Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫурла уйӑхӗнче Шупашкар хулинчи Республикӑри клиника пульницине вӗри шывпа пиҫсе кайнӑ ачана илсе килнӗ. Унӑн кӗлеткин 45 проценчӗ сиенленнӗ. Чылай чухне кун пек самантра пациентсен шалти органӗсемпе кӑлтӑксем сиксе тухаҫҫӗ.
Чи малтан тухтӑрсем терапи тунӑ, антибиотиксемпе сипленӗ, сурансене ҫыхнӑ, ытти процедурӑна пурнӑҫланӑ. Ҫав вӑхӑтрах пӗчӗк пациента хирургсемпе педиатрсем тӗрӗслесе тӑнӑ. Темиҫе эрнерен сывлӑхӗ операци тумалӑх йӗркеленнӗ.
Ҫапла тухтӑрсем операци вӑхӑтӗнче кӗлеткин ытти пайӗнчен ӳте илсе сиенленни вырӑнне сыпнӑ. Процедура ӑнӑҫлӑ иртнӗ.
Палӑртса хӑвармалла: Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинчи пиҫсе кайнине сиплекен уйрӑм Чӑваш Енре пӗртен-пӗрре шутланать. Ҫулсерен унта 350 пин ытла пациент сипленет, 150 ытларахӑшӗ – ачасем.
