Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -16.7 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫутҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере те хӗвеллӗ ҫанталӑк савӑнтарӗ.

Ырантан, ытларикунран, кӑнтӑр енчен вӗрекен ҫилпе пӗрле Чӑваш Ене ӑшӑ килме тытӑнӗ, ҫавна май ҫӗрлесерен тӑм ӳкме пӑрахӗ, кӑнтӑрла 18-23 градус ӑшӑ пулӗ.

Кӗҫнерникун пӗлӗтленӗ. Анчах ҫумӑр шӑматкун кӑна ҫӑвӗ. Канмалли кунсенче ҫил вӑйланӗ, вырсарникун вара сивӗтме тытӑнӗ. Ҫитес тунтикун кӑнтӑрла термометр 12-17 градус кӑна кӑтартӗ.

Ан кулянӑр, ӑшӑ таврӑнӗ! Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑнӑн 25-мӗшӗнче республикӑна каллех тропика ӑшши килме пултарать.

 

Ҫутҫанталӑк

Хальлӗхе республикӑра тӑм ӳкмен. Анчах синоптиксем ҫитес вӑхӑтра шӑнтма пултарассине пӗлтереҫҫӗ.

Кӗҫӗр тӑм ӳкме пултарать. Ҫитес 4 кун уяр ҫанталӑк тӑрӗ, ҫил лӑпланӗ, каҫсерен тӗтре карса илме тытӑнӗ. Кӑнтӑрласерен 14-19 градус ӑшӑ пулӗ.

Ҫитес эрне варринче пӗр-икӗ кунлӑха 20 градус ӑшӑ килӗ. Ҫӗрлесерен те самай ӑшӑтӗ.

Ҫумӑр иккӗмӗш декада вӗҫӗнче кӑна ҫӑвӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
zakon.kz сайтри сӑн
zakon.kz сайтри сӑн

Ку эрнере мӗнле ҫанталӑк пулӗ?

Паянтан кашни кун тенӗ пекех хӗвел савӑнтарӗ. Ырантан паянхи пекех шӑрӑхах пулмӗ.

Ку эрнере кӑнтӑрласерен 17-22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесерен – 4-9. Вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ. Кӗҫнерникун хӑш-пӗр ҫӗрте ҫумӑр ҫума пултарать.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «карчӑк ӑшши» иккӗмӗш декада вӗҫӗнче пӗтӗ. Сентябрӗн 21-22-мӗшӗсенче пӗрремӗш хут тӑм ӳкме тата йӗпе юр ҫума пултарать.

 

Ҫутҫанталӑк
poembook.ru сайтри сӑн
poembook.ru сайтри сӑн

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫех республикӑра «карчӑк ӑшши» пуҫланать.

Канмалли кунсенче хӗвел пӗлӗтсен хыҫӗнчен тухӗ, 18-23 градус таран ӑшӑтӗ, ҫил лӑпланӗ. Вырсарникун ҫӗрле тӗтре карса илӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек ҫанталӑк авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗччен тӑрӗ. Эппин, ку тапхӑра ҫирӗппӗнех «карчӑк ӑшши» теме пулать.

 

Ҫутҫанталӑк
ru.pinterest.com сайтри сӑн
ru.pinterest.com сайтри сӑн

Синоптиксем кӗркунне мӗнле пулассине палӑртнӑ.

Авӑн уйӑхӗ сывлӑш температури, нӳрӗк тӗлӗшпе нормӑпа килӗшсе тӑрӗ. Пӗрремӗш ҫурринче «карчӑк ӑшши» пулӗ, иккӗмӗш ҫурринче вара кӗрхи нӳрӗ те сивӗ ҫанталӑк хуҫаланӗ.

Юпа, чӳк уйӑхӗсем те сивӗ килӗҫ, нӳрӗк сахалрах пулӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳкӗн пӗрремӗш декади вӗҫӗнче хӗл ларӗ. Виҫҫӗмӗш декадӑра 20 градус таран сивӗтме пултарӗ. Раштава, ахӑртнех, 25 сантиметр ҫӳллӗш юрпа кӗрӗпӗр.

 

Республикӑра
vk.com/chuv_kray сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/chuv_kray сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарти каяш суйламалли полигонра кайӑксем те ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем — кӑйкӑрпа канюк. Ҫунатлӑ туссен тӗллевӗ — «Ситиматик» предприятире ытти кайӑка хӑратса тӑрасси.

