Шупашкарти Ленин районӗнче пурӑнакансем Журналистсен скверне улӑштарас ыйтупа халӑх итлевне пуҫтарӑннӑ. «Чӑвашгражданпроект» акционерсен обществи сквера сукмаксемпе пуянлатасшӑн. Ҫутӑ хунарӗсем вырнаҫтармалла, кану вырӑнне лайӑхлатмалла: шыв ӗҫмелли фонтан, биотуалет, юмахри сӑнарсене лартмалла. Йытӑ уҫӑлтарса ҫӳреме уйрӑм вырӑн йӗркелемелле.
Скверта тренажерсем пуртан ҫывӑхри ҫуртсенче пурӑнакансем вӗҫӗмех тухаҫҫӗ. Вӗсем вӑл вырӑнта пӗчӗккисем валли тренажерсем ҫук тенӗ. Ятне кура скверта журналист ӗҫне кӑтартакан элем кирлине сӗнекен те пулнӑ. Ачасем валли сцена тумалла тенӗ.
Хулари пуҫлӑхсем тата халӑх итлевне хутшӑннисем скверти йывӑҫсене упраса хӑварма сӗннӗ. Вӗсен шучӗпе паркра симӗс зона кирлех.
Шупашкарта пурӑнакан Анатолий Ярченков нумаях пулмасть хӑйӗн дачинче, хулари аэропортран инҫех мар вырнаҫнӑ «Авиатор» юлташлӑхра, пулнӑ. Вӑл посадкӑна кӑмпа шырама кайнӑ та ҫӳп-ҫап купи ҫине пырса тӑрӑннӑ.
Купаран сӑмсана ҫуракан шӑршӑ кӗнӗ. Унта тимӗр контейнерсем йӑваланнӑ, порошок евӗр япала сапаланса выртнӑ. Вӗсенчен лайӑх мар шӑршӑ кӗнӗ.
Анатолий Ярченков шухӑшӗпе, ку — сиенлӗ хими. Ҫав вырӑна ҫынсем кӑмпа татма ҫӳреҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗнче кӑна унта нимӗнле ҫӳп-ҫап та пулман.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви вырӑна тухса тӗрӗслеме шантарнӑ. ШӖМӗн ҫав ҫӳп-ҫап купи ӑҫтан тупӑннине палӑртма тивӗ.
Юлашки вӑхӑтра Шупашкарта тата ун ҫывӑхӗнче ӑнланмалла мар шӑршӑ тӑнине кашниех сисрӗ-тӗр. Тислӗк тес, тислӗк шӑрши мар. Пӗр-пӗр савутран тухакан тӗтӗм-сӗрӗм теме те йывӑр. Хулара ырӑ мар шӑршӑпа «киленсе» ывӑннӑ ҫынсем Роспотребнадзора пӗлтернӗ, шӑршӑ саракан предприятие шыраса тупма ыйтнӑ.
Ӗнер Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗ «Юрма» агрохолдинг ҫывӑхӗнчи (хӑй вӑхӑтӗнче вӑл ун пек шӑршӑ сапалать тесе пӗтӗмлетнӗччӗ) сывлӑша тӗрӗсленӗ. Лапсара ҫитнӗ. Ӑҫта мӗн чухлӗ сероводород, аммиак, азот диоксичӗ пулнине палӑртма кашни тӑваткал метр пуҫне миҫе миллиграмм тивнине виҫнӗ. Роспотребнадзорта «Юрма» предприятин кайӑк-кӗшӗк тислӗкӗ упранакан Ассакасси ҫывӑхӗнчи территорие эрнесерен тӗрӗсленине пӗлтернӗ. Хальхинче шӑршӑшӑн «Юрма» айӑплӑ маррине палӑртнӑ.
Асӑрханӑр! РФ ИӖМӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ республикӑра ҫанталӑк пӑсӑласса пӗлтерет. Гидрометцентр хыпарланӑ тӑрӑх, ҫитес икӗ кунра Чӑваш Енре аслати пулӗ, ҫил вӑйланӗ. Кун пирки ҫынсене телефон ҫине те СМС-ҫыру янӑ.
Утӑ уйӑхӗн 28–29-мӗшӗсенче республикӑра ҫумӑр ҫукалӗ, хӑш-пӗр вырӑнта аслати кӗмсӗртетӗ, пӑр ҫума пултарӗ. Ҫил пӗр ҫеккунтра 17–22 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫавна май электролинисем татӑлма пултарӗҫ, вӗсенчен аяккарах пӑрӑнса ҫӳремелле.
МЧС ӗҫченӗсем асӑрхануллӑрах пулма ыйтаҫҫӗ.
Метеостанци ҫутҫанталӑкшӑн хӑрушӑ пулӑм асӑрханӑ. Кун пирки ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет.
Юлашки вӑхӑтра республикӑра ҫумӑр нумай ҫурӗ. Ҫавна май уй-хирти ӗҫ кая юлса пырать. Чӑваш гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ял хуҫалӑх культурисене ӳсмешкӗн тата аталанмашкӑн агреметеорологи условийӗсем япӑх пулнӑ.
Пӗтӗмӗшле илсен, уй-хирти ӗҫ 10–14 куна юлса пырать. Агрометеорологин Ҫӗрпӳри посчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 1–21-мӗшӗсенче тӑпрара нӳрӗк ытлашши нумай пулнӑ. Ҫакӑ выльӑх-чӗрлӗх апатне хатӗрлеме чӑрмантарать.
Нумаях пулмасть Патӑрьел районӗнче ачана хура ҫӗлен сӑхни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Ҫулла пуҫланнӑранпа 11 ҫын шар курнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ — ачасем.
Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗ тӗлне ҫичӗ ҫын — Сӗнтӗрвӑрри, Красноармейски, Вӑрнар, Шупашкар районӗсенче пурӑнаканскерсем — пульницӑра сипленет. Ҫӗнӗ Шупашкарти ача та, вӑл 12 ҫулта, пульницӑра выртать. Ӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнче асламӑшӗ патӗнче каннӑ чухне ҫӗлен сӑхнӑ.
Палӑртмалла: Чӑваш Енре наркӑмӑшлӑ ҫӗленсен пӗр тӗсӗ ҫеҫ — хура ҫӗлен — анлӑ сарӑлнӑ. Ҫавӑнпа питӗ асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ.
Паян ҫанталӑк пӑсӑлассине сайтра ӗнер пӗлтернӗччӗ. Ҫурҫӗр иртсен республикӑра аслатиллӗ ҫумӑр ҫума тытӑннӑ. Шел те, асар-писер ҫанталӑк хӑш-пӗр тӑрӑхра шар кӑтартнӑ.
Ҫӗмӗрле хулине ытларах лекнӗ. Сӗнтӗрвӑрри тата Муркаш районӗсенче те пӑтӑрмахсем пулнӑ. Ҫӗмӗрле хулинче ҫӗрле ҫутӑ сӳннӗ, ҫуртсен 50 проценчӗ электричествӑсӑр юлнӑ. Ир енне чылайӑшне ҫутӑ панӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче аслатие пула харпӑр секторта электричество сӳннӗ. Ҫак сӑлтава пулах Муркаш районӗнчи Ятман ялӗнче ҫутӑ пӗтнӗ. Унта юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Муркаш районӗнче аслатие пула икӗ пушар тухнӑ: сарай ҫунса кайнӑ, тырӑ склачӗ сиенленнӗ.
Шупашкарти Лакрей вӑрманӗнче ҫывӑх вӑхӑтра Алтай пакшисем пурӑнма пуҫлӗҫ. Вӗсене ҫӗнӗ вырӑна хула кунӗ тата парк 60 ҫул тултарнӑ вӑхӑтра ярӗҫ.
Алтай пакшисене Хусанти питомникран илсе килӗҫ. Пакша-телеутка питӗ ҫӑра тирлӗ. Ку пакша хитре, пӗр вырӑнта лара-тӑра пӗлмест, илемлӗ тата ырӑ чунлӑ.
Пакша Лакрей вӑрманне мӗн йӗркеленӗренпех унти элем шутланнӑ. Малтанласа вӑл йышлӑ пулнӑ, вӑхӑт иртнӗҫемӗн унӑн шучӗ сахалланса юлнӑ.
Пакша ҫӗнӗ вырӑна тата ҫынсене хӑнӑхтӑр тесе ку чӗрчун валли ятарлӑ пӳртсем тата валашкасем йӗркелесшӗн. Ҫынсем кирлӗ-кирлӗ мар апат парасран мӗнпе тӑрантармаллине вӗрентсе ҫырса ҫапӗҫ.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Лакрей вӑрманӗнче вай-фай ҫыхӑну йӗркелессине пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енрен РФ Патшалӑх Думине лекнӗ Николай Маловӑн парламентри ӗҫ вырӑнне шыв йӗпетнӗ. Унпах пӗрлех ытти хӑш-пӗр депутатӑн та ҫемҫе пуканӗ нӳрелнӗ.
Мускаври вӑйлӑ ҫумӑр вӑхӑтӗнче, утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, РФ Патшалӑх Думин пленарлӑ ларӑвне вӑхӑтлӑха чарма тивнӗ. Ҫакна «Правда ПФО» интернет-хаҫат Мари Элтан депутата суйланнӑ Сергей Казанков Фейсбукра хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ. «Ҫумӑр ларусен залнех аннӑ, Парламент ӗҫне чарма тиврӗ», — тесе ҫырнӑ иккен Сергей Казанков. «Ҫутҫанталӑк душӗн эпицентрне Чӑваш Енри ҫӗнӗ депутат, пӗр эрне кӑна ӗҫленӗ Малов лекрӗ. Кӑшарнипе, Николай Владимирович!» — тенӗ Мари Элти депутат Фейсбукра.
Парламентӑн ларусен залне шыв епле анма пултарнине палӑртас тесе Сергей Казанков РФ Патшалӑх думин Аппарачӗн ертӳҫи ячӗпе ыйту хатӗрленӗ.
Чӑваш Енре ҫитес уйӑхӑн пуҫламӑшӗнчен пуҫласа пӑши тытма пуҫлӗҫ. Республика Элтеперӗн указӗнче ирӗк панӑ вӑхӑт 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫитес ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пырӗ.
Паянхи кун тӗлне пирӗн республикӑра 1238 пӑшие шута илнӗ. Ҫапла, нумаях мар. Сунар вӑхӑтӗнче ҫулталӑкран иртнӗ пӑшисене ҫеҫ тытмаллине каланӑ. Ама е аҫа пулнине кура тиркемӗҫ. Пӑшие питех юратакансен Йӗпреҫ тӑрӑхне каймалла. Унта вӗсене тӑваттӑ тытма ирӗк пур. «Кедр» сунар хуҫалӑхӗнче ҫулталӑкра 3 пӑшие тытма чармӗҫ, Тӑвай, Пӑрачкав, Канаш, Улхаш сунар хуҫалӑхӗсенче — икшер, ыттисенче — пӗрер.
Хӑш сунар хуҫалӑхӗнче сунарҫӑсем миҫе пӑши тытнине камсем шутласа тӑрассине тата пӑшин ҫулне сунарҫӑсем епле палӑртассине Элтепер указӗнче асӑнман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |