Чӑваш Енре ИТ-специалистсене ытларах вӗрентсе кӑларма тытӑнӗҫ.
Паянхи куна илсен, республикӑн экономикине 350-а яхӑн ИТ-специалист кирлӗ. Суту-илӳпе промышленность палати шухӑшланӑ тӑрӑх, 2022 ҫул тӗлне ун пек специалистсен йышӗ икӗ хута яхӑн ӳсӗ, тепӗр майлӑ каласан, Чӑваш Ен экономикинче ИТ-кадрсем 700 ҫын таран кирлӗ пулӗҫ.
Республика ертӳҫи Олег Николаев ЧР Вӗренӳ тата Цифра аталанӑвӗн министерствисене вӑтам тата аслӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче квота шутне ӳстермеллине хушса каланӑ.
Паянхи куна илсен, ИТ-специалистсене 7 техникумпа 5 аслӑ шкулта хатӗрлеҫҫӗ. 21 шкул ИТ-классем йӗркелес проекта хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем 2022-2023 ҫулсенче ӗҫлесе каймалла. Ачасем валли ИТ-лагерьсем, хакатонсем йӗркелеме, вӗренекенсене ИТ-предприятисене илсе кайса кӑтартма палӑртаҫҫӗ.
Раҫҫейре чек лентти ҫитмест текен хыпара кашни кун пӗлтерме пуҫларӗҫ. Ӑҫта ҫухалнӑ-ха вӑл, мӗнле сӑлтавсене пула ҫав тери сахалланса юлнӑ? Ҫак ыйту тавра тӗпчесе пӑхар.
Чек лентти — ятарлӑ сийпе витнӗ хут хӑйӑвӗ. Вӑл сарлакӑшӗпе (44, 57, 80 стандартсем пур) тата мӗн чухлӗ явнипе уйрӑлса (кунта стандарт ҫук — касса аппаратне вырнаҫма пултартӑр) тӑрать.
Хӑй чек ленттине кӑларакансем пирӗн ҫӗршывра сахал мар. Анчах вӗсем чек ленттине касса хатӗрлеҫҫӗ кӑна. Хутне вара Европӑран кӳрсе килеҫҫӗ. Мӗншӗн Европӑран? Унта хучӗ пахалӑхлӑрах тата йӳнӗрех те. Пысӑк рулонсемпе кӳрсе килеҫҫӗ те хайхи касса аппарачӗсем валли ятарлӑ станоксем ҫинче касаҫҫӗ, кирлӗ чухлӗ яваласа тӗркемсем хатӗрлеҫҫӗ.
Чек лентти ҫитменни хайхи Европӑран хут кӳрсе килме пӑрахнипе ҫыхӑннӑ та. Германи унччен ҫак хутпа 60–70% таран тивӗҫтернӗ. Халь унта ӗҫлекен Koehler Paper пачах тиесе ямасть, Mitsubishi Paper Mills вара самай сахалтарах леҫме тытӑннӑ. Ҫавӑн пекех Финляндири Jujo Thermal Kauttua, Кӑнтӑр Корейӑри Hansol Paper ҫак хута Раҫҫее сутма пӑрахнӑ.
Тӗнчере юлашки кунсенче пулса иртекен пулӑмсем пирӗн ҫӗршыв экономикине палӑрмаллах пырса ҫапассине тавҫӑрма йывӑр мар. Апла пулсан ҫӗнӗ тапхӑра кӗтсе илме пирӗн хатӗр пулмалла.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хаксене тытса тӑрасси пирки каланӑ. Теприсем ҫак ансат мар саманапа усӑ курса хаксене хӑпартса ярас хӑрушлӑх пур. Элтепер апла тума юраманнине, лару-тӑрӑва сӑнаса тӑмаллине палӑртса хӑварнӑ.
Иртнӗ эрнере пирӗн республикӑра штаб ӗҫне йӗркеленӗ.
Дмитрий Краснов вице-премьер тата республикӑн промышленность министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Александр Кондратьев «Трансэнергопром» тӗп директорӗпе Елена Климашевскаяпа тӗл пулнӑ. Тӗлпулура электротранспорт валли республика лаптӑкӗнче заправка станцийӗсен йышне вырнаҫтарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Экономика аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра 2030 ҫул тӗлне 160 станци таран тума палӑртнӑ. Вӗсемпе электромобильсене ҫеҫ мар, юлашки вӑхӑтра анлӑ сарӑлнӑ самокатсене те авӑрлама май пулӗ.
Ҫавӑн пекех республикӑра электромобильсен каршерингне йӗркелесе ярас план пирки пӗлтернӗ. Асӑннӑ пуҫарусен тӗллевӗ — углерод йӗрне чакарасси.
Чӑваш Енри муниципалитетсенче инвесторсемпе тата усламҫӑсемпе ӗҫлекен ушкӑнсем йӗркелӗҫ. Ун пек команда кирлине Инвестици тата предпринимательлӗх хастарлӑхне сарассипе ӗҫлекен республикӑри координаци канашӗн ларӑвӗнче палӑртса хӑварнӑ. Мероприятие Олег Николаев Элтепер ертсе пынӑ.
Республика ертӳҫи районсемпе хуласене инвестици командисем йӗркелеме хушса каланӑ. Асӑннӑ ушкӑнсене ӗҫлеттерсе ярассишӗн Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви тата Чӑваш Енри инвестици аталанӑвӗн агентстви яваплӑ пулӗ.
Чӑваш Енре экотехнопарк уҫас кӑмӑллӑ. Ку ыйтӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев «ГазЭнергоСтрой» корпораци представителӗсемпе тӗл пулсан сӳтсе явнӑ.
Олег Николаев республикӑра хупӑ циклӑ производство йӗркелессине ырласа калаҫнӑ. Ҫитменнине тата ун пек тӗллеве регионсем умне ҫӗршыв Президенчӗ лартнӑ.
Хальхи вӑхӑтра ESG-технологие пурнӑҫа кӗртесси пирки ҫӳллӗ шайрах сӑмах хускатаҫҫӗ. Ансат чӗлхепе каласан, ку вӑл ҫутҫанталӑка перекетлессине, пысӑк социаллӑ яваплӑха тата ертсе пырассине ҫӳллӗ шайра йӗркелессине пӗлтерет.
«ГазЭнергоСтрой» корпораци президенчӗ Сергей Чернин йӑлари хытӑ каяша, строительствӑран, промышленноҫран юлнӑ япаласене тирпейлес кӑмӑллине пӗлтернӗ. Анчах патшалӑхпа уйрӑм ҫын килӗшӗвӗ туса. Ҫапла вара картонпа, кивӗ хутпа, термопластикпа, юрӑхсӑра тухнӑ аккумуляторпа тивӗҫлипе усӑ курасшӑн.
Вӑрмар районӗнчи «Зеленая долина» (чӑв. Симӗс айлӑм) потребитель кооперативне хыснаран грант мелӗпе пӗлтӗр 38 миллион тенкӗ укҫа уйӑрса панӑ. Снабженипе сбыт тата тирпейлес енӗпе ӗҫлекен кооператив хӑй вӑхӑтӗнче ҫӑкӑр завочӗ пулнӑ Вӑрмарти комплекса грантпа усӑ курса тата хӑйӗн укҫине хушса туяннӑ. Халӗ унта сӗт завочӗ уҫасшӑн.
«Мӗнпур производство пӳлӗмне тӗплӗн юсаса ҫӗнетесшӗн те сӗт завочӗ уҫасшӑн. Эпир палӑртнӑ пек пулса пырсан ҫурла уйӑхӗнче ӑна ӗҫлеттерсе ямалла. Чӗр-тавара, ахӑртнех, хамӑр фермерсенчен тата, тен, урӑх районсенчен туянӑпӑр. Малтанхи вӑхӑтра 15-20 ҫынлӑх ӗҫ вырӑнӗ пулӗ. Кайран лимонад тата кӑлпасси туса кӑларакан цехсем уҫасшӑн», — шухӑш-ӗмӗчӗпе паллаштарнӑ кооператив директорӗ Сергей Михайлов кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче хӑйсем патӗнче пулнӑ район администраци пуҫлӑхне Дмитрий Иванова.
Чӑваш Енре пурӑнакансем кредитпа машина туянма тӑхтарах тӑраҫҫӗ. Кредит историйӗсен наци бюровӗн аналитикӗсем кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче автомобиль туянма пирӗн республикӑри 686 ҫын кредит илнине пӗлтернӗ. Ку вӑл юпа уйӑхӗнчинчен 12,1 процент сахалрах.
Ҫӗршывӗпе илсен чӳк уйӑхӗнче 73,3 пин автокредит панӑ, ку кӑтарту та юпа уйӑхӗнчинчен 8 сахалрах. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчинчен вара 18,5 процент пӗчӗкрех.
Автокредит калӑпӑшӗпе 30 регион лидерсен шутӗнче иккен. Анчах вӗсенче те кредит калӑпӑшӗ ӳснӗ. Автокредитпа усӑ куракансен йышӗ Раҫҫейри виҫӗ субъектра ҫеҫ йышланнӑ. Вӗсем — Воронеж облаҫӗ (+4,6%), Ставрополь крайӗ (+1,8%) тата Волгоград облаҫӗ (+0,1%).
Шупашкарта туса кӑларакан пальтосем ют ҫӗршыва ӑсанаҫҫӗ. Кун пирки Экспорта пулӑшакан Чӑваш Енри центр ертӳҫи Григорий Данилов Фейсбукра пӗлтернӗ.
Пальто ҫӗлекен компани (Монополипе кӗрешекен федераци служби хыпара реклама тесе хакласран материалта фирма ятне асӑнмӑпӑр. — Авт.) продукцине Раҫҫейре ҫеҫ мар, чикӗ леш енче те пӗлеҫҫӗ иккен. Ҫӗвӗ продукцине экспорта кӑларма хайхи предприяти ертӳҫисене Экспорта пулӑшакан Чӑваш Енри центр пулӑшнӑ. Кӑҫал компани Мускавра иртнӗ пӗтӗм тенчери курава хутшӑннӑ. Казахстанпа килӗшӳ тунине кура продукци унта ӑсанма тытӑннӑ.
Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн вӗҫне илсен Чӑваш Енре тавар тата пулӑшу хакӗн индексӗ ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчипе танлаштарсан 107,79 процент пулнӑ, 2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчипе пӑхсан — 108,53 процент. Цифрӑсене Чӑвашстат илсе кӑтартнӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа апат-ҫимӗҫ хакӗ пирӗн патра 8,93 процент ӳснӗ, апат-ҫимӗҫ мар япаласен хакӗ – на 8,84%, тӗрлӗ пулӑшу – 4,69%.
Апат-ҫимӗҫрен аш-пӑш, кӗрпе тата пӑрҫа йышшисем, ҫӑкӑр, макарон, услам ҫу, сахӑр песукӗ, пулӑ тавраш, тип ҫу, сӗт-турӑх, ҫӑмарта хакланнӑ.
Стройматериалсен хакӗ 26,14% ӳснӗ, телерадиотовар 16,35% хакланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |