Шупашкарти Чернышевский урамӗнчи киоска турттарса кайнӑ. Вӑл текех ӗҫлемӗ. Ӑна мӗншӗн илсе пени те паллӑ: унта унччен «фанфурик» сутнӑ.
Киоск Чернышевский урамӗнчи 6-мӗш ҫурт патӗнче пулнӑ. Ӑна юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче турттарса кайнӑ.
Ҫитес вӑхӑтра Шупашкарти тепӗр 5 киоска ҫавнашкал шӑпа кӗтет. Спиртлӑ шӗвек сутакан киосксене илсе пересси пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушу алӑ пуснӑ.
Ҫитес вӑхӑтра турттарса каймалли пилӗк киоск хуҫисене кун пирки хулари пурлӑх комитечӗ асӑрхаттарнӑ ӗнтӗ.
Шупашкарӑн Хӗвеланӑҫ-Кӑнтӑр районӗнче кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн ҫурринче пулса иртнӗ ку пӑтӑрмах.
Йышра виҫӗ хӗрарӑмпа икӗ арҫын пулнӑ. Пӗрле эрех ӗҫекенскерсем тем пайлаймасӑр хирӗҫсе кайнӑ. 31 тата 42-ри хӗрарӑмсем 26-ри хӗрарӑма тытса хӗненӗ. Унтан ушкӑнри 41 ҫулхи арҫын, вӑл хӗнекенсенчен пӗрин пӗлӗшӗ пулнӑ, патак ҫинӗ хӗрарӑма мӑшкӑлланӑ. Следовательсем пӗлтернӗ тӑрӑх, тепӗр уйӑхра ҫав арҫын ҫакӑнса вилнӗ. Шар кӑтартнине унтан тӗп сакайне хупса хунӑ. Ҫичӗ сехет ларнӑ лешӗ унта. Мӑшкӑл тӳснӗ хӗрарӑмӑн паллаканӗ шыраса килсен ҫеҫ ирӗке кӑларнӑ.
Халӗ йышри икӗ хӗрарӑма тата вӗсен 27-ри тусне суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ. Хӗрарӑмсене ушкӑнпа мӑшкӑлланӑшӑн айӑплӗҫ, 42-ри хӗрарӑма тата 27-ри арҫынна унсӑр пуҫне ҫынна ирӗксӗр ирӗкрен хӑтарнӑшӑн суд тӑвӗҫ.
Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче пурӑнакан арҫынна суд 6 ҫуллӑха хупса хумалла тунӑ. Ҫавскерӗн вӑл вӑхӑта пӗтӗмӗшле режимлӑ колонире ирттерме тивӗ.
42 ҫулти арҫынпа унӑн 36-ри пӗлӗшӗ кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне уявланӑ-ши — пӗрле эрех ӗҫнӗ. Анчах тем пайлайман-ҫке иккӗшӗ — аслӑраххи ҫамрӑкки ҫине бензин сапнӑ та унтан зажигалка ҫутнӑ. Часах 36-ри арҫыннӑн ҫипуҫӗ хыпса илнӗ. Арҫын пуҫне, мӑйне, аллине, пӗҫҫине, кӗлеткине хытах пӗҫертсе янӑ. Унӑн кӗлеткин 30 проценчӗ шар курнӑ. Сылтӑм хӑлхи тата тӑватӑ пӳрни ҫунса кайнӑ.
Чӗртсе яраканни тӑна кӗренҫи пулса ҫулӑма сӳнтерме хӑтланнӑ-ха, васкавлӑ пулӑшу та чӗнсе илнӗ. Пӗрех ҫамрӑк арҫын пӗрремӗш ушкӑн сусӑрӗ пулса юлнӑ.
Улатӑрта пурӑнакан 56 ҫулти арҫын ватӑ амӑшне тытса хӗненӗ, унтан хӑйӗн ывӑлне вӗлернӗ.
Усал ӗҫӗ ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Вӑйпитти ӳсӗр арҫын 83 ҫулти амӑшӗпе харкашма тытӑннӑ. Ватӑскере вӑл тапса-ҫапса пӗтернӗ. Тӑнлавне пас тытнӑ кинемипе ҫапӑҫни ҫитмен-ха, хӑйӗн ывӑлне «тӑн кӗртме» шутланӑ. 22 ҫулхи каччӑ ватта кӳрентернӗшӗн ашшӗне маларах ӳпкеленӗ иккен. Ҫавӑншӑн тавӑрас тенӗ те 56-ри ӳсӗр. Ывӑлӗ хваттер алӑкне уҫнине илтсен вӑл пӑшалпа алӑк енне тӗллесе пенӗ. Суранланнӑ каччӑна пульницӑна илсе кайни те пулӑшайман — тӑватӑ кунтан ҫамрӑк куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе Улатӑрти район судне ярса панӑ. Картран пуҫӗпех тухса кайнӑ арҫын ӗҫне ҫак уйӑхӑн 25-мӗшӗнче пӑхса тухмалла.
Чылай ялта пулма тӳр килет. Шел те, нумайӑшӗнче клубсем хупӑнаҫҫӗ. Сӑлтавӗ пӗрре – ӑна тытса тӑмашкӑн хыснара укҫа ҫук. Ял халӑхӗ куншӑн пӑшӑрханать-и? Тен, аслӑ ӳсӗмрисем кулянаҫҫӗ пуль, ҫамрӑккисем вара — пачах ҫук. Вӗсем тахҫанах клуба тухма пӑрахнӑ ӗнтӗ, телефон, компьютер ӑшне путнӑ.
Ҫапах, манӑн шухӑшпа, ялта клуб пулмаллах. Вӑл — культура вучахӗ. Халӑхӑн пӗрле пухӑнмалла, концерт курмалла-ҫке-ха. Тепӗр енчен, ялта клуб пулсан та ҫынсем унта тухмаҫҫӗ. Концерт лартаҫҫӗ-и, спектакль килет-и — ҫын сахал пухӑнать. Пурин те килте телевизор пур-ҫке-ха. Кунашкал ӳкерчӗке чылай ялта курма пулать. Хӑш-пӗр ялта вара халӑх питӗ хастар.
Пирӗн ялта клуб пур. Пысӑк вӑл. Пӗлтӗр ӑна юсарӗҫ, сӑрларӗҫ, пластик чӳречесем лартрӗҫ. Йӑлтӑртатса кӑна ларать ял варринче. Шел те, аппаратура хальлӗхе туянса памарӗҫ. Вӑл вара питӗ кирлӗ. Унсӑрӑн ҫынсем пӗрле пухӑнсан юрласа ташлаймӗҫ.
Культура тенӗрен. Клуба юсаман чухне вӑл питӗ япӑх лару-тӑрураччӗ. Алӑкӗ те йӗркеллӗ питӗрӗнместчӗ. Вӑл ун чухне ӗҫкӗҫсен «йӑвиччӗ». Канмалли кун-и, уяв-и — килсе ларатчӗҫ ялти ӗҫкеҫсӗм.
Ку амӑшӗ ҫамрӑк-ха. Унӑн ачи 6 ҫул тултарнӑ. Тӗпренчӗкне тивӗҫлӗ воспитани парас тесе тӑрӑшман вӑл. Пачах тепӗр май: хӗненӗ.
Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 27 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ачине тивӗҫлӗ воспитани пама тӑрӑшманшӑн унӑн явап тытма тивӗ.
ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, ӳсӗр ҫак хӗрарӑм ачине хӑш чухне вӑрманта манса хӑварнӑ. Е ывӑлне килте питӗрсе хӑварнӑ та хӑй таҫта сулланса ҫӳренӗ.
Ку кӑна мар: ҫак хӗрарӑм ывӑлне патакпа, телефона заряд памалли шнурпа, вӗлтӗренпе хӗненӗ.
Халӗ хӗрарӑма амӑшӗн правинчен хӑтарас, арҫын ачана опека органӗсене парас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
Тӑвай районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 34 ҫулти арҫын кӳрше каҫса пӑшалпа хӑратнӑ. Чӗнмен хӑна пускил хӗрарӑмӗ патне вӑл унӑн ашшӗне начар пӑхать тесе вӗҫтерсе ҫитнӗ.
Кил хуҫин хӗрӗ ӳсӗр кӳршине хапӑл пулман — тухса тасалма ыйтнӑ. Тарӑхнӑ арҫын кӗсйинчен пневматика пӑшалӗ туртса кӑларнӑ та хапӑл мар пускиле хӑвалама тытӑннӑ. Хӑраса ӳкнӗ ҫамрӑк хӗрарӑм пӳлӗмсенчен пӗрне кӗрсе пытаннӑ. Хӑранипе вӑл: «Ан вӗлер», — тесе куҫҫуль витӗр тархасласа ыйтнӑ. Шӑв-шава илтсе ача та вӑраннӑ, вӑл та йӗме тытӑннӑ. Ҫавна кура арҫын лӑпланса тухса утнӑ.
Вӗлерессипе хӑратса ҫӳренӗ арҫын пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. «Ку пӑтӑрмаха ҫывӑх вӑхӑтра судра пӑхса тухмалла», — тесе пӗлтерчӗ Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова.
Чӑваш Енри пӗр ҫын суд сакки ҫине ларӗ. Ӑна ют ҫын килне кӗрсе кӑлпасси ҫинӗшӗн айӑпласшӑн.
Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан 37 ҫулти арҫын ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн пӳртне кӗнӗ. Вӑл ун чухне ӳсӗр пулнӑ.
Хайхи арҫын пӳрте кӗнӗ, анчах унта никам та пулман. Нумай шухӑшласа тӑман вӑл — холодильник уҫнӑ. Унта пӗр татӑк кӑлпасси выртнӑ. Арҫын ӑна ҫисе янӑ. Тутӑ хырӑмпа хайхискер верандӑра ҫывӑрма выртнӑ.
Тӳре-шара киле ҫитсен арҫынна асӑрханӑ. Вӑл хӑнана кайма ыйтнӑ, анчах лешӗ итлемен. Ирӗксӗрех полицейскисене чӗнме тивнӗ.
Палӑртмалла: ҫак арҫынна 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче урапа вӑрланӑшӑн 1 ҫул та 4 уйӑхлӑха тӗрмене янӑ.
Ку пӑтӑрмах иртнӗ ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Ун чухне 60 ҫулхи хӗрарӑмпа Шупашкарти Ленин районӗн мировой тӳри В.Б. Романов хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Урапа рульне тытса пыракан тӳре Вӑрмар районӗнче ҫулпа пынӑ чухне машинӑран сиксе тухса ҫул урлӑ каҫакан хӗрарӑмпа хирӗҫсе кайнӑ. Каярах тӳре руль умӗнче ӳсӗр пулни ҫиеле тухнӑ. Хӗренкӗ тӳре ватӑ хӗрарӑмӑн аллине ыраттарнӑ тесе калаҫҫӗ. Кайран тӳре вырӑнтан кайма пӑхнӑ, анчах ҫул-йӗр инспекторӗсем пырса ҫитнӗ.
Пӑтӑрмахлӑ истори вӗҫне республикӑн Аслӑ сучӗн тӳресен квалификациллӗ коллегийӗ хӑйне евӗр пӑнчӑ лартнӑ: пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче вӑл ӗҫтешӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарассипе килӗшнине пӗлтернӗ. Кунпа килӗшмесӗр тӳре ваккачӗ Мускаври судах ҫитнӗ. Анчах унтисем кунтисен йышӑнӑвне пӑрахӑҫламаннине кура тӳрен суд тенкелӗ ҫине лармах тивӗ.
Чӑваш Енӗн спорт министрне Игорь Головин ертсе пыма тытӑннӑ. Кун пирки Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин хушу кӑларнӑ.
Влаҫ тытӑмӗнчисемшӗн Игорь Вячеславович ҫӗнӗ ҫын мар. Маларах вӑл Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗнче патшалӑхӑн влаҫ органӗсемпе тата гражданла общество институчӗсемпе ҫыхӑну тытас енӗпе ӗҫлекен пайра консультантра тӑрӑшнӑ.
Республикӑн спорт министрӗн ҫумӗнче ҫутлатӑкран та сахалтарах тимленӗ Борис Атаманова ӗҫри урапана эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ларнӑ хыҫҫӑн ӗҫрен хӑтарнӑччӗ.
Аса илтеретпӗр, экс-министр ҫумӗн мӑшӑрӗ (пӑтӑрмах вӑхӑтӗнче вӑл та упӑшкипе пӗрле пулнӑ) вӗсене такамсем юри сӑтӑр тӑвасшӑн пулнӑ тесе тӗшмӗртнине, айӑплисем Коммунистсен партийӗ е "Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей" мар-ши, ҫул-йӗр инспекторӗсене кам чӗнсе илнӗ-ши тесе аптӑранине ӳкерсе илнӗ видео тӗнче тетелӗ тӑрӑх ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа сарӑлчӗ. Тӳре-шарапа ҫыхӑннӑ хитре мар кадра федерацин МИХӗсем те пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |