Китайра «TCL» брендпа туса кӑларакан телевизосем Раҫҫей рынокӗнчен ҫухалма пултарӗҫ. Санкцисенчен хӑраса Китай «Квант» и STI Group.Раҫҫейрк контрактпа ӗҫлекен производительсене компонентсемпе тивӗҫтерсе тӑма пӑрахӗ.
«TCL» телевизорсен производствине тата унччен парса тӑма пӑрахнӑ «Xiaomi» брендӑн комплектующийӗсене Казахстанра туса кӑларма тытӑнма пултарӗҫ. Анчах логистикӑна пула тавар хакӗ 10-20 процент ӳсме пултарать.
Раҫҫейри заводсен «TCL» телевизорсен компоненчӗсем чӳк уйӑхӗччен ҫитмелле-мӗн, хӑш-пӗр компани производствӑна чарса лартма шухӑшлать. Апла пулсан асӑннӑ тавар дефицитланса кайма пултарӗ.
Чӑваш Енре кимӗ туса кӑларма тытӑнасшӑн. Кун пек йышӑнӑва республика Правительствин нумаях пулмасть иртнӗ ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Шӑмӑршӑ ялӗнче ҫӗнӗ производство комплексӗ уҫасшӑн.
Асӑннӑ комплекса туса лартма ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗре производство объекчӗ валли куҫарнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ.
Министр тивӗҫне пурнӑҫлакан Дмитрий Бельцов пӗлтернӗ тӑрӑх, Шӑмӑршӑра ҫӑмӑл моторлӑ кимӗсем тата ҫӑмӑл прицепсем туса кӑларма пуҫлӗҫ. Унсӑр пуҫне унта ҫӗвӗ цехӗ уҫӗҫ, прицепсем валли тентсем ҫӗлеме тытӑнӗҫ.
Проекта 150 миллион тенке яхӑн хывӗҫ. Производствӑна 2027 ҫулхи кӗркунне тӗлне хута ярасшӑн. Унта 200-е яхӑн ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ тупӗ.
Чӑваш Енри вӑр-вар ҫынсем глэмпинг текен хӑна ҫурчӗсем тума пуҫланӑ. Вӗсене хӑпартма патшалӑх укҫа уйӑрса пулӑшать те строительство ӗҫӗ епле пынипе паллашма иртнӗ эрнере республикӑн экономика министрӗ Дмитрий Краснов объектсене ҫитсе курнӑ.
Красноармейски тӑрӑхӗнчи «Хӑна ҫурчӗ» кану базинче 22 ҫурт пулӗ. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, вӑл база илемлӗ вырӑнта, пӗве хӗрринче, вырнаҫнӑ. Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство графикпа килӗшӳллӗн пулса пырать.
Инвесторпа министр калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх, кану базинче пӗр-пӗр пулӑмпа ҫхӑнтарнӑ туризма та йӗркелеме пулать. Сӑмахран, пулӑҫсен фестивальне ирттерме. Кану бази ҫулталӑкӗпех ӗҫлӗ.
Шупашкар районӗнчи «Волга» (чӑв. Атӑл) санаторире вара глэмпинг тума пуҫламан та. Инвестор хӑйӗн ҫине илнӗ яваплӑха пурнӑҫламанран ӑна патшалӑх пулӑшӑвне илекенсен списокӗнчен кӑларӗҫ.
Чӑваш Енӗн промышленноҫӗнчи ертсе пыракан предприятийӗсенчен пӗри — Етӗрнери аш-какай комбиначӗ 30 ҫулхине уявланӑ.
Коллектива республикӑн Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Ольга Петрова (сӑнӳкерчӗкре) саламланӑ. Вӑл Леонид Черкесов спикерӑн саламне ҫитернӗ.
«Кашни ӗҫченӗн, рабочирен пуҫласа ертӳҫӗ таран, профессионализмӗ ӑнӑҫу тума май парать», — палӑртса хӑварнӑ саламра.
Коллектива ытти шайри тӳре-шара та саламланӑ.
Сӗнтӗрвӑрринче туса кӑларакан типҫӑва Казахстана ӑсатӗҫ. Вырӑнти ҫу завочӗн ертӳҫисем хӑйсен шухӑш-ӗмӗчӗпе республикӑн вице-премьерне — экономика министрне Дмитрий Краснова пӗлтернӗ. Предприятие министр округпа паллашнӑ май кӗрсе тухнӑ.
Предприяти ҫу пресслакан тата ӑшалакан производство цехӗсене оборудованипе пуянлатассипе ҫине тӑрать. Промышленноҫа аталантаракан фонд ӑна ҫав тӗллевпе ҫӑмӑллӑхлӑ кредит 30 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ.
Хӗвелҫаврӑнӑш типҫӑвне предприяти ҫывӑх вӑхӑтра Казахстана ӑсатма тытӑнӗ.
Республика кунӗнче сыр пӗҫерекен предприяти уҫӑлнӑ. Ӑна Татьяна Юркина пуҫарса янӑ.
2021 ҫулта вӑл хӑйӗн ӗҫне пуҫарма республика хыснинчен 8 миллион тенкӗ илнӗ, хӑйӗн укҫине те хушнӑ. Ҫапла вӑл сыр пӗҫермелли хатӗр-хӗтӗр туяннӑ. Халӗ ав предприяти алӑкӗсене уҫнӑ.
Пуласлӑхра унта ҫулсерен 20 тонна таран продукци кӑларма палӑртаҫҫӗ.
Сӑмах май, ҫитес ҫул фермерсене «Перспектива» грантпа килӗшӳллӗн пулӑшма 150 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ.
Юлашки икӗ уйӑхра Чӑваш Енрен Китая бройлер чӗпписен урисене ӑсатнӑ. Пӗтӗмпе – 853 тонна. Сӑмах май, 2020 ҫулта пӗрремӗш 5 уйӑхра 907 тонна чӑх ури ӑсатнӑ.
Кӑҫал кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче республикӑран Казахстана 62,1 тонна сӗт юр-варӗ, 21,7 тонна ӗне ашӗ кӳрсе кайнӑ. Россельхознадзор палӑртнӑ тӑрӑх, кашни партие документсемпе ӑсатнӑ, вӗсем хӑрушсӑрлӑх нормипе килӗшсе тӑнӑ.
Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансене тата тепӗр орден пама пуҫлӗҫ. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин 2014 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуснӑ Хушура «Тава тивӗҫлӗ ӗҫшӗн» орден парасси ҫинчен сӑмах пырать.
Патшалӑхӑн ҫак наградине ҫӗршывӑн экономикипе оборона хӑватне ӳстерессипе тӑрӑшнисем, пысӑк тухӑҫлӑ предприятире вӑй хунисем, патшалӑх строительствинче, ӑслӑлӑхпа технологие аталантарассипе тимленисем тивӗҫӗҫ.
РФ Пашалӑх Думин спикерӗ Вячеслав Володин Патшалӑх Думин гаражӗ хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ автомобильсемпе пуянланни ҫинчен пӗлтернӗ. Депутатсем вӗсемпе Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн ҫӳреме тытӑнӗҫ.
«Патшалӑх Думин гаражне «Lada Vesta» машинӑсем килсе ҫитрӗҫ. Депутатсем вӗсемпе Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑ ҫӳреме тытӑнӗҫ. Автопарк кивелсе пынӑҫемӗн ӑна хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнисемпе ылмаштарса пырӑпӑр. Кунсӑр пуҫне суйлав округӗсенче кашни депутата хамӑр ҫӗршыври машинӑсене ҫирӗплетсе парӑпӑр», — тенӗ Володин.
Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, депутатсене «Москвич», «Лада», «Аурус» маркӑллӑ машинӑсемпе тивӗҫтерӗҫ.
Чӑваш Енре электротрактор туса кӑларма тытӑнӗҫ. Ял хуҫалӑхӗнче усӑ курмалли техникӑна потребитель патне ҫитерессипе Шупашкарти вӑй агрегачӗсен завочӗ ҫине тӑрать.
Трактора икӗ тӗрлӗ туса кӑларӗҫ: дизель двигателӗпе тата электромоторпа.
Чӑваш тракторне Чӑваш Енри машина строительствин кластерӗ шухӑшласа кӑларнӑ электродвигателе вырнаҫтарӗҫ.
Асӑннӑ трактор мӗнле пуласси ҫинчен «Раҫҫей» телеканалпа сюжет та кӑтартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |