Ыран Чӑваш Енре усал ҫанталӑк алхасӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Гидрометцентрӗ пӗлтерет. Унтисем калани тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, эрне кун, ҫил ҫеккунтра 17 метра яхӑн хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Вырӑн-вырӑнпа тӑман алхасӗ, ҫул пӑрлакланса ларӗ, ҫулсене юр хӳсе лартӗ.
Ҫанталӑк япӑхнине пула мӗнпур транспорта ҫӳреме йывӑрлатӗ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата энергетика отраслӗсене ҫанталӑк витӗм кӳрессине асӑрхаттараҫҫӗ. Электричество тата ҫыхӑну линийӗсем татӑлма пултараҫҫӗ.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енӗн тӗп управленийӗнче Гидрометцентр асӑрхаттарӑвне тӗпе хурса тимлӗ пулма сӗнеҫҫӗ. Водительсене, сӑмахран, ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнма сӗнеҫҫӗ. Пӑрлак ҫулпа васкамасӑр ҫӳреме ыйтаҫҫӗ.
Ҫак кунсенче тавралӑх юрпа витӗнме тытӑнчӗ. Шӑматкун пӑрлӑ ҫумӑр та ҫурӗ. Хальлӗхе юр нумаях мар-ха, вӑл кӑштах ирӗлет. Анчах ҫитес кунсенче тавралӑх шуралӗ.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран юр, ҫумӑр ҫумасть, юнкун вара ҫил-тӑман тухӗ. Ҫав кунран пуҫласа ҫил те вӑйланӗ, ҫеккунтра 16 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Кӗҫнерникун юр нумай ҫӑвӗ, хӑш-пӗр вырӑнта вӑл 5 сантиметр ҫӳллӗшех выртӗ.
Эрнекун хӗвеллӗ ҫанталӑк савӑнтарӗ, анчах ҫанталӑк сивӗрех пулӗ, ҫӗрле 11 градус таранах сивӗтӗ. Канмалли кунсенче тӳпене каллех пӗлӗтсем карса илӗҫ, юр ҫукалӗ. Сывлӑш температури 0-5 градус сивӗ пулӗ.
Типӗ те сивӗ, хӗвеллӗ ҫанталӑк чылай кун тӑчӗ. Синоптиксем те ҫакна кӗтмен. Анчах ҫитес вӑхӑтра ҫанталӑк улшӑнать. Кун пирки «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтерет.
Ыран, чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, кӑнтӑрла хыҫҫӑн сивӗ ҫумӑр ҫӑвать, ҫил ҫеккунтра 7-12 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет. Сывлӑш температури -2…- 0 пулӗ, ҫӗрле 1 градус таран сивӗтет, йӗпе юр ҫӑвать.
Вырсарникун пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн юр ҫӑвать. Кӑнтӑрла 1 градус таран сивӗтет, ҫӗрле термометр 2-1 градус сивӗ кӑтартӗ.
Тунтикун ир валли ҫӗр ҫинче юр выртӗ, вӑл 2-5 сантиметр хулӑнӑш пулӗ.
Чӑваш Енре миҫе упа пурӑннине шутланӑ. Нумаях май – 20 кӑна. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, упасен йышӗ пӗлтӗрхи пекех юлнӑ. Ун чухне те 20 чӗрчуна шута илнӗ.
Вӑрнар тата Шупашкар районӗсенче, ытти муниципалитетпа танлаштарсан, упа нумайрах: 5-шер пуҫ. Ҫавӑн пекех ҫак чӗрчунсем Улатӑр, Шӑмӑршӑ, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле районӗсенче пурӑнаҫҫӗ.
Палӑртмалла: хӑмӑр упана Чӑваш Енӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ, ҫавӑнпа ӑна тытма юрамасть.
Ку эрнере ҫанталӑк Чӑваш Енре пурӑнакансене савӑнтарӗ. Пирӗн пата «ылтӑн кӗркунне» килӗ. Вӑрахлӑха мар, ҫапах кӗрхи сивӗ те ҫумӑрлӑ кунсем черетленнӗ чухне ку самаях хӗпӗртеттерет.
Паян ӑмӑр ҫанталӑк, ыран вара сывлӑш температури 12-17 градус таран хӑпарӗ, кунӗпех хӗвел пӑхӗ. Юнкун кӑштах сивӗтӗ: 11-13 градус ӑшӑ пулӗ. Кӗҫнерникун вара 9-11 градус кӑна пулӗ, ҫил лӑпланӗ. Ҫавна май ирхине вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ. Ҫӗрле тӑм ӳкес хӑрушлӑх пур.
Эрнекун 13 градус таранах ӑшӑ тӑрӗ. Шӑматкун кӑнтӑр енчи районсенче ӑшӑ пулӗ. Ҫурҫӗр енче вара термометр 9 градус ҫеҫ ӑшӑ кӑтартӗ. Вырсарникун вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ.
Ҫитес ҫултанпа Шупашкарта ҫынсем тухса тӑкнӑ пысӑк ҫӳп-ҫап куписем тӗлне камерӑсем вырнаҫтарӗҫ. Кун пирки хула администрацийӗн экологи управленийӗн инженер-экологӗ Леонид Силюков пӗлтернӗ.
Шупашкарта экологи мероприятийӗсем авӑнӑн 17-мӗшӗнче пуҫланнӑ, юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗччен иртӗҫ. Ку таранччен хулара ӑпӑр-тапӑрпа тултарнӑ 162 вырӑн тупнӑ. Ҫӳп-ҫап купи мӗншӗн нумайланнине ҫӳп-ҫап турттаракансене ытларах тӳлеме пуҫланипе ҫыхӑнтараҫҫӗ.
Экологсем ку кӗркунне кунашкал свалкӑсенчен хӑтӑласшӑн. Хӑш-пӗр ҫӗре машини-машинипе ҫӳп-ҫап тухса тӑкнӑ. Шӑпах ҫакнашкал вырӑнсене ҫитес ҫул видеокамерӑсем лартӗҫ. Хальлӗхе вӗсене Талвир, Киров урамӗсенче, аэропорт ҫывӑхӗнче лартма палӑртнӑ.
Комсомольски районӗнчи Кӗҫӗн Каҫал ҫывӑхӗнче тупса палӑртнӑ сиенлӗ ҫӳп-ҫап купине тирпейленӗ. Чӑваш халӑх сайчӗн авторӗ Софья Савнеш вӑл вырӑна Халӑх фрончӗн хастарӗсем асӑрханине пӗлтернӗччӗ. Тӗлӗнмелле пек те, анчах Комсомольски район администрацийӗн сайтӗнче ҫырнине ӗненсен, ҫавна Хырхӗрри ял администрацийӗн пуҫлӑхӗ асӑрханӑ пулса тухать. Ун хыҫҫӑн район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ыйтӑва епле тытса панине хӑй тӗрӗслесе тӑнине ӗнентернӗ.
Тӗттӗм шӗвеклӗ пластик канистрсем тата фармацевтика препрачӗсен курупкисем выртакан вырӑна Гигиенӑпа эпидемиологи центрӗн специалисчӗсем тӗрӗсленӗ. Материалсене право хуралӗн ӗҫченӗсене ярса панӑ.
Хими каяшӗллӗ вырӑна тасатса тирпейленӗ, айӑплисене (анчах кам яваплине ҫырман) тупса палӑртнӑ-мӗн.
Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленнӗ «Природа Чувашии» альбом «Книга года» (чӑв. Ҫулталӑк кӗнеки) конкурсра диплома тивӗҫнӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Рязантье иртнӗ наци кӗнекин «Читающий мир» (чӑв. Вулакан тӗнче) регионсем хушшинчи фестивалӗ вӑхӑтӗнче йӗркеленӗ.
Конкурса Раҫҫейӗн 22 регионӗнчен 58 издательство хутшӑннӑ. Вӗсем 157 ӗҫ тӑратнӑ.
«Природа Чувашии» кӗнеке Чӑваш Енри вӑрмансемпе ҫеҫенхирсемпе, юханшывсемме ҫӑлкуҫсемпе, флорӑпа фаунӑн сайра тӗл пулакан тӗсӗсемпе паллаштарать. Кӑларӑма А.В. Димитриев, И.С. Дубанов, К.К. Захаров, А.Ф. Иванов, Ф.А. Карягин, А.А. Ластухин, И.В. Никонорова хатӗрленӗ. Проект авторӗ – И.С. Дубанов. Кӗнекене «За вклад в развитие туристической привлекательности региона» (чӑв. Регионӑн туризм илӗртӳлӗхне аталантарасси) дипломпа чысланӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче хӑйсен ӗҫченӗсене тав туса ҫыракан тупӑннине пӗлтернӗ. Ӑшӑ сӑмахлӑ ҫырӑва Красноармейски районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм Сергей Неяскин министр ячӗпе шӑрҫаланӑ.
Ҫырура вӑл пакунлисене хӑйсен районӗнчи Шурка ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗчӗк вӑрманта ҫӳп-ҫап тӑкса тултарнине пӗлтернине палӑртнӑ. Ҫавӑн пирки хӗрарӑм ШӖМӗн районти пайне систернӗ. Вырӑна полицин участокри уполномоченнӑйӗсем Павел Семенов тата Александр Павлов ҫитнӗ. Пакунлисем йӗрке тума пулӑшнӑ.
«Вӗсем питӗ кӑмӑллӑ калаҫрӗҫ. Кирлӗ хутсене ҫырса хатӗрлерӗҫ. Ҫуп-ҫапа кам тӑкса тултарнине палӑртрӗҫ. Ҫӳп-ҫап вырӑнӗ пӗр эрнере тасалчӗ», — хавхаланса та хӗпӗртесе ҫырнӑ Красноармейски районӗнче пурӑнакан хастар хӗрарӑм.
Чӑваш Енри вӑрмансене кӗме каллех чарнӑ. Кун пирки республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви хӑйӗн сайтӗнче ҫырса хунӑ. Ведомство вӑрмансене кӗме тӑхтама ыйтать.
Чӑваш Енри вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх виҫи хальхи вӑхӑтра 5-мӗш класс (специалистсем ӑна чрезвычайлӑ теҫҫӗ) шутланать иккен.
Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви «Вӑрман хуралӗ» хысна предприятийӗн телефон номерне (8352) 40-24-00 кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне вӑрман хуралӗн телефон номерне те ҫырса хунӑ: 8-800-100-94-00.
Аса илтерер, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнман уйрӑм ҫынсене 2 пин тенкӗрен пуҫласа 4 пин таран штрафлаҫҫӗ, должноҫри ҫынсене — 15-30 пин тенкӗлӗх, уйрӑм усламҫӑсене — 30-40 пин тенкӗлӗх, предприяти-организацисене — 200-400 пин тенкӗлӗх.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |