Ҫу уйӑхӗн 9–12-мӗшӗсенче Шупашкар районӗнче 4 ача сӑвӑс ларнинчен шар курнӑ. Ҫак тапхӑрта ачасене сӑвӑс тапӑннӑ тӗслӗх тӑрук ӳснӗ.
Шар курнӑ шӑпӑрлансенчен чи кӗҫӗнни 2 ҫултан та кӗҫӗнрех. Палӑртмалла: тӗслӗхсем пӗр ялта пулман. Кӳкеҫре, Хачӑкра, Мӑн Пӳкассинче, Ярӑскассинче пурӑнакан ачасем ҫине сӑвӑс ларнӑ.
Шӑпӑрлансем 4, 6 тата 10 ҫултисем пулнӑ. Чи кӗҫӗнни — 1 ҫул та 9 уйӑхра. Вӗсен ӳтӗнчен кӑларнӑ сӑвӑссене кӑларса анализ тумашкӑн янӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти гигиена тата эпидемиологи центрӗн эпидемиологӗ Елена Петрова каланӑ тӑрӑх, ку тӗслӗхсем тӗрлӗ ҫӗрте пулнӑ, вӑрман ҫывӑхӗнче мар. Сӑвӑссем тумпа хупламан ӳте тӑрӑннӑ.
Республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсем, фермерсем, уйрӑм хушма хуҫалӑх тытакансем ака-суха ӗҫӗпе малалла ҫине тӑраҫҫӗ. Хӑш-пӗр хуҫалӑхра тӗш-тырра акса пӗтерме те ӗлкӗрнӗ. Ҫӗрулми тата пахчаҫимӗҫ лартакансем те пур.
Вӑрманҫӑсен те ҫак тапхӑрта хӗрӳ тапхӑр пулнӑ. Йӗпреҫ вӑрман хуҫалӑхӗн питомникӗнче, акӑ, хыр вӑрри акнӑ. Ку ӗҫе вӑрманҫӑсем икӗ кун маларах, ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, вӗҫленӗ. Хыр вӑрри Ҫутҫанталӑк министерствин «Лесцентр» хысна учрежденийӗ хушнипе 0,3 гектар лаптӑка йышӑннӑ.
Вӑрлӑха тӗрлӗ микроэлементпа апатлантарнӑ, кайран СЛУ-2-20 маркӑллӑ сеялкӑпа акнӑ. Ытти техникӑна та ку ӗҫе явӑҫтарнӑ. Ҫамрӑк хунава тепӗр икӗ ҫултан куҫарса лартӗҫ.
Чӑваш халӑх сайтӗнче «Мӗншӗн хура вӑрман каш кашлать?» ятпа статья пичетленнӗччӗ, каярах Чӑваш Енри хастар экологсем РФ ҫутҫанталӑк министрӗ Сергей Донской ячӗпе ҫыру хатӗрленине те ҫырса кӑтартнӑччӗ. Петицире экологсем уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк лаптӑкӗсем сахалланса юлнишӗн пӑшӑрханнине пӗлтернӗччӗ.
Халӗ тата Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн (вырӑсла кӗскетсе каласан, ОНФ) экологи тата вӑрман хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен общество мониторингӗн центрӗ Чӑваш Енри Ҫутҫанталӑк министерстви уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк территорийӗсенчен 70 ытла процентне пӗтернишӗн пӑшӑрханнине пӗлтернӗ. Хастарсем ҫутҫанталӑка сыхлас енӗпе ӗҫлекен прокуратурӑна ҫырупа тухма хатӗрленеҫҫӗ.
Пирӗн республикӑра «Вӑрман лартмалли Пӗтӗм Раҫҫей кунӗ» акцие улттӑмӗш хут ирттереҫҫӗ. Ҫавна май Чӑваш Ен ҫыннисене Атӑл леш енне, йӑлӑма, йывӑҫ лартма чӗнеҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫуркуннехи акци вӗҫленӗ. Ӑна йӑлӑмра вӗҫлесшӗн. Сӑмах май, ку акцие Вӑрман хуҫалӑхӗн федераци агентстви пуҫарнӑ.
Акци кашни ҫулах иртет. Унта республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫ ҫыннисем, общество организацийӗсем, шкул ачисем, студентсем, МИХсем хастар хутшӑнаҫҫӗ. Акцирен нихӑш ҫул та пӑрӑнса юлман ҫынсем те пур. Ҫулсерен унта 500 ытла ҫын хутшӑнать.
Йывӑҫ лартма кӑмӑл пулсан сире ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхи 8 сехетре ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви умӗнче кӗтеҫҫӗ. Адресӗ — Ленинград урамӗ, 33-мӗш ҫурт 62-89-36 е 48-45-42 номерсемпе шӑнкӑравласа ыйтса пӗлме май пур.
Шупашкар кӳлмекӗнче ытти ҫул та акӑшсем пурӑннине хула ҫыннисем тата унта канма анакан ытти хӑна та асӑрханах пулӗ. Ҫак кунсенче вӗсене каллех кӳлмеке пырса янӑ. Йышра ултӑ шурӑ акӑшпа пӗрлех хури те пур. Вӗсемпе пӗрлех Шупашкар кӳлмекӗн акваторине Итали ӑрачӗллӗ хура хур та илем кӳрӗ. Кайӑксем кӗркуннеччен унта пурӑнӗҫ.
Кайӑк-кӗшӗке йӗркеллӗ хӗл каҫарас тесе выльӑх тухтӑрӗ те пӑхса тӑнӑ. Кирлӗ чухне вӑл вӗсене прививка та тунӑ. Кайӑксене тутлӑ та усӑллӑ тӑрантарассишӗни яваплисем А.Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗн ӗҫченӗсем пулнӑ. Шыва кайса янӑ хыҫҫӑн та кайӑксене специалистсем пӑхса тӑрӗҫ: ир те, каҫ та апатлантарӗҫ.
Шурӑ акӑшсене Шупашкара пуҫласа 2004 ҫулта Александр Самаркин усламҫӑ илсе килнӗ. Каярах вӑл хура акӑш та туянас ӗмӗтлине палӑртнӑччӗ. Хурисене Шупашкарти кӳлмеке пӗлтӗр янӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисене савӑнӑҫлӑ хыпар хӑпартлантарнӑ. Хулара зоопарк уҫӑлнӑ.
Унта килти тата тискер чӗрчунсене курма май пур. Пӗтӗмпе зоопаркра 20 яхӑн чӗрчун кӗтес тупнӑ. Зоокӗтес ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Тӗкӗрҫ ращинче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнӑ.
Зоопарка килекенсем кашкӑра, ашака, тилле, кроликсене, поние, сысна ҫурисене, кӑрккасене, чӑхсене, автана, сурӑхсене, качака путеккине, йӗкехӳрене курма пултарӗҫ. Мероприятие ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова та хутшӑннӑ.
Зоокӗтес уҫӑлнӑшӑн ачасем уйрӑмах савӑннӑ. Вӗсем халӗ чӗрчунсене ҫывӑхран курма, вӗсене сӑнама пултарӗҫ.
Чӑваш Енре паян пеликан курнӑ. Ӑна Валерия Никифорова орнитолог Йӗпреҫ районӗнче асӑрханӑ. Кайӑка ларнӑ ҫӗрте ӳкерсе ӗлкӗреймен, анчах вӑл ҫӳл тӳпене хӑпарсан вӑл кадра лекнӗ.
Пеликана курнине орнитологсем хӑпартланса каласа кӑтартнине ӑнланма пулать. Раҫҫейӗн Хӗрлӗ кӗнекинчи ҫак вӗҫенкайӑка пирӗн тӑрӑхра юлашки хутчен 200 ҫул каялла кӑна асӑрханӑ иккен.
2009 ҫулта вара пирӗн тӑрӑхра кӗрен фламинго вӗҫсе иртнине асӑрханӑ. Ку вӑл — архивра ҫырса хӑварнисем тӑрӑх хакласан. Пеликан пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна вӗҫсе ҫӳрекен кайӑк шутланать. Унӑн йӑва ҫавӑракан чи ҫывӑх вырӑнӗ — Атӑлӑн анат тӑрӑхӗ.
Сӗнтӗрвӑрри хулинчи пӗр ҫурт умӗнчи ҫырма тӑрук ишӗлсе аннӑ. Пӗр эрнене яхӑн каялла ҫырма ҫурт еннелле самай «ҫывхарнӑ». Темиҫе метрах…
Ҫырма хӗррипе ҫул иртнӗ. Вӑл та ишӗлсе аннӑ. Халӗ урапасем ҫӳреймеҫҫӗ. Ҫак ҫурт патне халӗ утса ҫитме пулать, анчах транспортпа иртсе каяймӑн.
Кунашкалли унта нихӑҫан та пулман. Ҫурт халӗ ҫырма хӗрринчех. Ун умӗпе урапапа иртеймӗн. Ку ҫул вара 19 ҫурт патне илсе ҫитерет. Ку, ҫынсен шухӑшӗпе, уйра ирӗлнӗ юр шывне урӑх ҫӗрелле яманнипе пулнӑ.
Халӑх вырӑнти администрацие ҫыру ҫырнӑ. Мэрирен комисси килнӗ, пӑхса ҫаврӑннӑ, анчах хальлӗхе нимӗн те туман. Газовиксемпе электричество линийӗн ӗҫченӗсем те сисчевленнӗ. Унта ҫӗр айӗпе газ пӑрӑхӗ иртет-ҫке. Ҫырмаран 5 метрта вара ҫутӑ юписем вырнаҫнӑ.
Ҫак кунсенче Ҫӗмӗрлере «Нам этот мир завещано сберечь» (чӑв. Пире ҫак тӗнчене перекетлеме халалланӑ) ятпа регионсем хушшинчи IV экологи фестивалӗ иртнӗ. Ӑна «ЭКА» симӗссисен общество организацийӗн йӗркеленӗ.
Экологи фестивальне маларах асӑннӑ хулари 3-мӗш вӑтам шкула пуҫтарӑннӑ. Ку шкула ытахальтен суйламан. Вӑл — экологи культурине йӗркелес тӗлӗшпе республикӑн Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин грантне ҫӗнсе илнӗскер.
Экофестивале 2012 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Хутшӑнакансем ҫулсерен йышлансах пынине ӗнентереҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем. Хальхинче 10 районти педагогсем пухӑннӑ. Улатӑр районӗнчисем те ҫитнӗ.
«Естествӑлла циклти чи лайӑх урок» номинацире I степеньлӗ диплома Кувакинӑри Н.А. Чугунова географи учителӗ тивӗҫнӗ. «Пуҫламӑш шкулти чи лайӑх экологи урокӗ тата класс тулашӗнчи мероприяти» номинацире II степеньлӗ дипломпа Алтышевӑри Т.А. Ефимова географа палӑртнӑ. «Экологи интеграцийӗ енчен чи лайӑх урокшӑн» II степеньлӗ дипломпа Стемасри информатика учителӗ Н.М. Сидорова тата пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ Е.В. Волкова таврӑннӑ.
«Ҫурхи хӗвел шевлисене ӑшшӑн сапалать. Урамсене, ял хушшине тирпей-илем кӗртме вӑхӑт ӗнтӗ», — ҫапла лирикӑлла пуҫланӑ Канаш районӗнчи Чарпуҫ ял тӑрӑхӗ вырӑнта ирттернӗ экологи шӑматкунлӑхӗ пирки хыпарланине. Вӑрман Енӗш клубӗнче ӗҫлекенсем алла кӗрепле-кӗреҫе тытса юр айӗнчен тухнӑ ҫӳп-ҫапа пуҫтарма пикеннӗ. «Ушкӑнпа ӗҫ ӳсӗнет», — тенӗ ваттисем. Клуб умӗ самантрах ҫуталчӗ. Тасалӑх куҫа илӗртет, хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм ҫуратать», — ҫунатланнӑн хыпарлаҫҫӗ вырӑнтисем.
Куславкка районӗнчи Энтри Пасар ял тӑрӑхӗнче те тирпей-илем кӳрессипе тимлеме тытӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Асӑннӑ районат ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнчех санитарипе экологи шӑматкунлӑхӗ пуҫланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |