Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Суперанне» шоу-программа

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 06.03.2013 11:31 | 2079 хут пӑхнӑ

Ку эрнере пӗтӗм тӗнче Хӗрарӑмсен кунне паллӑ тӑвӗ. Чаплӑ кун. Ҫавӑнпах ӗнтӗ ӑна уявлама темиҫе эрне маларах хатӗрленме пуҫлаҫҫӗ. Уяв умӗнхи кунсенче вара мероприятисен шучӗ уйрӑмах нумай.

Ак Шупашкар районӗнчи Ҫатра-Лапсар шкулӗнче те «Супермама» (чӑв. Суперанне) шоу-программа ирттерчӗҫ. Ӑмӑртӑва 2, 4, 7 класра вӗренекенсен амӑшӗсем хутшӑнчӗҫ.

Чи малтанах хӑйсен маттурлӑхне шкулта ачисен кӑтартмалла пулчӗ — вӗсем хӑйӗн амӑшӗ ыттисенчен лайӑхраххи пирки ӗнентермелле каласа пачӗҫ. Малалла вара амӑшӗсем тупӑшрӗҫ — ӑмӑрту йӗркелевҫисем вӗсем валли тӗрлӗрен конкурссем хатӗрленӗ иккен: «Ума палата» (чӑв. «Ӑс-тӑн ҫӳпҫи»), «Угадай мелодию» (чӑв. «Ку кӗвве пӗлетӗн-и?»), «Устами младенца» (чӑв. «Пепке сӑмахӗпе»), «Мысли на расстоянии» (чӑв. «Инҫетри шухӑшсем») тата ыттисем. Килтен туса килмелли пай та пурччӗ — апат пӗҫерсе килесси.

Хутшӑнакансем тупӑшура балсем пухса пычӗҫ. Тӳресен йышӗнче Лапсар ял тӑрӑхӗн ветерансен канашӗн председателӗ Максимова Т.В., Лапсар ял тӑрӑх пуҫлӑхӗн ҫумӗ Козякова Л.Г., Лапсар ял тӑрӑхӗн ИКЦ директорӗ Афанасьева И.Н. пулчӗҫ. Мӗн чухлӗ балл пухнине кура вара шкул ачисен амӑшӗсем вырӑнсем йышӑнчӗҫ.

Пӗтӗмлетӳ хыҫҫӑн мала Смирнова Н.Н. тухрӗ, ӑна «Суперанне» титул лекрӗ. Ытти хутшӑнакансем те уйрӑм ятсемсӗр юлмарӗҫ, кашнине тивӗҫлине парса тухрӗҫ: Адексеева С.А. — «Ытарлӑ миссис», Китькова Е.В. — «Ӑслӑ миссис», Кантеева Р.И. — «Ҫепӗҫ миссис», Степанова А.Ф. — «Илемлӗ миссис», Иванова Е.В. — «Ырӑ миссис».

Шкул админситрацийӗ ҫав уява ирттерме пулӑшнӑшӑн уйрӑмах Лапрсар ял тӑрӑхӗн администрацине тав турӗ.

#Шупашкар районӗ, #Хӗрарӑмсен кунӗ, #Ҫатракасси, #Лапсар ял тӑрӑхӗ, #шкулсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем