑн амӑшӗ тарӑхассинчен те питӗ хытӑ хӑранӑ. Асли, чӑн та, пӗртте савӑнман тесе пӗлтернӗ ҫул-йӗр инспекторӗсем.
Шупашкарти пӗр хӗрарӑм пакунлисене хирӗҫ тӑнӑ. Ҫавӑншӑн халӗ ӑна судпа айӑпланӑ.
Тӗпчевҫӗсем тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи кафесенчен пӗрин патӗнче ӳсӗр хӗрарӑма Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн патрульпе пост службин ӗҫченӗсем тытса чарнӑ.
Пакунлисем ӑна ӗҫ машинине лартнӑ, общество йӗркине пӑснӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарас пирки асӑрхаттарнӑ. Ҫавӑншӑн тарӑхнипе хӗрарӑм полицейскисенчен пӗрне питӗнчен икӗ хутран кая мар ҫапнӑ.
44 ҫулти пуҫтах хӗрарӑма иртӗхме паман. Хулиганла пӗчӗк ӗҫ тунӑшӑн ӑна административлӑ енпе, пакунлине хирӗҫ тӑнӑшӑн вара пуҫиле майпа айӑпласа хупса усрамалла мар ҫулталӑклӑха явап тыттарма йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |