Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 21 сехетре «Сӗнтӗрвӑрри – Аксарин» ҫулӗ ҫинче пулнӑ инкекре хӗр вилнӗ. Вӑл 15 ҫулта пулнӑ.
ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Хендай Солярис» машина водителӗ ҫулӑн тепӗр енчи хӗррине тухса кайса хӗр ҫине пырса кӗнӗ.
Иномарка водителӗ ӳсӗр пулни паллӑ. 15 ҫулти хӗрӗн кӑҫал 9-мӗш класа каймалла пулнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Ен ҫыннисем Китайран таврӑннӑ. Вӗсене унтан ятарлӑ рейспа илсе килнӗ. Самолет Мускаври Шереметьево аэропортне илсе ҫитернӗ. Ентешӗмӗрсем халӗ – Муркаш районӗнчи обсерваторта икӗ эрнелӗх карантинта.
Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗ тӗлне илсен, Раҫҫей тулашӗнче тӑрса юлнисем – 246 ҫын.
Чикӗ леш енчен кӑҫалхи ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн пирӗн тӑрӑхри 161 ентеше таврӑнма пулӑшнӑ. Ҫав шутра 29 ҫынна – Индирен, 28 – АПШран, 16 – Таиландран, 9 – Китайран, 8 – Италирен, 7 – Узбекистанран, 6-шар ҫынна – Испанирен, Израильтен, Индонезирен, Велокобританирен, Турцирен, 5 – Германирен, 4 – Францирен, 2-шер ҫынна – Мексикӑран, Кӑнтӑр Африкӑран, Грецирен, Кипртан, Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсенчен, Таджикистанран, Аргентинӑраны, 1-ер ҫынна – Кӑркӑстанрани, Кӑнтӑр Корейӑран, Латвирен, Португалирен, Шри-Ланкӑран, Иорданирен.
Шупашкарти аэропорт тинех унчченхилле ӗҫлеме тытӑннӑ. Ку хыпара аэровокзал Инстаграмра паян пӗлтернӗ.
Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен самолетсем Мускава ирпе те, каҫпа та вӗҫме тытӑннӑ. Рейссене пурнӑҫлаканни — «Победа» авиакомпани. Ирхи самолет Мускава Шупашкартан 10 сехет те 10 минутра хускалать, каҫхине — 21 сехет те 45 минутра.
«Smartavia» авиакомпани эрнекунсерен Симферополе вӗҫет. Унӑн самолечӗ 9 сехет те 30 минутра каять. «Nordwind» авиакомпани самолечӗсем тунтикун Шупашкартан 19 сехетре вӗҫсе кайӗҫ, эрнекун — 12 сехетре.
Сочине кӗҫнерникунпа вырсарникун «Победа» илсе ҫурӗ. Шупашкартан унӑн самолечӗ 20 сехетре тапранӗ. Авиакомпани малтанласа ытларикуна палӑртнӑ рейссем ку уйӑхра пулмӗҫ.
«Победа» Шупашкара Питӗрпе те ҫыхӑнтарӗ. Унӑн самолечӗсем ытларикунсерен, кӗснерникунсерен тата шӑматкунсерен вӗҫӗҫ. Шупашкартан 11 сехет те 45 минутра хускалӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Пӑрмас ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ аварире ача шар курнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл автомашина водителӗ руле итлеттереймен – транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та грузовикпе ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл автомашина рулӗ умӗнче Питӗрти 33-ри арҫын пулнӑ, грузовикре – Ростоври 35 ҫулти арҫын.
Хыҫалта ларнӑ ача суранланнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу киличчен вӑл тӑнне ҫухатнӑ. Тухтӑрсем ӑна шина хунӑ, ыратнине ирттерекен укол тунӑ, ӳпкене сывлаттармалли аппарат лартса пульницӑна, Шупашкара, илсе кайнӑ. Вӗсене хирӗҫ реанимаци машини тухнӑ. Ҫур ҫулта вӗсем тӗл пулнӑ, реанимаци мероприятийӗсем ирттерсе ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ. Халӗ вӑл реанимаци уйрӑмӗнче выртатать, сывлӑхӗ йывӑр.
Шупашкарти аэропорт ӗнер тепӗр ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Тӗрӗссипе, ун пирки вӑл малтанах систернӗччӗ. Анчах маларах вӑл хыпара иккӗленерех йышӑннӑччӗ. Сӑмахӑмӑр Мускава вӗҫекен самолетсен расписанийӗ улшӑнасси пирки пырать. Тӗрӗсрех каласан, каҫхи рейссем юлӗҫ-ха. Ун ҫумне кӑнтӑрлахи хутшӑннӑ.
Ӗнертен, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен, «Победа» авиакомпани самолечӗсем Шупашкартан ирхи 10 сехет те 10 минутра вӗҫме тытӑннӑ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинчен ирхи рейс 8 сехет те 20 минутра пулать. Лоукостер самолетсене кашни кунах ҫӳретессине пӗлтернӗ. Ҫапла вара Шупашкартан кунне икӗ рейс пулӗ. Каҫхи самолет Мускавран 19 сехет те 50 минутра хускалӗ, кунтан вӑл 21 сехет те 45 минутра вӗҫсе кайӗ.
«Победа» малтанхиллех «Внуково» аэропорта илсе ҫитерет.
Ҫул урлӑ каҫнӑ чухне асӑрханмалла тата тимлӗ пулмалла. Ҫакна аса илтерес тесе Шупашкарта «Говорящие переходы» (чӑв. Ҫул урлӑ каҫмалли калаҫакан выӑнсем) акци пуҫарнӑ.
Ӑна ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем, Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Елена Нестерова тата «Вместе» (чӑв. Пӗрле) халӑх организацийӗн пайташӗ Дмитрий Кудряшов пуҫарнӑ.
Шупашкар хулин кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнсенче аслисемпе ачасем валли ятарлӑ чӗнӳсем ҫырса хурӗҫ. Вӗсем шкулсем, ача пахчисем, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсем ҫывӑхӗнчи тротуарсем ҫинче пулӗҫ.
«Наушника кӑлар», «Телефонтан тух», «Велосипед ҫинчен ан», «Ачана ҫавӑт» йышши асӑрхаттарусем ҫул урлӑ каҫнӑ чух тимлӗ пулмаллине аса илтерӗҫ.
Паян 17 сехет те 40 минутра Шупашкарта васкавлӑ медпулӑшу машини ҫаврӑнса ӳкнӗ. Авари «Терминал» базӑна хирӗҫ пулнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ сигналсем ҫутнӑ васкавлӑ медпулӑшу машини пӑрӑнма пуҫланӑ, ун ҫине ҫӑмӑл машина пырса кӗнӗ. Вӑл Кӳкеҫ енчен килнӗ, светофор симӗс ҫутӑ чухне пынӑ.
Васкавлӑ медпулӑшу машини аяк ҫине ҫаврӑнса ӳкнӗ те «Ниссанпа» ҫапӑннӑ. Аварире 4 ҫын аманнӑ: «Шевроле» пассажирки, васкавлӑ медпулӑшу водителӗ тата икӗ медик. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен суранӗсем йывӑрах мар. Юрать, васкавлӑ медпулӑшу машининче пациент пулман. Тухтӑрсем шӑпах ун патне кайма тухнӑ пулнӑ.
Атӑл тӑрӑх пӑрахутсем ҫӳреме пуҫлӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, юханшыв навигацине ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен уҫӗҫ.
Пассажирсене пӑрахутпа «Шупашкар – Йӑлӑм – Шупашкар» тата «Шупашкар-Сулахай ҫыранти пляж» маршрутпа турттарӗҫ.
Пӑрахутсене ҫӳретме самай тӑкаклӑ. Ҫавна республика Правительствипе Шупашкар хула администрацийӗнче аван ӑнланаҫҫӗ. Пассажирсене турттарса тӑкакланнин пӗр пайне «Шупашкарти юханшыв порчӗ» акционерсен обществине хула хыснинчен саплаштарӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав тӗллевпе 7 миллион та 95 пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Ҫапла пулӑшни юханшыв трамвайӗн хакне ҫынсемшӗн меллӗ тума пулӑшӗ.
Шупашкарти троллейбус управленине патшалӑх пулӑшӑвӗ тивӗҫнӗ. Кун пирки республикӑн тӗп хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра ҫырнӑ. Троллейбус управленийӗ 2 процентлӑ кредит 167 миллион тенкӗлӗх илнӗ. Кивҫен укҫана предприятие кредит учрежденийӗсенчен пӗри пама килӗшнӗ.
Алексей Ладыков шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫӑмӑллӑхлӑ кредит 1700 ытла ҫын валли ӗҫ вырӑнне упраса хӑварма май парӗ. Тепӗр майлӑ каласан, республикӑн тӗп хулинчи троллейбус ҫыхӑнӑвне тӑнӑҫлӑ ӗҫлеттерме пулӑшӗ. Предприяти кунсерен 200-е яхӑн пин пассажира турттарать.
Сӑмах май каласан, вӑл укҫана трллейбуссен паркне ҫӗнетме уйӑрассине шарламан.
«Дорисс» тӗп директорӗ Всеволод Рощин Чӑваш Енре ҫул-йӗрпе ҫыхӑннӑ тепӗр ведомство тума сӗннӗ. «Республикӑри пур ҫулшӑн та явап тытакан пӗрлехи центр, пӗрлехи заказчик тумалла. Тутарстанри пек», - тенӗ вӑл.
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хирӗҫ пулманнине палӑртнӑ. Вӑл республика ку енӗпе утӑмсем тунине пӗлтернӗ.
Халӗ Шупашкарти ҫулсене ЖКХ управленийӗ пӑхса тӑрать, регионтисене – Чӑвашупрдор, вырӑнтисене – район тата ял тӑрӑхӗн администрацийӗсем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |