Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫутҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк

Хальлӗхе Шупашкарта тата ытти хулара хутса ӑшӑтмалли тапхӑр пуҫланман. Хӑҫан ӑшӑ парӗҫ? Ҫанталӑка кура.

Ҫанталӑк вара ҫитес вӑхӑтра сивӗ тӑрӗ. Вырсарникун ҫумӑр нумай ҫӑвӗ – Шупашкарта 1 тӑваткал метр ҫине 1 литр шыв лекӗ. Ҫумӑрпа пӗрле йӗпе юр та ӳкӗ. Мӗншӗн тесен пӗлӗтсен шайӗнче сывлӑш температури 5 градус сивӗ пулӗ. Кӑнтӑрласерен 0-5 градус кӑна ӑшӑ тӑрӗ, каҫхине каштах «минус» пулӗ. Кашни кун тенӗ пек йӗпе юр ҫӑвӗ.

Иккӗмӗш декадӑра ӑшӑ сывлӑш килӗ. Ун чухне 15-20 градус таран ӑшӑтас шанчӑк та пур.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян республика урлӑ сивӗ фрончӗ иртет. Ирхине вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫунӑ. Каҫхине тата ҫӗрле татах ҫӑвӗ.

Эрне варринче антициклон хуҫаланӗ. Сывлӑш кӑнтӑрла 15-20 градус таран ӑшӑнӗ. Юнкун чи ӑшши пулӗ. Анчах ҫил вӑйланӗ.

Сивӗ фрончӗ эрнекун татах килӗ. Шӑматкун 10-12 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун ҫумӑр вӑйлах ҫӑвӗ. Йӗпе юр ҫума пултарӗ. Ҫитменнине, ҫил вӑйланӗ.

Юпан 9-мӗшӗнче, тунтикун, ҫӗрле термометр «минус» кӑтартӗ, ҫулсем пӑрлак пулас хӑрушлӑх пур. Кӑнтӑрла 2-7 градус кӑна ӑшӑ пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ку эрнери канмалли кунсем ӑшӑ пулӗҫ. Вырсарникун термометр 23-24 градус кӑтартӗ.

Тунтикун сивӗтӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Эрне варриччен кӑнтӑрла 15-20 градус пулӗ, ҫил вӑйланӗ.

Юпан 6-мӗшӗнче 12-14 градус кӑна пулӗ. Анчах сивӗ ҫанталӑк нумайлӑха тытӑнса тӑмӗ. Юпан 7-8-мӗшӗсенче кӑнтӑрла 13-18 градус ӑшӑ пулӗ.

Синоптиксем унччен пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗнче пӗрремӗш декада вӗҫӗнче юр ҫумаллаччӗ. Халӗ вара урӑхларах прогноз: юпа уйахӗ варричченех ӑшӑ тӑрӗ.

 

Хулара

Ҫитес уйӑхра, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Шупашкарта фонтансем ӗҫлеме пӑрахӗҫ. Хула ҫыннисем вӗсемпе киленсе юлма темиҫе кун ҫеҫ юлчӗ.

Фонтансене ҫанталӑк сивӗтес умӗн кашни ҫулах чарса лартаҫҫӗ. Кӑҫал та ҫав вӑхӑт сисӗнмесӗр ҫитрӗ.

 

Хулара

Ҫитес уйӑхра, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Шупашкарта фонтансем ӗҫлеме пӑрахӗҫ. Хула ҫыннисем вӗсемпе киленсе юлма темиҫе кун ҫеҫ юлчӗ.

Фонтансене ҫанталӑк сивӗтес умӗн кашни ҫулах чарса лартаҫҫӗ. Кӑҫал та ҫав вӑхӑт сисӗнмесӗр ҫитрӗ. Эсир вӗсемпе киленсе юлма ӗлкӗртӗр-и?

 

Ҫутҫанталӑк

Юпа уйӑхӗ типӗ е ҫумӑрлӑ килӗ? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗнче те нӳрӗк нормӑран сахалрах пулӗ. Сывлӑш температурине илес тӗк, вӑл нормӑпа килӗшӳллӗн пулӗ, вӑтамран 5 градус ӑшӑ тӑрӗ.

Уйӑхӑн малти 5 кунӗнче ӑшӑ тӑрӗ. Унтан тӑрук сивӗтӗ, ҫӗрлесерен «минус» пулӗ. Йӗпе юр ҫума пултарӗ.

Ака уйӑхӗнчи ҫанталӑка илес тӗк, юпа уйӑхӗ ӑшӑ та типӗ тӑмалла. Пӗрремӗш декадӑра сывлӑш 23 градус таран ӑшӑнӗ. Ҫумӑр юпан 26-мӗшӗнче кӑна ҫумалла. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫҫӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче ҫӗр кӑштах юрпа витӗнме пултарать.

 

Ҫутҫанталӑк

Канмалли кунсенче чӑн-чӑн ҫулла пулчӗ. Паян Чӑвша Ен урлӑ сивӗ фрончӗ иртет, ӑшша хӑваласа каять. Вӑйлӑ ҫумӑр ҫӑвасса кӗтмелле мар.

Ырантан каллех типӗ ҫанталӑк пуҫланӗ. Анчах ҫулла вырӑнне халӗ «карчӑк ӑшши» пулӗ. Ку эрнере кӑнтӑрла 17-22 градус ӑшӑ тӑрӗ, каҫсерен – 8-10 градус. Шӑматкун 27 градус таран ӑшӑтӗ.

Тунтикун, юпан 2-мӗшӗнче, сивӗтет, ҫумӑр ҫӑвать, термометр 12-17 градус кӑтартӗ. Юпа уйӑхӗ сивӗ ҫанталӑкран пуҫланӗ. Пӗрремӗш декадӑрах йӗпе юр ҫума пултарать.

 

Ҫутҫанталӑк
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Алькешре пурӑнакан арҫынран суд 1 миллион ытла тенкӗ шыраса илмелле тунӑ. Вӑл ҫӗре вараланӑ тесе палӑртнӑ.

Шупашкар район администрацийӗ Росприроднадзорӑн управленине хыпар янӑ: Алькешре пурӑнакан арҫын пушар рукавне тӑснӑ та ҫырманалла канализаци шывне юхтарать-мӗн.

Унти ҫӗре тӗрӗсленӗ те чӑнах та ҫапла пулнине палӑртнӑ – тӑпрана варалакан япала нумай. Ку ҫутҫанталӑка 1 миллион та 4 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ-мӗн.

Арҫынна тӑкака саплаштарма ыйтнӑ. Анчах вӑл килӗшмен. Ҫапла Росприроднадзор ӑна суда панӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн 1 миллион ытла тенкӗ тӳлемелле.

 

Ҫутҫанталӑк

Чӑннипех те ҫуллахи ҫанталӑк тӑрать. Ӗнер-паян кӑна уҫӑрах. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран та ҫаплах пулӗ. Кайран, эрне варринче, каллех 20-25 градус таран ӑшӑтӗ.

Канмалли кунсенче 23-28 градус таранах ӑшӑтӗ. Ҫӗрлесерен 13-15 градус пулӗ. Ку ҫанталӑк утӑ уйӑхӗнчипе таншлашать.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрах, авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ӑшӑ пирӗн патран кайӗ, Арктика енчен сивӗ сывлӑш килӗ.

 

Тӗнчере

Ливин Хӗрлӗ Ҫурма Уйӑхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Вӑтаҫӗр тинӗсӗнче ҫил-тӑвӑл алхаснӑ хыҫҫӑн 11 000 яхӑн ҫын вилнӗ, тепӗр 20 пине яхӑшӗ хыпарсӑр ҫухалнӑ. Асар-писер ҫанталӑк пӗвесене аркатнӑ, ҫыран хӗррине тӗппипех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.

Даниэль ятлӑ шторм Африкӑн ҫурҫӗр пайӗнче вырнаҫнӑ ҫӗршыва вырсарникун ҫӗрле хупӑрласа илнӗ, темиҫе сехет иртсен Вади Дерна юханшыв ҫинчи икӗ пӗве ҫутҫанталӑк вӑйне чӑтайман, ишӗлнӗ. Пуринчен ытла Дерна ятлӑ портлӑ хула сиенленнӗ, унта 90 000 яхӑн ҫын пурӑнать.

11 000 вилнӗ ҫынсӑр пуҫне темиҫе пин ҫынна тинӗселле юхтарса кайни ҫинчен те пӗлтереҫҫӗ, вӗсен шӑпи паллӑ мар. Аль-Байда медицина центрӗн директорӗ The Guardian хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫутҫанталӑк пулӑмӗ мӗнпурӗ 20 пин ҫын пурнӑҫне татма пултарнӑ.

ПНО тӗп секретарӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывра ҫутҫанталӑк инкек кӑларса тӑратма пултарасси пирки вӑхӑтлӑ систерме пултаракан системӑсем пулнӑ пулсан инкек масштабӗ пӗчӗкрех пулӗччӗ. Ливи парламенчӗн председателӗ пӗлтернӗ тӑрӑх вара правительство катастрофӑна сирсе ярас тӗлӗшпе мӗн тума пултарнине пурне те тунӑ.

Дерна тата Бенгази хулисене юсаса ҫӗнетме патшалӑх 2 млрд динар (412 миллион АПШ долларӗ) уйӑрма палӑртать.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, ... 94
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та