Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» предприятире ҫӗнӗ производство уҫӗҫ. Ҫакӑн пирки ӗнер республика Элтеперӗ Олег Николаев асӑннӑ обществӑн директорсен канашӗн председателӗпе Ярослав Кузнецовпа, Евразин аталану банкӗн промышленность дирекцийӗн управляющи директорӗпе Сергей Игнатовпа тӗл пулсан сӳтсе явнӑ.
Предприятире водород перекиҫӗ туса кӑларакан производство туса хурасшӑн.
Проекта пурнӑҫа кӗртме эпир маларах асӑннӑ кредит учрежденийӗ укҫа-тенкӗ уйӑрса пулӑшӗ. Енсем тивӗҫлӗ килӗшӗве ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ. Документа Питӗрти экономика форумӗнче алӑ пуснӑ.
Ярослав Кузнецов каланӑ тӑрӑх, предприятире биологи мелӗпе ирӗлекен пластик та кӑларма тытӑнасшӑн.
Чӑваш Енре шалу вӑхӑта тӳлемен предприятисем ҫав-ҫавах пур-ха. Республикӑн Ӗҫ инспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗ тӗлне республикӑри 23 организацире 1 пин те 279 ҫын умӗнче ӗҫ укҫи парӑмӗ 45,45 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Кӑсалхи кӑлач пуҫламӑшӗнчипе танлаштарсан парӑм виҫи 5,78 миллион тенкӗ чакнӑ-ха.
Шалу вӑхӑтра илеймен пирки республикӑн Ӗҫ инспекцийӗнчен ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 234 ҫын пулӑшу ыйтма ҫитнӗ.
Ӗс укҫин парӑмне ведомствӑсем хушшинчи республикӑри ларура тишкернӗ. Унта «АЗНХ» конкурс управляющийӗ, «СУОР» ДСК тата ытти хӑш-пӗр предприяти пуҫлӑхӗ парӑма татас енӗпе мӗн туса ирттерни пирки тухса калаҫнӑ.
«Чӑваш Республикин ҫулталӑкри экспортёрӗ» конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ.
Промышленность сферинче ҫулталӑкри экспотер ятне «Элтех-Инжиниринг» тулли мар яваплӑ общество тивӗҫнӗ, агропромышленность комплексӗнче – «КМК» предприяти (ӑна, сӑмах май, «Ҫулталӑкри ҫитӗнӳ» номинацире те чысланӑ). Пулӑшу кӳрессипе «ЦОУ – Сириус» обществӑна чи лайӑх экспортер тесе йышӑннӑ. Ҫӳлли шайри технологисен енӗпе пӗрремӗш вырӑна «Нир Энерго» предприяти тухнӑ. «Ҫулталӑкри потенциаллӑ экспортер» номинацире «Турбоком-Инвест» пӗрремӗш сервис центрӗ ҫӗнтернӗ. Ултӑ номинацире ҫӗнтерӳҫӗсен ятне 16 компани тивӗҫнӗ. Конкурса пурӗ 111 заявка тӑратнӑ.
2020 ҫулта Чӑваш Республикин тулашри суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ Америкӑн 539 долларӗпе танлашнӑ. Ҫав шутран 46 процентне экспорта ӑсатнӑ.
Раҫҫейӗн Тӗп банкӗ «Мегаполис» банка лицензисӗр тӑратса хӑварнӑ. Ҫакӑн сӑлтавӗ ссуда саппасӗ сахалланнипе, кредит учрежденийӗ финанс тӑрӑмне лайӑхлатас тесе пурлӑх хакне юри ӳстерсе кӑтартнипе, укҫа-тенкӗ тӑрӑмне пытарма тӑрӑшнипе ҫыхӑннӑ.
Тӗп банк «Мегаполисӑн» Мускаври филиалӗсем тӗлӗшпе ҫеҫ кӑмӑлсӑрланнӑ, Чӑваш Енри тӗлӗшпе ыйту ҫуралман.
Сӑмах май, «Мегаполис» банк вкладсене страхланӑ. Апла пулсан асӑннӑ банкра укҫа тытакансене 1,4 миллион тенкӗ таран суммӑна ҫӑмӑллӑнах тавӑрса парӗҫ. Укҫана «Вкладсене страхлакан агентство» патшалӑх корпорацийӗ уйӑрӗ.
Питӗр хулинчи «Стройлайн» тулли мар яваплӑ общество Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвне панкрута кӑларма ыйтса Арбитраж судне тавӑҫпа тухнӑ. Ку хыпара арбитраж ӗҫӗсен картотекинче ҫырса хунӑ. Шупашкарти савутран пурӗ 8 миллион тенкӗ шыраса илесшӗн. Заявление пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче панӑ. Ку хыпара МИХсем хыпарланӑ вӑхӑтра суд тавӑҫа производствӑна йышӑнман.
Ҫав вӑхӑтрах Чапаев ячӗллӗ савут директорӗ Михаил Резников журналистсене пӗлтернӗ тӑрӑх, Питӗрти предприяти умӗнче парӑм ҫук, ӑна тӳлесе татнӑ.
Канашра туса кӑларакан холодильниксене ют ҫӗршыва ӑсатасшӑн. Кун пирки Чӑваш Енри Экспорт пулӑшӑвӗн центрӗн ертӳҫи Григорий Данилов Фейсбукра паян пӗлтернӗ.
Республика пайташӗсем Канашра пулнӑ, унти предприятисемпе паллашнӑ.
Григорий Данилов хыпарланӑ тӑрӑх, вӗсем промышленность валли холодильниксем туса кӑларакан «АРКТО» ӗҫӗ-хӗлне курса хакланӑ. Асӑннӑ производствӑна кӑшӑлвирус пандемийӗ пуҫланнӑ тапхӑрта йӗркелесе янӑ. Григорий Данилов палӑртнӑ тӑрӑх, предприяти ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Тӑрӑшнине кура пулӑшма хатӗр. Экспорт пулӑшӑвӗн центрӗ предприятипе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Центр канашсене продукцие чикӗ леш енне ӑсатмӗ пулӑшӗ.
Чӑваш Енре ваннӑй пӳлӗмсем валли хатӗр-хӗтӗр кӑларакан модельлӗ савут хута ярасшӑн. Ҫапла сӗннӗ ЧР Элтеперне Олег Николаева.
Санитари керамики туса кӑларакан компани элчисем (ӑна Чехи специалисчӗсем Мускавра пуҫарнӑ) Олег Алекссевич патне сӗнӳпе тухнӑ. Вӗсем Чӑваш Енре савут хута ярасшӑн.
Компани элчисем каланӑ тӑрӑх, вӗсен хӑйсен конструктор бази пур, кашни ҫулах умывальниксен ҫӗнӗ маделӗсене хӑйне евӗр дизайнпа кӑлараҫҫӗ.
Олег Николаев Чӑваш Енре виҫӗ индустри паркӗ пулнине, унашкаллисене татах йӗркелеме палӑртнине, инвестора хӑтлӑ условисемпе тивӗҫтерме пултарассине каланӑ.
Чӑваш Енре Йӑлӑма аталантарасшӑн. Асӑннӑ территорин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине тӑнӑҫ аталантарас тӗллевпе ятарлӑ мероприятисен палнне йышӑннӑ.
Асӑннӑ программӑна 2021-2025 ҫулсем валли пӑхса хӑварнӑ. Ӑна пурнӑҫлассишӗн яваплисен кашни ҫур ҫулта пӗрре республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствине отчет парса тӑмалла, министерствӑн — Чӑваш Республикӑн Министрсен Кабинетне.
Йӑлӑма аталантарасси ҫинчен калакан программӑна ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӑна республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ҫак кунсенче республикӑри район-хулара иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле халӑхпа пӗтӗмлетеҫҫӗ. Пухусене регион ертӳҫи Олег Николаев хутшӑнать.
Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, кашни муниципалитетӑн хӑйне евӗрлӗхӗ тата малашне аталанма майӗ пур.
«Тӗплӗн хатӗрлесе ҫирӗплетнӗ программӑсене те вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫӗнетмелле. Вӑл е ку ӗҫе пурнӑҫланӑ чухне ҫӗнӗ меслетсемпе усӑ курма пулать», — тенӗ Элтепер.
Кашни муниципалитетӑн хӑйне евӗрлӗ аталанӑвӗ пирки каласан, Ҫӗмӗрле районӗнче М-12 федераци ҫулне тӑвасси пӗлтерӗшлӗ, йӗпреҫсен ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртсе пӗтермелле, красноармейскисем бассейн тӑвасшӑн.
Канашри компани ҫӑмран тата кӗҫҫерен ҫӑматӑ тата пушмак йӑвалать. Унӑн продукцийӗпе нимӗҫсен пӗр компанийӗ кӑсӑкланнӑ, туянас кӑмӑллине пӗлтернӗ.
Енсем малтанласа калаҫнӑ тӑрӑх, Германири атӑ-пушмак кӑларакан предприяти ҫӑматӑ тата килте тӑхӑнмалли пушмак (ҫав шутра — дизайнер хатӗрлени те) хатӗрлеме саккас пама хатӗр. Кун пирки Экспорта ӑстакан продукцие кӑларма пулӑшакан центр ертӳҫи Григорий Данилов пӗлтернӗ.
Ҫитес вӑхӑтра пирӗн патри компани кӗҫерен тӗслӗхлӗх парти пушмак хатӗрлесе пӑхӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |