«Текех манӑн пысӑк тусӑм, чӑн-чӑн талант тата фотохудожник, ҫут ҫанталӑка тата тӑван кӗтесе юратакан, хӑйӗн шухӑшӗллӗ, илеме курма пӗлекен художник Вячеслав Романов ҫук. Ҫакна ӗненес килмест, анчах паян унӑн чӗри тапма чарӑннӑ...», – тесе пӗлтернӗ хурлӑхлӑ хыпара Людмила Александрова журналист Фейсбукра.
Вячеслав Романов кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 71 ҫул тултарнӑ. Вӑл «Советская Чувашия» хаҫатра 30 ҫула яхӑн ӗҫленӗ. Етӗрне районӗнчи Янӑмра ҫуралса ӳснӗскер малтан райхаҫатра тӑрӑшнӑ. Унӑн ӗҫӗсем «Правда», «Советская Россия», «Известия», «Труд», «Огонек» пичет кӑларӑмӗсен страницисенче пичетленнӗ. Фотоӗҫпе кӑсӑкланасси ашшӗ ӑна, улттӑмӗш класс ачине, «Смена-2» фотоаппарат парнеленинчен пуҫланнӑ.
Инҫетри, анчах тӑванлӑ Турцирен хурлӑхлӑ хыпар килчӗ – 2020 ҫулхи чӳкӗн пӗрремӗш кунӗнче, 71 ҫула кайса, чӑваш халӑхӗн ҫывӑх тусӗ, Турцири Кайсери хулинчи Эржиес университечӗн профессорӗ, ӑслӑлӑх докторӗ Харун Гӳнгёр (Harun Güngör) ҫак пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ, ӑна тепӗр кун, кӑнтӑрла иртсен, Сарывӑл (Sarıoğlan) тарӑхӗнчи хӑй ҫуралса ӳснӗ Ӳҫерлӗх (Üzerlik) ялӗн масарне пытарнӑ. Ҫак ҫухату пирӗншӗн те пысӑк хуйхӑ, унӑн мӑшӑрӗпе Нуран (Nuran) ханумпа, ывӑлӗсемпе Афшинпа тата Санчарпа (Afşin, Sancar), кинӗпе Чананпа (Canan), мӑнукӗпе Тӳркер Харунпа (Türker Harun), тӑванӗсемпе тата тусӗсемпе пӗрле чунтан хурланни ҫинчен пӗлтеретпӗр, вӗсене тата вӗсемпе пӗрлех пӗтӗм Тӗрӗк тӗнчине пуҫ сывлӑхӗ сунатпӑр.
Харун Гӳнгор профессор, доктор ӑслӑлӑхра тӗрӗк халӑхӗсен тӗнӗсене тарӑн тӗпченипе палӑрнӑ. Ҫавна май вӑл Тӗрӗк тӗнчинче Анӑҫран Тухӑҫа ҫити – Балканран пуҫласа Монголи таран - нумай хутчен ҫул ҫӳренӗ, ҫав шутра темиҫе хутчен Чӑваш Енре, Чӗмпӗр облаҫӗнче, Мари Элра пулнӑ, авалхи тӗнпе пурӑнакан Чӑвашкасси ҫыннисемпе, чӑвашсен паллӑ тӗпчевҫисемпе, ҫав шутра, хӑй пекех, тӗнсене тӗпченӗ Петр Денисов профессорпа, докторпа тӗл пулса калаҫнӑ, ӑслӑлӑх ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакансен пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула пӗрмай татӑлать. Иртсе кайнӑ талӑкра тата тепӗр виҫӗ ҫын вилнӗ.
Ҫапла вара ку амак 164 ҫынна ьеш тӗнчене ӑсатнӑ. Ку вӑл – официаллӑ статистика ӗнентернӗ тӑрӑх.
Чӑваш Республики чирлекенсен йышӗпе лайӑх регионсен йышӗнче шутланать. Апла пулин те вирус пирӗн тӑрӑхра та хӑйне аван туять. Иртсе кайнӑ талӑкра кӑна ку чире тепӗр 64 тӗслӗх тупса палӑртнӑ.
Эпидеми пуҫланнӑранпа пирӗн тӑрӑхра 10262 ҫын чирленине шута илнӗ. Халӗ кӑшӑлвирусран 1308 сипленет.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Вячеслав Тихонов генерал пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Ку хыпара ҫак йӗркесен авторӗ Александр Белов журналистӑн Фейсбукри лентинче асӑрхарӗ.
«Лайӑх ҫынсем вилни ҫинчен час-часах пӗлтеретӗн тесе мана каларӗҫ-ха. Паян та ак чуна ыраттарскан хыпар пӗлтӗм», – тесе ҫырнӑ республикӑри паллӑ журналист.
Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управление Вячеслав Тихонов иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче ертсе пынӑ.
Александр Белов Вячеслав Тихоновпа 30 ҫула яхӑн туслӑ пулнине, кӑткӑс вӑхӑтсенче генерал хӑйне темиҫе хутчен пулӑшнине, журналист вара ӑна мемуарсен кӗнекине хатӗрлеме пулӑшнине аса илнӗ.
РСФСР халӑх артисчӗ Вера Голубева пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Вера Голубева 1928 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Кураклӑ Каркалар ялӗнче ҫуралнӑ. 1947 ҫулта Чӑваш академи драма театрӗ ҫумӗнчи театр студийӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн икӗ ҫула яхӑн Йӗпреҫри колхоз театрӗнче ӗҫленӗ, 1949-1972 ҫулсенче Чӑваш ҫамрӑксен театрӗнче актрисӑра тӑрӑшнӑ, 1972-1989 ҫулсенче – Чӑваш пукане театрӗнче.
Артистра ӗҫленӗ вӑхӑтрах Чӑваш радиопа тата телевиденийӗпе «Асанне юмахӗсем» кӑларӑма ертсе пынӑ.
Вера Голубева чӑваш юмахӗсене каласа панине Ленинградри (халӗ – Питӗр) «Мелодия» фирма 1990 ҫулта грампластинкӑпа кӑларнӑ.
Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иккӗмӗш сӗрме купӑсҫӑсен ушкӑнӗн солисчӗ пулса ӗҫленӗ Геннадий Хазанзун пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Геннадий Хазанзун 1951 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Омскра ҫуралнӑ. Архангельск облаҫӗнчи Котлас хулинчи музыка шкулӗнче, Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче Раҫҫейӗн ӳнер тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Захар Шапиро профессор патӗнче вӗреннӗ.
1974 ҫулта театрӑн симфони оркестрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Темиҫе теҫетке ҫул вӑл иккӗмӗш сӗрме купӑссен ушкӑнӗн концертмейстерӗ пулнӑ. Оркестрӑн инспекторӗ пулса чылай ҫул ӗҫленӗ, театрӑн ӳнер канашӗн йышне кӗнӗ.
Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, халӑх художество промыслисен ӑсти Евгения Жачева авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Евгения Жачева чӑваш халӑх тӗрри ҫинчен нумай ӗҫ ҫырнӑ. «Чӑваш тӗнчи» хаҫатра унпа нумаях пулмасть пичетленнӗ материалта ӑста «Чи пӗлтерӗшли вӑл маншӑн — чӑваш тӗррин ҫӗввисене тупни. Эпӗ ку енӗпе ӗҫлеме пуҫланӑ ҫулсенче 18 ҫӗвӗччӗ, халӗ — 63. Ҫакӑ маншӑн питӗ хаклӑ, мӗншӗн тесен вӑл халӑха кирлӗ. Кашни тӗрӗре хӑйне евӗрлӗ ӑнлав пур. Ӑна тӗпчеме, ӑнкарса илме питӗ кӑсӑклӑ. Ӗлӗкхи тӗрӗсем мана питӗ килӗшеҫҫӗ. Вӗсен кашни расна пӗлтерӗшлӗ. Ҫакӑ мана уйрӑмах интереслентерет», — тесе пӗлтернӗччӗ...
Евгения Жачева 1940 ҫулхи юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Тӗнсӗр ялӗнче ҫуралнӑ.
Алексей Трофимов, Петр Ивантаев,
Станислав Отрыванов тупӑкӗсем ҫине
* * *
Умлӑ-хыҫлӑн черетпе пыратпӑр...
Кайнӑ майӑн чун кӑчӑртатать,
Халӗ тин ыр-усала пуҫ ҫапмӑр,
Ҫул вӗҫне хамӑр чыспах тухатпӑр.
Лӑпланса, ку ӗмӗр татӑлать.
Кайнисем те пур, пур тӑхтаканӗ,
Халӑхран юлма пӗрех май ҫук.
Вӑхӑтран та вӑрӑм юлаканӗн
Шухӑшӗ самант та лӑпкӑ канмӗ,
Туссемпех вӑл пулӗ сывӑ чух.
Каҫарсам тесе эпир ыйтмастпӑр,
Ҫылӑх ҫук пек хӑлӑхсӑр тӗнчен.
Ырлама сире эп вӑтанмастӑп,
Кӗнекӗрсене умран ямастӑп —
Тав сире Чӑвашлӑх умӗнче!
Виталий Станьял
2020, авӑн, 17.
Паянхи кун хурлӑхлӑ хыпарсемпе пуян. Маларах эпир Петр Ивантаев тата Станислав Отрыванов вилни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Халӗ тата тепӗр хурлӑхлӑ хыпар илтрӗмӗр. Искусствоведени докторӗ тата профессор, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫленӗ Алексей Трофимов йывӑр чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Вӑл 1938 ҫулта Тутар Республикинчи Аксу районӗнчи Чӑваш Киреметпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 1969 ҫулта Ленинградри И.Е. Репин ячӗллӗ Ӳнер академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Чӑваш АССР наукӑпа тӗпчев институтӗнче тӗрлӗ должноҫре тӑрӑшнӑ. Унта директор пулса та ӗҫленӗ. И.Н. Яковлев ячӗллӗ ЧППУра вӗрентнӗ.
Хушни: Алексей Александрович Трофимовпа сывпулашшас текенсене Республикӑн 1-мӗш больницин ритуал залне авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, тунтикун, 12 сехете пыма сӗнеҫҫӗ. Адресӗ: Мускав проспекчӗ, 9в.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Станислав Отрыванов инженер-строитель, краевед, Чӑваш халӑх академийӗн чӑн пайташӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 72 ҫулта пулнӑ, Шупашкарта пурӑннӑ.
Станислав Гурьевич 1948 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Нурӑс ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл 38 ҫул Ҫурҫӗрти строительство организацийӗсенче ӗҫленӗ, Архангельск хула администрацийӗн мэрийӗнче те тӑрӑшнӑ. Таврапӗлӳҫӗ, очерксем тата прозӑлла хайлавсем ҫырнӑ.
Станислав Отрывановпа Шупашкарти П. Лумумба урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра ыран, авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, 11 сехетре сывпуллашӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |