Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫулла мӗнле пулассине «Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ. Кӑҫао типӗ ҫанталӑк шар кӑтартмӗ. Ҫумӑр утӑ тата ҫурла уйӑхӗсенче нумайрах ҫӑвӗ, ҫӗртме уйӑхӗнче климат нормипе килӗшӳллӗн пулӗ. Утӑ уйӑхӗн пӗрремӗш ҫурринче тата ҫурлан иккӗмӗш ҫурринче типӗ ҫанталӑк хуҫаланӗ.
Кӑҫал ҫулла чӑтма ҫук ытлашши шӑрӑх ҫанталӑкпа тӗлӗнтермӗ. Вӑтам сывлӑш температури ҫӗртмере – 17,4, утӑ уйӑхӗнче 20 градус пулӗ. Ку климат нормин кӑтартӑвӗ. Ҫурла уйӑхӗнче вара ку кӑтарту 18,5 градуспа танлашӗ. Ку ҫуллан юлашки уйӑхӗшӗн нормӑран 1 градус пысӑкрах шутланать.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 30 градуслӑ шӑрӑх ҫӗртме варринчех килме пултарӗ. Чи ӑшӑ кунсем ҫуллан пӗрремӗш ҫурринче савӑнтарӗҫ.
