Ӗнер Ҫӗмӗрлери сӗт-ҫу савутӗнче пушар тухнӑ. Ленин урамӗнчи «МОЛОЧНОЕ ДЕЛО-Ивня» предприятире вут-ҫулӑм кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехет тӗлӗнче алхасма тытӑннӑ. Тӗтӗм сарӑлнӑ ҫуртран мӗнпур ҫынна, пурӗ 30 специалиста, урама кӑларнӑ. Вӗсем шар курман.
Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче пӗлтерне тӑрӑх, вут-ҫулӑм хатӗр продукци складне тӗп тунӑ, унпа юнашар вырнаҫнӑ производство цехне сиенленӗ. Вут-ҫулӑма пӗр сехетрен сӳнтернӗ, пушара 22 сехет те 10 минутра пӗтӗмпех ҫӗнтернӗ. Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан мӑшӑр ултавҫӑсем пуҫтахланни пирки пӗлмен мар. Апла пулин те пӗр кунхине вӗсем капкӑна ҫакланнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче мӑшӑр патне телефонпа палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, банкри укҫана такамсем вӑрласшӑн тесе тыттарнӑ. Укҫана хӑрушсӑр счет ҫине куҫармалла тесе ултавҫӑсем тӗрлӗ номер ҫинчен, пурӗ 30 хута яхӑн, шӑнкӑравланӑ.
Ҫамрӑк мар мӑшӑр ҫамрӑк чухне Ҫурҫӗрте ӗҫлесе тунӑ укҫасӑр юласран хӑранӑ, шӑнкӑравлакансем каланине тӑнланӑ. Ҫапла вара вӗсем пач пӗлмен-туман ҫынсене 2 миллион тенкӗ ытла куҫарса панӑ.
2021 ҫул. 21-мӗш ӗмер. 21-мӗш регион. Хитре хисепсем. Нумаях пулмасть Ҫӗмӗрлере 21-мӗш ача ҫуралнӑ.
Ҫак ятпа телейлӗ ашшӗ-амӑшне хӑйне евӗр сертификатпа чысланӑ. 21-мӗш ҫуралнӑ ачана илемлӗ ят панӑ. Вӑл – Анастасия.
Нарӑсӑн 9-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче сайра тӗл пулакан ятлӑ арҫын ача кун ҫути курнӑ – Янис. Ят пирӗн пата Латвирен килнӗ.
Ҫав кунах Ҫӗмӗрлери ЗАГСра тепӗр ҫемье ача ҫуралнине ӗнентерекен документ илнӗ. Вӑл - Данила
Кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче полици сержанчӗсем Сергей Савушкин тата Алексей Крючков дежурствӑра пулнӑ. Вӑхӑт нумай та иртмен – Ҫӗмӗрлери полици уйрӑмне шӑнкӑрав ҫитнӗ. Хайхискер кӳршин хваттерӗнчен тӗтӗм тухнине пӗлтернӗ. Ун чухне ҫур ҫӗр ҫитнӗ ӗнтӗ.
Полици сержанчӗсем темиҫе минутранах унта ҫитнӗ. Арҫыни каланӑ тӑрӑх, кӳрши килтех пулмалла, анчах шаккасан уҫман. Йӗрке хуралҫисем строительство монтировки пулӑшнипе алӑка уҫса шала кӗнӗ, унта ҫӑра тӗтӗм пулнӑ.
Кил хуҫи ҫывӑрнӑ. Тӗпелте вара плита ҫинче кастрюль ларнӑ, унти апат ҫунса ларнӑ. Полицейскисем ҫулӑма сӳнтернӗ, арҫынна вӑратса урама тухнӑ.
«АвтоВАС» предприяти автовокзалсемпе тата пассажирсене турттарассипе ӗҫлеме пӑрахӗ. Ҫакӑн пирки компани сайтӗнче пӗлтернӗ. Ҫапла йышӑнӑва акционер обществин директорсен канашӗ йышӑннӑ иккен.
«АвтоВАС» халӗ автовокзал пулӑшӑвӗ кӳме килӗшекене шырать. Ӑна вӑл автовокзалсене арендӑна парӗ. Хӑйӗн харпӑрлӑхӗнчи хӑш-пӗр пурлӑха сутас кӑмӑллине те пӗлтернӗ.
«АвтоВАС» акционерсен обществин икӗ автовокзал тата Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Ҫӗмӗрлере, Улатӑрта, Етӗрнере, Сӗнтӗрвӑрринче тата ытти хӑш-пӗр район центрӗнче и 17 диспетчерпа касса пункчӗ пур. 2019 ҫулта «АвтоВАС» Куславккари тата Пӑрачкаври ҫав пунктсене хупнӑ.
Хуҫасӑр йытӑсем йышланса кайнине Кӳкеҫ ҫыннисем «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Кугеси | Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ / Халӑх канашӗ) пабликра юлашки кунсенче вӗҫӗмех пӗлтереҫҫӗ. Килсӗр-ҫуртсӑрскерсен ушкӑнӗ урам тӑрӑх чупнине ҫак йӗркесене авторӗ хӑй те асӑрханӑччӗ.
Хуҫасӑр йытӑсен ыйтӑвӗ ытти ял-хулара та пур. Пӗлтӗр республикӑра 573 чӗрчуна тытнӑ. Вӗсене усрамалли пӗртен-пӗр вырӑн — Шупашкарта.
Халӗ вӗсем валли приют тӑвас шанчӑк пур. Паян ку ыйтӑва ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Улатӑрта тата Ҫӗмӗрлере муниципалитетсем хушшинчи приютсем тӑвасшӑн.
Чӑваш Енре чирлисене пульницӑна кӑҫал та вертолетпа илсе кайӗҫ. Пӗлтӗр вертолета пирӗн республикӑпа Мари Эл пӗрле арендӑна илнӗччӗ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, санитари авиацийӗ валли пирӗн республика 25 миллион тенкӗ тӑкакланӑ, маларах эпир асӑннӑ кӳршӗллӗ регион — 15 миллион. Вертолет пӗр сехет вӗҫнӗшӗн 231 пин те 066 тенкӗ тухса кайнӑ.
Пӗлтӗр вертолетпа 52 пациента пульницӑна илсе кайнӑ. Кӑҫал санавиаципе 53 хутчен усӑ курӗҫ. Кӑҫал вертолет валли тата тепӗр икӗ лапам тӑвӗҫ: Ҫӗмӗрлере тата Канашра. Пӗлтӗр Шупашкарта тата Улатӑрта тунӑ.
Кӗҫӗр Ҫӗмӗрлере хӑрушла преступлени пулса иртнӗ. Унти пӗр килте 48 ҫулти арҫын хӑйӗн шӑллӗне ҫӗҫӗпе чикнӗ. 42-ри вӑйпитти инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. Алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 48 ҫулти арҫын амӑшӗпе тата шӑллӗпе пӗр хваттерте пурӑннӑ. Пӑтӑрмах каҫхи 11 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. 48 ҫулти арҫын ӳсӗр пулнӑ. Шӑллӗпе харкашнӑ чух вӑл ҫӗҫӗ ярса илнӗ.
Пуҫиле ӗҫӗ малалла тӗпчӗҫ. Тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ.
Кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен оперштабӑн паянхи черетлӗ ларӑвӗнче Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская коронавируспа чирлекенсен шучӗ ачасен хушшинче икӗ процент чакнине, 30-59 ҫулсенчи ҫынсен хушшинче ӳсме тытӑннине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, чирлекенсен шучӗ яланхиллех Шупашкарта пысӑк пулин те ҫак хисеп юлашки вӑхӑтра кӑштах чакнӑ. Ҫӗмӗрле хулинче, Хӗрлӗ Чутай районӗнче ӳссе кайнӑ.
Ҫӗмӗрле хулин администрацийӗн граждан оборонипе чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Алексей Кочнев ку эрнере 52 тӗслӗхе шута илнине асӑнса хӑварнӑ. Кил хуҫисем нумаях пулмасть Мускавран ӗҫлесе таврӑннӑ иккен.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче шута илнӗ 22 тӗслӗхрен 10-шӗ — ватӑ ҫынсем.
«Чирленисенчен 6-шне стационара вырттарнӑ, ыттисем килтех сипленеҫҫӗ», — тенӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Иван Михопаров.
Оперштаб ларӑвӗнче Етӗрне тата Тӑвай районӗсенчи тӑрӑма та тишкернӗ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 45 ҫулхи арҫынна суд тунӑ. Вӑл сунар пӑшалӗпе ҫынсене хӑратнӑ. Ӑна Раҫҫей Пуҫиле кодексӗн 213-мӗш статйин 1-мӗш пайӗн «а» пункчӗпе килӗшӳллӗн явап тыттарнӑ. Ӑна ирӗкрен тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче вӑл ӳсӗр пулнӑ. Ӑна, 4-мӗш хутра вырнаҫнӑ хӑйӗн хваттерӗн балконӗ ҫинче тӑраканскере, подъезд умӗнче икӗ арҫын хыттӑн калаҫса тӑни килӗшмен. Ҫавӑншӑн вӑл вӗсене малтан сӑмахпа асӑрхаттарнӑ, кайран алла пӑшал ярса илнӗ. Арҫынсен ҫывӑхӗнчи тротуара тата лапама икӗ хутчен пенӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |