Ку ыйту пирки нумай калаҫаҫҫӗ-ха. Анчах каллех ун пирки сӑмах хускатрӑм. Чун чӑтмарӗ.
Темиҫе ҫул каялла ялсенче ытларах арҫынсем эрех ӗҫетчӗҫ. Вӗсем халӗ те ӗҫме чарӑнман-ха. Анчах хӗрарӑмсем вӗсенчен юласшӑн мар, алла черкке тытма васкаҫҫӗ. Тӗрӗссипе, кунашкалли пирӗн ялта кӑна мар. Хӗрарӑмсем питӗ вӑйлӑ ӗҫеҫҫӗ тенине чылайӑшӗнчен илтме тӳр килет.
Чӑнах та, калама ҫук вӑйлӑ ӗҫке ярӑннӑ хӗрарӑмсем. Хӑшӗ-пӗрине упӑшки кодировка тутарать-мӗн. Пӗри, Аля ятли, унччен эрех ӗҫкелетчӗ-ха. Ҫапах ӗҫке путнӑ, пӗр кун урӑлмасӑр ӗҫет теме ҫукчӗ. Упӑшки ҫавах чӑтайман пуль ҫав: кодировка тума илсе кайнӑ. Чӑнах та, Аля пӗр хушӑ эрех ӗҫмерӗ, чиперех пурӑнчӗ. Кодировка тухсан ҫын тата хӑрушӑрах эрех ӗҫме пуҫлать тени тӗрӗсех иккен. Ҫак хӗрарӑмӑн кодировка срокӗ тухрӗ, хайхискер урӑлмасӑр ӗҫме тытӑнчӗ. Ӳсӗрскер темиҫе кун киле таврӑнман, ялти тепӗр ӗҫкӗҫ хӗрарӑмсемпе эрех ярӑнтарнӑ кӑна. Упӑшки ялӗпе шырасан та арӑмне тупайман. Хайхискер хӑраса ӳкнӗ, полици чӗнтернӗ. «Ӗҫкӗ йӑвинчен» тупса килнех ҫав хӗрарӑма.
Тепӗр хӗрарӑм, Надя ятли, тахҫанах ӗнтӗ тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.
Чӑваш Енре ҫул ҫинче авари пулнӑ. Хальхинче чӑваш эстрада юрӑҫин машини сиенленнӗ.
Ку канмалли кунсенче Куславкка хулинче пулнӑ. Халӑх юратакан чӑваш эстрадинчи пӗр юрӑҫӑн Kia Sportage машини шар курнӑ.
Артист Куславккана корпоратив ирттерме кайнӑ пулнӑ. Хайхискер хӑйӗн машинине кафе умне лартнӑ. Ун ҫине вара ӳсер водитель пӗтӗм вӑйран кӗрсе кайнӑ. Машинӑна карта урлӑ кафе территоринех кӗртсе янӑ вӑл.
Артист иномаркипе авари пулнине корпоратив хыҫҫӑн кӑна пӗлнӗ. Халӗ вӑл страхлав компанине ыйту ҫырнӑ. Тӑкак виҫине хальлӗхе палӑртман-ха.
Ҫӗрпӳре пурӑнакан 50 ҫулти арҫын килте пӗлӗшӗпе эрех ӗҫнӗ. «Киккирикне» хӗртнӗскер пӗрле пурӑнакан хӗрарӑмпа тата ҫул ҫитмен ачипе хирӗҫсе кайнӑ. Хӗрача тесе пӑхса тӑман — ӑна питӗнчен темиҫе хутчен ҫапнӑ.
Мухмӑрлӑ арҫын тепӗр кунхине те лӑпланман: каллех кӑшкӑрашма тытӑннӑ, хӗрарӑмпа ачине урама кӑларса янӑ. Ӑҫта каймалла? Хӗрарӑм полици уйрӑмне ҫитнӗ, арҫын пуҫтахланнине, ачине ҫапнине каласа кӑтартнӑ.
Кил хуҫине полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Унтан таврӑнсан вӑл каллех хӗрарӑмпа ачине хӗненӗ.
Пуҫтахланнӑшӑн арҫыннӑн юсанмалли ӗҫре 1 ҫул тӑрӑшма тивӗ. Шалӑвӗн 10 процентне патшалӑх хыснине тытса юлӗҫ.
