Шупашкарта пурӑнакан 86 ҫулти Людмила Никифорова Мускаври Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑнма Мускава кайнӑ.
Людмила Васильевна Ленинград хулинче ҫуралнӑ. Ачан ашшӗ, вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенчех фронтра ҫапӑҫнӑскер, 1944 ҫулта вилнӗ, ҫемьене тӑлӑха хӑварнӑ. Людмила амӑшӗ ача садӗнче воспитательте ӗҫленӗ.
1943 ҫулта Ленинградра пурӑнакансене эвакуацилеме тытӑнсан Людмила Васильевнӑна амӑшӗпе пӗрле Чӑваш Енри Шӑмӑршӑна ӑсатнӑ. Ҫемье кунтах юлнӑ.
Людмила Васильевна икӗ ача — ывӑлпа хӗр — пӑхса ӳстернӗ, халӗ унӑн виҫӗ мӑнук пур.
Паян Шупашкар аэропортӗнче ӑна «Победа» авиакомпани Людмила Васильевнӑна ҫывхарса килекен Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламланӑ май чечек ҫыххи парнеленӗ.
Ӗнер Чӑваш Енре «Победа 80» (чӑв. Ҫӗнтерӳ 80) авточупу иртнӗ. Унта хутшӑннисене салтак пӑттипе сӑйланӑ.
Авточупӑва республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви Республикӑри ветерансен канашӗпе (ертӳҫи — Генрих Васильев) йӗркеленӗ. Авточупӑва республикӑн тӗрлӗ районӗнчи 80 автомобиль тата 160 ытла ветеран хутшӑнна.
Мероприятие республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ Лариса Арсентьева, Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов, Чӑваш Енӗн Общество палатин председателӗ Ванифатий Шайкин, Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр директорӗ директорӗ Светлана Милкина саламланӑ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн ӗҫченӗсем Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене ҫывхарса килекен Ҫӗнтерӳ кунӗпе кашни кунах саламлаҫҫӗ. Паян вӗсем Анатолий Цыганов патӗнче пулнӑ.
Анатолий Иванович 1926 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Горький облаҫӗнчи Буденово ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне вӑл 13 ҫулта ҫеҫ пулнӑ. Ҫамрӑк пулин те аслисемпе танах ӗҫленӗ: ӗнесем пӑхнӑ, витере тислӗк хырнӑ, выльӑха апат панӑ. 5 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫӗвӗҫе вӗренме кайнӑ, ҫакӑ ӑна выҫлӑхран ҫӑлса хӑварнӑ.
1960 ҫулта Анатолий Иванович Шупашкара куҫса килнӗ, унта 5-мӗш ательере закройщик пулса ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Вӑл ҫак енӗпе 30 ҫул ытла тӑрӑшнӑ.
«Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗнчи уявсем хыҫҫӑн Шупашкар мэрӗ Владимир Доброхотов отставкӑна каять. Аса илтерер: вӑл ку должноҫе пӗлтӗр Республика кунӗнче йышӑннӑччӗ.
«Чеб.ру» пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна 2024 ҫул вӗҫӗнчех отставкӑна яма палӑртнӑ-мӗн. Анчах ун вырӑнне ҫын пулман имӗш. Халӗ шухӑш улшӑнман, Владимир Дорбохотова «башня» енчисем кӑмӑлсӑрланнипе отставкӑна яраҫҫӗ-мӗн.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май Чӑваш Енре пурӑнакансемпе кунта килнӗ хӑнасем тӳлевсӗр экскурсие хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 8 тата 9-мӗшӗсенче Шупашкарти тӗп урамсенче тата историре юлнӑ вырӑнсенче ҫуран ҫӳремелли экскурси ирттерӗҫ. Маршрут Шупашкар Арбачӗ, Хӗрлӗ тӳрем, ҫуран каҫмалли ҫутӑ кӗперӗ, «Анне» монумент, Ҫеҫпӗл урамӗ, К .В .Иванов скверӗ тата Мускав ҫыран хӗрри патӗнчен иртӗ. Пӗрремӗш кунхине экскурси 12:00, 18:00 сехетсенче пуҫланӗ. Иккӗмӗш кунхине 12:00 тата 15:00 сехетсенче пухӑнӗҫ. Ушкӑнра 20 ҫын таран пулӗ .
Экскурсие маларах ҫырӑнмалла: заявкӑсене ҫу уйӑхӗн 6-7-мӗшӗсенче йышӑнаҫҫӗ. Ҫак номерсемпе — 8(8352) 23-20-31, 8(8352) 23-20-34 — шӑнкӑравласа тӗплӗнрех ыйтса пӗлме пулать.
Украинӑри Днепропетровск облаҫӗнче ҫуралнӑ арҫын 2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Раҫҫей гражданинӗ пулса тӑнӑ. Вӑл Шупашкарта тӗпленнӗ, кунта регистрациленнӗ.
Кӑҫалхи ҫуркунне Раҫҫейӗн Федеарцин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем 34-ри ҫӑв арҫын ҫӗршыва хирӗҫле ӗҫ тунине пӗлтернӗ. Ҫавна май унӑн Раҫҫей гражданствине, унӑн пирӗн ҫӗршывра тата ют ҫӗршывра уса курма май паракан паспорчӗсене пӑрахӑҫланӑ. Кунсӑр пуҫне ӑна Шупашкарти пропискӑсӑр та хӑварӗҫ.
Шупашкарта «Чӑваш Ен мисне» суйланӑ. Кӑҫал 30-мӗш хут иртнӗ конкурсра тӗп хулари 4-мӗш гимназине ӑс пухакан Влада Комарова ҫӗнтернӗ.
Ӑна коронӑна пӗлтӗр «Чӑваш Ен мисӗ» ята тивӗҫнӗ Алла Кадеева панӑ. Конкурса курма тата унта хутшӑнакансене хавхалантарма 2023 ҫулти «Чӑваш Ен мисӗ» тата пӗлтӗр «Тӗнче уҫлӑхӗн мисӗ» ята тивӗҫнӗ Валентина Алексеева та килнӗ.
Чӗмпӗр хулинче бодибилдинг енӗпе Раҫҫей Кубокӗ иртнӗ. Унта Раҫҫейри 900 яхӑн атлет вӑй виҫме килнӗ. Чӑваш Ен чысне Анастасия Семенова хӳтӗленӗ.
Вал – 35 ҫулта. Анастасия эстетика фитнесӗн категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Вӑл нумайӑшӗнчен ирттерсе пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.
Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Лексус икӗ автомобиль ҫине пырса кӗнӗ.
Асӑннӑ машина «Лента» суту-илӳ ҫурчӗ енчен «Шупашкар» универмаг енне ҫул тытнӑ чухне «53-мӗш шкул» патӗнче ҫула май пыракан икӗ ҫӑмӑл машинӑпа пырса ҫапӑннӑ. «VW Polo» тата «Opel Astra» машинӑсем сиенленнӗ. Унтан кроссовер ҫул варринчи тимӗр карта ҫине пырса кӗрсе чутах ҫаврӑнса ӳкмен. Апла пулин те вӑл малалла васканӑ.
Паян Мускавра юр ҫуса лартнӑ. Синоптиксем кун пек вӑйлӑ юр юлашки 116 ҫулта рекорд пулнине палӑртнӑ.
Йывӑҫсем тӳннӗ, юпасем те ӳккеленӗ. Вӗсене пула машинӑсемпе ҫуртсем сиенленнӗ.
Сӑмах май, пӗлтӗр ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Чӑваш Республикинче те юр ҫунӑччӗ. 2003 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗнче Шупашкарта юр ҫуса лартнӑччӗ. Ун чухне симӗс ҫулҫӑллӑ йывӑҫсем юр йывӑрӑшне чӑтаймасӑр тӳнӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ ҫурланӑ. | ||
| Теплов Пётр Николаевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗпе ӗҫлекен ҫуралнӑ. | ||
| Алексеев Иван Алексеевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог ҫуралнӑ. | ||
| Чумакова Тамара Ивановна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Раиса Порфирьевна, паллӑ библиотекарь ҫуралнӑ. | ||
| Гудошникова Людмила Яковлевна, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, химик-технолог ҫуралнӑ. | ||
| Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ | ||
| Акимов Александр Петрович, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Леонид Максимович, «Чӑашметалл» АУО тӗп директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимӗр-бетон конструкцисен 9-мӗш Шупашкар савутне (ЖБК №9) никӗсленӗ. | ||
| Сосновка посёлока Шупашкар хула чиккине кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |