Хусанта Праски Витти художник ӗҫӗсен куравӗ ӗҫлет. Ӑна авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче унти Хальхи вӑхӑтри ӳнер галерейинче уҫнӑ.
Виталий Петров (Праски Витти) — Раҫҫей тава тивӗҫлӗ художникӗ, Чӑваш халӑх художникӗ. Вӑл — художник-монументалист, живописҫӑ, график, иллюстратор, вӗри эмаль ӳнерӗн ӑсти. Ӑна Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи этнофутуризм ашшӗ тесе те калаҫҫӗ-мӗн. Праски Витти этномодернизм юхӑмне тӗнчӗре аталантаракансенчен пӗри шутланать.
Курава уҫнӑ кун художник 88 ҫул тултарнӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейинче ҫурла уйӑхн 27-мӗшӗнче «Цвет времени. Чувашская свадьба» (чӑв. Самана тӗсӗ. Чӑваш туйӗ) живопиҫпе декораци прикладной ӳнерӗн пӗтӗм тӗнчери иккӗмӗш арт-куравне хутшӑннисен куравӗ уҫӑлнӑ. Экспозицие туй йӑли-йӗркине халалланӑ.
Куравра хамӑр ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи тата унӑн тулашӗнчи ӑстасен ӗҫӗсемпе паллашма пулать. Ҫав шутра Иван Александров (Шупашкар), Татьяна Андреева (Шупашкар), Елена Баймяшкина (Хусан), Александр Буйкевич (Беларуҫ Республики), Наталья Григорьева (Хусан), Джумабек Базарбаев (Кӑркӑстан), Ирина Жемчужникова (Чулхула), Константин Кокель (Шупашкар), Татьяна Куртовская (Шупашкар), Викентий Лукиянов (Шупашкар), Михаил Поляков (Чулхула), Марина Полякова (Чулхула); Владимир Разин (Шупашкар), Ирина Рязанцева (Шупашкар), Татьяна Серебрякова (Шупашкар), Наталия Соловьёва (Шупашкар), Ольга Таланцева (Чикме), Ирины Чипенко (Шупашкар), Шупашкарти ӳнер училищин студенчӗсен ӗҫӗсем пур.
Патӑрьел тӑрӑхӗнче ҫак кунсенче Пӗтӗм тӗнчери Кокель пленэрӗ иртет. Вӑл утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче уҫӑлнӑ, ыран вӗҫленӗ.
Пленэра Чӑваш Енри ҫеҫ мар, ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи (Мордва, Тутарстан, Пушкӑртстан, Мари Эл республикисенчи, Мускаври тата Хабаровск тӑрӑхӗнчи, Беларуҫри художниксем килсе ҫитнӗ. Вӗсем Турхан тӑрӑхӗнчи илеме хут ҫине куҫараҫҫӗ.
Кун пек пленэр 17-мӗш хут иртет. Турхан ялӗ — чӑвашсен профессиле сӑнарлӑ ӳнерне пуҫарса яракан Алексей Кокелӗн тӑван ялӗ.
Шупашкарти юханшыв портне иелм кӳреҫҫӗ. Портӑн ҫуртне мар-ха. Вӑл ахаль те килӗшӳллӗ. Юханшыв портӗнчи парапета (Атӑл ҫыранӗн хӗрринчи бетон картана) хитрелетесшӗн. Палӑртни пурнӑҫа кӗрсен сӑрӑ тӗслӗ ҫав бетон ӳнерӗн чӑн-чӑн хайлавӗ евӗр пулса тӑрӗ.
Юханшыв портӗнче «Чебоксары: порт шести веков» (чӑв. Шупашкар: ултӑ ӗмӗрти порт) 110 метр тӑршшӗ композици йӗркелӗҫ.
Асӑннӑ ӗҫе пуҫараканни — Юханшыв порчӗ хӑй. 110 метр тӑршшӗ бетон картана Шупашкарти живопись ӑстисем, пурӗ 5 ҫын, ӳкерсе илемлетӗҫ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ «Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей» спектакль сцена ҫине кӑларма хатӗрленет. Унӑн премьерине ҫӗртме уйӑхӗнчи репертуара кӗртнӗ. Ӑна ҫитес уйӑхӑн 11-мӗшӗнче кӑтартӗҫ.
Вырӑсла хатӗрленӗ содержанире пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫ-пуҫ аякри ялта пулса иртет. Унта килсем хупӑнса пӗтнӗпе пӗрех. Ҫирахви карчӑк пӗчченех юлнӑскер кун-ҫулне кичемӗн ирттерет. Пушанса юлнӑ килсенче вӑл хуҫисенчен юлнӑ япаласене пуҫтарса ҫӳрет. Вӑл вӗсене хӗрхенет. Пӗррехинче хӗрлӗ кӗпеллӗ пукане тупать. «Хӗрлӗ тӗс – телей тӗсӗ», – теме юратнӑ иккен карчӑкӑн упӑшки Элекҫи.
Хӗрлӗ кӗпеллӗ пукане кинемей пурнӑҫне улӑштарӗ-и? Ҫакӑн хуравне спектакле пӑхсан пӗлме май килӗ.
Чӑваш Енре литературӑпа ӳнер ӗҫченӗсене уйӑхсерен парса тӑракан стипендие илме документсене йышӑнма тытӑннӑ. Асӑннӑ укҫана 1 ҫулталӑк хушши уйӑхсерен парса тӑраҫҫӗ.
Документсене республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗччен йышӑннӑ.
Шупашкарти 3-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗ «Культура» наци проекчӗпе ҫӗнӗ музыка оборудованийӗ туяннӑ. Федераци укҫисӗр пуҫне республикӑн Культура министерстви те укҫа уйӑрса пулӑшнӑ иккен.
Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче ҫавсен хӑтлавӗ иртнӗ.
Музыка инструменчӗ, оборудовани тата вӗренӳ материалӗ туянма 3,4 миллион тенке яхӑн тӑкакланӑ. Ҫав укҫапа 10 единица музыка инструменчӗ (пианино, баритон, тенор, туба, тромбон, саксофон, труба, флейта), 1 ноутбук тата 75 вӗренӳпе меслет пособийӗ илнӗ.
Профессионал стрит-арт художниксемпе ӳкерме юратакансем«ФормART» фестивале хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ӑна 18 пуҫласа 35 ҫулчченхи ҫамрӑксем валли йӗркелеҫҫӗ.
Фестивалӗн кашни тематикипе пӗр ҫынран 3 заявкӑран ытла йышӑнмӗҫ. Вӗсенесумлӑ экспертсем, сӑнарлӑ тата урамри искусство, архитектура тата хула строительстви енӗпе ӗҫлекен специалистсем хаклӗҫ.
Фестиваль темиҫе номинаципе иртӗ, Ҫавна май кашниех хӑйне ҫывӑххине суйласа илме пултарӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене хӑйсен ӗҫӗсене Федерацин Атӑлҫи округӗнчи 14 регионта пурнӑҫа кӗртме май туса парӗҫ.
Чӑваш Республикин литературӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премине илме тӑратнӑ ӗҫсенчен тӑваттӑшне конкурса хутшӑнма суйласа илнӗ.
Вӗсенчен пӗри — «Чӑваш Ен» издательствӑпа полиграфи комплексӗнчи Чӑваш Енри фотокорреспондентсен музейӗ, полиграфи музейӗ. Авторӗ — «Хыпар» издательство ҫурчӗн фотокорреспонденчӗ Сергей Журавлёв. Ӗҫе издательствӑпа полиграфи комплексӗ тӑратнӑ.
Кӗске метрлӑ «Мальчик из Шоршел» илемлӗ фильма Совет Союзӗн икӗ хут Геройне Андриян Николаева халалланӑ. Автор — Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура ҫурчӗн директорӗн ҫумӗ Елена Еделеева. Ӗҫе конкурса «Химик» культура ҫурчӗ тӑратнӑ.
Чӑваш халӑхӗн менталитетне тӗпченине халалланӑ спектакльсен «Моя Чувашия» трилогийӗн авторӗ — Алексей Болдырев. Вӑл — Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче актёр ӑсталӑхӗн тата режиссура кафедрин доценчӗ. Ӗҫе конкурса ҫав институт тӑратнӑ.
Е. Иванова-Блинован «Сурский рубеж» оперине Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ сӗннӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Синяя птица» (чӑв. Кӑвак кайӑк) курав уҫӑлӗ. Ӑна чӑваш халӑх художникӗн Раиса Терюкалован юбилейне халалланӑ. Экспозицире ӳнерҫӗн килӗнче тата музейре упранакан ӗҫсем пулӗҫ.
Раиса Фоминична 1939 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Кувакино ялӗнче ҫуралнӑ. Ӳкерессипе хӗрачана ашшӗ кӑсӑклантарса янӑ. Ҫавӑнпа та вӑл пӗчӗкренех художник пулма ӗмӗтленнӗ. 1961 ҫулта Шупашкарти ӳнер училищинчен вӗренсе тухсан пӗлӗвне Ленинградри ӳнерпе промышленность училищинче туптанӑ. Унта вӑл сӗтел-пукан пусмине хитрелетме вӗреннӗ.
Алла диплом илсен Раиса Терюкалова Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче виҫӗ ҫул ытларах тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн Ӳнер фондне куҫнӑ, кӑштахран каллех пир-авӑр комбинатне таврӑннӑ. Художник ытларах гобеленпа ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.09.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Симаков Александр Иванович, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Ямаш Владимир Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |