Чӑваш Енри тата тепӗр пуҫлӑх ӗҫрен кайма шухӑш тытнӑ. Хӑйӗн кӑмӑлӗпе хальхинче Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Григорьев ҫырнӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, хулари Депутатсен пухӑвӗ черетсӗр ларӑва пухӑннӑ. Вӗсем Алексей Григорьев заявленине пӑхса тухнӑ. Вӑл депутатсене хула ырлӑхӗшӗн пӗрле тар тӑкнӑшӑн тав тунӑ.
Депутатсен пухӑвӗнче хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене паянтан пурнӑҫлама экономика тата финас ыйтӑвӗсемпе пуҫлӑхӑн пӗрремӗш ҫумӗ — финанс пайӗн пулса ӗҫлекен Елена Туличевӑна шаннӑ.
Ӗнерех депутатсем пуҫлӑха суйламалли районти комисси йышне ҫирӗплетнӗ. Ун пек комиссие республика шайӗнче те йӗркелеҫҫӗ. Пуҫлӑх пулмалли кандидата ҫапла вар пур енлӗн тишкермелле, Депутатсен пухӑвне сӗнмелле.
Сӑр юханшывӗ урлӑ хывнӑ пӑр ҫула паянтан хупнӑ. Кун пирки Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче хыпарланӑ.
Аса илтерер: пӑр ҫул Ҫӗмӗрле хулипе Чулхула облаҫӗнчи Пильна районӗнчи Наваты ялне ҫыхӑнтарать. Ун урлӑ 3 пин тоннӑран ҫӑмӑлтарах машинӑсен каҫса ҫӳреме юранӑ. Пӑр ҫула пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче уҫнӑччӗ.
Пӑр ҫӳхелнӗ май юханшыв урлӑ ҫӳреме хӑрушӑ — машинӑсем шыва путма пултараҫҫӗ. Вӑхӑтлӑх каҫӑпа ҫӳреме юраманнине асӑрхаттаракан паллӑсем вырнаҫтарнӑ. Яваплисем вӑхӑтлӑх каҫҫа сӳтме тытӑннӑ.
Ҫулла унта каллех кӗпер тӑвӗҫ. Ӑна ҫу уйӑхӗнче уҫма палӑртаҫҫӗ. Хальлӗхе машинӑсен тавра ҫулпа ҫаврӑнса ҫӳреме тивӗ. Ку вӑл хӑйсемшӗнех паха. Васкакан вакка сикнӗ тесе ахальтен каламан вӗт.
Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн хастарӗсем Ҫӗмӗрлери тӳре-шарана ачасене шкула каймалли ҫул ҫинчи пушӑ ҫурт-йӗре пӗтерме хушнӑ.
Халӑх фрончӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хастарсем вырӑнти тӳре-шарапа пӗрле тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗсем «Рябинушка» ача пахчи патне пымалли ҫул йӗркесӗррине палӑртнӑ. Унпа ҫуркуннепе кӗркунне ҫеҫ мар, хӗлле те иртме ҫук.
7-мӗш шкул пулнӑ ҫурт паян чӳречесӗр-кантӑксӑр ларать. Унӑн ҫивиттийӗ икӗ пушарта ҫурри таран ҫунса кайнӑ. Ҫав ҫурт патӗнче ачасем 2-мӗш шкула иртсе ҫӳреҫҫӗ. Коммуналлӑ парӑма пула ҫурта энергетика компанийӗ салука илнӗ. 3-мӗш шкул ҫывӑхӗнче вара тепӗр ҫурт хӑтсӑр ларать. Ӑна ача-пӑча пульници тесе тума пуҫланӑ та ӗҫ чарӑнса ларнӑ.
Ҫӗмӗрле хулинче 20 ҫулти водитель ҫул урлӑ каҫакан ачана ирттерсе яман. 3-мӗш класра вӗренекен шӑпӑрлан кустӑрма айне лекнӗ. Кун пирки ҪҪХПИ пӗлтерет.
Ку кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 15 сехет те 50 минутра Ленин урамӗнчи 24-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ. Водитель ҫул хӗресленекен вырӑнтан иртнӗ чухне ҫул урлӑ каҫакан ачана ирттерсе яман.
10 ҫулти арҫын ача светофор симӗс ҫутнӑ вӑхӑтра ҫул урлӑ каҫнӑ. Кустӑрма айне лекнӗскер суранланнӑ: сылтӑм чӗркуҫҫи, пуҫӗ аманнӑ. Ӑна Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе кайнӑ.
Чӑваш Енӗн Стройминӗ йӑлари хытӑ каяша турттармалли ҫӗнӗ виҫене ҫирӗплетнӗ. Хуласемпе хула йышши поселоксенче пӗр ҫын пуҫне ҫав виҫе 1,97 кубла метрпа танлашӗ, ялсенче — 1,57 кубла метрпа. Маларах вӑл пур ҫулталӑкра 2,02 кубла метрпа танлашнӑ.
Йӑлари хытӑ каяша турттарнӑшӑн кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртен 30-мӗшӗччен Улатӑрта, Канашра, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере, Куславккара, Сӗнтӗрвӑрринче, Ҫӗрпӳре, Етӗрнере, Буинск, Вӑрнарта, Йӗпреҫре, Вӑрмарта, Кӳкеҫре пурӑнакансем кашни ҫын пуҫне уйӑхсерен 63,15 тенкӗ тӳлӗҫ.
Ялсенче пурӑнакансене 47,56 тенкӗшер тӳлеттерӗҫ.
Пӗлтӗр хула ҫыннисем уйӑхсерен кашни ҫын пуҫне 76 тенкӗ те 76 пус тӑкакланнӑ, ял ҫыннисен 61 тенкӗ те 56 пус кӑларса хума тивнӗ.
Чӑваш Енри шкулсем те «Земство шкулӗ» программӑна хутшӑнайӗҫ. Аса илтерер: программӑна хутшӑнас текенсен заявкисене кӑрлачӑн 10-мӗшӗнчен _ _news/24059.html|йышӑнма пуҫларӗҫ__. Хутсене ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Раҫҫейӗн Ҫутӗҫ министерстви
«Земский учитель» (чӑв. Земство учителӗ) пӗтӗм Раҫҫейри информаци порталне ӗҫлеттерсе янӑ. Унта педагогсем хӑйсене валли ӗҫ шыраса тупайӗҫ.
Ҫак йӗркесен авторӗ ӗнер Чӑваш Енри шкулсенчи вакансисене тишкерчӗ. Ҫав вӑхӑтра порталта пурӗ тӑватӑ ваканси ҫеҫчӗ. Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимназире акӑлчан чӗлхи вӗрентекен кирлӗ тесе кӑтартнӑ, унти 1-мӗш вӑтам шкула — физика учителӗ, Муркаш районӗнчи Юнкӑри тата Турайӗнчи шкулсене — акӑлчан чӗлхи учителӗсем.
Бурят Республикинче Базыр Цырендашиев композиторпа мӑнаҫланаҫҫӗ, вӑл вара хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш Енре ӗҫленӗ. Ҫакӑн пирки асӑннӑ чӑвашсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Надежда Колесникова Фейсбукра пӗлтернӗ.
Базыр Очирович — Бурят Республикинче паллӑ композитор. Вӑл — сахал мар кӗвӗ-ҫемӗ авторӗ. Унӑн мӑшӑрӗ Инесса Павловна — чӑваш.
Базыр Цырендашиевпа мӑшӑрӗ 1950-1960-мӗш ҫулсенче Ҫӗмӗрле хулинче пурӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра Базыр Очирович Ҫӗмӗрлери культура ҫуртӗнче илемлӗх ертӳҫи пулса ӗҫленӗ.
Мӑшӑрне халалласа композитор «Задушевные песни» юрӑ-кӗвӗ пуххи те хатӗрленӗ. Сӑввисен авторӗсем — бурят сӑвӑҫисем. Базыр Очирович Бурят Республикин Хоринск район гимнне те хайланӑ. Вӑл 400 ытла юрӑ, хор валли хайлавсем, инструмент ансамблӗ валли пьесӑсем ҫырнӑ. Хӑйӗн пултарулӑхне пуянлатма тӑванла халӑхсен: монголсен, калмыксен, тутарсен, чӑвашсен — культурине пӗлни пулӑшнине палӑртнӑ вӑл. Кун пирки ҫак йӗркесен авторӗ «Soyol.ru» порталта ҫырнине вуласа пӗлчӗ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн Чӑваш Ене 32 васкавлӑ медпулӑшу машини ҫитнӗ. Вӗр ҫӗнӗ 30 автомобиле Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Улатӑрти, Канашри, Ҫӗмӗрлери, Патӑрьел, Вӑрнар, Шупашкар районӗсенчи васкавлӑ медпулӑшу подстанцийӗсене панӑ. Тин ҫуралнӑ ачасем валли илсе ҫитернӗ 2 реанимобиле Президент пепкелӗх центрӗ тивӗҫнӗ.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов пӗлтернӗ тӑрӑх, васкавлӑ медпулӑшӑвӑн автопаркне 95 процент ҫӗнетнӗ. Ку енӗпе уйрӑмах юлашки виҫӗ ҫулта вӑйлӑ ӗҫленӗ.
Палӑртмалла: республикӑри халӑха талӑкӗпех 100 васкавлӑ медпулӑшу бригади пулӑшу парать. Халӗ служба автопаркӗнче – 190 автомобиль.
Раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлере Сӑр урлӑ каҫмалли кӗпере уҫнӑ. Халӗ машинӑсем Чулхула облаҫӗнчи Нават ялне тӳрремӗнех ҫитме пултарӗҫ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кӗперпе виҫӗ тоннӑран сахалрах таякан машинӑсем ҫӳрӗҫ. Унта сехетре 10 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа кайма юрать. Кӗпер талӑкӗпех уҫӑ.
Сӑр ҫинчи пӑр ирӗлме пуҫласан, ҫирӗплӗхӗ чаксан кӗпере хупӗҫ. Ҫуркунне ун вырӑнне понтонлӑ кӗпер вырнаҫтарӗҫ.
Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ Чӑваш Енри уйрӑмӗн хастарӗсем шкула ачасем ҫӳрекен ҫул хӑрушсӑрлӑх енчен еплине тишкернӗ. Вӗсем патне районсемпе хуласенчен 200-е яхӑн хутчен хыпарлакан тупӑннӑ. Тӗлӗнмелле пек те, пуринчен ытла кӑлтӑк — Шупашкарта. Сӑмахран, 11-мӗш вӑтам шкулпа юнашарах — вӗҫне ҫитермен стрйока. Ун йӗри-тавра тытса ҫавӑрнӑ карта тӳнсе кайнӑ. Ачасене ҫав вырӑнтан иртсе ҫӳреме хӑрушӑ. Пӗчӗкскерсем унта кӗрсе кайма та пултараҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенчен, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар районӗсенчен тата ытти хӑш-пӗр муниципалитетран та кӑлтӑксене кӑтартса хыпарлакансем тупӑннӑ. Ҫитменлӗхӗ, тӗпрен илсен, шкул патне каймалли ҫул ҫинче ҫутӑ, тротуарсем ҫуккипе ҫыхӑннӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ Чӑваш Енри уйрӑмӗн хастарӗсем муниципалитетсене кӑлтӑка пӗтерме ыйтса каланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |