Хӗллехи сивӗ хӗл кунӗсенче самантлӑха та пулин ӑшӑ ҫӗре лекме пирӗнтен чылайӑшӗ ӗмӗтленет пулӗ. Ытти ҫул ют ҫӗршывсене кайма май килнӗ пулсан, кӑҫал ун пек май ҫукпа пӗрех. Чикӗ леш енне пули-пулми тухса каяймӑн. Хамӑр патра ҫу кунӗсем ҫитессе ҫеҫ кӗтме тивет.
«Smartavia» авиакомпани халех ҫуллахи кану пирки шухӑшлама сӗнет. Вӑл хӑш-пӗр рейспа билетсене сутма тытӑннӑ та ӗнтӗ. Ҫав шутра Шупашкартан Симферополе вӗҫекен самолет та пур.
Авиакомпани Чӑваш Ене Крымпа 2021 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен ҫыхӑнтарасшӑн.
Рейссен расписанийӗпе тата тарифсемпе авикомпанин сайтӗнче паллашма пулать.
Паян, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ирхи 6 сехет те 35 минутра «М-7» федераци ҫулӗ ҫинче пысӑк инкек пулса иртнӗ. Етӗрне районӗнчи Урпаш ялӗ тӗлӗнче «Ниссан-Тиида» автомобиль «Ман» грузовикпа ҫапӑннӑ. Фура Мускав енне каяканскер пулнӑ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫӑмӑл машина ансӑрланса пыракан ҫулпа пынӑ чух кӑштахран хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ. Руль умӗнче хӗрарӑм пулнӑ.
Инкекре «Ниссан» водителӗ тата икӗ пассажир вилнӗ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Куславкка районӗнче фура ҫул хӗррине тухса кайса тӳнсе кайнӑ. Инкекре водитель аманнӑ. Кун пирки патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗ пӗлтернӗ.
Пысӑк тиевлӗ машина рулӗ умӗнче 28 ҫулти арҫын пулнӑ. Хут тиенӗ машинӑпа вӑл Хусан енне кайма тухнӑ. Куславкка районӗнче машина ҫул айккине чӑмнӑ, йывӑр тиевлӗскер тӳнсе кайнӑ.
Инкекре ытти машина шар курман. Фурӑн аманнӑ водительне пульницӑна ӑсатнӑ.
Раштав уйӑхн 24-мӗшӗнче, ирхи 9 сехет тӗлӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта маршрут автобусӗпе «КамАЗ» автомобиль ҫапӑннӑ. Инкек Промышленность урамӗнче пулса иртнӗ.
Чӑваш Енӗн прокуратуринче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, груз турттармалли машина автобуса ҫул паман тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Маррутка водителӗ тата автобусри виҫӗ пассажир аманнӑ. Вӗсенчен пӗрне пульницӑна илсе кайнӑ.
Чӑваш Республикин прокуратури хушнипе яваплисем тӗрӗслев ирттерӗҫ. Вӗсен светофор мӗншӗн ӗҫлеменни таранах палӑртмалла.
Вӑрмар районӗнчи прокуратура вырӑнти ҫынсем ыйтнипе тротуар пуррипе ҫуккине тӗрӗсленӗ.
Вӑрмарсем надзор органне пӗлтернӗ тӑрӑх, «Вӑрмар-Кавал-Нурлат» ҫул хӗррипе тротуар сарман. Ҫавна май ача-пӑчана ҫӳреме хӑрушӑ, вӗсем машина айне ним мар лекме пултараҫҫӗ. Асӑннӑ ҫул хӗррипе ачасене ашшӗ-амӑшӗ ача пахчине илсе каять, ватӑ ҫынсем чиркӗве кайса килеҫҫӗ, район ҫыннисем те унтан иртсе ҫӳреҫҫӗ.
Кӑлтӑка тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн прокуратура «Чӑвашупрдор» хысна учрежденийӗн директорӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан ячӗпе хут ҫырса панӑ, унта кӑлтӑка пӗтерме хистенӗ. Анчах предприяти ӗҫе тытӑнман. Ҫавна май прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ. Суд тавӑҫпа килӗшнӗ, предприятие ҫулталӑкра тротуар сарма хистекен хушу кӑларнӑ.
Ултавҫӑсем темле май тупса та улталаҫҫӗ. Банкра сирӗн ятпа такамсем кредит илесшӗн, эпир ҫавӑнтан сире сыхлӑпӑр тесе калаҫҫӗ, тавар сутакансемпе туянакансене те шӑнман пӑр ҫине лартса яраҫҫӗ. Халӗ тата ҫула тухас тесе улталаннӑ тӗслӗхсем те пур.
Шупашкар хулинче 20 ҫулти хӗр Хусана кайма ҫула май машина тупас тенӗ. Кӑштахран пикепе палламан арҫын ҫыхӑннӑ, вӑл хӑйӗнпе машина водителӗ тесе палаштарнӑ. Хӗрӗ ҫул укҫине куҫарса памалла каҫӑ ярса панӑ. Унта банк карттин номерне те, ыттине те кӑтартма тивнӗ. Хӗр банк картти ҫинчи 17 пин ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Ҫавӑн пек меслетпе Шупашкарти 22 тата 43 ҫулсенчи хӗрарӑмсем улталаннӑ. Ултавҫӑсене пӗри 3 пин тенкӗ куҫарса панӑ, тепри — 7 200 тенкӗ.
Паян 17 сехет те 15 минутра Шупашкарта Трактор тӑвакансен проспектӗнче, Пульница комплексӗнчен инҫех мар, васкавлӑ медпулӑшу машинипе автобус ҫапӑннӑ.
33 маршрутпа ҫӳрекен автобус мигалкӑпа пыракан васкавлӑ медпулӑшу машинине ирттерсе яман, ун ҫине пырса кӗнӗ.
Ҫав вӑхӑтра васкавлӑ медпулӑшу машини шӑпӑрлана Ача-пӑча медицина центрне илсе кайма тухнӑ. Юрать-ха, салонри ача суранланман. Фельдшера вара тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Ачана вара урӑх васкавлӑ медицина машинипе илсе ҫитернӗ.
Шупашкар районӗнче каллех авари пулнӑ. Аса илтерер: ӗнер Чантӑр ҫывӑхӗнче пулнӑ аварире 6-ри хӗрача тата 67-ри арҫын вилнӗ.
Паян 10 сехет те 32 минутра М-7 ҫулӑн 629-мӗш ҫухрӑмӗнче виҫӗ машина ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Фольксваген» дистанцие пӑхӑнман, малта пыракан «Киа» ҫине тӑрӑннӑ. Унтан вӗсем ҫине «Лада Приора» пырса кӗнӗ.
«Киа» салонӗнче Пушкӑртстанри 38 ҫулти водитель, унӑн 2-ри, 4-ри тата 6 ҫулти хӗрӗсем пулнӑ. Вӗсем пурте ятарлӑ креслӑра ларнӑ. Ачасене пульницӑна тӗрӗслеме илсе кайнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем вӑйлах суранланман.
Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче каҫхине, 17 сехет те 45 минутра, «Атӑл» М-7 ҫул ҫинче, Ҫӗрпӳ районӗнче, виҫӗ машина ҫапӑннӑ.
«Рено-Дастер» автомобиль малтан «Ман» фура ҫине пырса кӗнӗ, унтан — «Дэу-Нексиа» машинӑпа тӑрӑннӑ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «Рено» автомобиль тӗп ҫул ҫине тухнӑ чухне грузовика ирттерсе яман. Инкекре ҫӑмӑл машинӑн водителӗн 38 ҫулти арӑмӗ йывӑр суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Вӑл водительпе юнашар ларнӑ. Машина хӗрарӑм ларнӑ енчен пырса ҫапӑннӑ.
«Рено» водителӗ, Ҫӗрпӳ районӗнчи 39 ҫулти арҫын, ӳсӗрри палӑрнӑ. Каярах ӑна хӑйне те тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Ҫул-йӗр правилине пӑснӑшӑн, ҫав шутра хӑвӑртлӑха ӳстернӗшӗн те, пӗлтӗр ҫак водителе административлӑ майпа 5 хутчен явап тыттарнӑ.
Паян 11 сехетре Шупашкар тата Хыркасси хушшинчи, Чантӑр ҫывӑхӗнче, ҫул ҫинче хӑрушӑ авари пулнӑ. Шел те, ҫухату та пысӑк. Аварире ача тата аслӑ ӳсӗмри пӗр ҫын вилнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Мерседес» водителӗ, 67-ри арҫын, Шупашкар еннелле кайнӑ чухне ҫул пӑрӑнӑшӗнче руле итлеттереймен, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса «Мицубисипе» ҫапӑннӑ. «Мерседес» водителӗ аварире чӗрӗ юлайман. «Мицубисире» пулнӑ 6 ҫулти хӗрача та, шел те, вилнӗ. Вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫҫиххипе ҫыхӑннӑ пулнӑ, «бустер» ҫинче ларнӑ.
«Мерседес» водителӗн 63-ри арӑмӗ, «Мицубисири» арӑмӗпе упӑшки /хӗрачан ашшӗ-амӑшӗ/ тата вӗсен 4-ри ывӑлӗ чӗрӗ юлнӑ, анчах аманнӑ. Пӗчӗк арҫын ача ятарлӑ креслӑра ларнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |