Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Тинех, тинех! Ку эрнере тинех ҫанталӑк ӑшӑтать! Ҫапла пӗлтерет «Ҫанталӑк 21» сайт.
Паян ҫумӑр ҫукалӗ-ха. Ыран вара уяртӗ, ҫурҫӗр енчен вӗрекен ҫил вӑйланӗ, ҫапах ӑшӑ пулӗ: термометр 21-26 градус кӑтартӗ. Анчах республикӑн тухӑҫ енчи округсенче ҫумӑр ҫуса илес хӑрушлӑх пулӗ. Хӗвеланӑҫ енич округсенче вара уяр ҫанатлӑк тӑрӗ.
Эрне варринелле тата ӑшӑтӗ, ҫил те лӑпланӗ. Эрне вӗҫнелле вара пушшех те шӑрахланӗ, термометр 30 градус кӑтартӗ, хӑш-пӗр вырӑнта – ытларах та. Ҫӗрлесерен те ӑшӑтӗ, 17-19 градус пулӗ. Анчах вырсарникун ҫӗрле хӑш-пӗр вырӑнта аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес эрнере ҫанталӑк каллех сивӗтӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ.
