Шупашкарти шыв управҫине 4 пин пуҫ стерлядь пулӑ янӑ. Вӗтӗ пулла шыва ярасси пирки малтан Раҫҫейӗн пулӑ агентствин Атӑлпа Кама территорийӗнчи управленийӗпе калаҫса татӑлнӑ.
Вӗтӗ пулла Шупашкарти «Роланд» ресторан патӗнчи лапамра янӑ. Унта маларах асӑннӑ управлени ӗҫченӗсем тата Шупашкар хулин ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленийӗн специалисчӗсем хутшӑннӑ.
Ҫитес ҫул Республика кунӗ ӑҫта иртесси паллӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, паллах, Шупашкарта пулӗ. Тата уяв мероприятийӗсем Етӗрне округӗнче иртӗҫ. Республика кунне ирттерме шӑпах ҫак округ тивӗҫнӗ.
Аса илтерер: кӑҫал уяв Шупашкарта тата Тӑвай округӗнче пулнӑ. Сӑмах май, ҫитес ҫул Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 105 ҫул ҫитет.
Шупашкарти тухтӑрсем малашне Дэвид операцине тӑвӗҫ. Ку - чӗре чирӗсене сиплемелли ҫӗнӗ мел.
Ҫак операцие тусан пациентсем юн кӗвелнине пӗтерекен эмелсене ӗҫмесӗрех пурӑнма пултараҫҫӗ. Ку кӑткӑс операцие Республикӑри кардиологи диспансерӗн тухтӑрӑсем пурнӑҫлаҫҫӗ.
Пӗрремӗш пациент Улатӑр округӗнчи Кире поселокӗнчи Александр Иванов пулнӑ. Унӑн - чӗре чирӗ. Унччен вӑл пуҫ ҫаврӑннине, сывлӑш ҫитменнине, кӑкӑр тӗлӗнчен хӗснине туйнӑ. Халӗ вара, операци хыҫҫӑн, унпа йӑлтах йӗркеллӗ.
Ҫитес ҫул Шупашкарти Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль 18-мӗш хут иртӗ. Вӑл хӑҫан пуласси халех паллӑ: ҫу уйӑхӗн 22-28-мӗшӗсенче.
Яланхи пекех конкурса хутшӑнакан тата хутшӑнман фильмсене кӑтартӗҫ. Ҫавӑн пекех ӑсталӑх класӗсем, общество акцийӗсем пулӗҫ, фильмсене авторӗсемпе пӗрле сӳтсе явӗҫ.
Палӑртса хӑварар: кинофестивале пӗрремӗш хут 2008 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ирттернӗ.
Шупашкара Сахалинти театр килӗ. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен вӑл пирӗн патра пулман.
Юпа уйӑхӗн 2-5-мӗшӗсенче театр «Пысӑк гастроль» проектпа килӗшӳллӗн килӗ. Ӑна Росконцерт ҫӗршывӑн Культура министерствин гастрольпе концерт планне тӗе хурса йӗркелет.
Чӑваш патшалӑх пуканӗ театрӗн сцени ҫинчи аякри хӑнасем «Золотой Цыпленок», «Убить Бобрыкина» и «Расскажи мне про Красную Шапочку» спектакльсем кӑтартӗҫ.
Шупашкарти шкулсенче ирхи тата кӑнтӑрлахи апатсен хакне ӳстернӗ. Юлашкинчен хаксене 2022 ҫулта хӑпартнӑччӗ.
Йышӑнӑва ҫак кунсенче Шупашкар пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов алӑ пуснӑ. Авӑн уйӑхӗнчен кӗҫӗн тата аслӑ классен апатланӑвӗ хакланнӑ. 1-4-мӗш классенчи комплекслӑ апатлану 25 тенкӗрен 30 тенкӗ таран ӳснӗ, комплекслӑ кӑнтӑрлахи апат – 68-тан 73 тенкӗ таран. Кӗҫӗн классем унчченхи пекех тӳлевсӗр апатланаҫҫӗ, анчах суйламалла: ирхи е кӑнтӑрлахи.
5-11-мӗш классенче ирхи апатлану 5 тенкӗ хӑпарнӑ: 35 тенкӗпе танлашнӑ. Кӑнтӑрлахи апат хакӗ – 82 тенкӗ /унччен 72 тенкӗ пулнӑ.
Шупашкарта декретра ларакан хӗрарӑм инвестицисемпе ӗҫлесе илес тенӗ те хӑй пысӑк укҫа ҫухатнӑ. Вӑл ултавҫӑсен аллине лекнӗ.
35 ҫулти хӗрарӑм криптовалютӑна укҫа хывнӑ. Хӑйӗн укҫи те пулман, кредит илнӗ. Ҫапла вӑл палламан ҫын кӑтартнӑ счет ҫине 1 миллион та 200 тенкӗ куҫарнӑ. Хӑй ултавҫӑсен аллине лекнине вӑл укҫана илме тӑрсан тин ӑнланнӑ.
Чӑваш Енре скандинавсен мелӗпе утас енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртӗ. Тренировка авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарти Театр ҫыран хӗрринче пулӗ.
Унта ӑсталӑх класӗсем, массӑллӑ стартсем тата эстафетӑсем пулӗҫ, унта тӗрлӗ регионти командӑсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем скандинав уттин вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллашӗҫ, опытлӑ инструкторсем сӗнӳсем парӗҫ.
Ӑмӑрту авӑнӑн 7-8-мӗшӗсенче пулӗ, спортпа туслисем 10 тата 12 ҫухрӑмлӑ дистанцисене парӑнтарӗҫ.
Паян ҫӗрле 2 сехет те 35 минутра Шупашкартан Мускава кайма тухнӑ автобус аварие лекнӗ. Вӑл Владимир облаҫӗнчи Ҫӗнӗ Быковка ялӗ патӗнче «Газельпе» ҫапӑннӑ. Ку – Владимир хулинчен 10 ҫухрӑм аяккарах кӑна.
Автобусра 47 ҫын пулнӑ. Юрать-ха, никам та суранланман, водителе кӑна медпулӑшу кирлӗ пулнӑ. Вырӑна тепӗр автобус ҫитсе пассажирсене илсе кайнӑ.
Палӑртмалла: автобус «ТрансТур» компанин пулнӑ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр 87 ҫулти хӗрарӑма ҫуралнӑ кунпа саламланӑ.
Зинаида Кудряшовӑна асӑннӑ учрежденин социаллӑ ӗҫченӗ пӑхса тӑрать.
Хӗрарӑм ӗҫ ветеранӗ шутланать. Вӑл 40 ҫул ытла хулари «АККОНД» фабрикӑа ӗҫленӗ. Упӑшкипе Владимир Сергеевичпа икӗ ача ҫуратса ӳстернӗ, паян мӑнукӗсемпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.
Кинемее комплекслӑ центрӑн специалисчӗ Татьяна Васильева саламланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |