Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Чи хӑтлӑ урамсемпе хуҫалӑхсене палӑртнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 13.11.2019 19:31 | 1469 хут пӑхнӑ
Республикӑра
Йӗпреҫ районӗнчи Хурамал ялӗ
Йӗпреҫ районӗнчи Хурамал ялӗ

Чӑваш Енре чи хӑтлӑ вырӑнсене палӑртнӑ. Конкурс кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗччен тӑсӑлнӑ.

Чи хӑтлӑ территорсенчен пӗрремӗш вырӑна Йӗпреҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул-интернат тухнӑ, иккӗмӗшне – Етӗрне хулинчи «Росинка» ача пахчи; виҫҫӗмӗшне – Шӑмӑршӑри «Аленушка» ача пахчисем.

Чечек тата кану вырӑнӗсем йӗркелессипе Елчӗкри Иванов урамӗнчи тӗп лапам чи хитри тесе хакланӑ, иккӗмӗшӗнче — Йӗпреҫ районӗнчи Хурамалти кану вырӑнӗ, виҫҫӗмӗшӗнче – Ҫӗрпӳ районӗнчи культура тата вулавӑш центрӗ.

Урамсенчен Комсомольски районӗнчи Чӗчкен ялӗнчи Бауман урамӗ — пӗрремӗш вырӑнта, Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫри Шкул урамӗ — иккӗмӗшӗнче, Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Нурӑсри Пахча урамӗ – виҫҫӗмӗшӗнче.

Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрремӗшӗнче — Куславккари Герцен урамӗнчи 10-мӗш ҫурт, иккӗмӗшӗнче – Йӗпреҫ районӗнчи Шӑрттанти Кӑтӑр урамӗнчи 40-мӗш ҫурт, виҫҫӗмӗшӗнче – Ҫӗмӗрлери Урицкий урамӗнчи 6-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗ.

Уйрӑм ҫуртсенчен пӗрремӗш вырӑнта — Етӗрнери Калинин урамӗнче пурӑнакан В.Г.Курочкин хуҫалӑхӗ, иккӗмӗшӗнче – Куславкка районӗнчи Энтрияльӗнчи В.А. Иванов хуҫалӑхӗ, виҫҫӗмӗшӗнче – Комсомольски районӗнчи Чурачӑкри Шипатовсен.

#Ҫӗмӗрле, #Куславкка районӗ, #Куславкка, #Пӑлапуҫ Нурӑс, #Йӗпреҫ, #Шӑмӑршӑ, #Етӗрне, #ача пахчисем, #Елчӗк, #Йӗпреҫ районӗ, #Хурамал, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Комсомольски районӗ, #Чӗчкен, #Улатӑр районӗ, #Кивӗ Эйпеҫ, #Патӑрьел районӗ, #Энтрияль, #Комсомольски районӗ, #Чурачӑк

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем