Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫутҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк

Юлашки икӗ кунра республикӑра сывлӑш температури климат норминчен 10 градус пӗчӗкрех пулнӑ. Ҫумӑр ҫунине пула юр хулӑнӑшӗ 8 сантиметр кӑна юлнӑ.

Шӑматкун термометр «минус» кӑтартма тытӑнӗ. Ҫапах юр мар, ҫумӑр ҫӑвӗ. Вырсарникун ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Ҫитес эрнере кашни кун тенӗ пек юр ҫукалӗ. Эппин, Ҫӗнӗ ҫул юрсӑр иртмӗ. Ҫитес эрнере 4-9 градус сивӗ тӑрӗ.

Ҫӗнӗ ҫул каҫхине 10-12 градус таран сивӗтӗ, ҫил лӑпланӗ. Кӑрлач пуҫламӑшӗнче юр ҫӑвӗ, ӑшӑтӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче ҫанталӑк мӗнле пулӗ? «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект синоптикӗсем акӑ мӗн пӗлтереҫҫӗ.

Раштавӑн 23-мӗшӗччен пӗлӗтсен ҫӳллӗшӗнче 0-5 градус пулӗ, ҫӗр ҫинче – кӑштах кӑна «плюс». Ҫавна май кӗҫӗр йӗпе юр, ҫумӑр ҫӑвӗ. Канмалли кунсенче – вӑйлӑрах. Шӑматкун пӑрлӑ ҫумӑр ҫума пултарать.

Ҫитес эрнере 4-9 градус таран сивӗтӗ. Уяртӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ ҫул каҫхине ҫанталӑк 10-12 градус сивӗ пулӗ, ҫил вӑйлӑ вӗрмӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Чӑваш Енре ҫӑлкуҫ шывне тӗрӗслӗҫ. Кун пирки Вырӑс географи обществин регионти уйрӑмӗн попечительство канашӗн ларӑвӗнче каланӑ. Асӑннӑ канаша, сӑмах май, республика Элтеперӗ Олег Николаев ертсе пырать.

Вырӑс географи обществи ҫитес ҫул пирӗн тӑрӑхра «Чӑваш Ен ҫӑлкуҫӗсем» программӑна пурнӑҫа кӗртнӗ май ҫӑлкуҫ шывне гидрохими енчен тӗрӗслесшӗн.

Вырӑс географи обществин пайташӗ Николай Вершигора республикӑна ҫӑлсенчи шыв пахалӑхне тӗрӗслеме сӗннӗ, общество вара ҫӑлкуҫсене хӳтлӗх кӳме пултарӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫӗр республикӑра юр ҫума тытӑнӗ. Ыран та, шӑматкун, ҫил-тӑман вӗҫтеркелӗ.

Вырсарникун уяртӗ, хӗвел пӑхкалӗ. Шӑматкун каҫхине 17 градус таран сивӗтӗ. Ҫил лӑпланӗ, тӗтре карса илӗ.

Тунтикун каллех юр ҫӑвӗ. Ытларах – кӑнтӑр районсенче. Теромометр 0 градус та кӑтартма пултарӗ. Ытларикун ӑшӑтсах ярӗ. Юнкун тата кӗҫнерникун ҫӗрле юр ҫӑвӗ. Вырсарникун та юр нумай ӳкӗ. Юр хулӑнӑшӗ 20 сантимертан иртӗ.

Ҫанталӑк ӑшӑтӗ-ха, анчах ҫил вӑйланӗ. Ҫитес эрне варринче вӑл ҫеккунтра 15 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 25-27-мӗшӗсенче сивӗтсе илӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Канмалли кунсенче шартлама сивӗ ҫанталӑк тӑчӗ. Эрне пуҫламӑшӗнче термометр градусне сахалрах кӑтартма пуҫланӑ. Анчах урамра вара тата сивӗрех пек туйӑнать. Йӑлтах – касса вӗрекен ҫиле пула. Вӑл ҫеккунтра 16 метр хӑвӑртлӑхпа та вӗрнӗ.

Ҫил хӑҫан лӑпланӗ? Ыранах туйӑнма пуҫлӗ – ҫеккунтра 4-9 метр хӑвӑртлӑхпа кӑна вӗрӗ. Эрнекун каллех ҫиллӗ пулӗ, ҫавна май 23-26 градус сивӗ пек туйӑнӗ.

Шӑматкун ҫил лӑпланӗ, термометр 6-8 градус сивӗ кӑтартӗ. Вырсарникун каллех сивӗрех пулӗ. Ҫитес тунтикунран пуҫласа сывлӑш температури 10-15 градус сивӗ тӑрӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере ҫанталӑк ҫиллӗ пулӗ. Юнкунран ӑшӑтма пултарать.

 

Ҫутҫанталӑк

Раштав уйӑхӗн пӗрремӗш декадинче хальхи пек сивӗ 2002 ҫултанпа пулман. Шӑматкун чи сивӗ кун пулнӑ – термометр вӑтамран 25,5 градус кӑтартнӑ.

Кӗҫӗр 23 градус сивӗ пулнӑ, кӑштах ӑшӑтнӑ. Анчах сивӗ ҫиле пула сивӗрех туйӑнать. Паян кӑнтӑрла 20 градус сивӗ пулӗ. Чи ҫиллӗ кунсем раштавӑн 12-13-мӗшӗсенче пулӗҫ.

Ыран хушӑран юр ҫӑвӗ. Юнкун хӗвел тухӗ, анчах пӗр кунлӑха кӑна. Кӗҫнерникун юр ҫӑвӗ.

Эрнекунпа шӑматкун юр ҫӑвӗ. Икӗ кунра 15 см хулӑнӑш юр ҫума пултарать. Эрне вӗҫнелле термометр 7-12 градус сивӗ кӑтартӗ, ҫил лӑпланӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере ӑшӑтӗ. Ҫапла уйӑх вӗҫӗчченех пулӗ. Юн хулӑнӑшӗ ӳссех пырӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Кӑҫал синоптиксем хӗл сивӗ те юрлӑ пуласса шантараҫҫӗ. Вӑтам температура 1 градус сивӗрех, юн нормӑран кӑшт нумайрах пулмалла.

Чи сивви нарӑс пулӗ. Кӑрлач уйӑхӗ климатпа килӗшӳллӗн иртмелле. Раштав уйӑхӗ вара нормӑран кӑшт ӑшӑрах пулмалла. Вӑл чи юрли пулӗ. Раштавра вӑтам кӑтартуран ытларах юр ҫумалла. Ку уйӑхра юр хулӑнӑшӗ 30 сантиметра ҫитмелле, кӑрлачра – 38 сантиметра, нарӑсра – 46 сантиметра.

Малтанлаха палӑртнӑ тӑрӑх, чи сивӗ кунсем нарӑс уйӑхӗнче пулӗҫ. Ун чухне ӑшӑтас шанчӑк пӗчӗк.

 

Республикӑра
rpn.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ
rpn.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Комсомольски муниципаллӑ округӗн администрацийӗнчен ҫӗре вараланӑшӑн 600 пин тенкӗ шыраса илнӗ.

Пӑтӑрмах пирки Ҫутҫанталӑк надзорӗн управленине вырӑнтисем пӗлтернӗ.

Ведомство Комсомольскинчи ҫӗр лаптӑкӗсене тӗрӗсленӗ те канализаципе насус станцийӗнчен шыв юхса выртнине палӑртнӑ.

Асӑннӑ станци вырӑнти администраци балансӗ ҫинче пулнӑ.

Тимсӗрлӗхе пула ҫӗре 600 пин тенкӗ ытлалӑх шар кӑтартнӑ. Администраци штрафа хӑй кӑмӑлӗпе тӳлеме килӗшменрен Чӑваш Енӗн Арбитраж суднех ҫитнӗ. Халӗ штрафа тӳлесе татнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ӗнер республикӑра нормӑран 4,5 градус сивӗрех пулнӑ. Паян ӑшӑ циклон ҫывхарнӑ, паян-ыран юр ҫукалӗ.

Малалла сивӗтӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, нумайлӑха мар. Паян-ыран 8-13 градус сивӗ тӑрӗ, юнкун – 13-18 градус, кӗҫнерникун – 18-23 градус. Эрнекунран пуҫласа пирӗн патра ҫурҫӗр антициклонӗ хуҫаланӗ. Уяр ҫанталӑк тӑрӗ, сывлӑш температури 25-30 градус таран сивӗнӗ.

Чи сивӗ кунсем канмалли кунсенче пулӗҫ. Тунтикунран ӑшӑ килме пуҫлӗ. Раштавӑн 13-мӗшӗнче 10 градус сивӗ тӑрӗ. Уйӑх варринче йӗпе юр ҫума пултарать.

 

Ҫутҫанталӑк

Кӗҫӗр тата ыран кӑнтӑрла юр ҫӑвӗ. Каҫхине вара шӑнтӗ, теромометр 15 градус сивӗ кӑтартӗ. Вырсарникун ирхине тӗтре карса илӗ, йывӑҫҫем шурӑ тум пӗркенӗҫ.

Вырсарникун каҫ енне каллех юр ҫӑвӗ. Хальхинче – вӑйлӑрах. Кӑнтӑр районсенче пӑрлӑ ҫумӑр ҫума пултарать.

Тунтикун ҫил вӑйланӗ. Ҫанталӑк хӑвӑрт улшӑнӗ: ирхине 0 градус пулсан каҫ енне шӑнтӗ. Ытларикунран пуҫласа кӑнтӑрла 10 градус сивӗ тӑрӗ. Ҫӗрле 20 градус та пулӗ. Кӑштах юр ҫукалӗ. Канмалли кунсем тӗлне уяртӗ. Эрнери чи сивӗ кунсем пулӗҫ ун чухне.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, ... 94
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть