2021 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗнче, 80 ҫула кайса, чылай вӑхӑт чирлесе пурӑннӑ хыҫҫӑн Чӑвашсен Тольятти хулинчи наци-культурӑ автономийӗн Ваттисен канашӗн ертӳҫи, Митта Ваҫлейӗн премийӗн лауреачӗ, чылай вӑхӑт Чӑваш наци конгресӗн Аслӑ канашӗн пайташӗ пулнӑскер, Тӗрӗк тӗнчин культурӑ тӗввин хастарӗ Алексей Петрович ГЛУХОВ пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ.
А.П.Глухов Самар тӑрӑхӗнчи чӑвашсене пӗр чӑмӑра пӗрлештерес ӗҫе пуҫарса яракансенчен пӗри пулнӑ, 20 ҫул ытла Чӑвашсен Тольятти хулинчи наци-культурӑ автономине ертсе пынӑ, чӑвашсен 2 фольклор ансамбльне йӗркеленме пулӑшнӑ, хӑй те, ҫулне пӑхмасӑрах, сцена ҫине тухма ӳркенмен. Шупашкарта чӑмӑртаннӑ Чӑваш наци конгресӗн, Митта хунтин (фончӗн), Тӗрӗк тӗнчин культурӑ тӗввин ӗҫӗсене хастар хутшӑннӑ. Ҫитменнине, вӑл Шупашкарти е Чӑваш тӗнчин ытти сӑваплӑ вырӑнӗсенчи уявлӑ-кӗрекеллӗ самантсенчен ҫеҫ мар, хутшӑнаканӑн вӑй-халӗпе-мулӗсӗр пуҫне гражданла хӑюлӑх ыйтакан пулӑмсенчен те пӑрӑнса юлман. Акӑ, хӑй халӑхне юратнӑшӑн тискер саманара пуҫ янӑ Аслӑ сӑвӑҫӑмӑрӑн Миттан асӑну хӑми е вилтӑприйӗ умне чечексемпе пуҫ тайма вӑл пӗрре ҫеҫ мар Чӑваш ене килсе ҫӳренӗ.
РСФСР халӑх артисчӗ Алексей Красотин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл кун-ҫул кӗнекин 101-мӗш страницине уҫма ӗлкӗрнӗ. Юлашки вӑхӑтра артист йывӑр чирленӗ. Унӑн чӗри тапма чарӑнни пирки артистӑн кинӗ, Маргарита Красотина журналист, паян Фейсбукра пӗлтернӗ.
Ярославль тӑрӑхӗнчи Приимково ялӗнче 1920 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗскер 100 ытла сӑнара калӑпланӑ. Ҫав шутра — чӑваш драматургийӗн вилӗмсӗр хайлавӗсенче те. Вӗсене Вырӑс драма театрӗнче вырӑсла куҫарса лартнӑ.
Пулас артист, сӑмах май, Киевра пилотсен, Иркутскра автомеханиксен шкулӗсенче вӗреннӗ. Шупашкара куҫса киличчен Чӗмпӗрти, Кӑнтӑр Сахалинскри, Тӗменти, Магнитогорскри театрсенче вылянӑ.
Петр Осиповӑн «Айтарӗнчи» Айтара Алексей Красотин епле калӑпланине вӑл вӑхӑтри куракансем астӑваҫҫӗ-тӗр. Е тата Ухсай Яккӑвӗн «Тутимӗрӗнчи» Чемее.
Алексей Красотинпа ыран, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарти Вырӑс драма театрӗнче 10 сехетрен пуҫласа 11 сехет те 30 минутчен сывпуллашӗҫ.
Чӑваш Енри паллӑ чӗлхеҫӗ, чӑваш диалектологине тӗпчес ӗҫӗн пысӑк ӑсти, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, РФ тата ЧР ӑслӑлӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, К.В.Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ професси пӗлӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, ЧР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Леонид Сергеев (03.06.1929-29.01.2021) ӗнер вилсе кайнӑ. Кун пирки Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ паян пӗлтернӗ.
Ӑсчахпа тунтикун, нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 11 сехет те 30 минутра, Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 9В ҫуртри хула моргӗнче сывпуллашӗҫ. Ӑсчаха Явӑш масарӗнче пытарма палӑртнӑ.
Ӑсчах 1984 ҫултанпа И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче (халӗ — университет) ӗҫленӗ. Вӑл гуманииари институтӗнче те вӑй хунӑ: 1964-1972 ҫулсенче чӗлхе пӗлӗвӗ секторӗн ӑслӑлӑх аслӑ ӗҫтешӗнче, пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енри паллӑ тӗрӗ ӑсти Мария Симакова пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Кун пирки паян Геннадий Иванов-Орков ӳнерҫӗ Фейсбукра пӗлтернӗ.
Мария Васильевна 1934 ҫулхи раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Апашра ҫуралнӑ. Ҫичӗ класс вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн колхозра, Шупашкарти стройкӑсенче ӗҫленӗ. 1955—1959 ҫулсенче мӑшӑрӗпе Казахстанра ҫерем ватнӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Тӑван тӑрӑха таврӑнса геологи разведкинче 1965 ҫулччен тимленӗ. Унтан вӑл «Паха тӗрӗ» хапрӑка ӗҫе вырнаҫнӑ. Шӑпах ҫавӑнта ентешӗмӗр хӑйӗн Турӑ панӑ пултарулӑхне туллин кӑтартма пултарнӑ. Унран, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗнчен, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗнчен, РСФСР халӑх ӑстинчен, ыттисем вӗреннӗ.
Паян, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ирхи 6 сехет те 35 минутра «М-7» федераци ҫулӗ ҫинче пысӑк инкек пулса иртнӗ. Етӗрне районӗнчи Урпаш ялӗ тӗлӗнче «Ниссан-Тиида» автомобиль «Ман» грузовикпа ҫапӑннӑ. Фура Мускав енне каяканскер пулнӑ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫӑмӑл машина ансӑрланса пыракан ҫулпа пынӑ чух кӑштахран хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ. Руль умӗнче хӗрарӑм пулнӑ.
Инкекре «Ниссан» водителӗ тата икӗ пассажир вилнӗ.
Кӑшӑлвирус ҫынсен пурнӑҫне ҫав-ҫавах татать. Иртсе кайнӑ талӑкра тата тепӗр 11 ҫын вилнӗ. Ҫӗнӗ цифрӑсене стопкоронавирус.рф порталта пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗрен чирлекенсен шучӗ те ӳссех пырать. Иртсе кайнӑ талӑкра пирӗн республикӑра ковидпа тата тепӗр 116 ҫын чирленине тупса палӑртнӑ. Пандеми пуҫланнӑранпа ку чир 16 пине яхӑн ҫынна ернӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, 15 931 ҫын.
Ӗнер 136 пациент сывалнӑ. Пандеми пуҫланнӑранпа 14 292 ҫын сывалнӑ. Вилнисен шучӗ вара — 486.
Паян Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе Зиновий Сергеевпа сывпуллашнӑ. Вӑл 85 ҫула кайнӑ.
Зиновий Михайлович 1935 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкассинче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, кайран Ленинградри партин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи ентешлӗх ертӳҫи Антонина Краснова пӗлтернӗ тӑрӑх, Зиновий Сергеев тӗрлӗ ҫулсенче ВЛКСМ райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ, Йӗпреҫ ӗҫтӑвкомӗн секретарӗ, КПСС райкомӗн аппаратӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти культура, вӗренӳ, физкультурӑпа спортшӑн яваплӑ вырӑнта, Шупашкарти хула комитетӗнче ӗҫленӗ.
РАШ | 23 |
Усал хыпар, тискер хыпар пӗлтерчӗҫ:
Лев Кураков чӗри тапмасть текех.
Кӗтменчче эп, кун пеккине кӗтменччӗ!..
Ҫук, юрамасть суймашкӑн кун пекех!..
Тин ҫеҫ-ха вӑл Тӗп хуларан сас пачӗ,
Тин ҫеҫ-ха вӑл ҫул тытрӗ Ишеке...
Тӑван ялне чунтан вӑл юрататчӗ...
Ҫак Улӑпӑн чӗри тапмасть текех...
Ниме пӑхмасӑр малаллах вӑл утрӗ,
Ӗҫлерӗ, тен, ҫӗр ҫыншӑн та хӑш чух.
Чӑваш Ятне ҫӳлтен-ҫӳле ҫӗклерӗ...
Чӗррисемпе пӗрле вӑл текех ҫук...
Халь ҫуртасем пит васкаса сӳнеҫҫӗ...
Ҫапла вӑл — пурнӑҫ, — инкекпе тулсан...
Чӑн-чӑн Арсем вилмеҫҫӗ, ҫук, вилмеҫҫӗ, —
Вӗсем ҫиҫеҫҫӗ ҫӑлтӑрсем пулса.
22.12.2020
04 сехет те 39 минут
Ӗнер Чӑваш Енри паллӑ ӑсчах, экономист, политик Лев Кураков пурнӑҫран уйрӑлса кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑскерӗн куҫӗ пульницӑра хупӑннӑ. МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Кураков та кӑшӑлвируспа чирленӗ.
Лев Пантелеймонович 1943 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗнче ҫуралнӑ. Канашри финанс техникумӗнче (1961), Хусанти патшалӑх финанспа экономика институтӗнче (1966) пӗлӳ илнӗ. Аспирантурӑпа доктортантурӑна Мускаври Г.В. Плеханов ячӗллӗ халӑх хуҫалӑх институтӗнче вӗреннӗ, стажировкӑна Берлинра (Аслӑ экономика шкулӗнче) ирттернӗ. 1990 ҫулта ӑна ЧПУ ректорӗн пуканне шанса панӑ. 1997 ҫулта чӑваш Республикин вице-президентне суйланӑ. 1998 ҫулхи кӑрлачпа ҫӗртме уйӑхӗсенче Чӑваш Республикин Правительство председателӗ пулнӑ.
Лев Кураковпа ыран, раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ЧПУн спорткомплексӗнче (вӑл Университет урамӗнчи 38-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) 10 сехет хыҫҫӑн сывпуллашӗҫ.
Чӗмпӗр облаҫӗнчи Димитровградра пурӑннӑ поэт-фронтовик, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин 2-мӗш степеньлӗ орденӗн кавалерӗ Евгений Ларин вилнӗ. Кун пирки Николай Ларионов ҫыравҫӑ, публицист, поэт Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнӗнче паян пӗлтернӗ.
Евгений Степанович 1926 ҫулта Ҫӗнӗ Малӑкла районӗнчи Малаел ялӗнче ҫуралнӑ.Сӑмах май каласан, ку ялта 30 процент чӑваш пурӑнать.
Ухсай Яккӑвӗн юлташӗ пулнӑ. Кӑҫал пуш уйӑхӗнче вӑл Николай Ларионова Ухсайпа Мускавра съездсенче ялан ҫумлӑн ларнине, пӗрле ҫӳренисене каласа кӑтартнӑ. «Ларин хӑйӗн поэмисене пӑхмасӑр каласа паратчӗ. Тӗлӗнмелле ҫын», — тенӗ Николай Ларионов.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |