Чӑваш Енре 3 кун хушшинче 34 ӳсӗр водителе тытса чарнӑ. Кун пирки, Чӑваш Енри ҪҪХПИ управлени пӗлтерни ҫине таянса, «Руль умӗнче» («За рулем») портал пӗлтерет.
3 кун хушшинче, мартӑн 25-мӗшӗнчен пуҫласа 28-мӗшӗччен, республика районӗсенче урӑ мар 23 водителе тытса чарнӑ. Тата 11 ӳсӗр водителе Чӑваш Енӗн тӗп хулинче тупса палӑртнӑ.
Водительсене ахаль тӗрӗслев вӑхӑтӗнче те чарнӑ, ятарлӑ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче те — ӳсӗр пулнине палӑртма кашни машинӑна тенӗ пекех тӗрӗсленӗ чухне — чарса тӗрӗсленӗ.
Чӑваш Енри ҪҪХПИ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа транспорта ӳсӗрле тытса пынӑшӑн 800 ытла водителе тытса чарнӑ. Ҫак тапхӑрта вӗсене пула ҫул ҫинче 22 инкек сиксе тухнӑ: 1 ҫын вилнӗ, 34-шӗ аманнӑ.