Ыран ҫӗрле пирӗн республикӑра асар-писер ҫил-тӑман алхасма пултарать. Кун пирки Чӑваш гидрометцентрӗ хыпарланӑ. Ҫавна шута илсе РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗ ҫынсене асӑрхануллӑ пулма чӗнсе калакан sms-ҫырусем шӑрҫаланӑ.
Ҫутҫанталӑк епле пулассине маларах пӗлекенсем хыпарланӑ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 14-мӗш каҫхине хӗвел кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ. Ҫил хӑвӑртлӑхӗ ҫеккунтра 18 метра яхӑн пулӗ. Каҫхине ҫил-тӑман ҫавӑрттарӗ, ҫулсене юр хӳсе лартӗ, пӑрлаклантарӗ.
РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗ ҫулта-йӗрте асӑрханса ҫӳреме ыйтать.
Инкек ҫири кӗперен ҫывӑх теҫҫӗ те, тимлӗ пулнине, чӑн та нимӗн те ҫитмӗ. Машинӑпа ҫула тухакансен уйрӑмах асӑрханмалла.
Ҫитес кунсенче мӗнле ҫанталӑк кӗтет-ха пире? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран, кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, юр ҫумасть, ирхине тата ҫӗрле вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илет. Сывлӑш температури 13-18 градус пулӗ, кӑнтӑрла – 9-14.
Кӗҫнерникун тата эрнекун республикӑн ҫурҫӗр пайӗ ӑшӑ фронта лекӗ. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав кунсенче пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур, мӗншӗн тесен пӗлӗт ҫийӗн сывлӑш температури 0 градуса ҫывхарӗ, ҫӗр ҫийӗн вара «минус» кӑтартӗ. Нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче каллех юр ҫӑвӗ.
Ҫынсен асӑрхануллӑрах пулмалла. Пӑрлӑ ҫумӑр ҫусан ҫулсем шуҫлак пулӗҫ.
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Чӑвашкасси — тӗне кӗмен чӑвашсен ялӗ. Кунта пурин те ячӗсем тӗп чӑвашла: Илепер, Ахмантей, Сарпинес, Пинеслу, Илемпи...
Эпир килхуҫи старикпе калаҫса ларатпӑр. Килхуҫи карчӑкӗ кӗлетрен туприне кӑларса хӗвел ҫине ҫакать.
— Э-э-эй, хальхи арча вӑл ячӗ кӑна ӗнтӗ! — ятлаҫать карчӑк. — Каллех кӗве тапӑннӑ! — Тахҫан хӗр чухне ҫӗленӗ кӗпине силле-силле калаҫать, — Чӑн-чан арчара пӗр кӗве те пулмасть те ҫав...
Чӑтаймарӑм, мучипе калаҫма чарӑнсах ун патне пытӑм та чӑн-чан арчара мӗншӗн кӗве пулманнине ыйтрӑм.
— Ара, хальхи арчана кам мӗнле йывӑҫа курать, ҫавӑнтан тӑвать те. Ӗлӗк арча тума ятарлӑ йывӑҫ шыранӑ. Ҫав йывӑҫ шӑршине кӗве чӑтаймасть.
— Мӗнле йывӑҫ вара вӑл?
— Арчине мар, ҫав йывӑҫне арча тесе каланӑ тет ӗлӗк.
— Мӗнлерех йывӑҫ пулнӑ-ши вара вӑл?
— Ара, урттӑш пекскер тетчӗҫ. Анчах урттӑш вӑл пӗчӗккӗ, леш йывӑҫӗ вара юман пекех сарӑлса ӳсет тет.
Шупашкарти районсен хушшинчи ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура «Чӑваш бройлерӗ» тӗлӗшпе суда тавӑҫпа тухнӑ, 2 255 989,51 тенкӗ шыраса илме ыйтнӑ.
Тавӑҫ Шупашкар районӗнчи Йӑршшу юханшывӗнче пулӑсем вилнипе ҫыхӑннӑ. Унта пулӑ нумай вилнӗ хыҫҫӑн тӗрӗслев органӗсем юханшыва пӑхса тухнӑ. Акӑ мӗн палӑрнӑ: Йӑршшура шыв таса мар пулнӑ, 13,8 ҫухрӑм тӑршшӗнче пулӑсем вилнӗ.
Чӑх-чӗп хапрӑкӗн производство корпусӗсен ҫывӑхне, вӑрман патне, чӑх каяшне тухса пӑрахнине тупса палӑртнӑ. Вӑл вара Йӑршшуна та лекнӗ. Ҫавна пула шыв тасамарланнӑ, пулӑсем вилнӗ.
Эксперт пӗтӗмлетӗвне ӗненес тӗк, юханшывра 8869 пулӑ вилнӗ, тӑкак 2 255 989,51 тенкӗпе танлашнӑ. Кунсӑр пуҫне хапрӑк таврашӗнчи ҫӗре тӗрӗсленӗ. Чӑх каяшне пула вӑл та сиенленнӗ-мӗн. Пӗтӗмпе – 7,7 гектар. Такак 184,8 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Суд «Чӑваш бройлерӗнчен» 2 255 989,51 тенкӗ шыраса илмелле тунӑ. Укҫа Шупашкар районӗн хыснине кайӗ. Ҫавӑн пекех хапрӑкӑн хӑйӗн шучӗпе вараланӑ ҫӗрсене техника рекультивацийӗ тумалла.
Ҫак вырсарникун, кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче «Хӗллехи экокартиш. Пӑр талккишӗ» ятпа экологи акцийӗ ирттерме палӑртнӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Усӑ курма пӑрахнӑ япаласене пуҫтармашкӑн паркра ҫак кун ятарлӑ йышӑну пукчӗ уҫӗҫ. Хула ҫыннисем унта хут, пӑкӑ, пластик кӗленче пырса пама пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне кунта кивӗ кӗнекесем те йӑтса пыма е вӗсене урӑххисемпе улӑштарма пулать. Акци йӗркелӳҫисем пыракансене конкурссене, вӑйӑсене, викторинӑсене хутшӑнтарӗҫ, ӑпӑр-тапӑртан ал ӗҫӗсем тумашкӑн вӗрентме ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ.
Палӑртса хӑвармалла, акци 11 сехетре паркри тӗп сцена умӗнче пуҫланӗ. Мероприяти хыҫҫӑн хут-хӑмӑр панисен хушшинче парне выляттарӗҫ.
Шупашкарта хӑрӑк йывӑҫсене иртме пуҫланӑ. Ҫак ӗҫе хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе пурнӑҫлаҫҫӗ. Кун пирки хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика тата ҫыхӑну управленийӗнче пӗлтернӗ.
Хулари парксемпе вӑрмансене йӗркелесе тӑма хулан сити-менеджерӗ 2017 ҫулта хушнӑ. Хальхи вӑхӑтра Гузовский рашчинче хӑрӑк йывӑҫсене касма тытӑннӑ ӗнтӗ. Унти тата Кадет паркӗнчи йывӑҫсен тӑрӑмне специалистсем 2018 ҫулхи кӗркунне тӗрӗсленӗ. Специалистсем 537,58 кубла метр йывӑҫ касмаллине палӑртнӑ.
Йывӑҫ касакана хулари тӳре-шара конкурс ирттерсех палӑртнӑ. Унта «ЭКО» текен тулли мар яваплӑ общество ҫӗнтернӗ. Предприяти ӗҫне Шупашкар хула администрацийӗн экологи управленийӗ тӗрӗслесе тӑрассине шантараҫҫӗ.
Ыран автомашина водителӗсене ҫула тухма сӗнмеҫҫӗ. Ӗҫе е урӑх ҫӗре каймалла тӑк общество транспорчӗпе усӑ курсан аванрах, мӗншӗн тесен ыран республикӑра ҫил-тӑман алхасӗ.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кунашкал ҫил-тӑман кӑҫал хӗлле пулман. Ыран юр хулӑнӑшӗ 10-12 сантиметр ҫӳллӗш пулӗ. Ҫавна май ҫул ҫинчи лару-тӑру япӑхланӗ. Юр ирхи 7 сехетре ҫума пуҫлӗ те ҫӗрлечченех чарӑнмӗ. 9-18 сехетсенче уйрӑмах вӑйлӑ вӗҫтерӗ.
«Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов та водительсене машинӑна килте хӑварма сӗнет.
«Чӑвша Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑна антициклон килет, ҫавна май сивӗтет. Ыран – самаях сивӗ, кӑнтӑрла -13-15 шрадус, ҫӗрле – 17 градус таран.
Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче пире мӗнле ҫанталӑк кӗтет-ха? Кӑнтӑрла 9-12 градус сивӗ пулӗ, анчах ҫил кӑнтӑр енчен вӗрнӗрен сивӗ ытлах туйӑнмӗ. Ҫӗрле термометр 14-17 градус сивӗ кӑтартӗ, хӑш-пӗр районта - -20 таранах.
Савӑнтарар: республикӑра сивӗ ҫанталӑк вӑраха тӑсӑлмӗ. Ҫитес ҫулӑн пӗрремӗш кунӗсенченх 3-8 градус кӑна сивӗ пулӗ, анчах кӑнтӑр енчен вӗрекен ҫил вӑйланӗ. Кӑрлачӑн 3-4-мӗшӗсенче ҫил-тӑман тухӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, юр ҫӳллӗшӗ 5-8 сантиметр таранх ҫитет.
Улатӑр хулинче пурӑнакансем ҫӳп-ҫап турттарманшӑн пӑшӑрханаҫҫӗ. Вырӑнтисем тӗнче тетелӗсенчи халӑх ушкӑнӗсенче йӗркеленӗ пабликсенче ку ыйтӑва ҫине-ҫинех хускатнӑ. Хӑйсем ытахальтен пӑшӑрханманнине ӗнентерме сӑн ӳкерчӗксем ҫеҫ мар, видео та вырнаҫтарнӑ. «Ҫӳп-ҫап хула администрацийӗ умне кайса тӑкар», — тесе тарӑхакансем те пур.
Ҫак йӗркесен авторне паян Улатӑр хула администрацийӗн архитектура, хула строительстви, транспорта, ҫутҫанталӑкпа усӑ курас тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗпе Сергей Черкасовпа ҫыхӑнма май килчӗ. Сергей Владимирович ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫӳп-ҫап турттаракан регионти оператор пӗр организацие тепринпе ылмаштарнӑ. Хайхи ҫӗнӗ подрядчикӑн ҫӳп-ҫап турттармалли икӗ машина пур. Вӑл хушма контейнерсем те туянса вырнаҫтарса тухнӑ. Хула администрацийӗнче тӑрӑшакан тӳре-шара лару-тӑру йӗркеленсе каяссине шантарчӗ.
Чӑваш Енре тискер чӗрчунсен йышне ҫулсерен палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал та специалистсем ҫавсене шутланӑ.
Республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑнтӑр, ондатра, шашкӑ, ӑтӑр хисепне палӑртнӑ. Ҫак енӗпе юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен тимленӗ. Паянхи кун тӗлне хӑнтӑр, ондатра, шашкӑ, ӑтӑр шутне пӗтӗмлетнӗ ӗнтӗ.
Хӑнтӑр пирӗн республикӑра — 2550 пуҫ. Ку вӑл пӗлтӗрхинчен 9 штук нумайрах. Ондантра шучӗ — 16 542 пуҫ. 2017 ҫулта ҫак чӗрчун 16 036-па танлашнӑ.
Шашкӑна илсен, Чӑваш Енре ӑна 85 пуҫ шутласа кӑларнӑ, ӑтӑра — 30. Сӑмах май, ҫак чӗрчунсен шучӗ кӑҫал пӗлтӗрхинчен ӳснӗ: шашкӑ 78 пулнӑ, ӑтӑр – 17.
Юлашкинчен асӑннӑ икӗ чӗрчуна та Чӑваш Енӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ. Вӗсене тытма юрамасть.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |