Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫул ҫитмен ачасен социаллӑ реабилитаци центрне хулари ӗҫекен пӗр ҫемье пирки систерекенсем тупӑннӑ. Евитлекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗчӗк хӗрачан ашшӗ-амӑшӗ ӗҫкӗпе иртӗхет, хайхисем ниҫта та ӗҫлемеҫҫӗ.
Социаллӑ учреждени специалисчӗсем вырӑна тухса кайнӑ. Чӑн та, суйса хыпарламан иккен. Ҫемьене тата ачасене социаллӑ пулӑшу паракан пай специалисчӗсем ҫитнӗ вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ ӳсӗр пулнӑ, килте хӑтсӑрлӑх тата тирпейсӗрлӗх хуҫаланнӑ, аслисем вӗри апат та пӗҫермен. Учреждени специалисчӗсем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Ачана реабилитаци центрне илсе кайнӑ.
Ачасӑр юлнӑ ашшӗ-амӑшӗпе специалистсем ӗҫленӗ. Ҫине тӑни сая кайман. Амӑшӗ наркологи диспансерӗнче сипленме килӗшнӗ, ашшӗ ӗҫе вырнаҫнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ачана ҫемьене, ашшӗ-амӑшне, тавӑрса панӑ.
АКА | 19 |
Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑннӑ вӑйпитти амӑшӗн пуҫне ҫинӗ. 45 ҫулхи арҫынна суд ҫирӗп режимлӑ колоние 8 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Ӳсӗр арҫын пӗр кунхине Ҫӗрпу районӗнчи пӗр ялти килӗнче тӑван амӑшне хӗнесе пӗтернӗ. Ҫулне кура тата чире пула вӑйсӑрланнӑ амӑшне арҫын пӗтӗм вӑйран тӗксе ярсан хӗрарӑм персе аннӑ, пуҫӗпе кӑмакана ҫапӑннӑ.
Ывӑл тени унпах лӑпланман-ха. Урайӗнче выртакан ватӑ амӑшне алӑпа ҫапса, урапа тапса пӗтернӗ. Пурӗ 36 хутран кая мар. Йывӑр суранланнӑ ватӑ тепӗр кунне куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Шупашкар хулинче пӗр каччӑ тракторпа пилӗк машина ҫине пырса кӗнӗ. Пӑтӑрмах пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ҫурҫӗр иртни 1 сехет те 10 минутра пулса иртнӗ.
Машинӑсем Гладков урамӗнчи 34 тата 36-мӗш ҫуртсен умӗнче ларнӑ. Вӗсем ҫине пӗри тракторпа пырса кӗнӗ. Ҫавна чӳречерен асӑрхакан пулнӑ. Вӑлах йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Каччӑна тытса чарма ҫав ҫын пулӑшнӑ.
Трактор «Калина», «Шкода», «Mitsubishi», «Hyundai» тата «Веста» автомобильсем ҫине пырса кӗнӗ. Трактор рулӗ умӗнчи инкек вырӑнӗнчен такси ҫине ларса тарас тенӗ имӗш. 22 ҫулти каччӑ ӳсӗр пулни сисӗннӗ, анчах вӑл тӗрӗсленме килӗшмен. Трактор хуҫи каччӑ унччен ӗҫленӗ организаци пулнӑ. Ҫамрӑк унта ҫулталӑк каялла ӗҫлеме пӑрахнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти арҫын арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑма ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ. РФ Следстви комитечӗн управленийӗн тӗпчевҫисем ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Усалланнӑ этеме ҫынна вӗлерме тӑнӑшӑн явап тыттарасшӑн.
Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи раштавӑн 15-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫав каҫхине арҫын ӳсӗр пулнӑ. Мӑшӑр пулнӑскерсем уйрӑлнӑ хыҫҫӑн пӗр хваттерте пурӑннӑ. Вӑл арӑмӗ ҫывӑракан пӳлӗме кӗрсе ӑна ҫӗҫӗпе хырӑмӗнчен чикнӗ. Хытӑ ыратнипе вӑранса кайнӑ хӗрарӑм туалета тарса унта питӗренсе ӗлкернӗ. Хӑй вара лавккана тухнӑ ывӑлӗ патне шӑнкӑравланӑ. Арҫын тепӗр ҫӗҫӗ ярса илнӗ, туалет алӑкне ватса кӗнӗ, хӗрарӑма тепӗр икӗ хутчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Унтан киле пырса ҫитнӗ ывӑл ашшӗне тытса чарнӑ, йӗрке хуралҫисем киличчен те ӑна вӗҫертмен.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ӳсӗр мотоциклиста тытса чарнӑ.
Асӑннӑ ҫын йӗрке хуралҫисен аллине «Ӳсӗр водитель» акци вӑхӑтӗнче ҫакланнӑ.
Мотоциклпа ҫула тухнӑ ҫын пакунлисем чарӑнма ыйтсан итлемен. «А» категориллӗ права та пулман унӑн. Ҫитменнине тата, маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, руль умне ӗҫнӗ пуҫпа ларнӑ.
Ӳсӗр ҫыншӑн тинӗс чӗркуҫҫи таран теҫҫӗ те, мотошлем та тӑхӑнман. Кунсӑр пуҫне унӑн ОСАГО та, водитель удостоверенийӗ те, транспорта регистрациленине ҫирӗплетекен свидетельство та пулман. Мотоцикла патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче те регистрацилемен.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем транспорта тытса чарнӑ та штрафстоянкӑна илсе кайнӑ.
Мотоциклист тӗлӗшпе административлӑ темиҫе ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫӗркаҫ, нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 23 сехет те 30 минутра, Етӗрнери нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче пушар тухнӑ. Ҫулӑм Карл Маркс урамӗнчи 97-мӗш ҫуртри пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте алхасма тытӑннӑ. Ҫуртра тӗтӗм-сӗрӗм сарӑлнӑран 30 ҫынна, ҫав шутра 7 ачана, урама кӑларса тӑратма тивнӗ.
Пушарпа кӗрешекенсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, инкек 46 ҫулти кил хуҫи арҫынни ӳсӗр пуҫпа пирус туртнинчен тухнӑ.
Пирус туртакансене пула кӑҫал пирӗн республикӑра пушар 12 хутчен тухнӑ. Вӗсенче 7 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Етӗрнере пурӑнакан вӑйпитти тӑван хӗрне хӗненӗ.
29 ҫулти арҫын пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче ӳсӗр пулнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫын хӑйӗн хӗрне юратманран харкашма тытӑннӑ. Ӑна вӑл темиҫе хутчен алӑпа, чӗн пиҫиххипе уринчен ҫапнӑ, урӑхла майпа та вӑл ачана ыраттарнӑ.
7 ҫулхи тӗпренчӗке хӗненӗ ашшӗ тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн республикӑри тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫамрӑк арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 117-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «г» пункчӗпе явап тыттарӗҫ.
Хальхи вӑхӑтра хӗрачапа амӑшӗпе усал ашшӗпе пурӑнмаҫҫӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче ҫул-йӗр инспекторӗсем ӳсӗр водителе хӑваланӑ. Пӑтӑрмах Ҫӗнӗ Тутаркасси поселокӗнче пулса иртнӗ.
«УАЗик» автомобиль водителӗ йӗрке хуралҫисем чарӑнма хушнине итлемен — урам тӑрӑх вирхӗннӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем машинӑран юлман — ун хыҫҫӑн хӑваланӑ. «УАЗик» юрлӑ ҫулпа вӑрах тарайман — лакса ларнӑ.
Йӗркене пӑхӑнман водитель тӗлӗшпе административлӑ темиҫе материал шӑрҫаланӑ. Водительтӗлӗшпе ӳсӗр пуҫпа руль умне ларнӑшӑн ҫеҫ мар, РФ Пуҫиле кодексӗн 264-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе те ӗҫ пуҫарнӑ. Йӗрке хуралҫисем чарма ыйтнине пӑхӑнман водителе самай тенкӗлӗх штрафлама юрать.
Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ пулнӑ Иван Моторина водитель прависӗр хӑварма пултарӗҫ. Ӑна руль умӗнче ӳсӗрле тытса чарнӑ хыҫҫӑн ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ административлӑ ӗҫе суда ярса панӑ. Тӳре-шарара ӗҫленӗскере правсӑр хӑварас хӑрушлӑх пур тата унӑн тӗрлӗ штраф тӳлеме тивӗ. Республикӑн Правительствинче ӗҫленӗ чух Иван Моторин ҫул-йӗр правилине пӑсакансемпе кӗрешекен ӗҫ ушкӑнне йӗркелесе пынӑ.
Иван Моторин пӑтӑрмаха 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче каҫхине ҫакланнӑ. Шупашкарти Энгельс-Гагарин урамӗсем хӗресленнӗ тӗлте «Nissan Pathfinder» автомобиль сылтӑмалла пӑрӑннӑ чух ҫуран ҫӳрекенсене ҫул паман. Машинӑна ҫул-йӗр инспекторӗсем тытса чарнӑ. Руль умӗнче пулнӑ Иван Моторина пульницӑна тӗрӗсленме илсе кайсан экс-пуҫлӑх эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ҫула тухнине палӑртнӑ.
Чӑваш Енри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем руль умне ӳсӗрле ларнӑ водительсене тӑтӑшах тытса чараҫҫӗ. Элӗк районӗнче, тӗслӗхрен, «БМВ» автомашинӑна асӑрханӑ. Водитель чарӑнманран ун хыҫҫӑн кайма тивнӗ. Водитель пӗрре правасӑр пулнӑ, тепре — ӳсӗр. Вӑрнар районӗнче ӳсӗр водителӗн тусӗсем ҫул-йӗр инспекторӗсемпе тавлашнӑ, юлташне хӳтӗлеме пӑхнӑ. Ун пек хӑтлансан ним мар явап тыттарӗҫ.
Ӗнер тата ҫамрӑк хӗрарӑма (ӑна ӑҫта курнине асӑнман) тытса чарнӑ. Машинӑна штрафлапама илсе кайнӑ, хӗрарӑма хӑйне те явап тыттарӗҫ.
Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ӳсӗр водительсем пирки ҫийӗнчех йӗрке хуралҫисене систерме ыйтаҫҫӗ. Е 102 номерпе шӑнкӑравламалла, е @antidiler21bot телеграм-бота систермелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |