Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «республикӑри чи таса мар вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗ — Вӑрмар». Асӑннӑ муниципалитетра юхӑнса выртакан ҫӳп-ҫап куписем ҫав тери нумай иккен. Ҫавна пулах ӑна Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн регионти уйрӑмӗн пайташӗсемпе республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян тӗл пулнӑ чухне «Генеральная уборка» (чӑв. Тӗплӗ тирпейлӳ) проектӑн кураторӗ Владимир Михайлов вӑрмарсене начар енпе асӑнса хӑварнӑ.
Калаҫу вӑхӑтӗнче вӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри Халӑх фрончӗн проекчӗсем епле пурнӑҫланнине сӳтсе явнӑ. Тавралӑха тирпей-илем кӗртес, ҫулсем ҫинчи путӑксене вӑхӑтра тупса палӑртас тата ытти хӑш-пӗр саманта тишкернӗ, ҫитменлӗхсене вӑраха хӑвармасӑр пӗтермелли пирки калаҫнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпрома» Шупашкарти районсен хушшинчи ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура 3 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Мӗншӗн? Сывлӑша вараланӑшӑн.
Инвентаризаци вӑхӑтӗнче производство лапамӗсенче сывлӑша варалакан 1 пин ытла ҫӑлкуҫ пуррине тупса палӑртнӑ. Ытларахӑшӗ – кремниорганика, водород перекиҫӗн тата ҫурмапродуктсен органика продукчӗсен цехӗсенче.
Ку йӗркене пӑснине палӑртнӑ. Шупашкарти районсен хушшинчи ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакӑншӑн «Химпром» предприятие 3 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ.
Улатӑр районӗнче юрӑхсӑр тепловоза пула вӑрман ҫунма тытӑнни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пушара халь те сӳнтерейменни пирки ҫырнӑ.
Аса илтерер: вӑрман ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫунма тытӑннӑ. Ӑна ҫийӗнчех сӳнтерме тытӑннӑ. Ӗнер ЧР ҫутҫанталӑк министрӗ ку ӗҫ мӗнле пынине тӗрӗсленӗ.
Министр Улатӑр районӗнчи вӑрманти лару-тӑрупа паллаштарнӑ, малашне мӗн тумаллине палӑртнӑ. «Кире лисничествин» директорӗ Александр Мартынов каланӑ тӑрӑх, техника вӑрманти мӗнпур вырӑна кӗреймест, ҫавӑнпа пушар сӳнтерес ӗҫе лесничество ӗҫченӗсем, волонтерсем хутшӑнаҫҫӗ.
«Сӑрҫи» заповедникре вӑрмансенче пушар тухнине пӗлтерекен видеокамера лартма тытӑннӑ. Кунашкалли, «Вӑрманти дозор», унччен Чӑваш Енре пулман.
Камера 360 градус таран ҫаврӑнма пултарать. Ӑна вышка ҫине лартаҫҫӗ, карас телефонӗн ҫыхӑнӑвӗпе усӑ кураҫҫӗ. Сӑнӳкерчӗк компанин серверӗ ҫине килет. Унтан информаци заповедникӑн оператор компьютерӗ ҫине ҫитет. Ятарлӑ программа пушар ӑҫта тухнине палӑртма май парать. Ҫапла майпа пушар ӑҫта тухнине 20–30 минутра тупса палӑртаҫҫӗ.
Кунашкал камерӑсене Раҫҫейре 2010 ҫулта алхаснӑ пушарсем хыҫҫӑн вырнаҫтарма тытӑннӑ. Кун хыҫҫӑн та «Сӑрҫи» заповедникре 5–7 вырӑнта тухнӑ ҫулӑма сӳнтерме тивнӗ. Чулхула облаҫӗнче 50 ытла кунашкал камера вырнаҫтарнӑ. Мари Элте, Чӗмпӗр облаҫӗнче те ку енӗпе ӗҫлеҫҫӗ
Чӑваш Енре тӑван тавралӑха тирпейлемелли шӑматкунлӑхсем пуҫланчӗҫ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗнче ӗҫлекенсем паян алла кӗреплепе шӑпӑр тытнӑ. Ытти чухне чиперленсе ҫӳрекен пуҫлӑхсем ӗҫ тумне тӑхӑнса хӑйсен кантурӗ тавралли территорие тирпейлеме тухнӑ. Ӗҫе Элтепер Администрацийӗн мӗнпур управленийӗпе пайӗ кӳлӗннӗ.
Ҫак шӑматкун, ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, вӗсем Йӑлӑма йывӑҫ лартма кайӗҫ. Ун чух ҫӗршывӗпех йывӑҫ лартмалли кун иртет. Ӑна иртнӗ эрнерех йӗркелеме шутланӑ, анчах юр ҫуса лартни плана ылмаштарма хистенӗ.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Ҫӗмӗрле районӗнче хӗлле пухӑннӑ каяшран икӗ уйӑх хушшинче тасаласшӑннине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ку ӗҫе тума унта икуйӑхлӑх пуҫарнӑ — вӑл акан 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ, ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Ҫанталӑк ҫывӑх вӑхӑтра ӑшӑтмаллине тата ҫав вӑхӑтра вӑрманта пушар тухас хӑрушлӑх вӑйланнине кура Чӑваш Енре пушара хирӗҫле ятарлӑ режим йышӑнма палӑртнӑ. Ку ыйтӑва Чӑваш Енӗн тӳре-шари республика правительствин паянхи ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Канашлӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ.
Чӑваш Енре пушара хирӗҫле ятарлӑ тӑрӑм йышӑннӑ хыҫҫӑн ҫынсене вӑрмана транспортпа кӗрсе тухма чарӗҫ. Кӑвайт умӗнче киленме юратакансен те вӑрманта вут-ҫулӑм чӗртме юрамӗ.
Яваплисене Михаил Игнатьев халӑха асӑрхаттарма чӗнсе каланӑ. Йӗркене пӑсакансен явап тытмаллине те, чӑн та, пирӗнтен кашниех асра тытма тивӗҫ.
Сӑмах май ҫакна та пӗлтермелле: синоптиксем кӑҫалхи ҫу шӑрӑх та типӗ пулать тесе систереҫҫӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Вӑл орнитологсем, экологсем, студентсемпе шкул ачисем валли питӗ меллӗ. Паллах, ӑна ҫутҫанталӑка юратакансем те хаваспах вулӗҫ.
Ҫӗнӗ кӗнеке «Птицы Чувашии. Неворобьиные» (чӑв. Чӑваш Ен кайӑкӗсем. Ҫерҫимаррисем) ятлӑ. Вӑл 1000 экземплярпа тухнӑ. Кӗнекене Л.Н.Воронов, О.В.Глушенков тата ыттисем хатӗрленӗ.
Кӗнекен пӗрремӗш томӗ ҫеҫ тухнӑ-ха. Унта республикӑра тӗл пулакан кайӑксем пирки каласа кӑтартнӑ. Кӗнекере кайӑксен йышӗ пирки, вӗсем ӑҫта пурӑнни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Унта кӑтартнӑ даннӑйсем ҫӗнӗ.
Кӗнекене ҫавӑн пекех сахал тӗл пулакан кайӑксем ӑҫта пурӑннин картосхемине илсе кӑтартнӑ.
Чӑваш Енре тискер чӗрчунсен иммунитетне ҫирӗплетесшӗн. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Иммунизацие ака уйӑхӗн 15-22-мӗшӗсенче ирттерӗҫ. Ҫак тапхӑрта чӗрчунсен шӑтӑкӗ, сукмакӗ тӗлне, уҫланкӑсене приманка хурӗҫ. Ку – ятарлӑ капсула, ун йышне урнӑ чиртен сыхлакан шӗвек кӗрет.
Чӗрчун капсулӑна ҫисен тепӗр 21 кунран унӑн иммунитечӗ ҫирӗпленет. Ку 12 уйӑха тӑсӑлать. Иммунизаци тапхӑрӗнче Чӑваш Енри вӑрмансене 25 пин доза хурса тухӗҫ. Вӑрмана каякан ҫынсене вӗсене илме хушмаҫҫӗ.
Вакцинӑн сиенлӗ енӗсене тупса палӑртман. Иммунизацие 6 ҫул ирттерме сӗнеҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле районӗн официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак тӑрӑх хӗлле хушшинче пухӑннӑ каяшран икӗ уйӑх хушшинче тасаласшӑн. Ку ӗҫе тума икуйӑхлӑх пуҫарнӑ — вӑл акан 1-мӗшӗнче пуҫланӗ те ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче вӗҫленмелле.
Ҫак вӑхӑт хушшинче кашни ял тӑрӑхӗнче юра вӑхӑтра турттарса тухмалли, тӗрлӗ ҫӳп-ҫапран тасатмалли, тирпей-илем кӳмелли, симӗслентермелли мероприятисем ирттерӗҫ. Тӗрлӗ предприятисемпе учрежденисене вара шанса панӑ лаптӑксене хӑйсен вӑйӗпе тасатма, тирпейлеме сӗннӗ. Ку ӗҫе эрнере пӗр хутран кая мар ирттерсен аван пулни пирки каланӑ.
Хӗл иртнӗ хыҫҫӑн тавралӑх ҫӳп-ҫаппа тулни никамшӑн та кӗтменлӗх мар ӗнтӗ. Юр ирӗлнӗ хыҫҫӑн унччен курӑнман каяш ҫиеле тухать, илеме пӑсать. Тирпей-илем кӗртес ӗҫе ҫапла май кашни хӗл хыҫҫӑн ирттерме тивет. Ытларах пайӗпе шӑматкунлӑхсем тӑваҫҫӗ. Чылай чухне ҫак ӗҫ тӳлевсӗр.
Чӑваш Енре пӗлтӗр карӑк, ӑсан, пӑчӑр йышӗ сахалланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах пакша, кашкӑр, мулкач, хир сысни, тилӗ, пӑши, ҫӳлевӗҫ, хир качаки, сӑсар, ӑсан йышланнӑ.
Чӗрчунсен тӗнчи пирки паян республикӑри тӳре-шара канашлӑва пухӑнсах сӳтсе явнӑ. Чӑваш Енӗн Правительствин тунти кунсерен иртекен канашлӑвӗнче ытти ыйтӑва та хускатнӑ.
Республикӑн ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен тата экологи министрӗ Александр Коршунов пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра йӗркене пӑсакан сунарҫӑсен йышӗ нумайланнӑ. Пӗлтӗр вӗсен хисепӗ 2015 ҫулхинчен 2,5 хут йышланнӑ. Нумайӑшне административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Виҫӗ ҫынна пуҫиле ӗҫ пуҫарсах саккун пирки аса илтернӗ. Йӗркене пӑхӑнман сунарҫӑсене пӗлтӗр пӗтӗмпе 354,5 пин тенкӗлӗх штраф хурса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |