Чӑваш Наци библиотекинчи «Аталану» ассоциацийӗн «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» ушкӑнри ачасен черетлӗ тӗлпулӑвӗ иртнӗ.
Наци библиотекин тӗп специалисчӗ Вера Архипова пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем тӑванлӑх сӑмахӗсене аса илнӗ, унтан «Аннене эп пулӑшатӑп» сӑвӑ каласа пахча-ҫимӗҫе ҫуса тасатса шуратнӑ, туранӑ пек туса вӗсен ячӗсене каланӑ. Чӑваш пуканине ҫывӑрттарса янӑ май Петӗр Хусанкайӑн «Сӑпка юррине» вӗреннӗ. Тӗрлӗ тӗслӗ хутран амӑшӗсем валли парне ӑсталанӑ.
Шӑпӑрлансем Чӑваш тӗррин куравӗнче пулса курнӑ, ӑстасен ӗҫӗсене сӑнаса тӗллӗннӗ.
Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть ҫав. Вӑхӑт иртнӗ ҫемӗн йӑласем майӗпен ҫухалса пыраҫҫӗ. Ҫухалаҫҫӗ тесен те тӗрӗсех мар-тӑр? Иртнӗ кунра юлаҫҫӗ темелле пуль. Чӑвашсен ниме текенни те паянхи кун иртнӗ куна юлчӗ пулас. Мӗншӗн? Ҫак ыйту мана кӑсӑклантарчӗ те ак мӗнле шухӑшсем патне ҫитрӗм.
Ниме текен йӑла, паллах, чӑваш культуринчи чи аваннисенчен пӗри шутланать. Пӗччен тӑвайман ӗҫе ушкӑнпа пурнӑҫласан, вӑл, малтан хӑйӗн калӑпӑшӗпе хӑратса тӑнӑскер, вӗҫленнӗ тӗле малтанхи пек йывӑр туйӑнмасть. Аван-и? Чӑн та чаплӑ йӑла. Анчах паянхи кун ӑҫта ҫухалчӗ-ха вӑл?
Сӑлтавӗ вара тӗрлӗрен. Чи витӗмли ман шутпа — халӑх ӗлӗкхи пек чухӑн пурӑнма пӑрахнинче. Ачалӑха аса илетӗп те — мӑлатук-пуртӑ таврашӗ те кашни килтех ҫукччӗ. Вӑрӑм пусма кирлӗ пулсан кӳрше утаттӑмӑр. Тата ытти те. Халь вара? Мӑлтукӗ кашнин пӗрер кӑна мар, пуртти иккӗ-виҫҫӗ. Вӑл кӑна мар, тӗрлӗ электроинструмент пурин те пур темелле. Шуруповерт текенни хӑшӗсен пӗрре кӑна мар. Ыттисем те сахал мар: электропӑчкӑ, электролобзик... Пурин те килӗнче бензопӑчкӑ пур темелле.
Чӑваш Енри шкулсенче «Чи пӗлтерӗшли ҫинчен калаҫатпӑр» проект пурнӑҫа малалла кӗрет. Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 1-2 классенче черетлӗ класс сехечӗ иртӗ.
Ӑна чӑвашла ирттерме республикӑн Вӗренӳ институчӗ сценарин чӑвашла вариантне хатӗрленӗ. Хальхинче класс сехечӗ «Педагогпа ӑс паруҫӑ ҫулталӑкӗ» темӑпа пулӗ. Унта педагогпа воспитатель ӗҫӗ-хӗлӗ, вӗсен пӗлтерӗшӗ ҫинчен каласа кӑтартӗҫ.
«Ютуб» видеохостингра «Хӗрсем» канал уҫнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ӑна икӗ чӑваш хӗрӗ — Настя тата Ксюша — пуҫарса янӑ.
Ҫак йӗркесен авторӗ паян хӗрсен пӗр кӑларӑмне итлерӗ. Унта вӗсем республикӑра ача-пӑча валли чӑвашла кӑларса тӑракан кӑларӑмсем ӳсекен ӑрушӑн пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртса хӑварчӗҫ. Вӗсем хӑйсен пултарулӑхне туптама чӑвашла тухса тӑнӑ «Тантӑш» хаҫатран пуҫланӑ иккен.
Ҫӗнӗ кӑларӑмра сӳтсе явнӑ тепӗр тема — ҫамрӑксем чӑвашла пӗлменни мӗнпе ҫыхӑннин хуравне шырани. Хӗрсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗн тӑван чӗлхерен вӑтанмалла мар, ачисене тӑван чӗлхепе калаҫтармалла.
Сиринче пурӑнакан икӗ яш чӑвашла юрлаҫҫӗ.
Ҫав видеона халӑх тетелӗнчи «Новостная барахолка» ушкӑнра вырнаҫтарнӑ.
Ахмед ятлӑ арҫын ача тата унӑн тусӗ чӑвашла юрӑсем шӑрантараҫҫӗ. Вӗсен репертуарӗнче — «Ҫумӑр ҫӑвать», «Сан ҫуралнӑ кун паян» тата ытти хит иккен.
Чӑваш эстрадипе вӗсене пирӗн ентешӗмӗр паллаштарнӑ-мӗн.
«Хурӑн ҫулҫи, хурӑн ҫулҫи сарӑлсан килет вӑрман, килет вӑрман илемӗ», — шӑрантарать, сӑмахран, Ахмед.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пресс-конференци ирттерчӗ. Ҫак йӗркесен авторне ӑна пуҫламӑшӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫитиех итлеме май килмерӗ-ха. Икӗ журналист чӑвашла ыйтнине илтме май килчӗ, вӗсене республика ертӳҫи вырӑсла хуравларӗ.
Пресс-конференцие итлекенсенчен пӗри: «Мероприяти мӗншӗн вырӑсла иртет?» — тесе ҫырнӑччӗ-ха. Ыйтӑва курнисенчен пӗри, Людмила Бардасова, ун пек мероприятисем патшалӑх чӗлхипе иртеҫҫӗ, пирӗн ҫӗршывра патшалӑх чӗлхи — вырӑс чӗлхи тесе ҫавӑрттарса хунӑччӗ. Екатерина Арбатова шучӗпе вара «пурте чӑвашла пӗлмеҫҫӗ», «чӑваш чӗлхи пурне те кирлӗ мар-тӑр» тесе хӑй шухӑшне палӑртнӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра чӑваш мультфильмӗсен фестивалӗ иртӗ. Кунта сӑмах ача-пӑчапа валли ӳкернӗ ӗҫсем пирки пырать.
Чӑваш мультфильмӗсен фестивалӗ Республикӑн ача-пӑча вулавӑшӗнче пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче иртӗ. Вӑл 11 сехетре пуҫланӗ.
Унта ҫитсе курас тесен Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи 8-мӗш «а» ҫурта ҫитмелле.
Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш халӑх поэтне Геннадий Айхине (21.08.1934 - 21.02.2006) асра тытса пуҫтарӑннӑ. Кун пирки Марина Карягина тележурналист, сценарист, поэт халӑх тетелӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Чӑн поэт сахал. Аслӑ Турӑ чӑваша телейсӗр хӑварман: пирӗн те Сӑмах Хӑвачӗпе тӑван халӑха тӗнче шайне ҫӗклекен Поэтсем пур. Вӗсенчен пӗри — Геннадий Айхи. Унӑн сӑввисене вулатӑп та, куҫран вӗри куҫҫуль юхать. Хамӑршӑн савӑннипе», — тесе ҫырнӑччӗ Марина Карягина поэт ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалласа халӑх тетелӗсенчен пӗринче.
Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ Николай Ишентей (Николай Петрович Петров) 70 ҫул тултарнӑ. Ҫавна май Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫри вӑтам шкулта информаци сехечӗ ирттернӗ. Кун пирки халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче Валентина Малышева пӗлтернӗ.
Вӗренекенсем Николай Петровичӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллашнӑ май сӑвӑҫ Чӑваш Енри Ҫӗрпӳ районӗнчи Тури Шурҫырма ялӗнче 1953 ҫулта ҫуралнине пӗлнӗ. Пулас поэт малтанласа Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнче ӑс пухнӑ.
Вӑл шкулта та вӗрентнӗ; «Хыпар» хаҫатра, «Капкӑн» журналта ӗҫленӗ. «Николай Ишентей – нумай кӗнеке авторӗ, кӗҫӗннисен юратнӑ юмахҫи те», — каласа кӑтартнӑ Валентина Малышева ачасене поэт ҫинчен.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров тӑван чӗлхене упраса хӑварассипе тӑрӑшакан кашни педагогпа ертӳҫе тав тунӑ. «Сире пула «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» – тесе ҫирӗппӗн калама пулать», – тенӗ вӑл.
Тӑван чӗлхен пӗтӗм тӗнчери кунӗнче, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствипе Хӗрарӑмсен республикӑри канашӗ «Туслӑх хӗлхемӗ» республикӑри фестивале савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Министр ҫав мероприятие хутшӑннӑ.
Фестивале ирттернӗ май 4 номинаципе конкурссем йӗркелеме палӑртнӑ: «Сӑмах илемӗ» (ку енӗпе хутшӑнакансен чӑваш халӑх юмахне е чӑваш илемлӗ литературинчи сыпӑка хитре вуласа кӑтартмалла), «Чӑваш вӑййи» (вӑйӑ сыпӑкне кӑтартмалла), «Янра, чӑваш юрри» (чӑвашла юрламалла) тата «Чӑваш ташши» (чӑваш ташшине ташшамалла).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |