
Ӗнер Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Константин Иванов тата шкул вӗренӗвӗ» конференци ирттернӗ. Унта Чӑваш, Тутар, Пушкӑрт республикисенче, Чӗмпӗр облаҫӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен 70 ҫын хутшӑннӑ.
Конференцие ЧР Вӗренӱ институчӗн ректорӗ Юрий Исаев уҫнӑ.
К. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗн ертӳҫи Ирина Оленкина ӳнер учрежденийӗ поэт эткерне шкул вӗренӗвӗнче усӑ курма сӗнекен майсемпе мелсемпе паллаштарнӑ. К. Иванов пултарулӑхӗ шкул программинче мӗнле вырӑн йышӑнни ҫинчен Чӑваш Республикин Вӗренӱ институчӗн этнокультура вӗренӗвӗ кафедрин доценчӗ Надежда Иванова каласа панӑ.
Чӗмпӗр хулин 57-мӗш шкулӗн вӗрентекенӗ Владимир Грузин К. Ивановӑн «Нарспи» поэмине хӑйсен шкулӗнче мӗнле вӗрентни ҫинчен, аслӑ поэтӑмӑр юбилейне Чӗмпӗр облаҫӗнче епле уявлани пирки каласа кӑтартнӑ. Шупашкар хулин 33-мӗш шкулӗн вӗpeнтекенӗ рӗ.
Ирина Диарова, Шупашкар районӗнчи Атайкасси шкулӗн вӗрентекенӗ Светлана Ефимова, Ҫӗнӗ Шупашкар хулин 18-мӗш лицейӗн вӗрентекенӗсем Любовь Севрикова, Елена Иванова тата Алевтина Такина, Шупашкар хулин 40-мӗш шкулӗн вӗpeнтекенӗ Александр Степанов, Тутар Республикин Элкел районӗнчи Кивӗ Матак шкулӗн вӗpeнтекенӗ Ольга Салюкова, Пушкӑрт Республикин Пелепей хулин Чӑваш гимназийӗнче вӑй хуракан Полина Кирилловӑпа Вера Алексеева, Вӗренӳ институчӗн этнокультура вӗренӗвӗн кафедрин ертӳҫи Анна Егорова сӑмах илнӗ.

Шупашкар районӗнчи Карачура ялӗнчи шкула авариллисен йышне кӗртнӗ. Ку ыйтӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ирттернӗ канашлура хускатнӑ.
Шкула 1914 ҫулта хута янӑ, ӑна халӗ юсаса ҫӗнетме ҫук ӗнтӗ. Стенасем, никӗс, тӑрри вӑйлах кивелнӗ. Ҫавна май Карачурара ҫӗнӗ шкул тума палӑртнӑ.
Ҫак кивӗ шкулта 77 ача ӑс пухать. Ҫӗнӗ шкул ҫӗкленӗ вӑхӑтра ачасене кӳршӗ ялсенчи шкулсене автобуспа илсе ҫӳрӗҫ.
17 ҫул каялла Карачурара ҫӗнӗ шкул тума пуҫланӑ-ха, анчах никӗс ярсан ӗҫ чарӑнса ларнӑ. Кивӗ проектпа ҫӗннине тума халӗ май килмӗ. Тӗслӗх вырӑнне Канаш районӗнчи шкула илӗҫ. Пӗлӳ ҫуртне тума 200 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.

Чӑваш Енри вӗренӳ тытӑмӗ кӑҫал шкул вӗренсе пӗтернисене патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытарма хатӗр. Кун пирки республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Яковлев паян пӗлтернӗ. Вӑл каланине ведомство сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
ППЭ тытма кӑҫал 6060 заявлени панӑ иккен. Патшалӑх экзаменне тытармалли 37 пукнта хатӗрлесе ҫитернӗ.
Анчах, аса илтерер, ҫав экзамен кӑҫал аслӑ шкула вӗренме кӗрес ӗмӗтлисене ҫеҫ тытӗҫ. Аттестат илме экзамен тытмалла мар.
Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗ пӗтӗм ҫӗршыври пекех ҫӗртме уйӑхӗн 29 тата 30-мӗшӗсенчи савлӑ экзаменсенчен пуҫланӗ.
Экзамена кӗекенсене ятарлӑ хатӗрсем тӗрӗслесе кӗртӗҫ, видеокамерӑсем ӗҫлӗҫ. Кӑшӑлвирусран сыхланмалли мерӑсем те йышӑнӗҫ.

Кӑҫал Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта ҫӗнӗ шкул уҫӑлмалла. Строительство ӗҫӗсем мӗнле пыраҫҫӗ? Вӗҫленеҫҫӗ-и?
Ӗнер унта ЧР строительство министрӗ Александр Героев, ЧР вӗренӳ министрӗ Сергей Яковлев пулса курнӑ. Шкулти ӗҫсене ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗ валли вӗҫлеме палӑртнӑ. Шкул тӑватӑ блокран пулӗ. Бассейн, акт залӗ, спортзал, футбол уйӗ, хоккей лапамӗ пулӗҫ.
Палӑртмалла: шкула 2019 ҫулта ҫӗклеме пуҫланӑ. Вӑл хулара чи пысӑкки – унта 1600 ача ҫӳрӗ. Ҫӗнӗ шкул 65-мӗш номерлӗ пулӗ.

Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам – пысӑк ял. Унта шкулсем пур пулсан та ачасем валли вырӑнсем ҫитмеҫҫӗ.
Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкул ҫумне пристрой тӑвасшӑн. Ку тӗллевпе 110,5 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ.
Аукцион йӗркелӗҫ. Вӑл ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртӗ. Унта ҫӗнтернӗ подрядчик 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен шкул ҫумне виҫӗ хутлӑ пристрой тӑвӗ. Унта пуҫламӑш класри ачасем вӗренӗҫ. 1-мӗш, 2-мӗш тата 3-мӗш классем икӗ класс пулӗҫ.
Сӑмах май, Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкул ҫуртне 1976 ҫулта хута янӑ пулнӑ.

Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам – пысӑк ял. Унта шкулсем пур пулсан та ачасем валли вырӑнсем ҫитмеҫҫӗ.
Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкул ҫумне пристрой тӑвасшӑн. Ку тӗллевпе 110,5 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ.
Аукцион йӗркелӗҫ. Вӑл ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртӗ. Унта ҫӗнтернӗ подрядчик 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен шкул ҫумне виҫӗ хутлӑ пристрой тӑвӗ. Унта пуҫламӑш класри ачасем вӗренӗҫ. 1-мӗш, 2-мӗш тата 3-мӗш классем икӗ класс пулӗҫ.
Сӑмах май, Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкул ҫуртне 1976 ҫулта хута янӑ пулнӑ.

Кӑшӑлвируса пула санитарипе эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ япӑхса кайнӑ вӑхӑтра массӑллӑ мероприятисене инҫет ҫыхӑну мелӗпе ирттереҫҫӗ.
Шупашкарти шкулсенче юлашки шӑнкӑрава ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче онлайн ирттерӗҫ. Вӗренӳ учрежденийӗсен директорӗсем шкулпа сывпуллашакан ачасене видеотрансляци мелӗпе ырӑ сунӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче уҫӑлнӑ «Шкул эфирӗсен марафонӗ» ҫак уйӑхӑн 29-мӗшӗччен пырӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗнче шкул ачисем валли онлайн-уйлӑхсем уҫма палӑртнӑ. Вӗсене Шупашкарти шкулсенче 12-шер кунлӑ сменӑпа йӗркелӗҫ. Ҫавсенче ачасем тӗрлӗ ӑсталӑха дистанци мелӗпе кружоксенче тата ӑсталӑх класӗсенче алла илӗҫ, ҫав мелпех онлайн экскурсисенче пулӗҫ.

Ҫак кунсенче илемлӗ ӳкерекен ачасен «Манӑн тӑван тӑрӑхӑм – манӑн Чӑваш Ен» республикӑри онлайн-конкурсӗ иртет. Конкурса Акцыновсем ячӗллӗ Шупашкарти 6-мӗш художество шкулӗ тата Чӑваш Енри художник-педагогсен пӗрлешӗвӗ ирттереҫҫӗ.
Ӑмӑртӑва 7 ҫултан пуҫласа 17 ҫулчченхи 359 ача хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Вӗсем паллӑ ентешъмърсемпе, чӑваш халӑхӗн культурипе, йӑли-йӗркипе, наци уявӗсемпе паллаштаракан тематика, сюжетлӑ ӗҫсем тӑратнӑ.
Ачасен ӳнер пултарулӑх ӑмӑртӑвне 2012 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Кӑҫалхине Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
«Ачасен ӗҫӗсене Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ Виктор Бритвин ертсе пыракан сумлӑ комисси тишкерет. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӗлӗпӗр», – тенӗ Шупашкарти 6-мӗш художество шкулӗн методисчӗ Дмитрий Ефимов.

Прокуратура Шупашкарти шкулсене тӗрӗсленӗ. Йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Ведомствӑн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр шкулта судпа айӑпланнӑ ҫын ачасене вӗрентнӗ.
Сӑмах – 37-мӗш шкул пирки. Ҫитменнине, вӑл 18 ҫул тултарман ачан сывлӑхӗпе пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратни пирки калакан статьяпа айӑпланнӑ. Саккунра палӑртна тӑрӑх, пурнӑҫа, сывлӑха, ирӗклӗхе, чыса пырса тивекен преступленисемшӗн явап тытнӑ ҫынсен ӗҫлемелле мар.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Директора дисциплинарлӑ майпа явап тыттарнӑ.

Ҫӗршывра эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ кӑткӑсси шкул ачисене экзамен тыттарассине те пырса тивнӗ. Чӑваш Ен вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Яковлев каланӑ тӑрӑх, Раҫҫей Вӗренӳ министерстви 9-мӗш класс пӗтерекенсене вырӑс чӗлхипе математикӑпа экзамен тыттарас мар, отметкӑна ача ҫулталӑк хушшинче епле ӗлкӗрсе пынине тӗпе хурса лартас тесе йышӑннӑ.
Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тыттармалли вӑхӑта ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен куҫарӗҫ. Хӑҫан экзамен тытассине каярах пӗлтерме шантараҫҫӗ. ППЭ ирттермелли йӗркене те ылмаштарма палӑртнӑ. Вырӑс чӗлхипе тата математикӑпа экзаменсене аслӑ шкула вӗренме кӗрес ӗмӗтлӗ ачасем ҫеҫ тыттарӗҫ.
1-8-мӗш классенче вӗренекенсене ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуллахи каникула ярӗҫ, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен.