Кӑйкӑрпа канюк чарлансене, ҫӑхансене, чанасене, уҫӑ вырӑнта пуҫтарӑнма юратакан ытти кайӑка хӑваласа яраҫҫӗ. Мӗншӗн тесен лешсем ҫӳп-ҫапа салатаҫҫӗ, тавралӑха варалаҫҫӗ, чир-чӗр сарма пултараҫҫӗ.

 

Республикӑра
minpriroda.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
minpriroda.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Патӑрьел тӑрӑхӗнче каяш уйӑракан комплекс тума пуҫласшӑн. Халӗ ун валли территорие хатӗрлеҫҫӗ.

Комплекс 2,5 гектар лаптӑк ҫинче вырнаҫӗ. Ӑна 2026 ҫул вӗҫлениччен туса пӗтермелле.

Пирӗн республикӑра «Экономика замкнутого цикла» (чӑв. Хупӑ цикл экономики) федераци проекчӗпе каяш уйӑракан виҫӗ комплекс тумалла.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫулла вӗҫленчӗ, ҫанталӑк вара ҫаплипех ҫуллахи пек ӑшӑ-ха. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, паян кунӗпех уяр пулӗ, ҫӗрле тата ыран ирхине ҫумӑр ҫӑвӗ, аслати авӑтма пултарӗ. Ыран термометр 20-25 градус ӑшӑ кӑтартӗ.

Юнкун вара пӗлӗтленӗ, ҫумӑрлӑ ҫанталӑк пуҫланӗ, ҫил вӑйланӗ, ҫавна май 11-13 градус ӑшӑ пек кӑна туйӑнӗ.

Канмалли кунсенче ҫумӑр ҫума чарӑнӗ, хӗвел тухӗ, 17-22 градус таран ӑшӑтӗ. Ахӑртнех, «карчӑк ӑшши» пуҫланӗ, вӑл авӑн уйӑхӗ варриччен тӑсӑлӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем авӑн уйӑхӗ мӗнле пулассине пӗлтернӗ. Уйӑх ҫуллахи ӑшӑ ҫанталӑкран пуҫланӗ. Ҫурлан 31-мӗшӗнче тата авӑнӑн 1-мӗшӗнче хӗвеллӗ, шӑрӑх пулӗ. Эппин, Пӗлӳ кунне ҫуллахи пек тӑхӑнса кайма юрать.

Уйӑх варриччен типӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Ку – «карчӑк ӑшши». Иккӗмӗш ҫурринче вара кӗркуннехи ҫанталӑк хуҫаланма тытӑнӗ, ҫумӑрсем пуҫланӗҫ. Сывлӑш температури нормӑпа килӗшӳллӗн пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
stihi.ru сайтри сӑн
stihi.ru сайтри сӑн

Синоптиксем ҫуллан юлашки эрни мӗнле пулассине пӗлтернӗ. Ҫанталӑк ӑшӑ тӑрӗ. Паян кӑнтӑрла хыҫҫӑн тата каҫхине каллех ҫумӑр ҫӑвӗ.

Ытларикун уяртӗ. Юнкун вара каллех ҫумӑрлӑ ҫанталӑк таврӑнӗ. Шӑматкун та, ахӑртнех, ҫумӑр ҫӑвӗ. Вырсарникун ӑшӑ та хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Кӑнтӑрти районсенче термометр 30 градус патнеллех кӑтартӗ.

Ку эрнере вӑтамран 17-22 градус ӑшӑ пулӗ. Анчах анӑҫ енчен вӗрекен ҫил вӑйланнине пула кӗрхи пек тумланма тивӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗ те лайӑх ҫанталӑкпа савӑнтарма пултарӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ... 115
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир тӑва та тепӗр май ҫавӑрма хатӗр. Анчах хӑш чухне чӑтӑмлӑрах пулса плансене каярахпа пурнӑҫлама тивӗ. Ҫынпа хутшӑннӑ чухне компромисс тупма ӑнтӑрӑр, кашни утӑма шутласа тӑвӑр — васкаса йышӑнусем тума кирлӗ мар. Канмалли кунсенче сире интереслӗ паллашусемпе тӗлпулусем кӗтеҫҫӗ.

Нарӑс, 06

1938
88
Чекушкин Виталий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть