Ҫак шӑматкун, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, республикӑри виҫӗ пульницара уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Ҫак кун республикӑри кардиологи тата наркологи диспансерӗсенче тата Шупашкарти 2-мӗш ача-пӑча клиника пульницинче тухтӑрсенчен канаш ыйтма май килӗ.
Ҫапла майпа шӑматкун наркологи диспансерӗнче тухтӑрсем эрех-сӑра тата наркотик серепинчен епле хӑтӑлмалли пирки каласа кӑтартӗҫ, пациентсене Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Ҫӗмӗрлери диспансерсенче йышӑнӗҫ. Кардиологи диспансерне ҫав кун 8 сехетрен 13 сехетчен ҫитсен чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсем ҫинчен ытларах пӗлме май пулӗ тата артери юн пусӑмне килте епле виҫмеллине ӑнлантарӗҫ. Эгер бульварӗнчи 49-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ ача-пӑча поликлиникинче вара педиатртан, неврологран, офтальмологран, кардиологран, отоларингологран, акушер-гинекологран сӗнӳ ыйтма пулать тата пӗтӗмӗшле анализсем пама юрать.
«Наша мама» (чӑв. «Пирӗн анне») ҫӗвӗ хапрӑкӗн Ҫӗмӗрле хулинчи филиалӗнче тин ҫуралнӑ ачасен сывлӑхӗшӗн сиенлӗ ҫи-пуҫ ҫӗленӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ӗҫченӗсем хапрӑкри кӗпе-йӗме Чулхула облаҫӗнчи ӗҫтешӗсем ҫӑхавланӑ хыҫҫӑн тӗрӗсленӗ.
Шӑпах вӗсем Ҫӗмӗрлере ҫӗленӗ боди Таможня пӗрлӗхӗн техника регламенчӗ ыйтнине тивӗҫтерменнине пӗлтернӗ. Лаборатори тӗпчевӗ ирттернӗ хыҫҫӑн хайхи бодие чӑннипех те техника регламенчӗсене пӑхӑнса ҫӗлеменни, вӑл сывлӑхшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратни паллӑ пулнӑ. Ҫавна май предприятие асӑннӑ ҫи-пуҫа кӑларма чарнӑ тата сиен кӳнине ҫӑмӑллатма ятарлӑ программа шухӑшласа кӑларса йышӑнма хушнӑ.
Унсӑр пуҫне палӑртса хӑвармалла, хапрӑк тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн ӗҫ пуҫарнӑ, куншӑн вара 300 пинрен пуҫласа 600 пин тенкӗ таран штрафлама пултараҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан Виктория Трончук НТВ телеканал ирттерекен «Ты – супер!» кӑларӑма хутшӑнать. Кӑларӑм пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче эфира тухнӑ. Пирӗн ентеш чӗрӗк финала лекме пултарнӑ.
13 ҫулти Вика конкурса кукамӑшӗпе пӗрле килнӗ. Хӗрача сцена ҫинче юрланӑ, кулиса хыҫӗнче вара ӑна парне кӗтнӗ. Ӑна пиччӗшӗ курма килнӗ-мӗн.
Вика кукамӑшӗпе тата кукашшӗпе пурӑнать. Амӑшӗ 10 ҫула яхӑн каялла аварире вилнӗ. Хӗрача ун пирки калаҫма, унӑн сӑнӳкерчӗкӗсене пӑхма юратмасть – ытла та чуна ыраттарать.
Ҫӗмӗрле хӗрачи конкурсра акӑлчанла юрланӑ. Юрӑ жюрие килӗшнӗ – тӑваттӑшӗ те Викӑшӑн сасӑланӑ.
Республикӑри пилӗк хулара та виҫӗ районта шкулта ӗҫлекенсен шалу фондне пӗчӗклетӗҫ. Кун пирки нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин ятарлӑ хушу кӑларни пирки «Ман хула Шупашкар» портал пӗлтерет.
Ҫав хушура палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Канаш, Улатӑр хулисенчи тата Вӑрнарпа Шӑмӑршӑ районӗсенчи шкул ӗҫченӗсен шалу фончӗ пӗчӗкленӗ. Чи нумаййи Ҫӗнӗ Шупашкарсенне чакарӗҫ: 24,8 миллион тенкӗ. Ун хыҫӗнчен — Канаш (20,1 млн), Шупашкар (17,9 млн), Ҫӗмӗрле (5 млн), Вӑрнар районӗ (2,3 млн), Шӑмӑршӑ районӗ (997,5 пин) тата Улатӑр (770,7 пин).
Ҫав вӑхӑтрах республикӑра, пӗтӗмӗшле илсен, педагогсен шалӑвӗн фончӗ 105,5 млн тенкӗ пысӑкланӗ. Пуринчен те ытларах вӑл Патӑрьел, Тӑвай тата Комсомольски районӗсен ӳсмелле.
Ыран, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Енри пилӗк сыватӑш Уҫӑ алӑксен кунне ирттерет. Хальхинче пациентсене Шупашкар хулинчи 2-мӗш ача-пӑча пульници, Республикӑри наркологи диспансерӗ, Республикӑри кардиологи диспансерӗ, Шупашкар хулинчи стоматологи поликлиники тата 1-мӗш клиника пульници йышӑнӗҫ.
Наркологи диспансерӗн специалисчӗсем халӑха Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Ҫӗмӗрлере консультаци парӗҫ. Шӑл тухтӑрӗсем ҫынсене тӗп хулари 2-мӗш тата 7-мӗш поликлиникӑсенче йышӑнма палӑртнӑ. 1-мӗш клиника пульницинче пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсенчен тата ытти врачран сӗнӳ-канаш ыйтма май пулӗ. 2-мӗш ача-пӑча больницинче вара педиатр, невролог, офтальмолог, кардиолог тата отоларинголог медицина пулӑшӑвӗ парӗҫ.
Ҫӗмӗрлере 13 ҫулти хӗрача ҫухалнӑ. Пӗр талӑка яхӑн шыранӑ хыҫҫӑн, телее, вӑл тупӑннӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче хӗрачан ашшӗ-амӑшӗ полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, хӗрӗ уроксем хыҫҫӑн киле таврӑнман. Хӗрачана Ҫӗмӗрле районӗнчи кӑна мар, кӳршӗ районти полицейскисем те, Чулхула облаҫӗнчи ҫынсем те шыранӑ.
Нимеҫӗсем (волонтерсем) те ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӗсем пакунлисемпе пӗрле вӑрманта, юхӑннӑ ҫуртсенче, путвалсенче, мачча тӑррисенче шыранӑ. Телее, хӗрачана тепӗр кунхине патрульпе пост службин ӗҫченӗсем тупнӑ, киле илсе ҫитернӗ.
Хӗрача тупӑннӑшӑн ашшӗ-амӑшӗ питӗ савӑннӑ. Вӗсем полицейскисемпе нимеҫӗсене йывӑрлӑхра пӑрахманшӑн тав тунӑ.
Ҫӗмӗрле хулинче суд тенкелӗ ҫине 45 ҫулти арҫын ларнӑ. Ӑна вӑрман хуҫалӑхӗн лаптӑкӗнчен Ҫӗнӗ ҫул уявӗ умӗн икӗ чӑрӑш касса тухнӑшӑн саккунпа килӗшӳллӗн явап тыттарнӑ.
Чӑваш Енӗн экологипе ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче хайхи арҫын йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланнӑ. Шӑпах ҫав кунхине вӑрман инспекторӗсем полици ӗҫченӗсемпе пӗрле рейда тухнӑ. Судпа унччен те темиҫе хут айӑпланнӑ ҫак арҫын 12 сантиметр диаметрлӑ, 2 метра яхӑн ҫӳллӗш икӗ чӑрӑша касса антарнӑ иккен. Вӑрман хуҫалӑхӗ вара арҫыннӑн хӑтланӑвне пула 5 пин тенкӗлӗх шар курнӑ.
Миравай суд арҫын айӑплине туллин ҫирӗплетнӗ, ӑна 200 сехет ӗҫлеттерме йышӑну кӑларнӑ. Приговор вӑя кӗме те ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.
Ҫӗмӗрле ҫыннине Чӑваш Ене конвойпа илсе килнӗ. Вӑл ҫичӗ ҫул федераци шыравӗнче пулнӑ.
Чӑваш Ен ҫыннине банксене тата харпӑр ҫынсене улталаса 11 миллион тенкӗ вӑрланӑшӑн айӑпласшӑн. 2011 ҫулта ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви шухӑшӗпе, вӑл пӗр коммерци фирмин директорӗ пулнӑ май услам аталантарас тесе Шупашкарти банксенче, кредит учрежденийӗсенче кредит илнӗ, харпӑр ҫынсемпе организацисенчен кивҫен ыйтнӑ. Следовательсем унран ыйтса тӗпчесшӗн пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра арҫын урӑх преступленишӗн колони-поселенире ларнӑ. Анчах хайхискер унтан тухса тарнӑ. Ӑна федераци шыравне панӑ.
Арҫын Чӑваш Ен тулашӗнче пытанса пурӑннӑ, тӑванӗсемпе ҫыхӑнӑва тухман. Анчах кирек мӗнле вӗренӗн те вӗҫӗ пур. Нумаях пулмасть ӑна Мускав облаҫӗнчи Дубна хулинче тытса чарнӑ.
Ҫӗмӗрле хулинчи Виктория Трончук НТВ каналпа пыракан «Ты супер!» (чӑв. Эсӗ супер) телепроекта хутшӑнать. Хӗрача асӑннӑ хулари «Восход» (чӑв. Хӗвелтухӑҫ) культура ҫуртӗнчи «Артон» эстрада музыкин халӑх ушкӑнне ҫӳрет.
Ашшӗ-амӑшӗн ӑшшисӗр юлнисем ӑмӑртакан «Ты супер» проектӑн иккӗмӗш сезонне хутшӑнать вӑл.
Виктория 13 ҫулта кӑна-ха. Ҫак тарана ҫитсе вӑл хулари, республикӑри тата ҫӗршыври конкурссене хутшӑнма ӗлкӗрнӗ. Вӗсенче тӗрлӗ наградӑна тивӗҫнӗ. Вика «Синяя птица» (чӑв. Сенкер кайӑк), «Челентано», «Одарённые дети Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн пултаруллӑ ачисем) конкурссене хутшӑннӑ.
Викторийӑшӑн ҫак каҫӑпа http://www.ntv.ru/peredacha/Super/team/68240/17818/ иртсе сасӑламалла.
Ҫӗмӗрле хулинче уйӑх каялла вилнӗ виҫӗ ҫынна халь тупнӑ. Виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерте 81 ҫулти кинемей, унӑн 40-ри тата 42-ри ывӑлӗсем пурӑннӑ. Ҫемье кӳршӗ-аршӑпа хутшӑнман иккен. Вӗсене юлашки хут Ҫӗнӗ ҫулччен куракансем пулнӑ.
Ҫемье епле пурӑннипе паллашма ӗнер полицин участокри уполномоченнӑйӗ, социаллӑ ӗҫчен тата тухтӑр ҫитнӗ. Шаккасан та алӑка уҫмантан вӗсем ӑна ватса кӗнӗ.
Кил хуҫисем кашни расна пӳлӗмре выртнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫемьене ирӗксӗрлесе вӗлернӗ теме сӑлтав ҫук. Малтанласа тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, вӗсем уйӑх каяллах вилнӗ. Арҫынсенчен пӗри психиатр патӗнче шутра тӑнӑ.
Ҫемьен килӗнче укҫа-тенкӗ пулнӑ иккен-ха. Ҫапах та апат-ҫимӗҫ пулман-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |