Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫине Надежда Луговскаяна шкулта тата ача пахчинче медицина маскипе ҫӳреттерес ыйтӑва тепӗр хутчен пӑхса тухма ыйтнӑ.
Йӗркепе килӗшӳллӗн, асӑннӑ учрежденисенче ӗҫлекен ҫынсен маска тӑхӑнмалла, ӑна кунне 4 хут улӑштармалла, перчеткене вара – икӗ хутчен.
Алексей Ладыков каланӑ тӑрӑх, кунне ҫак тӗллевпе 10 пин тенкӗ кирлӗ. Ҫулталӑкне 100 миллион тенкӗ тӑкаклама тивӗ. Хыснара вара ку тӗллевпе укҫа пӑхса хуман. Сити-менджер ку нормӑна авӑн уйӑхӗнче ҫеҫ пӑхӑнма, кайран лару-тӑрӑва кура йышӑнусем тума ыйтнӑ. Авӑн уйӑхӗ валли кӑна 12 миллион тенкӗлӗх хӳтӗлев хатӗрӗсем туянӗҫ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче уроксене шӑнкӑрав сассипе лармӗҫ. Урок вӗҫленнине те шӑнкӑрав систермӗ. Ҫӗнӗлӗх кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ. Уроксенче шӑнкӑрав памассине пирӗн республикӑра ҫеҫ мар, ытти ҫӗрте те йышӑннӑ.
Шкулти хӑрушсӑрлӑх пирки кӑшӑлвируспа кӗрешекен оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвӗнче сӑмах хускатнӑ. Республикӑн вӗренӳ министрӗ Сергей Яковлев урок пуҫланса вӗҫленнине учитель сӑнаса тӑрассине пӗлтернӗ. Ачасем унчченхи пек кашни предмета тӗрлӗ класра вӗренмӗҫ. Физика, хими, физкультура, технологи урокӗсем чухне ҫеҫ вӗсен ятарлӑ кабинета кайма тивӗ.
Ирпе шкула пынӑ чух кашни ачан ӳт температруине виҫӗҫ. Ун валли кирлӗ хатӗрсене пурӗ 2400 штук туяннӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫынсен ыйтӑвӗсене тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницисенче тӑтӑшах хуравланине хӑнӑхрӑмӑр ӗнтӗ. Черетлӗ хуравсене паян каллех вырнаҫтарнӑ. Сӑмах май вӑл ҫак кунсенче Мускавра пулнине пӗлтернӗ. Унта чӑваш продукцине анлӑрах та нумайрах сутасшӑн.
Олег Николаев патне пӗри хӑйӗн ачине шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентес килменни пирки ҫырнӑ.
Вӑл чӑваш чӗлхине вӗрентмӗҫ-ши тесе кӑсӑкланнӑ.
Олег Николаев хуравланӑ тӑрӑх, тӑван чӗлхе предмет евӗр хӑш чӗлхене вӗренессине кашни хӑй суйлать. Кун пирки шкул директорӗ ячӗпе заявлени ҫырмалла.
Шупашкарти Ҫӗнӗ хулари шкул ачасене йышӑнма хатӗр. Унта паян хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пулнӑ. Ҫавӑн пирки вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Алексей Ладыков хыпарланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ шкула сӗтел-пукан кӳрсе килнӗ, бассейна шыв тултарнӑ, спортлапамне хатӗрлесе пӗтернӗпе пӗрех. Вӗренӳ ҫулӗнче ку учреждени 1600 ачана йышӑнӗ.
Ырӑ хыпара вуланисем хушшинче чӑннипех хӑпартланнисем те пур. «Пирӗн вӑхӑтра бассейнлӑ ҫакӑн пек шкул пирки ӗмӗтленме те пултарайман», – палӑртнӑ, сӑмахран, @svetlana.avrora.
Вӑрнар районӗнчи суд вӑрттӑн хыпар илмелли хатӗрпе усӑ курнӑ икӗ арҫынна суд тунӑ. Вӑйпиттисем судпа унччен айӑпланманнине, хӑйсен айӑпне йышӑннине, пуҫласа ята кӗнине шута илсе пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Вӗсене пуҫиле право енчен явап тыттарса суд штрафӗ пама йышӑннӑ. 15 тата 20 пиншер тенкӗ.
Пӗлтӗрхи раштавӑн 11-мӗшенче Вӑрнарти автошкулӑн 45 ҫулти директорӗ 27 ҫулти каччӑна пӗчӗк видеокамера тата пӗчӗк микрофон тыттарнӑ. Уншӑн ӑна 30 пин тенкӗ тӳленӗ. Директорпа ҫамрӑка автошкулта ӗҫлекен 41 ҫулти арҫын пӗр чӗлхе тупма пулӑшнӑ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем патне тӳме евӗрлӗ камерӑпа экзамена кайнӑ 27 ҫулти каччӑ ҫав кунах ҫакланнӑ.
Раҫҫейре класс ертӳҫисене 5-шер пин тенкӗ хушса тӳлӗҫ. Ку хушӑва Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.
Чӑваш Ене ку тӗллевпе 180 миллион тенкӗ килӗ. Ку тӳлеве класс ертӳҫисем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен илме пуҫлӗҫ. Палӑртмалла: класс ертӳҫисене регионта компенсаци пама йышӑннӑ саккунсем те вӑйра пулӗҫ.
Класс ертӳҫисене укҫа хушса тӳлессине РФ Президенчӗ Владимир Путин йышӑннӑ. Ку тӗллевпе ҫӗршыври регионсене 24,73 миллиард тенкӗ ярӗҫ.
Шупашкарти шкулсенче студентсем ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Ҫак ыйтӑва ӗнер И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче иртнӗ «ҫавра сӗтелте» сӳтсе явнӑ.
Аслӑ курссенче вӗренекенсене Шупашкарти шкулсем ӗҫе йышӑнма хирӗҫ мар.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫӗршыв Президенчӗ вӗренӳ ҫинчен калакан саккуна улшӑну кӗртме йышӑнчӗ. Аслӑ шкулсенче «Вӗренӳ тата педагогика науки» енпе пӗлӳ илекенсем алла диплом иличченех шкулта ӗҫлеме пултараҫҫӗ. Анчах вӗсен виҫӗ ҫул вӗренмелле, сессисене лайӑх паллӑсемпе вӗҫлемелле. Кружоксемпе секцисенче хушма пӗлӳ пама иккӗмӗш курс хыҫҫӑнах йышӑнӗҫ.
Шупашкарти шкулсене студентсене ӗҫе илес ыйтупа педуниверситетпа хулари вӗренӳ уппавленийӗн, шкулсен килӗштерсе ӗҫлемелле.
Чӑваш Енри шкулсемпе ача пахчисене ҫӳрекенсенчен кӑшӑлвируспа чирлеменнине ӗнентерекен справка ыйтмӗҫ. Кун пирки республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Яковлев республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура шантарса каланӑ.
«Шкулсенче тата ача пахчисене маска тӑхӑнса ҫӳреме хистекен йӗрке ҫук, унсӑр пуҫне кӑшӑлвируспа чирлеменнине ӗнентерекен справка та ыйтмӗҫ», – тенӗ министр.
Ирсерен ачасен сывлӑхне тӗрӗслӗҫ, вӗсен ӳт температурине виҫӗҫ, сывлӑша рециркуляторпа сиенсӗрлетӗҫ, пысӑк ушкӑнлӑ мероприятисем ирттермӗҫ.
12 ҫулта гроссмейстер ятне тивӗҫнӗ Сергей Карякин чӑвашла вӗренме пулнӑ.
Иртнӗ эрнере Шупашкарта, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче, Сергей Карякинӑн шахмат шкулӗн филиалӗ уҫӑлнӑ. Унта шахматист хӑй те килсе ҫитнӗ. Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, шахмат ӑстине
Владимир Сергиевскин чӑвашла кӗнекине парнеленӗ. Вӑл — чӑвашла. Анчах шахмат чӗлхине куҫарусӑр та ӑнланма пулать. Карякин чӑвашла вӗренме сӑлтав пур тесе каланӑ.
Сӑмах май каласан, Сергей Карякин 1990 ҫулта Симферополь хулинче ҫуралнӑ. Шахмат енӗпе тӗнче вице-чемпионӗ. 12 ҫултах вӑл гроссмейстер пулса тӑнӑ. Унӑн ятне Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине ҫырса хунӑ.
Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта шкул пур-ха, анчах ку ҫителӗксӗр. Унта тепӗр пӗлӳ ҫурчӗ тума палӑртнӑ. Хальлӗхе унӑн проектне сӳтсе яваҫҫӗ.
Шкул пӗчӗк хула е кампус евӗр пулӗ. Проектра ҫурта темиҫе блока пайланӑ. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли вӑйӑ лапамӗ пулмалла, аслӑраххисем валли – спорт лапамӗ.
Техзаданипе килӗшӳллӗн, тӑватӑ хутлӑ шкула кирпӗчрен тӑвӗҫ. Ун ҫине пӑхсан пултарулӑх ҫуртне, пионер лагерьне аса илтерекеннисем пулӗҫ. Тӗп алӑк – воронка евӗр. Унтан ачасем ытти блока лекме пултарӗҫ: акт залне, вулавӑша, апатланмӑша… Ҫурт стени ҫине граффити ӳкермелле те тӑвасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |