ЧР Юстици министерстви «Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ» АУн патшалӑх пакечӗсене каллех сутма тӑратнӑ. Тӳре-шара ӑна пӗлтӗрех приватизацилеме хӑтланнӑ, анчах туянакан тупӑнман.
Аукцион ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче иртӗ. Унта республика харпӑрлӑхӗнчи мӗнпур акцие сутма тӑратӗҫ. Малтанхи хак – 722,1 миллион тенкӗ, аукцион утӑмӗ – 7,2 миллион тенкӗ. Заявкӑсене пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Палӑртмалла: «Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ» - Атӑл тӑрӑхӗнче ҫӑнӑх туса кӑларакан пысӑк предприяти. Вӑл ҫӑкӑр пӗҫерекен, пылак ҫимӗҫ хатӗрлекен, макарон туса кӑларакан организацисене ҫӑнӑхпа тивӗҫтерет. Унӑн филиалӗсем Шупашкарти тата Канашри элеваторсем, Вӑрмарти, Вӑрнарти, Тӗрлемесри, Ҫӗмӗрлери ҫӑкӑр пӗҫерекен предприятисем шутланҫҫӗ.
Нарӑс уйӑхӗн юлашки вунӑкунлӑхӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче Чӑваш халӑх поэтне Геннадий Айхине халалланӑ кунсем иртӗҫ. Кӑҫал та вулавӑш куракансем валли анлӑ курав хатӗрлет. Халӑх поэчӗн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе май килнӗ таран туллин паллаштарма тӗллев лартнӑ курав Наци вулавӑшӗнче пӗр эрне ӗҫлӗ. Унтан ӑна районсемпе хуласене ӑсатӗҫ: Патӑрьеле, Ҫӗмӗрлене, Ҫӗнӗ Шупашкара т.ыт.те. Республикӑн тӗп вулавӑшне авӑн уйӑхӗнче ҫеҫ ҫаврӑнса ҫитӗ.
Айхин астӑвӑм кунӗсен вӑхӑтӗнче лекци пуҫласа ирттерӗҫ. «Творчество Г. Айги в контексте мировой, русской и чувашской литературы» (чӑв. Г. Айхин пултарулӑхӗн тӗнче, вырӑс тата чӑваш литературинчи тӗп шухӑшӗ) ят панӑскере паллӑ чӑваш ученӑйӗ, филологӗ, литература критикӗ, публицисчӗ, тата Геннадий Айхин ҫывӑх тусӗ пулнӑ Атнер Хусанкай нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшнче вулӗ. Лекци 14 сехетре пуҫланмалла.
Чӑваш Енре гриппа тата ОРВИпе чирлекенсем нумайланнӑ. Ҫавна май республикӑри хӑш-пӗр шкулти классене карантина янӑ. Виҫӗ шкулта вара ачасем пачах вӗренмеҫҫӗ. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ хыпарлать.
Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енри 3 шкулта – Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи 2 пӗлӳ ҫуртӗнче тата Вӑрмар районӗнчи 1 шкулта – 505 ача вӗренмест, карантинра.
Шупашкарта вара вӑхӑтлӑха 1492 ача парта хушшинче лармасть. Хулари 25 шкулта 55 класа карантина янӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта – 815, Ҫӗмӗрлере 58, Хӗрлӗ Чутай районӗнче 22 ача вӗренме ҫӳремест.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Триер ялӗнче пӗртен пӗр ҫын кӑна пурӑнать. Вӑл та пулин ватӑ.
Триер ялӗ Ҫӗмӗрле хулинчен 25 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Унта тӗпленнӗ Нина Карпинская унччен хӑйех хӗл каҫмалӑх вутӑ хатӗрленӗ. Ара, ялта газ ҫук. Хӗлле кашни кунах кӑмака хутмалла. Кӑҫал вара Нина аппа вӑрмана вутӑ-шанкӑ хатӗрлеме ытлах ҫӳреймест.
Кӑҫал Нина Карпинская пулӑшу ыйтнӑ. Ӑна Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов пулӑшма шантарнӑ. Депутат сӑмахне тытнӑ. Ҫак кунсенче Нина аппа патне пӗр машина вутӑ тиесе килнӗ. Халӗ вутӑ тепӗр хӗл валли те ҫитет.
Палӑртмалла: Нина Карпинская Триер ялне 55 ҫул каялла качча килнӗ. Халӗ вӑл сурӑхсем, качака, йытӑ, кушак тытать. Унччен ӗнепе лаша та пулнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫӗрле Ҫӗмӗрлери пӗр хваттерте пушар алхаснӑ. Жуков маршал урамӗнчи 2-мӗш ҫуртри пӗр пӳлӗмлӗ хваттер ҫунни пирки пушарнӑйсене кӳршисем шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсен ҫулӑма сӳнтернӗ. Ҫакӑ паллӑ: пушар тӗпелтен тухнӑ. Залра вара 58 ҫулти хӗрарӑмӑн тата унӑн 29-ти ывӑлӗн виллисене тупнӑ. Вӗсем хваттерте пӗрле пурӑннӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар асӑрханмасӑр пирус туртнӑшӑн тухнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлере васкавлӑ медпулӑшу подстанцине официаллӑ майпа уҫнӑ. Халӗ вӑл ҫӗнелнӗ, унта юсав ӗҫӗсем ирттернӗ.
Подстанцие 2003 ҫулта хӑпартнӑ, унтанпа халь тин юсав тунӑ. Унччен шалти ӗҫсене ҫеҫ пурнӑҫлакаланӑ. Пӗлтӗр икӗ хутра та пӳлӗмсене ҫӗнетнӗ. Кунсӑр пуҫне алӑк блокӗсене ҫӗнетнӗ, электропралуксене, сантехникӑна улӑтарнӑ, картлашкана та юсанӑ. Ку тӗллевпе республика хыснинчен 2,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Ку кӑна мар, кӑҫал подстанцири бригадӑсене планшетпа тивӗҫтерӗҫ. Ҫапла майа вӗсем пациентсен карттине, усӑ курнӑ эмелсене электронлӑ майпа ҫырӗҫ. Ҫапла майпа тухтӑрсен вӑхӑчӗ те перекетленӗ.
Елчӗ районӗн прокуратурине малашне Сергей Фирсов ертсе пырӗ. Ӑна асӑннӑ район прокурорӗ пулма ӗнер, кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче, Раҫҫей Федерацийӗн генеральнӑй прокурорӗн приказӗпе ҫирӗплетнӗ.
Чӑваш енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, юстицин аслӑ канашҫи Сергей Фирсов 1978 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 2000 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх универистетӗнчи юридици факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн вӑл Чӑваш Енӗн прокуратурин тытӑмӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Малтан Сергей Фирсов Шупашкарти прокуратурӑра тӗпчевҫӗ пулнӑ, унта аслӑ тӗпчевҫе ҫитнӗ, кайран Муркаш районӗн прокурорӗн ҫумӗ, каярах прокурорӗ пулма шаннӑ. 2014 ҫултанпа Сергей Фирсов Ҫӗмӗрлери районсем хушшинче прокурор пулса ӗҫленӗ.
Ҫӗмӗрлери пӗр коммерци организацийӗн директорне ӗҫченӗсене шалу тӳлеменшӗн айӑпласшӑн. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, халӗ суд пуласса кӗтет. Унӑн пурлӑхне – ҫуртне, УАЗ автомобиле – арестленӗ.
Ҫӗмӗрлери йӑлари хытӑ каяш пуҫтаракан организацин 33 ҫулти директорӗ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Хайхискер пилӗк ӗҫченне икӗ уйӑх ытларах шалу тӳлемен. Ҫапла майпа парӑм 300 пин тенке яхӑн пухӑннӑ.
Пуҫлӑхӑн шалу пама май пулнӑ: организаци кассине 10 миллион тенкӗ кӗнӗ. Анчах директор ку укҫапа коммерци тӗллевӗпе усӑ курнӑ.
Чӑваш Енри пульницӑсем «Ҫӗнӗ поликлиника» проектпа малалла ӗҫлеҫҫӗ. Кӑҫал ҫав программӑна тата тепӗр 4 учреждени кӗнӗ. Ҫапла вара йыш 22-е ҫитнӗ.
Ҫӗнӗлле ӗҫлекен пульницӑсен ертӳҫисемпе ӗнер Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче канашлу иртнӗ. Унта «Создание новой модели медицинской организации, оказывающей первичную медико-санитарную помощь» (чӑв. Медицинӑпа санитарин пӗрремӗш пулӑшӑвне кӳрекен медицина организацийӗсене ҫӗнӗ меслет ҫине куҫарасси) проекта сӳтсе явнӑ. Канашлӑва пӗрремӗш министрӑн ҫумӗ Ирина Виноградова ертсе пынӑ.
«Ҫӗнӗ поликлиника» проекта кӑҫалтан Улатӑр районӗнчи тӗп пульницӑна, Ҫӗмӗрлери территорисем хушшинчи медицина центрне, Етӗрне тата Патӑрьел район пульницисене кӗртнӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлав министерствинче ҫӗнӗлӗх халӑхшӑн тӑрӑшнипе ҫыхӑннӑ тесе ӗнентереҫҫӗ. Вӑхӑта перекетлӗ усӑ курнине пула тухтӑрсем папциентсемпе ытларах калаҫайӗҫ тесе шантараҫҫӗ.
Официаллӑ майпа ӗҫлекенсен йышне иртнӗ ҫул пирӗн республикӑра самай ӳстерме май килнӗ. Ҫавна май хыснана уйрӑм ҫынсен тупӑшӗнчен тӳлекен налук тата страховой тӳлев виҫи палӑрмаллах ӳснӗ. Конвертра шалу илекенсен йышне чакарнине пула налук виҫине пӗлтӗр 70,7 миллион тенкӗ пухнӑ, страховой взноса — 232 миллион тенкӗ.
Районсемпе хула администрацийӗсене пӗлтӗр республикӑн Ӗҫлев тата социаллӑ аталану министерстви килӗшӳпе ӗҫлекенсен йышне 48 пин те 866 ҫынна ҫитерме хушнӑ. Ҫавна килӗшӳ тусах ҫирӗплетнӗ. Ку енӗпе чи тӑрӑшуллисен йышне Комсомольски (унта плана 105,8 процент пурнӑҫланӑ, Ҫӗрпӳ (104,0%), Красноармейски (102,4%) районӗсем лекнӗ. Сӗнтӗрвӑрри районне (51,8%), Улатӑрпа (52,2%) Ҫӗмӗрле (71,8%) хулисене начар енчен палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |