Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Хулара
berdyansk.gosuslugi.ru сайтри сӑн
berdyansk.gosuslugi.ru сайтри сӑн

Ҫанталӑк тӑрук сивӗтрӗ. Апла хваттерсене хутса ӑшӑтасси пирки те ыйтӑва хускатни вырӑнлӑ.

Шупашкар хулин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Станислав Трофимов пӗлтернӗ тӑрӑх, хулара хутса ӑшӑтмалли сезон авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пуҫланӗ. Малтан пульницӑсене, шкулсене, ача пахчисене тата поликлиникӑсене ӑшӑтма тытӑнӗҫ.

Пурӑнмалли ҫуртсенче вара каярахпа ӑшӑ ярӗҫ. Кун валли 5 кун сывлӑш температури вӑтамран 8 градус ӑшӑ пулмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/Stanisk92/2465
 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти электроаппаратура завочӗ япаласене авма робот техники туяннӑ. Вӑл 50 килограмм таран йӑтса илеет. Унтан ӑна хӑех авать.

Унччен ҫав операцие оператор пурнӑҫланӑ пулсан халӗ робот самантрах тӑвать. Ҫитменнине тата ҫыннӑн пресс хушшине алла чиксе яма тивнӗрен аманас хӑрушлӑх та пулнӑ. Халӗ заводра тӑрӑшакансем робота ӗҫлеттерсе яма ҫеҫ хутшӑнаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Эх, ҫав эрех! Пӗр ҫынна та ырӑ тумасть ҫав вӑл. Пӗрех этем алли ун енне туртӑнать.

Шупашкарта пурӑнакан 51 ҫулти арҫын килӗнче тӑванӗпе (РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн сайтӗнчи вырӑсла хыпарта «брат» тенӗ. Те пиччӗшӗ ӗнтӗ, те шӑллӗ. — Т.Т. асӑрхаттарӑвӗ) хирӗҫсе кайнӑ. Хӑй ӳсӗр пулнӑ. Сӑмахпа ҫӗнтереймессӗн туйӑннӑ пуль-ши — алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ те унпа пӗр хутчен чикнӗ. Шар курни куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.

51 ҫулти арҫынна ҫынна вӗлернӗшӗн суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
culture.ru сайтри сӑн
culture.ru сайтри сӑн

Авӑнӑн 19-20-мӗшӗсенче республикӑра пулнӑ икӗ пушарта икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Эрнекун Шупашкарта Добролюбов урамӗнче уйрӑм ҫурт ҫуннӑ. Ҫӑлавҫӑсем пушара сӳнтерсен ҫын виллине тупнӑ. Вӑл кам пулнине тӳрех палӑртайман.

Шӑматкун Улатӑрта пӗр пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Ҫулӑма парӑнтарсан 75 ҫулти хӗрарӑм виллине тупнӑ. Вӑл сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ, унӑн чӗри васкавлӑ медпулӑшура тапма чарӑннӑ.

 

Сывлӑх
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Улатӑрта пурӑнакан Анатолий вӑрмана кӑмпана кайнӑ та тӑрук хӑйне япӑх туйма пуҫланӑ. Киле аран чӑтса ҫитнӗ вӑл, вара тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.

Тухтӑрсем унӑн инфаркт пулнине палӑртнӑ. Кашни сехет хаклӑ пулнӑ, ҫавӑнпа санавиаци вертолетне чӗнсе илнӗ.

Икӗ сехет те иртмен – пациента Шупашкара Республикӑри кардиодиспансера илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем стенировани тунӑ. Тепӗр кунах Анатолий хӑйне лайӑх туйма пуҫланӑ. Халӗ вӑл реабилитаци витӗр тухать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_23945
 

Пӑтӑрмахсем
t.me/chuv_prok сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/chuv_prok сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти медицина колледжӗнче вӗренекен виҫӗ хӗр сӗтев тӳлесе зачёт тытнӑ.

Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Тухтӑр пулма вӗренекен виҫӗ хӗр ют ҫӗршыв чӗлхипе зачёт илес тесе преподавателе 3-шер пин тенкӗ сӗтев панӑ. Каярах студенткӑсем диплом та хӳтӗленӗ.

Пӑтӑрмах ҫиеле тухсан прокуратура документа пӑрахӑҫлама ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ. Хальлӗхе пӗрин документне пӑрахӑҫланӑ, кӗҫех тепӗр иккӗшӗнпе ҫыхӑннӑ ӗҫе пӑхса тухӗҫ.

Преподаватель медколледжра ӗҫлемест ӗнтӗ, ӑна унтан кӑларса янӑ. Ку ҫеҫ те мар, пуҫиле майпа явап тыттарса 40 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok/6461
 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паян Шупашкар депутачӗсем ларура хула пуҫлӑхне Владимир Доброхотова должноҫрен кӑларас ыйтӑва пӑхса тухассине пӗлтертӗмӗр ӗнтӗ. Лару иртнӗ, йышӑну тунӑ.

Должноҫрен каяссине Владимир Доброхотов хӑй та халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ. Ку «ҫӗнӗ тӗллевсем пулнипе» ҫыхӑннине пӗлтернӗ, пӗр командӑра ӗҫленӗ ҫынсене тав тунӑ.

Ҫавӑн пекех вӑл хӑйӗн страницинчи постӗнче Олег Николаева суйлавра ҫӗнтернӗ ятпа тав тунӑ. «Республика управленийӗн структуринче стабильлӗх сыхланса юлни питӗ пӗлтерӗшлӗ», - тенӗ вӑл.

 

Политика
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн

Паян депутатсем Шупашкар хула администрацийӗн пысӑк залӗнче икӗ ыйтӑва пӑхса тухма пухӑнӗҫ. Пӗри – хула пуҫлӑхне Владимир Доброхотова срок тухичченех должноҫрен хӑтарасси.

Аса илтерер: уйӑха яхӑн ӗнтӗ хула пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене Станислав Трофимов пурнӑҫлать. Сӑмах май, ҫак схемӑпах 2024 ҫулта Владимир Доброхотов Денис Спирин пуканне йышӑннӑ.

«Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Доброхотов «Дорэкса» таврӑнма пултарать.

 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ку шӑматкун, авӑнӑн 20-мӗшӗнче, «Нацисен кросӗ» пулӗ. Кӑҫал ӑна Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнине тата Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкне халалланӑ.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Шупашкарта спорта юратакансем Мускав ҫыран хӗррине пухӑнӗҫ. Спорт уявӗ кашни муниципалитетрах иртӗ. Чи пӗчӗккисем 1 ҫухрӑм чупӗҫ, шкул ачисемпе студентсем – 4 ҫухрӑм. Спортсменсем вара 6, 8 е 12 ҫухрӑм суйлама пултарӗҫ.

Ку таранччен республикӑра «Нацисен кросне» 14 пин ҫын хутшӑнма заявка панӑ.

 

Культура

Андрей Кончаловский режиссерӑн сериалӗнче Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ актерсем вылянӑ. Вӑл «Хроники русской революции» ятлӑ. Сериала юпа уйӑхӗнче «Россия 1» телеканалпа кӑтартма пуҫлӗҫ.

Унта Раҫҫейре 1905-1924 ҫулсенче пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫа сӑнласа кӑтартнӑ. Сериалта пирӗн ентешсем, Дмитрий Матвеевпа Даниил Иванов актерсем, ӳкерӗннӗ. Палартмалла: Дмитрий хальччен «Чернобыль», «Империя: Александр I» тата ытти кинокартинӑра вылянӑ. Даниила вара «Слово пацана. Кровь на асфальте», «СашаТаня» тата ытти фильмра курма май пур.

Сӑмах май, сериалта II Николай патшана Никита Ефремов вылять. Вӑл — Иван Яковлевӑн мӑнукӗн мӑнукӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Страницӑсем: 1 ... 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, [37], 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47, ... 1098
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне укҫапа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсенчен пуҫланӗ, ҫавӑнпа ытлашши тӑкакланасран асӑрханӑр. Ӗҫре ӑнланманлӑхсем сиксе тухма пултарӗҫ, анчах эрне варринелле лару-тӑру йӗркеленӗ. Харпӑр пурнӑҫра ӑнлану пулӗ.

Ака, 06

1932
94
Строганова Валентина Кирилловна, библиотекарь, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та