Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кульцав

Кульцав (выр. Кольцовка) — Чӑваш Республикинчи Вӑрнар округӗнчи ял. Кульцав ял тӑрӑхӗн административлӑ тӗпӗ.

Географийӗ

Ял Чӑваш Ен варринче вырнаҫнӑ. Республикӑн тӗп хулине Шупашкараа тӳрӗ ҫулпа ҫитме 81 километра яхӑн, Мускавран 596 километр аякра вырнаҫнӑ.

Историйӗ

Яла 1745 ҫулта Ҫӗвӗлти помещик Кольцов никӗсленӗ. Халӑх халапӗ тӑрӑх, малтан вырӑнти хресченсем ӑна ҫӗр касса илме паман. Иккӗмӗш хутӗнче вӑл 1000 гектар яхӑн ҫӗр йышӑнма пултарнӑ. Унта хӑйӗн крепостла хресченӗсене пурӑнма вырнаҫтарнӑ.

1861 ҫулта крепостла правиӑна пӑрахӑҫличчен Кульцав тӗслӗхлӗ помещик ялӗ пулнӑ. 1858 ҫулта унта 60 килте 188 ҫын пурӑннӑ, 1896 ҫул тӗлне 183 килте 931 ҫын пулнӑ.

Совет вӑхӑтӗнче пысӑк улшӑнусем пулса иртнӗ. 1929 ҫулта Сталин ячӗллӗ колхоз (кайран — Ленин ячӗллӗ) йӗркеленнӗ. Ӑна Сергей Коротков ертсе пынӑ. Хуҫалӑх пӗтӗм СССРӗпе паллӑ пулнӑ. 1933 ҫултах колхоз пӗр гектартан 100 пӑт тырӑ вырса илнӗ. Ӑна «Пӗтӗм Союзри Хӗрлӗ хӑма» ҫине кӗртнӗ. 1940 ҫулта колхоз Мускаври ВСХВ-ра хутшӑннӑ, ӑна Ленин орденӗпе чысланӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче Кульцав рекордла тырӑ туса илнипе чапа тухнӑ. 1945–1950 ҫулсенче колхозри тырӑ ӳстерекеен чи лайӑх 13 ҫынна Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗн ятне панӑ. С. К. Коротков колхоз председателӗ вара икӗ хут Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ пулнӑ.

Халӑхӗ

2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗ тӑрӑх, ялта 330 ҫын пурӑннӑ. 2012 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх, ялта 396 ҫын пурӑннӑ.

Паллӑ ҫыннисем

Инфраструктури

Совет ҫулӗсенче ялта ача сачӗ, культура ҫурчӗ, шкул тата пульница (1947) туса лартнӑ. 1961 ҫултанпа Вӑрнара автобус ҫӳреме тытӑннӑ. Ялтаикӗ хут Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗн С. К. Коротковӑн бюстне лартнӑ.

Экономики

Экономикӑн тӗп никӗсӗ яланхилле ял хуҫалӑх производстви пулнӑ. Совет вӑхӑтӗнче Ленин ячӗллӗ колхоз Чӑваш Енри малта пыракан хуҫалӑхсенчен пӗри пулнӑ.


 
Категорисем: Кульцав
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

irinuk87 тӳрлетнӗ, информацие 2026-10-23 19:55:31 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем