Канашран Шупашкара килекен пуйӑс расписанийӗ вӑхӑтлӑха ылмашӗ.
«Раҫҫей чукун ҫулӗсем» акционерсен уҫӑ обществин Чулхулари филиалӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, расписание икӗ кунлӑха ҫеҫ улӑштарӗҫ.
Канашран республикӑмӑрӑн тӗп хулине килекен пуйӑс авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тата юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче станцирен 4 сехет те 34 минутра хускалӗ. Халӗ вӑл унтан 3 сехет те 51 минутра тапранать. 43 минут каярах хускални Ишлей станци патӗнче ҫула юсанипе ҫыхӑннӑ. Канашрах каярах тухнине кура ытти станцие те пуйӑс 43 минут каярах ҫитӗ. Шупашкарта вӑл 6 сехет те 58 минутра пулӗ.
Ҫул ҫӳрекенсемшӗн пӗлтерӗшлӗ тепӗр йышӑну тунӑ. Ҫӗршывӑн премьер-министрӗ Михаил Мишустин Раҫҫее Беларуҫ, Казахстан, Кӑркӑстан тата Кӑнтӑр Корея ҫыннисене килме ирӗк панӑ.
РФ Правительствин йышӑнӑвне алӑ пусни асӑннӑ ҫӗршывсене паянтан самолетсем вӗҫме тытӑннипе ҫыхӑннӑ. Кӑнтӑр Корейӑна сывлӑшри транспорт каярах, авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ҫӳреме пуҫлӗ.
«Российская газета» РФ Правительствин йышӑнӑвне тӗпе хурса хыпарланӑ тӑрӑх, самолетсем эпир маларах асӑннӑ ҫӗршывсен тӗп хулисене: Минска, Нур-Султана, Бишкека тата Сеула — эрнере пӗрер рейс тӑвӗҫ.
Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗнӗ Выҫли ялӗнче пурӑнакансем Канаша автобус ҫӳременнишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Ҫак ыйтӑва вӗсем Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев патне ҫырса янӑ. Ҫынсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Олег Алексеевич патне вӗсем унччен те шӑрҫаланӑ. «Икӗ уйӑха яхӑн иртрӗ. Маршрут уҫӑлмарӗ», – пӑшӑрханаҫҫӗ ҫӗнӗ выҫлисем.
Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, ял ҫыннисен Канаша такси е уйрӑм ҫынсен машинисене тытса кайса килме тивет.
Олег Николаев хуравланӑ тӑрӑх, «Канаш–Ҫӗнӗ Выҫли» маршрутпа пассажирсене турттаракана палӑртма республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви конкурс ирттернӗ, анчах унта хутшӑнакан тупӑнман. Юпа уйӑхӗнче конкурса ҫӗнӗрен йӗркелеме палӑртаҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ирхи 3 сехет те 23 минутра «Волгоград – Саратов» ҫул синче Чӑваш Енре пурӑннӑ икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Авари Волгоград облаҫӗнче пулнӑ.
«Митцубиси Лансер» руле умӗнче 31 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӑл – Чӑваш Енрен. Вӑл, шел те, вилнӗ. Тепӗр ҫыннӑн та, 33-ри арҫыннӑн, пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Волгоградра пурӑннӑ 70 ҫулти старикӑн та ҫав аварире чӗри тапма пӑрахнӑ.
«Фольксваген Пассат» машинӑри тӑватӑ ҫын аманнӑ.
Сывлӑх сыхлавӗ валли вертолет туянассине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Асӑннӑ транспорт эрнере 7 сехет, талӑкра 24 сехет ӗҫлӗ. Ӑна Шупашкара илсе килнӗ ӗнтӗ, вӑл тӗп хуламӑрти аэропортра ларать.
2020-2022 ҫулсенче санитари авиацийӗ икӗ хулапа тӑватӑ район никӗсӗ ҫинче ӗҫлеме тытӑнӗ. Вӑл Шупашкар, Канаш хулисенче, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Патӑрьел тата Етӗрне районӗсенче анса ларӗ.
Кӑҫал вертолет сывлӑша 47 хутчен хӑпармалла. Ку вӑл сывлӑшра пурӗ 108 сехет пулассине пӗлтерет.
Вертолет салонӗнче икӗ медӗҫчен тата пӗр пациент валли вырӑн пур. Сывлӑш транспортне «Русские вертолетные системы» (чӑв. Вырӑс вертолет тытӑмӗ) общество ӗҫлеттерӗ.
Паян вертолет Патӑрьел районӗнчи пӗр арҫынна васкавлӑ операци тума Шупашкарти пульницӑна 35 минутра илсе килнӗ.
Авӑнӑн 4-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Ҫатракасси ҫывӑхӗнче авари пулнине пӗлтернӗччӗ. Шкул автобусӗ ҫине «Лада Приора» пырса кӗнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, автобус водителӗ ҫӑмӑл автомашинӑна ҫул паман.
Аса илтерер: «Приора» салонӗнче арҫын тата икӗ ача пулнӑ. Авари хыҫҫӑн ҫӑмӑл машинӑн водителӗ, 34 ҫулти арҫын, вилнӗ. Ачасене пульницӑна илсе кайнӑ. Шел те, паян хурлӑхлӑ хыпар пӗлтернӗ. 8 ҫулти арҫын ача та вилнӗ. 6-ри ача пульницӑра.
Палӑртмалла: ачасем салонра ятарлӑ креслӑра ларман, пиҫиххипе ҫыхӑнман. Автобус водителӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Атӑл тӑрӑх пӑрахутсем ҫӳреме чарӑнӗҫ. Ҫакӑн пек йышӑнӑва Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ӗнер алӑ пуснӑ, ӑна паян хула администрацийӗн сайтӗнче пичетленӗ.
Ӗҫлӗ хутра палӑртнӑ тӑрӑх, юханшыв навигацине тунтикун, авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, чарса лартӗҫ.
Пассажирсене пӑрахутпа «Шупашкар – Йӑлӑм – Шупашкар» тата «Шупашкар-Сулахай ҫыранти пляж» маршрутпа турттарма пуҫласси ҫинчен калакан йышӑнура ҫуллахи навигаци ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пуҫланассине каланӑччӗ.
Кӑҫал пляжсене официаллӑ майпа уҫманран пӑрахутсем пӗр вӑхӑтра Сосновкӑна ҫеҫ хутланӑ, каярах юханшыв траснпорчӗ Атӑлӑн сулахай ҫыранне ҫӳреме тытӑннӑ.
Халӑха уҫӑлма Атӑл тӑрӑх илсе каякан рейссене Шупашкарти юханшыв порчӗ халех чарса лартмӗ. Вӗсем ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче уҫӑлнӑччӗ.
Авӑн уйӑхӗн 2 тата 3-мӗшӗсенче Улатӑр шосси урлӑ каҫма май килмӗ. Унта чукун ҫула юсанӑ май каҫӑна вӑхӑтлӑха хупса хурӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, юсав ӗҫӗ авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 22 сехетрен пуҫласа авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнчи ирхи 5 сехетчен пырӗ.
Вӑл вӑхӑтра машинӑсем Ҫӗнӗ Лапсар патӗнчи чукун ҫул урлӑ каҫма пултарӗҫ. Вӑхӑтлӑх чӑрмав кӳнӗшӗн хула администрацийӗ ҫынсенчен каҫару ыйтнине пӗлтернӗ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, 16 сехет те 20 минутра Кӳкеҫ поселокӗнчи Совет урамӗнче 4 ҫулти ача аварие лекнӗ. Печӗкскер ҫул ҫине ӑнсӑртран сиксе тухнӑ та кустӑрма айне пулнӑ. Кун пирки ҪҪХПИ пӗлтерет.
«Киа Рио» иномарка ҫулпа пынӑ. Тӑрук ача сиксе тухнӑ. Водитель чарӑнса ӗлкӗреймен. Ачана ҫийӗнчех пульницӑна илсе кайнӑ. Вӑл суранланнӑ, халӗ пульницӑра выртать.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Патӑрьел районӗнчи Ыхракасси ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ хӑрушӑ аварире тӑватӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн специалисчӗсем «Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен транспорт ӗҫ-хӗлне тӗрӗсленӗ. Халӑха турттаракан транспорт епле ӗҫленине пахаланӑ май миҫе минутра пӗрре хутланине, маршрут ҫинче миҫе машина пуррине шутланӑ.
Палӑртнӑ интервала пӑхӑнмасть иккен транспорт. Маршрут ҫинче транспорт шучӗ ҫителӗксӗр. Ҫавӑнпа пассажирсен ир-каҫ пушшех нушаланма тивет. Пӗрре — вӑрах кӗтнипе, тепре — салон лӑк туллипе. Тепӗр чарӑнусенче транспорт чарӑнмасӑр иртсе кайнишӗн те ҫынсем пӑшӑрханаҫҫӗ.
Маршрут хуҫисемпе кӑлтӑка сӳтсе явма республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви ятарлӑ канашлу ирттерме палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |