Авӑн уйӑхӗн те вӗҫленсе пырать. Ҫанталӑк вара халӗ нормӑран 5-7 градус сивӗрех. Анчах кулянмалли сӑлтав ҫук: юпа уйӑхӗ ӑшӑ ҫанталӑкран пуҫланать.
Канмалли кунсенче ҫумӑр ытлах ҫумӗ, ҫил лӑпланӗ. Хӗвел те пӑхма тытӑнӗ. Кӑнтӑрла термометр 6-11 градус кӑтартӗ. Тунтикун вӑрӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил кӑнтӑртан вӗрӗ. Урамра самаях ӑшӑ пек туйӑнӗ.
Юпан 1-мӗшӗнче ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил вӗрӗ. Аслати те авӑтма пултарать. Сывлӑш температури 10-15 градус таран ӑшӑнӗ. Эрне варринче тинех «ылтӑн кӗркунне» ҫитӗ, 20 градус таранах ӑшӑтӗ.
Ӗнер Чулхулара газ моторӗн топливи енӗпе канашлу иртнӗ. «Газпром» ПАО директорсен канашӗн ертӳҫи Виктор Зубков ертсе пынӑ ларӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
Виктор Зубков ҫӗршывра газпа ӗҫлекен моторсен шучӗ анлӑн сарӑлнине палӑртнӑ. Топливо вырӑнне ҫутҫанталӑк газӗпе усӑ курас текенсен йышӗ ӳссе пырать. Юлашки вӑхӑтра ҫак йыш 2,5 хута яхӑн ӳснӗ.
«Газ тултарма май паракан компрессор станцийӗсем ҫителӗксӗр. Ҫӗнӗ объектсем хута ярсан ҫитес вӑхӑтра республикӑра чылай ыйту татӑлӗ. Транспортра тарифсене чакарма май килӗ. Ҫак ыйту ялсемпе хуласенче пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Халӑх кулленех тӗрлӗ транспортпа усӑ курать. Ҫутҫанталӑк газӗ тӑван тавралӑха та сиен кӳмӗ», — тенӗ канашлу хыҫҫӑн Чӑваш Ен пуҫлӑхӗ.
Газ заправкисене ҫӗршывӑн регионӗсенче уҫма 2019 ҫулта федераци хыснинче 3,3 миллиард тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Кӑҫал вӗсене 87, килес ҫул 117 уҫасшӑн.
Чӑваш Ен «Сохраним лес» (чӑв. Вӑрмансене упрар) Пӗтӗм Раҫҫейри кӗрхи акцие хутшӑнӗ.
Чӑваш Ен Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин пуҫарнӑ «Экологи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн йӗркелӗҫ. Наци проектне пурнӑҫласа пирӗн тӑрӑхра «Сохранение лесов» (чӑв. Вӑрмансене упрасси) регионти программа йышӑннӑ.
Вӑрман лартмалли акцие ҫӗршывӑн мӗнпур регионӗнче ирттерӗҫ. Ӑна Федерацин вӑрман хуҫалӑхӗн агентстви пуҫарнӑ. Акци тӗллевӗ — халӑха вӑрмансене чӗртсе тӑратасси тата сарасси пирки шухӑшлаттарасси.
Шупашкарта акцие Йӑлӑмра ирттерме йышӑннӑ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, юпа уйӑхӗн 5 тата 12-мӗшсенче пулӗ. Акцие хутшӑнакансем 2010 ҫулхи пушарта шар курнӑ лаптӑксене хунав лартӗҫ.
Иртнӗ эрнере кӑна Чӑваш Енре шӑрӑхчӗ. Паян вара – чӑн-чӑн кӗркунне. Ку кӑна мар-ха, синоптиксем юр ҫума пултарасси пирки пӗлтереҫҫӗ.
Вырсарникун ҫӗрле юр ҫума пултарӗ, вӑл ҫӗр ҫинче пӗр вӑхӑт выртӗ. Уйрӑмах ку тинӗс шайӗнчен 100 метр ҫӳлерех вырнаҫнӑ ял-хуласене пырса тивет. Ку шута Шупашкар та кӗрет.
Ҫӗрлесерен 0 градус ҫеҫ пулӗ, кӑнтӑрла та ӑшах мар. Ҫитменнине, ҫил самай вӑйлӑ вӗрӗ.
Ытларикунран пуҫласа 5 градус таранах сивӗтӗ, кӑнтӑрла 2-7 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Эрнекун каллех ҫӗр ҫийӗн юр ларма пултарать.
Ҫанталӑк чӑннипех те савӑнтарать вӗт! Чӑнах та ҫуллахи пек шӑрӑх тӑрать. Термометр 25 градус таранах кӑтартать. Кун пекки утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче пулать. «Карчӑк ӑшши» ку!
Анчах, шел те, лайӑх ҫанталӑк пирӗнпе сывпуллашать. Ыран уйӑх тулать, ҫавна май ҫанталӑк та улшӑнать. Ыран ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫапах сывлӑш температури 20-15 градус пулӗ. Вырсарникун 13-18 градус ҫеҫ кӑтартӗ. Циклон килнӗ май ҫумӑр ҫӑвӗ, аслати авӑтма пултарӗ. Ҫӗрле 2-7 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ.
Тунтикун ҫиллӗ, ҫумӑрлӑ ҫанталӑк тӑрӗ, сывлӑш температури 11-16 градус ҫеҫ ӑшӑнӗ. Юнкун ҫумӑр нумай ҫӑвӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче ҫумӑр ҫума чарӑнӗ, вырсарникунччен сывлӑш температури 7-12 градус ҫеҫ пулӗ.
Ҫулла вӗҫленсе пырать, анчах ҫанталӑк ӑшӑпа савӑнтармасть-ха. Чылайӑшӗ, ахӑртнех, авӑн уйӑхӗ ӑшӑ пуласса шанать. Эппин, синоптиксене итлер-ха.
Чӑнах та, авӑн уйӑхӗн лайӑх ҫанталӑкран пуҫланать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, 4-8-мӗшӗсенче сывлӑш температури 22-27 градус таран ӑшӑнӗ, уяр пулӗ. Ку «карчӑк ӑшши» ӗнтӗ.
Анчах ку нумайлӑха тӑсӑлмӗ. Иккӗмӗш декадӑра чӑн-чӑн кӗркунне ҫитӗ: ҫумӑр ҫӑвӗ. Уйӑх варринче сивӗ, ӑмӑр ҫанталӑк тӑрӗ, 8 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ.
Виҫҫӗмӗш декадӑра антициклон хуҫаланӗ. Уяр пулсан та сывлӑш температури 8-13 градус ҫеҫ ӑшӑнӗ, ҫӗрлесерен тӑм ӳкӗ. Авӑнӑн 26-27-мӗшӗсенче вара юр ҫума пултарассине систереҫҫӗ синоптиксем.
Синоптиксем ҫанталӑк пирки мӗн калаҫҫӗ? Тин кӑна ҫуллахи ҫанталӑк савӑнтарчӗ. Кӗҫех кӗрхи ҫанталӑк ҫитӗ.
Ыран республикӑра ҫумӑр ҫӑвӗ, аслати авӑтма пултарӗ. Ҫапах ҫанталӑк ӑшӑ тӑрӗ. Юнкун вара сивӗтӗ, кӑнтӑрла 8-13 градус ҫеҫ пулӗ, ҫил вӑйланӗ.
Кӗҫнерникун ҫанталӑк лайӑхланма пуҫлӗ, 15 градус таран ӑшӑтӗ. Ҫӗрле вара тӑм ӳкме пултарать.
Канмалли кунсенче ӑшӑ сывлӑш килӗ, вырсарникун 18-20 градус тӑрӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑнӑн 2-5-мӗшӗнче 25 градус таран ӑшӑтма пултарӗ.
Ӗнер Чӑваш Енре шӑрӑх ҫанталӑк тӑчӗ. Кунашкалли тахҫантанпах пулманччӗ. Малашне ҫанталӑк мӗнпе тӗлӗнтерӗ-ха?
Ҫитес кунсенче ҫумӑр ҫукалӗ. Шӑматкун кӑнтӑрла ҫумӑр пулӗ, кӑштах сивӗтӗ: 18-23 градус. Вырсарникун ҫанталӑк лайӑхланма тытӑнӗ, сывлӑш температури 24-29 градус ӑшӑнӗ.
Тунтикун кӑштах сивӗтӗ, аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарӗ. Ытларикунран тинех ӑшӑ та типӗ ҫанталӑк хуҫаланма тытӑнӗ. Ҫурла уйӑхӗн 19-22-мӗшӗсенче 25-30 градус шӑрӑх тӑрӗ, тӳлек ҫил вӗрӗ.
Ҫурлан 24-25-мӗшӗсенче кӑштах сивӗтме пултарӗ: 20-25 градус ҫеҫ пулӗ, ҫумӑр ҫумӗ.
Кун пек сивӗ ҫанталӑк савӑнтармасть-и? Кулянма тӑхтӑр-ха, ҫулла пӗтмен! Тинех пирӗн пата 30 градус шӑрӑх таврӑнӗ.
Паян ҫӗрле самай сивӗ пулӗ-ха, 4-9 градус ҫеҫ ӑшӑ. Тепӗр тесен, кӑнтӑрла та сивӗрехчӗ, ҫил вӑйлӑччӗ. Ытларикун хӗвел савӑнтарӗ, кӑнтӑрла 15-20 градус ӑшӑтӗ. Юнкун вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫума пултарӗ. Кӗҫнерникун чӑн-чӑн ҫулла пекех пулӗ: сывлӑш температури 22-27 градус таран ӑшӑнӗ. Анчах аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарӗ.
Хальлӗхе синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, эрнен иккӗмӗш ҫурринче шӑрӑх ҫанталӑк тӑма пултарӗ.
Вести.ру сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӳлти Атӑл тӑрӑхӗнчи регионсене вӑйлӑ ҫумӑрсем ҫитме пултараҫҫӗ. Япӑх ҫанталӑк Чӑваш Енрен те пӑрӑнмӗ ахӑртнех.
Ку эрнере ҫанталӑк питех савӑнтармарӗ: Раҫҫейри темиҫе регионта вӑйлӑ ҫумар ҫунӑ. Хӑш-пӗр тӑрӑхра пӗр талӑкра пӗр уйӑхри норма чухлӗ ҫумӑр ӳкнӗ. Халӗ циклон Чулхула, Киров облаҫӗсем, Чӑваш Республики еннелле каять. Ҫитменнине, сывлӑш температури самаях анӗ: 10-12 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ.
Вӑйлӑ ҫумӑр ҫунӑ регионсенче халӗ тавралӑха йӗркене кӗртеҫҫӗ. Хӑш-пӗр тӑрӑхра пахчасем шыва кайнӑ, ҫулсем юхӑннӑ, машинӑсем сиенленнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |