Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, архив ӗҫӗн министерствин коллегийӗн ларӑвӗ иртнӗ.
Мероприятие коллеги членӗсем, министерствӑн структура подразделенийӗсен ертӳҫисем, районсемпе хуласен администрацийӗсен культура пайӗсен пуҫлӑхӗсем хутшӑннӑ. Ларӑва культура министрӗ Светлана Каликова уҫнӑ.
Вӑл «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнисене саламланӑ. Ҫав йыша — Шупашкар муниципаллӑ округӗн Тӗп культура центрӗн хормейстерӗ Наталия Арсентьева; Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗн «Ветеран» халӑх хорӗн хормейстерӗ Светлана Муллина; Комсомольски округӗнчи тӗп клуб тытӑмӗн халӑх театрӗн режиссёрӗ Марина Шумилкина.
Ӗнер Шупашкарта пурӑнакансем каҫхине хула ҫийӗн метеорит вӗҫнине асӑрханӑ. Ҫакна видео та ӳкернӗ.
Пӗр видеона хула варринче ӳкернӗ, теприне – «Радужный» микрорайонта. Видеона пӑхсан тӳпере ҫуталакан япала вӗҫнине асӑрхама пулать.
Тутарстанра та ҫакнашкал кадрсем ӳкернӗ. Хусанти федераци университечӗн Астрономи обсерваторийӗн директорӗ палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл пысӑках мар болид пулнӑ.
Шупашкар хули «Волжский вояж» (чӑв. Атӑл вояжӗ) чукун ҫул туризм маршрутне лекнӗ. Ӑна «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен обществи йӗркеленӗ.
Туристсем валли хатӗрленӗ ҫӗнӗ маршрут ҫапларах: «Мускав — Шупашкар — Йошкар-Ола —Чулхула».
«Атӑл вояжӗ»
круиз поезӗ ҫула ҫитес ҫулхи ака, ҫурла тата юпа уйӑхӗсенче тухӗ.
Билета Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсен официаллӑ сайтӗнче ҫитес вӑхӑтра сутма тытӑнӗҫ.
Чӑваш Ен хӗрӗ Мексикӑра хӑйӗн тумӗпе тӗлӗнтернӗ.
Аса илтерер: Шупашкарти Валентина Алексеева тӗнчери илем конкурсне хутшӑннӑ. «Мисс Вселенная» (чӑв. Тӗнче мисӗ) конкурсра хӑйӗн тумӗпе тӗлӗнтернӗ.
Питӗрти дизайнер хатӗрлесе панӑ платье ҫав каҫ хичӗ пулса тӑнӑ. Кун пирки хӗр халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Шупашкара В. С. Попов ячӗллӗ пысӑк ача-пӑча хорӗ пуҫласа килӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх филармонийӗн сцени ҫине нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче тухӗ.
Ача-пӑча коллективӗн репертуарӗнче –
«Веселый ветер», «Орлята учатся летать», «Учитель наш», «Трус не играет в хоккей», «Мой щенок», «Вместе весело шагать», «Крылатые качели», «Прекрасное далеко», «По секрету всему свету», «Улыбка», «Одна земля на всех» тата ытти юрӑ. Вӗсене Александра Пахмутова, Владимир Шаинский тата Евгений Крылатов композиторсем Юрий Энтин, Михаил Танич, Николай Добронравов, Василий Лебедев-Кумач сӑввисемпе юрра хывнӑ.
Шупашкарти хула стоматологийӗнче ҫак уйӑхра цифра шӑл техникин лабораторийӗ ӗҫлеме тытӑннӑ.
Лаборатори — хулари Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 3-мӗш поликлиникӑра.
Хулари стоматологин йышӗнче ортопеди стоматологийӗн 7 уйрӑмӗ, 2 зуботехника лабораторийӗ, Хальхи вӑхӑтри ортопеди технологийӗсен центрӗ ӗҫлет.
Шупашкарта пурӑнакан 7 ҫулти Тимур патруль машинипе ярӑнма тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Кун пирки амӑшӗ йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
Професси уявӗ умӗн полицейскисем ача патне хӑнана килнӗ. Вӗсем Тимура вылямалли икӗ полици машини тата техника пирки кӗнеке парнеленӗ. Ку кӑна мар. Йӗрке хуралҫисем ачана пылак парнепе савӑнтарнӑ. Чӑн-чӑн фуражка та парнеленӗ. Кайран вӗсем Тимура патруль машинипе ярӑнтарнӑ.
Ӗнер каҫхине Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 1-мӗш ҫуртри 1-мӗш корпусра пушар тухнӑ. Унта пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте ҫулӑм тухнӑ.
Ҫав вӑхӑтра килте 44 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ. Ӑна ҫӑлавҫӑсем тӗтӗмлӗ хваттертен тухма пулӑшнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министрествин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм 16 тӑваткал метр карса тунӑ маччана, шалти отделкӑна сиенленӗ.
Шупашкарти Анастасия Кудряшова 20 ҫулта кӑна-ха. Вӑл вара ку таранччен нумай ҫитӗнӳ тунӑ: «Край» медиапроект хатӗрленӗ, «Нехудожник» галерейӑн арт-директорӗ пулса тӑнӑ, куравсемпе фестивальсем йӗркеленӗ.
Ҫавӑн пекех вӑл картинӑсем ӳкерет, фильмсем хатӗрлет, спектакльсем лартать, сӑнӳкерчӗксем тӑвать. Халь унӑн картинисем Третьяков галерейине илем кӳреҫҫӗ. Унӑн ӗҫӗсем «Россия – Горизонты» экспозицие кӗнӗ.
Ҫӑлавҫӑсем нӳхрепе ӳкнӗ арҫынна ҫӑлнӑ. Ку пӑтӑрмах пирки ҫӑлав службине чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫитнӗ.
Арҫын Шупашкарти 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи ҫуртра нӳхрепе ӳкнӗ.Унтан вӑл хӑй тӗллӗн тухайман. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен ӑна тухма пулӑшнӑ.
Арҫынна васкавлӑ медпулӑшу машинипе пульницӑна ӑсатнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |