Сӗнтӗрвӑрри хулинчи пӗр ҫурт умӗнчи ҫырма тӑрук ишӗлсе аннӑ. Пӗр эрнене яхӑн каялла ҫырма ҫурт еннелле самай «ҫывхарнӑ». Темиҫе метрах…
Ҫырма хӗррипе ҫул иртнӗ. Вӑл та ишӗлсе аннӑ. Халӗ урапасем ҫӳреймеҫҫӗ. Ҫак ҫурт патне халӗ утса ҫитме пулать, анчах транспортпа иртсе каяймӑн.
Кунашкалли унта нихӑҫан та пулман. Ҫурт халӗ ҫырма хӗрринчех. Ун умӗпе урапапа иртеймӗн. Ку ҫул вара 19 ҫурт патне илсе ҫитерет. Ку, ҫынсен шухӑшӗпе, уйра ирӗлнӗ юр шывне урӑх ҫӗрелле яманнипе пулнӑ.
Халӑх вырӑнти администрацие ҫыру ҫырнӑ. Мэрирен комисси килнӗ, пӑхса ҫаврӑннӑ, анчах хальлӗхе нимӗн те туман. Газовиксемпе электричество линийӗн ӗҫченӗсем те сисчевленнӗ. Унта ҫӗр айӗпе газ пӑрӑхӗ иртет-ҫке. Ҫырмаран 5 метрта вара ҫутӑ юписем вырнаҫнӑ.