Нумаях пулмасть Сӗнтӗрвӑрри районӗнче «Ӳсӗр водитель» рейд иртнӗ. Ҫав вӑхӑтра полицейскисем Шуршӑл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне, руль умне ӳсӗрле ларнӑскере, тытнӑ. Чи тӗлӗнмелли — ӑна пӗр кунра икӗ хутчен чарнӑ.
Ку пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулнӑ. Чиновник хӑйӗн машинипе пулнӑ. Ӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи инспекторсем чарнӑ.
Машинӑна урӑ водителе панӑ, лешӗ ӑна администраци ҫурчӗ умне кайса лартнӑ. Пуҫлӑхран машина уҫҫине илнӗ. Ку хыҫҫӑн вӑл лӑпланман-ха — тепӗр уҫӑ илнӗ те каллех руль умне ларнӑ. Хальхинче ӑна тепӗр экипаж чарнӑ. Палӑртмалла: ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ икӗ хутӗнче те медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма килӗшмен.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Мускаври 157-мӗш поликлиникӑра ҫӗҫӗ тытнӑ арҫын саркаланнӑ. Тельняшка тӑхӑннӑскер хӑйне кӑнттам тытнӑ. Унӑн аллинче ҫӗҫӗ пурри те ҫынсене шиклентернӗ. Арҫынна Росгварди ӗҫченӗсем тытса чарнӑ.
52 ҫулти арҫын Чӑваш Енрен пулнӑ иккен. Пульницӑна пынӑскер татти-сыпписӗр тем пакӑлтатнӑ, калаҫу темине вӑл вӗҫӗм ылмаштарнӑ. «Тӑванӑм, каллех мӗскӗнлетеҫҫӗ», — кӳренӳллӗн каланӑ хайхискер Росгварди ӗҫченне. Лешӗ вара ӳсӗре ҫӗҫҫе пама ӳкӗтленӗ. Ыррӑн ыйтни сая кайман — арҫын лӑпланнӑ. Йӗрке хуралҫисем ӑна тытса чарнӑ та психиатри экспертизи тутарма илсе кайнӑ.
Мускаври поликлиникӑра ҫӗҫӗпе сулкалашнӑ арҫын Чӑваш Енри хӑш районтан пулни тата унта вӑл мӗнле лекни паллӑ мар.
Юлашки вӑхӑтра ял эрех ӑшне путни кулянтарать. Арҫынсем кӑна мар, хӗрарӑмсем те черкке енне туртӑнаҫҫӗ. Намӑс-симӗс пирки манса пыраҫҫӗ. Ачисен умӗнче хӑть вӑтанасчӗ.
Пӗррехинче чӳречерен пӑхрӑм. Курах кайрӑм: ӳсӗр хӗрарӑм урам варрипе саркаланса, тайкаланса утать. Чим-ха, ара, ку манӑн класс ертӳҫи вӗт. Хӗллеччӗ. Хайхискер юр тӑрӑх нуски вӗҫҫӗнех утрӗ. Ҫӑматне аллинче тытнӑ. Пӗр кинемей патӗнчен килнине тӳрех чухларӑм. Ялан ҫавӑнта пухӑнаҫҫӗ вӗсем. Лешӗн патӗнчен тухнӑ чухне пушмакне те тӑхӑнайман шельмӑ ӳсӗр хӗрарӑмӗ. Тепӗр тесен, кунран тӗлӗнмерӗм. Вӑл тахҫанах черкке тӗпӗнче телей шырать. Упӑшкине пытарнӑ хыҫҫӑн пурнӑҫ тӗллевне ҫухатрӗ вӑл. Турӑ ача-пӑчаллӑ пулма пӳрмерӗ вӗсене. Питӗ лайӑх вӗрентекенччӗ вӑл. Ачасемпе пӗрле ялсем тӑрӑх концертсемпе ҫӳретчӗ. Чӑваш литературипе чӗлхин урокӗсене питӗ лайӑх ертсе пыратчӗ. Упӑшки шартлама сивӗре шӑнса вилнӗ хыҫҫӑн пурнӑҫ кустӑрми аялалла кусма пуҫларӗ унӑн. Ҫурчӗ ӗҫкӗҫсен йӑвине ҫаврӑнчӗ. Кунӗпе кам кӑна хутламасть-ши унта? Йӗркеллӗ пурӑннӑ хӗрарӑмах ҫапла пулса кайрӗ.
Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти Алькеш поселокӗнче ҫӳп-ҫап ывӑтмалли контейнерта вакланӑ арҫын виллине тупнӑччӗ. Вӗлерекене, утмӑл урлӑ каҫнӑ арҫынна, Шупашкар районӗнчи Тумкассинче хӑналаннӑ чух тытса чарнӑччӗ. Йӗрке хуралҫисен аллине лекес килменнипе сенӗкпе хӑлаҫланнӑччӗ.
Тӗпчев вӑхӑтӗнче арҫын хӑйӗнпе пӗр вӑхӑталли арҫынпа эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн хирӗҫнине йышӑннӑччӗ. Лешӗ хайхин купӑс калас ӑсталӑхне ырламан иккен. Ҫавӑншӑн тӗп тунӑ та вӑл ӑна. Хӑй валерьянка ӗҫсе лӑпланнӑ хыҫҫӑн ҫывӑрма кӗрсе выртнӑ. Виҫӗ кунтан виллене вакласа купӑс чӑматанне янӑ та контейнера кайса пенӗ.
Судпа психиатри тӗпчевӗ купӑсҫӑ психика чирӗпе аптӑранине палӑртнӑ. Ҫавна пула ӑна сипленме ирӗксӗр ӑсатнӑ.
Муркаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Ермолаев райцентрти «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) кафе патӗнче тепӗр ҫын машини ҫине пырса кӗнӗ. Айӑпа ӑнланнӑ пуҫлӑх инкек вырӑнӗнчен часрах тапса сикнӗ. Ку хыпара «Правда ПФО» интернет-хаҫатра пӗлтернӗ. Япӑх хыпара вара шар курнӑ ҫын систернӗ иккен.
Ял тӑрӑхне ертсе пыракан ҫын пуҫтахланни пирки ҫапӑннӑ машина хуҫи йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ, лешсем пуҫлӑха шалти ӗҫсен районти пайне илсе пынӑ пулать. Анчах ҫемҫе пукана йышӑнаканскер айӑпа йышӑнман, руль умӗнче хайӗн водителӗ пулнӑ тесе тыттарма пӑхнӑ. Водитель вара ҫын тимсӗрлӗхне хӑй ҫине илес темен.
Тухтӑр тӗрӗслевӗ машинӑна тытса пынӑ пуҫлӑх руль умне ӳсӗр ларнине палӑртнӑ. Ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ тӳре-шара тӗлӗшпе протокол шӑрҫаланӑ.
Раҫҫейре спирт хутӑшне сутма чарнине, ку тӗлӗшпе Дмитрий Медведев премьер-министр ятарлӑ йышӑну тунине Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе кун каярах пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, документра палӑртнӑ тӑрӑх, ӑша яма юраман спирт шӗвекӗсене, унта этил спирчӗ 25 процентран ытларах пулсан, вӑхӑтлӑха сутма чарнӑ. Анчах ку йышӑну парфюмерипе машина чӳречине тасатмалли шӗвеке пырса тивмест. Чару 30 кун вӑйра пулӗ.
Ӗҫмелли мар спиртлӑ хутӑша сутакансене Роспотребнадзор та тӗрӗслесе тӑрӗ. Ку органӑн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак тӗллевпе «хӗрӳ лини» уҫнӑ. Унӑн номерӗсем — 58-25-95, 58-17-19. Йышӑнӑва пӑхӑнманнисем пирки ҫӑхавлакансен шӑнкӑравне ирхи 9 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен йышӑнӗҫ.
Чӑваш Енри психиатр-наркологсем пирӗн республика ертӳҫипе Михаил Игнатьевпа пӗр шухӑшлӑ. Тухтӑрсем региона ертсе пыраканӑн пуҫарӑвне ырланине ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, Иркутск облаҫӗнче ҫынсем спирт настойки ӗҫсе вилни ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева та сисчӗвлентернӗччӗ. Ку ыйтӑва правительство пайташӗсемпе эрнесерен иртекен канашлура та сӳтсе явнӑ. Тӗрӗссипе, фанфурик сутакансене республикӑра унччен те ырламастчӗҫ. Унпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва республика парламентӗнче те хускатман мар.
Михаил Игнатьев спиртлӑ хутӑшсене сутма чарас пуҫарӑвне Республикӑн наркологи диспансерӗн психиатр-наркологӗсем ырланине ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |