Культура
![]() Борис Чачев. culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Наци вулавӑшӗнче паян Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Борис Чачевӑн куравӗ уҫӑлӗ. Экспозицие ювелир ӳнерӗн, театрпа ҫыхӑннӑ ӗҫсенчен тата скульптурӑран йӗркелӗҫ. Борис Чачев 1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Куйбышев (халӗ — Самар) облаҫӗнчи Сызрань хулинче ҫуралнӑ. Хусанти театр училищинчен художник-бутафор пулма вӗренсе тухнӑ, каярах И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче художествӑпа графика факультетӗнче ӑс пухнӑ. Художник Чӑваш Енри тата республика тулашӗнчи театрсенче ӗҫленӗ. Хамӑр тӑрӑхрисене илсен, Чӑваш музыка театрӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |