Укҫасӑр, тепӗр майлӑ каласан, пӗрлехи транспорт карттипе Чӑваш Енри мӗнпур транспортра тӳлеме май туса памалла. Ҫакна республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура палӑртнӑччӗ. Шупашкарти транспортӑн 90 проценчӗ терминалсем вырнаҫтарнине, унсӑр ҫӳрекенсемпе хула администрацийӗ килӗшӗве татнине, кунпа килӗшмесӗр лешсем судлашнине эпир пӗлтернӗччӗ-ха.
Паян Чӑваш Енӗн транспорт министрӗн ҫумӗ Сергей Яхатин «Чувашавтотранс» (чӑв. Чӑвашавтотранс) предприятин Улатӑр тата Ҫӗмӗрле хулисенчи филиалӗсенче пулнӑ. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче республикӑри мӗнпур транспорта терминал ҫине кӑҫалхи пӗремӗш кварталта куҫармалли пирки те калаҫнӑ.
Терминал урлӑ тӳлесен ҫынсемшӗн ҫул укҫи йӳнӗрех ларать.
Раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫӗрле республикӑра вӑйлӑ ҫил пулнӑ. Шӑпах ҫав кун Ҫӗмӗрле хулинче тӗп чӑрӑш, капӑрлатнӑскер, персе аннӑ.
Ку хыпара «Про Город» хаҫата Сергей Прохоров пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшӗ вӑйлӑ ҫиле пула тӳннӗ. «Хулара ҫил питӗ вӑйлӑ пулчӗ. Чӑрӑша тӗкӗлӗнӗ япала чӑтайман. Юрать, никам та шар курман», — тенӗ Сергей.
Чӑрӑша тепӗр кунах, раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 15 сехет валли, каялла вырнаҫтарнӑ, электричествӑна юсанӑ. Халӗ вӑл хула ҫыннисемпе хӑнисене йӑлтӑр-ялтӑр теттисемпе савӑнтарать.
Сӑмах май, Ҫӗмӗрлере Ҫӗнӗ ҫулӑн тӗп чӑрӑшне раштав уй ӑхӗн 1-мӗшӗнче лартнӑ. Вӑл 15 метр ҫӳллӗш.
Республикӑри тӑватӑ хулара «Радио родных дорог» янӑрама тытӑннӑ. Канашра – 103.6, Ҫӗмӗрлере – 105.9, Улатӑрта – 103.4, Патӑрьелте 103.2 FM хумсем ҫинче итлеме май пур. Унччен ӑна Ҫӗрпӳ тата Етӗрне хулисенче пурӑнакансем итлеме пултарнӑ.
Ҫӗнӗ радио «Дорожное радио» вырӑнне ӗҫлеме пуҫланӑ. Холдинг ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, вӗсем Чӑваш Енри радиоитлекенсене лайӑххине ҫеҫ итлеттересшӗн. Юрӑ-кӗвве чи лайӑххине суйлӗҫ, программӑсем интереслӗ пуласса шантараҫҫӗ.
«Радио родных дорог» - федераци радиостанцийӗ, ӑна 2017 ҫулта Чӑваш Енри команда йӗркеленӗ. Унта янӑракан юрӑсен 95 проценчӗ – Раҫҫейри. Радиона Мускав облаҫӗнче те, Ставрополь крайӗнче те итлеме пултараҫҫӗ.
Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Сочире «Роза Хутор» курортра Пӗтӗм Раҫҫейри «Юрататӑп эп сана, Раҫҫей!» юрӑ-кӗвӗ фестивалӗн пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗ иртнӗ. Чӑваш Енри ҫамрӑк юрӑҫ унта призерсен йышне кӗнӗ.
Фестивальте тӗрлӗ регионти 12 юрӑҫ тупӑшнӑ. Пӗрисем соло юрланӑ, теприсем сцена ҫине ушкӑнпа тухнӑ. Кӑҫал фестивальте 18-30 ҫулсенчи ҫамрӑксем кӑна мар, шкул ачисем те тупӑшнӑ.
Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан 12 ҫулти Ульяна Андреева 8-13 ҫулсенчисен ушкӑнӗнче палӑрнӑ. Вӑл студире хӑйӗн юррине ҫыртармашкӑн сертификат тата уйлӑхра канма путевкӑна тивӗҫнӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл «Классное радиора» ротацие хутшӑнӗ.
Раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Мускавра хусканупа тӗрев енчен сусӑр спортсменсен хушшинче спартакиада иртнӗ. Унта 14-18 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑннӑ. Пирӗн республикӑран ӑмӑртӑва ултӑ спортсмен кайнӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: вӗсем Мускавран пилӗк медальпе таврӑннӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ – «ылтӑн».
Раҫҫейри 10 регионтан пухӑннӑ 150 ытла спортсмен спортӑн темиҫе тӗсӗнче тупӑшнӑ: бочча, шахмат, дартс, армспорт. Пирӗн пилӗк ентеш боччӑра вӑй виҫнӗ. Янислава Васильева кӗмел медаль ҫӗнсе илнӗ. Алсу Фасхутдинова вара ҫак ӑмӑртурах пӑхӑр медале тивӗҫнӗ.
Ҫӗмӗрлере ӳснӗ спортсмен Вадим Лабутов вара дартсра – ылтӑн медаль, армспортра икӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Ҫӗмӗрлери икӗ предприяти Раҫҫейӗпех чапа тухнӑ. РБК журнал 2013-2016 ҫулсенчи кӑтартусене шута илсе танлаштарӑм хатӗрленӗ. Ҫӗмӗрлери икӗ предприяти ҫӗршывра пысӑк хӑвӑртлӑхпа ӳсекен ТОП-50 организацисен шутне кӗнӗ.
«Автомобиль фургонӗсен комбиначӗ» списокра 25-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл 2013-2016 ҫулсенче тупӑшне 2,2 миллиардран 6,6 миллиард тенке ҫитернӗ. Вӑл ҫар фургонӗсем, автозаксем, куҫса ҫӳрекен ҫӑлав пункчӗсем, кустӑрма ҫинчи лабораторисем тата ытти техника туса кӑларать. Продукцие ытларах РФ Хӳтӗлев министерстви, ШӖМ, МЧС, ФСИН, РЖД, «Газпром», «Транснефть» туянаҫҫӗ. Предприяти 1930 ҫултанпа ӗҫлет.
27-мӗш йӗркене вара «Ҫӗмӗрлери ятарлӑ автомобильсен савучӗ» йышӑннӑ. Вӑл тупӑшне 2,9 миллиард тенкӗрен 8,5 миллиард тенке ҫитернӗ. 1920-мӗш ҫулсенче йӗркеленнӗ савут ятарлӑ техника кӑларать. Унӑн продукцине те ытларах чухне РФ Хӳтӗлев министерстви туянать.
Чӳк уйӑхӗн 13-14-мӗшӗсенче Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкул ҫумӗнче хулари ҫамрӑк вӗрентекенсен «Вӗрентекен – яланлӑхах!» фестивалӗ иртнӗ. Ӑна акӑлчан вӗрентекенне Н.В.Юклановӑна халалласа йӗркеленӗ.
Ҫамрӑк педагогсем хӑйсен ӑсталӑхӗпе паллаштарнӑ. Кӑҫал унта Ҫӗмӗрле хулинчи вӗренӳ учрежденийӗсенче ачасене ӑс паракан 13 вӗрентекен хутшӑннӑ. Вӗсем икӗ кун урок ирттернӗ, жюри ҫамрӑк педагогсен ӗҫне хакланӑ. Кӑҫал конкурсра хушма пӗлӳ паракан педгогсем те тупӑшнӑ. Ку конкурса тата интереслӗрех иртме май панӑ.
Палӑртмалла: ку фестиваль Ҫӗмӗрле хулинче пиллӗкмӗш хут иртнӗ. Вӑл вӗрентӳре пӗрремӗш утӑмсем тӑвакан педагогсене уйрӑмах пулӑшать. Жюри вӗсен ӑсталӑхӗ ҫулран-ҫул ӳснине палӑртнӑ. Кашнинех грамотӑпа чысланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене вара «Педагогика шухӑшӗсен тата вӗренӳ проекчӗсен ярмӑркки» фестивальте палӑртӗҫ.
Ҫӗмӗрле хулине хӑтлӑлатас ӗҫ хӗрсех пырать. Ӗҫ мӗнле пынине тӳре-шара сӑнаса тӑрать.
Халӗ Ҫӗмӗрле хулинче ҫемье канӑвӗн статусне тивӗҫнӗ парк та пур. Ӑна вӑл «Хулана хӑтлӑх кӗртесси» проекта хутшӑнса тивӗҫнӗ. Паянхи кун хула унпа тивӗҫлипе мӑнаҫланать.
Ҫӳлерех асӑннӑ проекта хутшӑннӑ май Ҫӗмӗрле хулине общество вырӑнӗсене хӑтлӑлатмашкӑн федераци тата республика хыснисенчен укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Паркри аллейӑра плиткӑсем хума 3,5 миллион тенкӗ кайнӑ. Паркра саксем, ҫӳп-ҫап витрисем вырнаҫтарнӑ.
780 пин тенкипе вара аттракционсене йӗркене кӗртнӗ, ача-пӑча вылямалли комплекс вырнаҫтарнӑ, ҫынсем утмалли ҫулсене асфальт сарнӑ.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан хӗрарӑм тӗлӗшпе тунӑ преступление уҫӑмлатнӑ.
Ку ҫапла пулнӑ: 60 ҫулти хӗрарӑм хулари пӗр паркра арҫын ларнине курнӑ. Хайхискер ӑна хӗрхеннӗ, пулӑшма шухӑшланӑ. Хӗрарӑм арҫынна килне апатланма чӗннӗ.
Анчах хӑна ырӑ тунине ырӑпа тавӑрман. Хайхи арҫын кайнӑ хыҫҫӑн кил хуҫи хӗрарӑмӗ килтен ылтӑн эреш-алка ҫухалнине асӑрханӑ. Вӑл пӗр тӑхтамасӑр полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Полицейскисенчен пӗри кӑшт маларах цирк шапитора пулнӑ-мӗн. Ылтӑн эреш-алкана вӑрланӑ арҫынна вӑл шӑпах ҫавӑнта курнӑ иккен. Лешӗ сцена ҫинче номер кӑтартнӑ.
Вӑрӑ Астрахань облаҫӗнчен. 26 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл айӑпне тунман, анчах эреш-алкана тавӑрса пама хирӗҫленӗ. Ахӑртнех, вӗсене сутнӑ вӑл.
Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен Сӑр урлӑ Чулхула облаҫне каҫмалли каҫҫа хупаҫҫӗ. Хальлӗхе кӳршӗ региона тӳрремӗн каяймӑн. Юханшыв пӑрпа витӗнсен ҫеҫ хӗллехи каҫӑ пулӗ.
Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 9 сехетрен пуҫласа кӗпер ӗҫлеме пӑрахӗ. Ӑна илме пуҫланӑ ӗнтӗ. Хӗл лариччен Ҫӗмӗрлерен Чулхула облаҫне ҫулпа ҫеҫ ҫӳреме май пулӗ.
Ку вӑхӑтлӑх каҫӑ ҫеҫ пулнӑ. Ӑна кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче уҫӑлнӑ. Хӗл ларас умӗн ӑна кашни ҫулах илеҫҫӗ. Ун вырӑнне пӑр ларсан ҫуран ҫӳрекенсем тата 5 тонна таран таякан машинӑсем валли каҫӑ уҫаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |